Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çĕр çулхи юман тымарĕпе
çĕре ытамланă.
Çĕр,
çилпе кĕрешме
пар ăна вăй-хăват!
Çурхи Атăл аллипе
çăлсене ытамланă.
Тан таппи,
юхăмне вăйлатма
пар ăна вăй-хăват!
Çӳлте ăмăрт вĕçет,
çунатне сарса янă.
Ик çунат,
тӳпере ярăнма
пар ăна вăй-хăват!
Çĕрле. Пире вăрман кĕтет.
Пит-куçăма турат лекет.
Таçти-таçти тĕнче хĕрне
Пыратăп эп санпа пĕрле.
Илемлĕ туйăм, тав Турра,
Вăл, чăн та, чи пахи çынра.
Кичем пуль туйăм пулмасан,
Епле пурнас юратмасан?
Çутаттăр тĕттĕмре çула,
Утатпăр çав çутта пула.
Ан патăрччĕ çĕре ӳкме, —
Сĕм вăрманта кĕтет ӳпле.
Хура вăрман çаплах кашлать,
Унта, тен, арçури ташлать?
Кашла, вăрманăм, хытăрах,
Эс халь тата асамлăрах.
Сив çумăр, аслати кĕрлет.
Васкатпăр... Ав, ӳпле чĕнет!
Пĕчĕк ӳплем, пире хăтар,
Çутăличчен кунтах хăвар.
Пăч тĕттĕм. Çутă кирлĕ мар.
Пăшăлтататăн: «Ална пар.
Кĕтнĕ хăна эпир кунта,
Ах, çумăрĕ лӳшкет тулта».
Чĕремĕрте — хĕвел пăхать, —
Кĕç-вĕç хитрен шăтса тухать!
Манас тени те кăлăхах.
Тен, эс те, эп те — тăр ухмах.
Хальччен курман кун пек çăтмах.
Çĕр каçиччен пĕтмен сăмах.
Вăрман лăпланчĕ — ир пулать —
Малалла
Пусмăрта асапланнă чухне
Кам çĕкленĕ чăваш халăхне,
Кам кăларнă ăна тĕнчене
Шырама Сарă кун çĕршывне?
Чĕмпĕртен вĕренсе тухнисем,
Иван Яковлевич ачисем,
Ашшĕ пек пархатарлă çынсем,
Ашшĕ пек парăнман улăпсем.
Çывăхри, аякри ялсенче,
Улăм витнĕ хура пӳртсенче
Кам ăс панă чăваш ачине
Кĕнеке тыттарса аллине?
Чĕмпĕртен вĕренсе тухнисем,
Аслă Яковлевăн ачисем,
Ашшĕ пек пархатарлă çынсем,
Никамран хăраман улăпсем.
Сăвăçсем, юрăçсем, артистсем,
Çĕр ĕçне пĕлекен ăстасем
Çунатланнă ăçта-ха вĕсем,
Пултаруллă, хастар çамрăксем?
Чĕмпĕртен вĕренсе тухнисем,
Пирĕн Яковлевăн ачисем,
Ашшĕ пек тараватлă çынсем,
Халăхра манăçми улăпсем.
Чăвашсем сумлă халăх паян,
Пирĕн иртнĕ истори пуян,
Çук, ăна нихăçан та манман,
Çавăнпа та тухмаççĕ асран
Чĕмпĕртен вĕренсе тухнисем,
Чаплă Яковлевăн ачисем,
Ашшĕ пек пысăк ăслă çынсем,
Чăн чăваш тĕнчинчи улăпсем.
