Çемен Элкер (Семен Васильевич Васильев) 1894 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи Мăн Упакасси ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1915 çул пуçламăшĕнче ăна патша çарне илнĕ. Тĕнче вăрçинче малтанхи çапăçусенчех йывăр аманса Австро-Венгрие тыткăна лекнĕ. Варçăра хавшанă сывлăхне тӳрлетес тесе унăн чылай вăхăт Петроградпа Ху-санти госпитальсенче выртма тивнĕ.
1917 çулта Хусанти аслă шкулсене кĕме хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. 1918 çулхи кĕркунне яла таврăннă, пĕр вăхăт вулăсри çĕр ĕç пайне ертсе пынă. Унтан каллех Хусана кайнă, учительсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. 1920 çулта хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçланă.
1922-1935 çулсенче Ç.Элкер «Канаш», «Пирĕн ял» хаçатсен тата «Сунтал» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ, ун хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакцийĕн аслă редакторĕ пулнă.
Çемен Элкере икĕ хутчен РСФСР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă. Вăл 1937 çултан пуçласа вун пилĕк çул хушши пĕр улшăнмасăр Чăваш писателĕсен союзĕн правлени членĕ пулнă.
Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн 1940 çулта Ç.Элкере Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, 1945 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Япав орденĕпе, 1950 çулта Ленин орденĕпе наградăланă.
Ç.Элкер 1934 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Поэт 1966 çулхи авăн ӳйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Ç.Элкерĕн чăвашла пĕтĕмпе вăтăра яхăн кĕнеке тухнă. Унăн хайлавĕсене пилĕк томпа пухса кăларнă (1960-1964) тата «Хурапа шурă» кĕнекере пичетленĕ (1994).
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...