Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурăнас килетМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Али-паттăрЙытă тĕлĕкĕЙăмраллă ялСунарçă халлапĕсемХĕрес хывнă хĕвел

Хуралта


Питĕ кансĕр çанталăк...

Çил вĕрнипе юр вĕçет...

Лере, картасем панче,

Пĕр çын такама кĕтет.

 

Калпак... çĕнĕ шур кĕрĕк...

Ăш çăматă уринче.

Патронсемпе çыхнă пилĕк,

Çĕнĕ пăшал аллинче.

 

Пирĕн хĕрлĕ салтак вăл,

Хуралта иккен тăрать.

Таса, харсăр... Лăпкăн вăл

Шур тăшмансенчен сыхлать.

Çак çуркунне пулсассăн...


Çак çуркунне пулсассăн,

Типĕ курăк ешерет.

Вăрман çулçа кăларсан,

Кайăк сасси илтĕнет.

Хĕрлĕ хĕвел пăхать-çке,

Курăк ӳсет ярăнса.

Тĕрлĕ çеçке ӳсет-çке,

Çынсем çӳреç савăнса.

Çак тусем те çуркунне

Пит илемлĕн курăнаç.

Тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ,

Хитре тумтир тăхăнаç.

Çеçкийĕсем ту çинче

Улан-улан курăнаç.

Лайăх пăхсан, çеçкесем

Кулнă пекех туйăнаç.

Çеçке çинче пыл хуртсем

Вĕçе-вĕçе çӳреççĕ;

Пылне пухса илсессĕн,

Килне вĕçсе каяççĕ.

Лантăш мĕншĕн наркăмăшлă?


Эпĕ — лантăш. Вăрманта çитĕнетĕп, пĕчĕк шăнкăрав евĕрлĕ шурă чечексем çуратăп. Çу уйăхĕнче чечеке ларатăп, 15-25 сантиметр çитĕнетĕп. Ман ачамсем — хĕп-хĕрлĕ çырласем. Тахçан авал вĕсем хура хурлăхан çырли пекех тутлăччĕ, ачасем те юратса çиетчĕç, анчах та...

Пĕррехинче ачасем вăрмана килчĕç. Эпир тин çеç вăй илсе чечек сарма ĕлкĕрнĕччĕ. Çурхи вăрман ачасен сассипе тулчĕ.

— Пăхăр-ха, чечексем! Мĕн чухлĕ лантăш! — пĕр-пĕринпе тупăшсах кăшкăраççĕ вĕсем.

«Мĕнех, эпĕ тăрăшни сая каймарĕ, ман илемлĕ чечексене çийĕнчех асăрхарĕç», — хĕпĕртерĕм эпĕ.

— Килĕр, пире пăхса савăнăр. Шурă юр мана хăй тĕсне парнелесе хăварчĕ. Манăн чечексем юртан та шурăрах, питĕ хитре, — терĕм ачасене. Чим-ха, ман кӳршĕ йĕрет мар-и? Чăн та, ман тус-тантăшăм куççуль тăкать,

— Чечекĕме татрĕç, мана амантрĕç.

Ытти лантăшсем те пĕр-пĕринпе тупăшсах йĕме-нăйкăшма пуçларĕç. Ачасем вĕсене тăпăлтараççĕ иккен. Ман йăмăка та çав шăпах лекрĕ, ăна та татакан тупăнчĕ. Вăл куççульне ман çине тăкса хăварчĕ, хăйне кӳрентернĕшĕн ачасене тавăрма ыйтрĕ.

Эпĕ хăрушлăха сиссе пуçăма çулçă айне чикрĕм. Ĕлкĕртĕмех-мĕн, ачасем мана кураймарĕç, хам çеç вĕсем мĕн хăтланнине вăрттăн сăнаса лартăм. Туратсене хуçаççĕ, чечексене тăпăлтараççĕ, хурăнсене çĕçĕпе касса амантаççĕ, кайăксене ухăсенчен переççĕ.

Малалла

Шăпчăк юрлать, янратать...


Шăпчăк юрлать, янратать,

Чунăм илтет — хурланать.

Çак шăпчăкăн юррине

Тытса пули чĕрере?

Шăпчăк мана систерет

Савнă сар хĕр шухăшне.

Сар хĕр юрлать асăнса

Хăйĕн чунĕ савнине.

Чунăм савни — сар каччă,

Кил иксĕмĕр калаçар!

Калаçнă чух пĕр-пĕрне

Ыталаса чуптăвар.

Чунăм çунать, — савни, кил!

Пуçри хуйха хăвалар.

Ыталанса юрласа,

Манăн чуна пусарар.

Савни, сана сарă хĕр

Илĕртесрен мана шан.

Сана манран илеймĕç,

Ĕмĕрлĕхе пулăн ман.

Савни, пире никам та

Пĕр-пĕринчен уйăраймĕ.

Хаяр усал тăшман та

Пирĕн хушша кĕреймĕ.

Чĕрĕп мĕншĕн йĕплĕ?


Вăрманта пĕр чĕрĕп пурăннă тет. Вăл хальхи пек йĕплĕ пулман. Кашкăр-кашаман ăна яланах кӳрентерме тăрăшнă. Мĕскĕн чĕрĕп «тукмак хӳререн» пытанса пĕрмаях шăтăкра ларнă, ниçта та тухса курайман. Кун пек пурăнса вăл йăлăхсах çитнĕ.

Юлашкинчен чĕрĕп асамçăран пулăшу ыйтма шутлать. Унăн çулĕ хирсем, вăрмансем урлă пулнă. Чĕрĕп мĕн пур йывăрлăха, чăрмава чăтса ирттернĕ. Ăна кашкăр та тапăннă, чĕрĕп пур-пĕрех парăнман.

