Борис Александрович Романов 1947 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кивĕ Йĕкĕтре çуралнă. Вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Совет Çарĕнче пулнă. Унтан таврăнсан Çĕрпӳ районĕнчи Анат Кăнаш шкулĕнче, Красноармейскинчи «Ял пурнăçĕ» хаçатра, Шупашкарти телевидени студийĕнче аслă редакторта ĕçленĕ. Раççей писателĕсен союзĕнче тăнă.
Б.Романовăн малтанхи сăввисем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта, ушкăнпа кăларнă кĕнекесенче пичетленнĕ. Каярахпа унăн çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Ĕненӳ» (1976), «Сенкер хĕвел» (1979), «Кăкăр сĕчĕ» (1984).
Б.Романов 1982 çулта вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...