Хулари суту-илӳ çурчĕ умĕнче икĕ тантăш — Çерçи Аннипе Ясмăк Варукĕ тĕл пулчĕç. Анна, пуян ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, пĕчĕклех мăн кăмăллăччĕ, хăйне ыттисенчен мăнаçлăрах тытатчĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара модăна хăвалама пуçларĕ. Шукăль тумланса çӳрекенскерĕн икĕ аллинче те пĕрер кĕмĕл çĕрĕ, хăлха çунаттинче — кăваррăн хĕмленекен хаклă йышши алка. Халĕ те хăнăхнă йăлине пăрахайман ав, йăлкăшса-çиçкĕнсе кăна тăрать.
— Эсех-и ку, Варя? — ыталам пекки турĕ вăл тантăшне. — Курманни — çур ĕмĕр! Мĕнле чупатăн?
— Хама кура, хуллен-майĕпен... — сăпайлăн тавăрчĕ Варук.
— Хальхи вăхăтра хуллен пурăнма юрамасть, Варя, çĕр çĕмĕрмелле! — кĕрлерĕ Çерçи хĕрĕ. — «Эмансипаци» текеннине ахаль туса панă-им пире? Эпир ача çуратма кăна мар, космоса вĕçме те, пуçлăх пуканĕ çинче саркаланса ларма та пултаратпăр!
— Каçар та, хăвăн миçе сан?
— Мĕн миçе, киндер-и? Мĕне кирлĕ вĕсем? Пĕчĕк чух ал-урана çыхса тăллаççĕ, кĕпе аркинчен уртăнаççĕ: «Мама! Мамочка!» Кăйкăшу, манка çакки, вараланчăк кипке... Ӳссе çитсен ĕнсе çине хăпарса лараççĕ.
— Упăшку вара? Нимĕн те шарламасть-и? Вĕсене, арçынсене, йăх-тĕпе тăсакан кирлĕ вĕт-ха.
Малалла
Хăв çинчен шутлаттартăн мана çĕрĕпе, çĕрĕпе,
Аллăма хăнăхман кайăкла ыйăха вĕçтерттертĕн.
Пĕлĕте шăтарас пек тинкертĕм куçсен çутипе:
Уйăха сыхласа асапланнă каç пек манăн тертĕм.
Каçăхса чуп тăвас килнипе татăлаç тӳперен
Çăлтăрсем — çĕр çинче пурăнасшăн сӳнеççĕ телейлĕн
Ашкăнса кĕтсе илĕ чĕре кăвакарнă ире:
Канăçна татакан туйăмпа пурнăçна тӳпелем-и?!
Пĕр сана сăнарлать иртенпех темиçе шăнкăрав,
Шухăшсем паçăрах киленме килĕмрен тухса кайрĕç.
Чĕнекен ÇЫН пекех кĕрхи çил кантăкран кăшкăрать,
Чунăма васкаса эп саратăп паян çиле майлă.
Ларсамччĕ, тăванăм, çума,
аллу та уру кăштах канччăр.
Хăш чух çав кӳтейнĕ чуна
пĕр ăшă сăмах уçаканччĕ.
Çак пурăнăçра, туршăнах,
нимех те пулаймĕ пуль манăç.
Пирте çав асси пуршăнах
мана çын çинче питĕ намăс.
«Любить тăвакан» çынсене
кил-терĕшĕнче ан курасчĕ,
«Наççа кĕрепли» вырăнне
аçа тенине çаптарасчĕ.
Ларсамччĕ, тăванăм, çума,
ман пек пуплеме эс те пуçăн.
Чуна ăшăтать пĕр сăмах:
«спасибо» вырне «тав та пуçăм».
Икĕ хутлă йывăç çурт,
Çав çурта пĕлмен çын çук,
Яковлев ăсчах халалĕ
Илтĕнет асамлă халĕ:
Чыс, мухтав чĕлхемĕре,
Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.
Килĕшӳ килте пулсан
Пурнăçу та ăнĕ сан,
Кĕвĕçӳ чунна ан çитĕр,
Пысăк вырăна та çитĕн.
Чыс, мухтав чĕлхемĕре,
Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.