Вăл асамçă патне тепĕр виçĕ çултан çеç çитнĕ. Асамçă ăрăмланă хыççăн чĕрĕп йĕплĕ пулса тăнă. Вăл хăйне пулăшакана тав тунă та килелле утнă. Çакăн хыççăн «йĕплĕ çăмхана» кашкăр та кӳрентереймен, вăл пуринчен те хӳтĕленнĕ.

Кам-кам чирленĕ...


Кам-кам чирленĕ

Халсăр пулса,

Çав çын нишленнĕ

Чир-чĕр туйса.

Пурнăç илемлĕ

Çут тĕнчере.

Турă пилленĕ

Сывлăх пире.

Ырă та хаклă

Çут кун çути,

"Чир-чĕр сĕм каçла," —

Тет ун тути.

"Эх, çĕнтересчĕ

Сывмарлăха,

Çирĕплетесчĕ

Хам сывлăха,

Тухăп ун чух эп

Сад пахчине,

Çирĕппĕн утăп

Хурăн патне.

Ĕçĕп эп каçăх

Ун сĕткенне,

Кайтăр пур сарăх

Ие патне".

Çитрĕ çу кунĕ —

Янкăр тӳпе.

Ку кун кам чунĕ

Чăттăр типпе?

Тухрĕ вăл... Кĕчĕ

Сад пахчине

Ĕçрĕ вăл ĕçре

Хурăн шывне.

 

Ака, 2000.

Малалла


... Хĕн-хур курнă кун иртрĕ...

Пĕр-пĕринчен пĕрлешсе

Тăчĕç «çĕрпе ирĕкшĕн»,

Çĕрĕ халь пире тухрĕ.

Пуриншĕн те пуç çине

Хĕрлĕ ялав çĕкленчĕ,

Пирĕн юнпа хĕрелчĕ,

Куççульсемпе çăвăнчĕ.

Хăпса ялав хыçĕнчен,

Пысăк ĕçе пĕтерме

Ĕçлĕ халăх эртелĕ

Пысăк вăрçалла утрĕ...

Хамăр тăвас ĕç патне

Эпĕр хамăр çитрĕмĕр.

Ку ĕç пире йывăр пулчĕ —

Çырмапала юн юхрĕ.

Пит çирĕппĕн пĕрлешер,

Шур усала пĕтерер,

Хамăр ӳснĕ çĕршыва

Кăларăпăр çутталла,

Ялавне те çӳлелле

Çĕклĕр! Юлташ, малалла!

Сар хĕр, ан пăх ман çине...


Сар хĕр, ан пăх ман çине,

Ман чĕрене ан хускат.

Хуйхă тăрать чĕрере,

Халь тин чуна ан пăлхат.

Иртрĕ вăхăт, çамрăк чух

Чунăм хытă савăнчĕ.

Эпĕ хытă савнă чух

Чунăм вут пек çунатчĕ.

Çутă хĕвел аннă пек,

Чунăм вучĕ сивĕнчĕ.

Çырма çинчи тĕтре пек,

Савас шухăш сирĕлчĕ.

Манăн мĕскĕн пурнăçпа

Чунăм ăшши сивĕнчĕ.

Савни çинчен хуйхăрса,

Хитре сăнăм çухалчĕ.

Крокодила парăнтарни


Шăрăх çанталăкра крокодил çăварне карса çывăрма юратнă. Ун пек чухне вĕçен кайăк, хурт-кăпшанкă, лĕпĕшсем хăйсемех тискер чĕр чун çăварне кĕрсе ӳкнĕ. Леш «йӳнĕлле апата» савăнсах çăтнă.

Пĕррехинче çапла выртнă чухне крокодил çăварне аманнă хурчка кĕрсе ӳкнĕ. Суранлă çунатне пула вăл аялтанах вĕçнĕ те çăткăн чĕр чун тыткăнне çакланнă. Çапах кайăк парăнман, крокодил хырăмне лексен унăн чĕрине хăйĕн çивĕч чĕрнисемпе пăталаса лартнă. Çак самантран тискер чĕр чуншăн тамăк пурнăç пуçланнă. Сывлăш пӳлĕнсе ларнăран ишнĕ чухне те канса илме тивнĕ, унтан малаллах тапаçланнă. Тепĕртакран каллех мăйран пăвнăран чарăнса каннă. Пĕр çыран хĕрринчен тепĕр енне каçасси крокодилшăн питĕ асаплă пулнă, кунсерен начарланса пыраканскер, виçĕ метр ишсенех йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ, шыва та чăмайман.

Ним тума аптранă чĕр чун паллă юмăçпа — уй тăманипе канашласа пăхма шухăшланă. Вăл каçхи лĕпĕше кăчăк туртнă, вăйсăр сассипе тăманана чĕнсе килме ыйтнă.

Кĕçех тăмана вĕçсе килнĕ те мĕскĕннĕн пăхса выртакан крокодил тавра утса çавăрăннă.

— Эсĕ чылай чĕр чуна кӳрентернĕ, вĕсен пурнăçне вăхăтсăр татнă, кашнин куççулĕ чĕрӳне хытарса пынă. Çавăнпа санăн ĕмĕр тăршшĕпех сивĕ чĕрепе пурăнма тивет, — хăрушă хыпар пĕлтернĕ тăмана.

Малалла

Кут сакки çинче маçак...


Кут сакки çинче маçак

Чĕлĕм паккаcа выртать.

Уринче унăн кăçат,

Ват урине ăшăтать.

Пирĕн маçак çак кунсем

Сакăрвуннă тeлтарать.

Иртнĕ кунĕ-çулĕсен

Пуянлăхне ăсăнать.

■ Страницăсем: 1... 676 677 678 679 680 681 682 683 684 ... 796