Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăАтте пилĕМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Сӳнми хĕлхемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСуя телейЛаох

Ешĕл хурăн


Таса уйра, тӳремре,

Çул хĕрринчи çеремре

Ешĕл хурăн çитĕнет.

Çил лăскаман вăхăтра,

Сивĕ тивмен самантра

Тăп ларса вăл киленет.

Шерепеллĕ туратсем,

Вĕтĕ, кăтра çулçисем

Çиçеççĕ ун йăлкăшса,

Çурхи ырлăхлă куна,

Хăй ларакан таврана

Тăраç илемлĕх парса.

Тĕрлĕ вĕçен кайăка

Ларса канма, вăй пухма

Хăй çинех вăл илĕртет.

Кайăк, ăна тав туса,

Савăк юрă юрласа,

Çут сывлăша вирхĕнет.

Çавна курса, савнăçпа,

Эпĕ хам та юрлама

Хурăн айне вырнаçап:

Куççуль тăкнă куçсене

Ĕмĕрлĕхех типĕтсе

Хавас юрă шăратап.

Ешĕл вăрман


Ешĕл вăрман шăп тăрать,

Пĕр сасă та илтĕнмест.

Хĕвел лайăх хĕртсе пăхать,

Кун иртни те сисĕнмест.

Ешĕл вăрман хушшипеле

Тĕрлĕ çеçке лăк ӳсет.

Çак вăрманта çӳренĕ чух

Манăн чунăм хĕпĕртет.

Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ çеçке

Тĕрлĕ тĕслĕ курăнать.

Çеçкесенчен ырă шăрăш

Пĕтĕм çĕре сарăлать.

Вăрман хушши уçланкăра

Хĕрлĕ, сарă çеçкесем.

Çеçке çинчен çеçке çине

Вĕçсе çӳреç пыл хуртсем.

Пит илемлĕ, савăнăçлă

Çулла ешĕл вăрманта.

Вăрман хушшипеле ӳсет

Ешĕл курăк явăнса.

Иккĕленӳ ан пултăр


Юлташ ирех шăнкăравларĕ. Кулленхи пурнăç ыйтăвĕсем яланах кăсаклантараççĕ ăна. Халĕ мĕнле сăптавпа-ши?

— Паянхи хаçата вуларăн-и? — ыйтать вăл манран сывлăх-мĕн сунмасăрах. — Пултарулăх çыннисене хисеплĕ ятсем пани çинчен пĕлтернине куртăн-и?

— Вуларăм, куртăм, — тетĕп çакна. — Виçĕ çынна харăсах сумлă ятсем пани ырă пулăм. Анчах мана çакă тĕлĕнтерчĕ: виççĕшĕнчен иккĕшĕ çинчен пĕр сăмах та çырса кăтартман. Виççĕмĕшĕ пирки вара хаçатра вырăн шеллемен, вăл халичченхи мĕнле ĕçĕсемпе тава тивĕçе тухнине анлăн каласа панă. Ăна иккĕшĕнчен çапла мĕншĕн уйăрнине ăнланмарăм.

— Ăнланмалла марри кунта нимĕн те çук, — тет мана юлташăм. — Халăх вăл тем тĕрлĕ те шухăшлама пултарать. Хаçатра асăнманнисене ахалех пурте пĕлеççĕ тенĕ ĕнтĕ. Теприн пултарулăхĕ пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе ун çинчен çырнă та. Журналистсен профессиллĕ чеелĕхĕ кăна ку.

Ăçта пăхан — утать чăваш...


Ăçта пăхан — утать чăваш...

Пит йывăр кутамкки,

Салхуллă сăнĕ, хăй йăваш,

Тарпа çиçет çамки.

 

Мĕн чул чăваш çак çуркунне

Тапраннă Лешене.

Каяç вĕсем çуракине,

Кайран — тырпул çине.

 

Чулхула вырăс çĕрĕнче

Шыраççĕ ĕç хĕрсе.

Тăван Çĕршыв, Чăваш енче

Çукрах пулас ĕçсем.

