Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăСуя телейКайăк тусĕКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеПăва çулĕ çинчеТутимĕрЯл калавĕ

Пумăранк


Темĕнле вăрттăн кантур çыннисем мар эпир, Лутра Ласăрпа иксĕмĕр. Çапах та хамăрăн ĕç пирки ытлах калаçма юратмастпăр. Аванмарланатпăр темелле-ши? Ара, этеме леш тĕнчене йĕркеллĕн ăсатса яма пулăшакан ĕçре чаваланатпăр-çке. Вун пилĕк çул каяллах, заводри механика цехне пĕтерсен, килсе вырнаçрăмăр кунта. Тупăк ăсталатпăр. Ĕçĕ мăй таранах. Тĕрлĕрен виçеллĕ вун пилĕк-çирĕм тупăк парса яратпăр кунсеренех.

Ласăр паян ирхине камитле килчĕ ĕçе. Сулахай куçне туртса çыхнă. Пĕр сăмах та чĕнмест, мăшлата-мăшлата татать саваланă хăмана. Пĕрре пăхсах паллă, йĕркеллĕ ĕçлемелли çын мар вăл паян. Пĕтĕм нуши-терчĕ мана тиенчĕ. Аран-аран кĕтсе илтĕмĕр ĕç кунĕ вĕçленессе.

Кĕрхи калча çинче çӳресе кӳпĕннĕ каскăн ĕнелле мăшлатакан Ласăр хăлхаран çапла пăшăлтатрĕ:

— Каçар паян наянланнăшăн, Микуç! Сана каласа парам пумăранк çинчен.

— Мĕнле пумăранк? — ăнланаймастăп. — Мĕн тени пулать вăл?

— Çавна та пĕлместĕн-им? — суранлă пуçне хуллен пăркаларĕ Ласăр. — Сăра кĕрсе илĕпĕр те лавкка хыçне кайса ларăпăр. Пурне те пĕлĕн вара.

Тутинченех лăнкăртаттарчĕ сăрана Ласăр. Тинех чунĕ кĕчĕ пулас. Çăмăлраххăн калаçма вăй çитерчĕ.

Малалла

Ман Алина, Ел пики…


Асамат кĕперĕн

тĕрлĕ-тĕрлĕ пурçăнне

укаланă, тĕрĕленĕ улăхра

чи чипер чечек тупас-ха терĕм те,

чи чипер чечек татас-ха терĕм те…

тупрăм та куклентĕм ал тăсса,

тăп итлетĕп чĕтрекен сасса:

«Эп Алина, Ел пики – Элпи,

сан аллунтанах халь вилĕп-и?»

Татма тăснă аллăм

ачашларĕ чечеке,

татма тăснă аллăм

ытамларĕ чечеке.

Тенкĕллĕ-теветлĕ çут тухйи

çиçсе илчĕ-çке,

çийĕнчех чĕлхем вĕçне

сăмах килчĕ-çке:

«Çакăнта сана татса

чунсăр пулăп-и,

ман Алина, Ел пики,

чĕлтĕрти Элпи».

 

Тĕрлĕ-тĕрлĕ хура сĕмлĕ

çил-тăманлă каç

инçетри çула тухас-ха терĕм те,

хам çитес çĕре çитес-ха терĕм те…

çитес тенĕ çул çинчех

çĕтсе кайрăм эп,

кĕрт çинче аша-аша

шăнса хытрăм эп.

Çавăн чух, ĕненĕр, чăнласах

илтĕнет каллех палланă сас:

«Эп Алина…

Ел пики…

Элпи…»

Шăнса хытнă аллăм

ачашларĕ чечеке,

шăнса хытнă аллăм

ытамларĕ чечеке.

Шăм-шака каллех манне

Малалла

Çĕр çине юр пĕрчи юрласа ӳкрĕ пуль...


Çĕр çине юр пĕрчи юрласа ӳкрĕ пуль

Çуркунне юратма пăрахнишĕн пĕр хушă.

Тӳрккесле кунсене ăнланмасăр ан кул —

Юр пĕрчи йĕменни пĕр мана-шим хăрушă?

 

Асилӳ ăшшине упракан кĕтесе

Пытанса туйăмсем ыратаççĕ хĕлхемсĕр.

Чечексем çурăлаймĕç кĕрте сĕмĕрсе

Ыранхи паяна каçармашкăн пĕлмесĕр.

 

Тӳрккесле кунсене ăнланмасăр çӳрен,

Эп вара ăшăтман уйăхра тупсăм тупрăм.

Çеçкери турата çĕрлехи тăм тивсен

Хуçăлса, татăлса йĕрсе ярăттăм, тусăм.

 

Юр çине юр пĕрчи юрласа ӳкрĕ пуль —

Ташласа килсе кĕчĕ! Тăманĕ — чарусăр!

Кĕрт çинче пуççапса кĕл тăватăп тем чуль

Ĕнерпе ырана пултарас пек тĕл-уссăр.