Ытлă-çитлĕ ăс пухсан,
Чăннипех чапа тухсан,
Теприне те пулăшсамччĕ,
Çул уçса ăна парсамччĕ.
Чыс, мухтав чĕлхемĕре,
Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех.
Савăнăçлă вăхăтра
Тав тусамăрччĕ Турра,
Пӳлĕхçĕ пире ан мантăр,
Çĕр çинче чăваш упрантăр.
Чыс, мухтав чĕлхемĕре,
Пурăн ĕмĕр-ĕмĕрех!
Ирхине ирех хваттер алăкне уçма ĕлкĕртĕм кăна, хура кушак чупсах кĕрсе кайрĕ. Эпĕ ăнкарса иличчен кравать айне тарса та пытанчĕ. Кăларса ярас тесе пытăм çеç, алла унтан та кунтан чавса-çыртса пĕтерчĕ мур илесшĕ. Ниепле те каясшан мар.
Пĕччен вăй çитерес çуках — хĕре чĕнме тиврĕ. Аллине пушмак тьпрĕ вăл, анчах кушак парăнмата шутламасть: тиф пек куç айĕн пăхать.
Хĕрĕмрен пиçменнине туйса ывăлпа упăшка та «çапăçăва» хутшăнчĕç. Кĕрлесе анчах тăрать хваттер. Ку кушакпа апат пĕçермелли çинчен те мансах кайнă. Хăпăл-хапăл тумлантăм та чуптара патăм магазина.
Унтан тухрăм кăна, пăхатăп та ман Çемен каллĕ-маллĕ утса çӳрет урамра. Мăйĕнче — хаклă йышши çуха. Тинкеререх пăхрăм та — çуха та мар иккен, çав чăрсăр кушак.
— Эсĕ мĕн, ăсран тайăлтăн-им? Мĕншĕн çак усала мăй çине хурсах йăтса çӳретĕн?
— Мĕн тăвас тетĕн... Пурте хăваланипе хăраса вăл ман çине юпа тăрăх хăпарнă пек хăпарса кайрĕ те ĕнсе çине сăвăс пек çыпçăнса ларчĕ.
— Илсе пер халех!
— Илсе пеме пултарнă пулсан çакăнта çити çĕклесе килмĕттĕм ĕнтĕ. Халĕ çӳрес пулать хăй аниччен, унсăрăн куçсăр хăварĕ...
Малалла
Хи, тĕлĕнтермĕш!
Чавсама
çăвар патне çитертĕм,
çыртрăм!
Мар çав…
Ман иртнĕ йăнăшсем
манăçмарĕç,
эп тунă çылăхсем
каçмарĕç…
3.10.1976. Мускав
Чĕмпĕрти çăкасен
Чĕлтĕрти çулçисем
Тем каласшăн пекех чăвашла,
Ĕмĕр-ĕмĕр çапла
Кĕтсе ил эс тусла,
Чăвашсемшĕн чи хаклă хула.
Чĕмпĕрти чăвашсем,
Тутарсем, вырăссем,
Пурăнар-и пĕрле, тăванла.
Туслăх — пысăк тупра,
Чыслăха эс упра,
Тĕрлĕ халăхшăн хаклă хула.
Чĕмпĕрти уява,
Аслă Яковлева
Чыслама пухăнсассăн çулла,
Чăвашла тумланать,
Чăвашла савăнать
Хамăр халăхшăн хаклă хула.
Чĕмпĕрти чăнлăха
Ан кăлар манăçа,
Малашне те çĕкле кăмăла,
Аякри, çывăхри,
Анатри е тури
Чăвашсемшĕн асамлă хула.
Инçетре, çывăх мар
Авалхи Шупашкар,
Пăрахут ăнтăлать малалла.
Çĕнĕ юрă пиртен
Йышăнсам Чĕмпĕртен,
Кĕтсе ил, Чăваш ен, тăванла.
■ Страницăсем: 1... 734 735 736 737 738 739 740 741 742 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...