 

Чăваш çĕршывĕ — Чăвашьен,

Асаттесен тăпри.

Итле: кунта килен-çӳрен

Вăл Чăвашьен тупри.

 

ака уйăхĕ, 1996

Картара тăрăть ĕне...


Картара тăрăть ĕне,

Сăнчăрланă ун мăйне.

Умĕнче апат купи,

Пăрăх тăрăх шыв юппи.

 

Пурте пур: чăмла, ĕç, çи,

Кун пек чух мĕскер выççи?

Апат тăрăх сĕтна пар,

Çакăн пек сан пархатар.

Хăрушă йăнăш


Куславккари «Ялав» хаçат редакторĕнче эпĕ 1986 çулта ĕçлеме пуçларăм. Паллă ĕнтĕ, вăл вăхăт — перестройка тени амаланса вăй илнĕ тапхăр. КПССăн Тĕп Комитечĕн Генеральнăй секретарĕн Михаил Сергеевич Горбачевăн ячĕ кашнин чĕлхи вĕçĕнчеччĕ ун чухне. Хаçатра та, радиопа телевиденире те кĕрлесе тăратчĕ вăл. Пирĕн хаçат та, паллах, аякра тăман, перестройкăпа унăн лидерĕ çинчен çырсах тăнă.

Чиперехчĕ, анчах пĕррехинче пăтăрмах сиксе тухрĕ. Хаçатăн малтанхи статйинче Горбачев вырăнне «Гробачев» тесе лаплаттарса хунă. Ах, тамаша! Йăнăшнă тейĕпĕр, пулать ун пекки, анчах та мĕнле сăмахра йăнăшса мĕнле сăмах çырса хунă: гроб — ачев! «Гроб» тени мĕн тени? Вилĕм тени. Эппин, эпир перестройкăна питĕ хăвăрт, вăхăтсăр çĕр ăшне чиксе хума шутламан-и вара? Лекет «çӳлтисенчен»! Пуçа касаççĕ...

Çапла ăшталаннă вăхăтра мана хамран аслă юлташсем, редакцире ĕмĕрне ĕмĕрленĕскерсем, ăслă шухăш пачĕç (чăн та, мĕн тери хаклă иккен вăл опыт тени!): пӳрне вĕçне типографи краскине илмелле те хаçатри йăнăш вырăна вараласа тухмалла. Ăнсăртран станок çапла çапнă тетчĕр...

Çапла турăмăр та — коллективпа, сĕтелсем хушшине вырнаçса лартăмăр. Эх! вараларăмăр тăван хаçата! Тиражĕ пысăкчĕ — ултă пин экземпляр ытла. Ĕçе пĕтертĕмĕр те малалла мĕн пулассине кĕтме пуçларăмăр. Вăхăт иртрĕ — сас-хура пулмарĕ.

Малалла

Кĕртмех тивет тип мунча


Ши-ши!

Çилех ӳлет-ши вара?

Вите стени хушăкĕнчен,

Çӳçентерсе мĕнпур енчен

Сив çил вĕрет-ши вара?

Вĕретех çав, вĕрет çав,

Стени шăтăк-çурăк ав.

 

Пат-пат!

Мĕскер-ха патлатать?

Пирĕн ĕне ферминче,

Йĕпе-сапа кунсенче

Чăнах çумăр-ши анать?

Анатех çав, пат тумлать,

Çийĕ шăтăк — çав хуплать.

 

Чĕрик-чарик!

Чĕриклетет, çухăрать,

Лумпа хирсен уçăлать,

Виççĕн тĕксен хупăнать.

Алăках-ши ку вара?

Алăках çав, алăках —

Шалта тислĕкĕ лăках.

 

Вăш-ваш!

Вĕлтрен милĕк вăшлатать,

Мунча чулĕ чашлатать.

Çирĕп тытас милĕкне,

Хĕрхенес мар ăшшине.

Ӳрĕк-сӳрĕк пуçлăха

Кĕртмех тивет тип мунча.