Çупа кулач


Çуркунне! Йăл кулăллă хĕвел пурне те урама чĕнет. Çанталăк ăшă. Кураксем инçетрен тахçанах вĕçсе килнĕ ĕнтĕ. Çӳллĕ те лаштра йăмрасем çинчи йăвасем патĕнче шавлаççĕ, темĕн «пакăлтатаççĕ». Хăшĕсем хирĕçсе илеççĕ, çатăлтатаççĕ.

Пиллĕкри хĕр пĕрчи куç илми сăнать вĕсене. Ашшĕпе амăшĕ ирех ĕçе каяççĕ те, килте вăл пĕчченех. Чӳречерен пăхса лараканскер урама тухма шутларĕ кăштахран. Чим-ха, ăçта-ха хĕвел? Тин çеç пӳртре çап-çутăччĕ, илемлĕрехчĕ. Халĕ вара... Хĕвелсĕр пушшех кичем пек туйăнчĕ ăна. Урамра тĕксĕм, ачасем те курăнмаççĕ.

Кĕçех амăшĕ килмелле. Хырăм выççине туйнă Кĕтерин çемçе кулач çине услам çу сĕрсе çирĕ. Ах, тутлă-çке. Хăй çаплах хĕвеле кĕтрĕ.

«Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх,

Çупа кулач çитереп», — терĕ çине-çинех. Унтан тенкел çине хăпарса çуллă кулач таткине кил карти енчи чӳрече рами çине хучĕ, кантăкран пăхрĕ.

Картишĕнче шурă автан курăнчĕ. Пĕчченех хăй, унталла-кунталла мăнаçлăн утать. Чăххисем йăвара çăмарта тăваççĕ пулас. Хĕп-хĕрлĕ киккирикки шултра шăллă тура пек, çурла евĕр авăнчăк хӳри лăпкă çилпе вĕл-вĕл вылянать. «Хăй хитре, анчах усал. Хăвалать çеç мар, сăхать тата», — шухăшларĕ Кĕтерин. Пĕр кунхине çенĕке тарса кĕме ĕлкĕреймен пулсан ну тулланă пулĕччĕ ăна çав куштан. Хытă хăрарĕ ун чухне хĕр ача.

Малалла

Шампа хырăм


Шутламасăр качча тухрăм

Шампа хырăма.

Хам валли хĕн-терт эп тупрăм —

Йывăр чунăма.

 

Пĕçерсе ĕлкĕрейместĕп, —

Сысна пек чапкать.

Тĕлĕнсе пĕтерейместĕп, —

Вăт этем пулать.

 

Эп упаленсе ĕçлетĕп,

Вăл туртса ларать.

Çĕр чаватăп, кĕреплетĕп —

Вăл харлаттарать.

 

Кӳршĕ, ĕçчен Сантăр, питĕ

Хĕрхенет мана:

— Мăшкăла тӳссе, тен, çитĕ,

Тăн кĕртер ăна.

 

Пăшăл пăтти пĕçерер пуль

Упăшку тăрсан,..

Эп сана чĕнсессĕн йăл кул —

Кĕвĕçтĕр чунтан...»

 

Кӳршĕпе халь калаçатăп

Юри йăл кулса.

Ваçука пĕрмай сăнатăп:

Тăрать анраса...

 

Ак хайхи тем мăкăртатрĕ

Канăçсăрланса:

«Арăм, — терĕ, ытакларĕ, —

Ан кай пăрахса...

 

Сантăра çапса хуçатăп

Кĕвĕçнипеле!

Мĕн хушан — йăлтах тăватăп,

Ĕçлĕпĕр пĕрле.

 

Малашне нумай çиместĕп —

Хырăм çурăлать.

Çывăрса кӳрентерместĕп —

Пуçăм ыратать...

Малалла

Вăрри кам?


Вăрă: «Вăрра тытăр!» — тенĕ,

Кăшкăрашнă чи малтан.

Хăй çаплах вăрра çӳренĕ, —

Йăли килнĕ авалтан.

 

Халь ăна «коррупци» тетпĕр,

Çавă улшăнман сасса.

Вăл пăчланасса кĕтетпĕр, —

Хăнк! та çук леш, иçмасса!

 

Кăшкăрать çеç айăн-çийĕн

Пуринчен те хытăрах.

Чăн та тӳрĕ çын вăл тейĕн,

Унран Тур хăтартăрах!

 

Ячĕ самана пек çĕнĕ,

Мĕн тăвать, эппин, хăй власть?

Чăн вăрри унта та кĕнĕ —

Унпала хуллен калаç!

Пĕрре хăнăхнă та...


Хула тулашĕнчи сад пахчинче çу каçакан çывăх пĕлĕшĕм патне час-часах кайса çӳретĕп. Мана яланах ун кӳршин дачи улшăнса пыни тĕлĕнтерет. Малтан пĕр хутлă кирпĕч пӳртчĕ унăн, тепĕртакран шултра пĕренесенчен пураланă иккĕмĕш хут ӳссе ларчĕ. Пĕлтĕр çуркунне алăкĕ урамаллаччĕ, кĕркуннепе хуçи ăна хупларĕ, шал енчен çĕнĕ алăк уçрĕ. Кăçал тата тепĕр улшăну: хĕвел тухăç еннелле çĕнĕ чӳрече касрĕ. Çурт тăрри виçĕм çул çеç-ха хĕрлĕ тĕслĕччĕ, халь ак тепĕр хут симĕс-кăвак сăрăпа сăрлать.