Иртсе пырать ырхан кун-çул...


Иртсе пырать ырхан кун-çул,

Чĕре ман çук — ăшра ман чул.

Çук тăнăм ăнланма çукка...

Çук пурнăç — халăхри хушка!

 

Хăçан пĕтет ку самана?

Хăçан пур çитĕ Амана?

Тăрантарма ачасене

Лăплантарма чун ыйтнине.

 

Çук халь тӳлеклĕх халăхра —

Пăхсан куратăн "Кашкăра".

Шăл хăйраса, куçпе çиçсе

Этем пăхать этем çине.

Чăн пулни


Ванюк Турра та, усала та ĕненмен. Пĕр-пĕр тĕшмĕшле япала çинчен каласа парсан кулса çеç ирттернĕ вăл халиччен. Хăçан та пулсан çак серепене лекетĕп тесе ĕмĕрне те шутламан.

Кӳршĕ ялти пуçанăшĕ сысна пусма чĕнсен Ванюк турткаланса тăмарĕ. Ирхине выльăх-чĕрлĕхне пăхнă хыççăн ĕçне кайса курăнам терĕ кăна. Ялта электрикре ĕçлет вăл. Кашни кунах ĕç тупăнсах пымасть, кăшт-кăшт пăхкаласа илет те каçченех пушă. Енчен те пĕр-пĕр инкек сиксе тухмасан. Тьфу-тьфу! ун пек ан пултăрах.

Паян та ĕçре аванах-ха. Çавăнпа кӳршĕ ялти пуçанăшĕ патне пĕр шухăшсăрах тухса утрĕ. Пуçанăшĕсен ялне кĕриччен масар вырнаçнă. Тинтерех çунă юра таптаса çул тунă. Апла çĕнĕ виле пулнă. Темшĕн Ванюк илтмен тата кун çинчен. Çамрăклăхра нумай чупнă ку яла. Масар çумĕпе иртнĕ чухнехи хăратмăшсем пирки калатчĕç çамрăксем. Ĕненмен вĕсене Ванюк. Чиперех çитрĕ пуçанăшсем патне. Йыснăшне курсан килтисем питех те хĕпĕртерĕç. Ара, пусмалли сыснасем виççĕ тан, пĕччен ĕçлеме кансĕртерех, çавăнпа пуринчен ытла пуçанăшĕ савăнчĕ.

Сивĕ аванах хуçаланать кăçал. Пĕр сыснине тирпейлесе пĕтернĕ çĕре Кулине (Ванюк арăмĕн йăмăкĕ) килте юхтарнине те ăшăтса хунă. Çапла чиперех тирпейлерĕç икĕ арçын сыснасене. Кун каç еннелле те сулăнчĕ. Раштав уйăхĕ çапла вĕт: кунĕ кĕске, çĕрĕ вăрăм. Кулине какай шӳрпи те хатĕрленĕ. Техĕмлĕ яшкана çине-çине сыпрĕ Ванюк. Кун каçипе ĕçленĕрен çемçелнĕ шăмшакĕ ĕшенни иртсе кайтăр терĕ. Çитме çăмăл пултăр тесе эрехне те нумай ĕçмерĕ вăл. Кил хуçисене тав туса килне кайма пуçтарăнчĕ. Пуçанăшĕ ял вĕçне çити ăсатасшăнчĕ — килĕшмерĕ Ванюк: ара, ӳсĕр мар вĕт, çул пĕлет.

Малалла

Çеçпĕл Мишши чĕнсе кăларчĕ...


Çеçпĕл Мишши чĕнсе кăларчĕ

Мана поэзи тĕнчине.

Алла хут-кăранташ тыттарчĕ

Сăнарлама Сăкăтьенне.

 

Сăкăт ачи эп. Шĕл-кăварлă

Чĕре юратупа çунать.

Чăваш çĕршывĕ — чун хавалĕ

Телейлĕ ăнăçлăх сунать.

■ Страницăсем: 1... 680 681 682 683 684 685 686 687 688 ... 796