— Мĕнле ĕçчен çын сан кӳршӳ? — тетĕп пĕлĕшĕме. — Дачин сăн-сăпатне пĕрмай улăштарать, вĕçĕмсĕр капăрлатать.

— Çынни-мĕнни... Мĕнле калас? Патшалăх Канашĕн депутачĕ вăл.

— Унта дачăсене улшăнусем кĕртсе хитрелетме вĕрентмеççĕ пулĕ те, — кулатăп эпĕ.

— Кулмалли нимĕн те çук, — тет мана пĕлĕшĕм. — Тăватă çул ĕнтĕ ман кӳршĕ саккунсене улшăнусем кĕртет. Саккунсене пĕрмай лайăхлатать. Кам валли — каламасть. Ху чухласа ил. Улшăнусем кĕртме хăнăхнă та, çак йăлана пăрахаймасть, дачине те çуллен улăштарать.

Ай-хай, пурнăçĕ те, пурнăçĕ...


Ай-хай, пурнăçĕ те, пурнăçĕ

ăшăх кӳлĕри пулăсенĕн пек:

çăрттанĕ те пур, вĕтти пур,

хăшĕ пулма шăпам пӳрнĕ-ши?

 

Çăрттан пулсан шăллă пулас-мĕн,

вĕтти пулсан шăмлă пулас-мĕн.

Ытах чĕрĕ пулă пуличчен

мăклă чулĕ пулса выртас-мĕн.

 

Ай-хай, пурнăçĕ, пурнăçĕ

яшлăхпала ватлăх хушшинче.

Яшлăхĕ те чĕремре,

ватлăхĕ те питĕмре,

хăшĕ çĕнсе хăшĕ илĕ-ши?

Яшши пулса яка çӳрес-мĕн,

ватти пулса ваккăн пăхас-мĕн.

 

Ытах та терте тӳсиччен

хăрăк турат пулса выртас-мĕн.

Ӳсес те килет...


Ӳсес те килет,

тӳсес те килет,

курас та килет,

хăрас та килет.

Пĕр сăмахпа –

пурнассăм килет.

 

7.05.1976

Халăх хуçи


Ĕне суса пĕтернĕ хыççăн дояркăсем хĕрлĕ кĕтесе пухăнчĕç.

— Пăхăр-ха, пирĕн Ванькка! — телевизор экранĕ çинчи хура костюмлă лутра çын еннелле пуçĕпе сĕлтрĕ Ольга.

— Ай, чăнах та-çке! — Настя ун çумне пырса ларчĕ. — Хă, çӳçне кастарнă хайхи — мĕлке пек лăпăс-лапăс мар.

— Чарăнăр-ха эсир, палтăрккасем! — чарчĕ вĕсене Мавлей пичче, ферма хуралçи. — Çӳçĕ, сăнĕ... Эсир сăмахне итлĕр, ав епле ăслă калаçать.

Чăнах та, Ванькка, Иван Арханов, трибуна умĕнче-мĕн. Аслă Канаш сессийĕ паян. Унта сăмах илнĕ вĕсен ентеш-депутачĕ. «Рабочисен шалăвне пысăклатмасăр ĕç тухăçне ӳстерме çук! — така тăрăнтарнăн аллине малалла ялт! тăсрĕ Арханов. — Чылай çĕрте çак чăнлăха ăнланасшăн мар. Çавăнпа халăха кирлĕ таварсем çителĕклĕ туса кăлараймастпăр».

— Вăт пултарать! — шавласа кайрĕç хĕрлĕ кĕтесре. — Чи малтан çынсемшĕн тăрăшмаллине пĕлет.

— Хăюллăн тустарать!

— Эпир хушнине те ан мантăрччĕ тулĕк, — илтĕнчĕ çавăнтах кĕтесрен. — Астăватăр-и, хăйне депутата суйличчен мĕн-мĕн кăна тума шантармарĕ пулĕ!

— Ку та тĕрĕс...

Хăйсен депутачĕ Аслă Канашра мĕнле ĕçленине тимлĕн сăнаса тăраççĕ ферма çыннисем. Сесси пынă кунсенче пушă вăхăт тупăнсанах телевизор пăхма пуçтарăнаççĕ. Вĕсене пĕр япала уйрăмах тĕлĕнтерет те, савăнтарать те: депутат пулса тăнăранпа Ванькка питĕ ăсланса кайрĕ. Тĕрĕссипе, унччен те ухмах пулнă теме çук-ха. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн зоотехникра ĕçлерĕ. Унтан — районти тĕрлĕ организацире. Анчах халь вăл пĕвĕпе, тавра курăмĕпе тата çӳлĕрех шая çĕкленнĕн туйăнать. Кирек мĕнле ыйтупа та тухса калаçма, тавлашма, сĕнӳ пама пултарать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 735 736 737 738 739 740 741 742 743 ... 796