Сутнă пӳртри юлашки каç


— Унччен ăçта пурăннă вара вĕсем?

— Вăн хальхи клуб çуртĕнче.

Клубра пĕрре мар пулса курнă Степан. Пысăк, çутă. Уявсем вăхăтĕнче варринчи стенине çĕклесе мачча çумне çаклатса хураççĕ.

— Анне, вăл кулак пулнă-им? — яштах тăрса ларчĕ.

— Кулаксем ăна, вăн, Макаçсем пулнă. Тара тытса ĕçлеттеретчĕç. Трактирсенчи ӳсĕр халăха çаратса пуйса килнĕ тетчĕç хуларан. Пулнă та пуль. Лайăх мар çынсемччĕ

— Эп пайтах ыйтнă ун пирки аттерен. Тулĕк шарламастчĕ вăл. Йăвашшăн кулса: «Ах, эс, çурăк пĕрене», — тетчĕ те кашнинчех сăмаха айккине пăрса яратчĕ. Пĕррехинче çеç: «Суппи, эс пĕчĕк ача мар текех, шĕшлĕ аврипе танлашрăн, çурла тытма пултаран, çакна яланах асра тыт: çынна ырă тумасан та, ăна усал тавасран хăвна ху яланах чарса тăр», — терĕ. Эп вара çаван чухне хама сăмах патăм: атте самахне нихăçан та манмастăп тесе. Эп çаванпа пурне те хĕрхенетĕп: чечеке те, йывăçа та, курăка та — пурне те, пурне те... Тепĕр чух Карсук Ваççине те кăштах. Гурийĕ вĕçĕмех ӳсĕр çӳрет вĕсен. Латти çук. Тăршшипех харкашаççĕ. Вара ашшĕне ял тăрах хăвăласа çӳрет. Аллинче мĕн пур, çавăнпа çапать. Пĕр каçхине, йĕпхӳ пĕрĕхетчĕ ун чух, пылчăклăччĕ, Карсук Ваççи пирĕн хапха умĕнчи сак çине ларчĕ те чылайччен макăрчĕ. Чăлха вĕççĕнех хăй, пиншак кăна уртса янă. Эп ăна шеллесех кайрăм, ăшăнма пӳрте те кĕртесшĕнччĕ — хăрарăм тулĕк: каллех «заразăсем» тесе вăрçасран. Аттепе аннене яланах çапла кăшкăратчĕ те вăл. »

— Эп вара ăна тавăрма тĕв тунăччĕ.

— Эп астăватăп. Вăл çулхине атте колхозра ĕçлемест тесе пирĕн пахчана туртса илчĕç.

— Анне ун чухне колхозрах ĕçлетчĕ вĕт-ха. Ун пек ирĕк пулнă-и вара вĕсен?

— Анне те çаплах шутлатчĕ те. Пĕрех. Çынсем çĕрулми лартрĕç, пирĕн пахчана вара Карсук Ваççисем килчĕç те трактор кĕртсе кукуруза акса хăварчĕç.

Çав куна аса илчĕ те Степан, питех те намăс, аван мар пулса кайрĕ ăна çак пĕчĕкçĕ, хăй çине лапăшка тум уртса янă ача умĕнче. Ӑна куçĕнчен пăхма та хăюлăх çитереймерĕ. Мĕнле чунпа пурăннă вара вăл халиччен? Нивушлĕ çакна та çăмăллăнах манăçа кăларма пултарнă?

Трактор юлашки çаврăм турĕ, пахчаран тухса чăхăмлатса чарăнчĕ. Кабинăран Мекке Лӳнькки тухрĕ. Тайкаланса, Степанпа амăшĕ патнелле утрĕ. Хăраса ӳкнĕччĕ Степан. Лӳньккана хирĕç тăма пултарайманшăн, хăй питех те мĕскĕн, вăйсăр пулнăшăн чунĕ кӳтсе килнĕччĕ. Лӳнькка Степан амăшне хулĕнчен ярса тытрĕ. Степана шалтах тĕлентерсе, сасăпах йĕрсе ячĕ.

Халĕ акă чĕрĕлсе тăнă евĕр тепĕр хут хыттăн янăраса кайрĕç ун сăмахĕсем: «Эп айăплă мар, Çинук аппа, сан умăнта! Карсуксем ăна! Вĕсем! Каçарăр эсир мана, ухмаха! Эп çавăнпа ĕçрĕм! Намăсран ĕçрĕм! Мĕнле пăхас малашне сирĕн куçран? Вĕсем! Вĕсем çылăха кĕртрĕç мана! Турăшăн та! Эп намăсран ĕçрĕм! Эп çавăнпа ӳсĕр! Каçар эс мана, Çинук аппа! Карсуксем! Карсуксем ăна йăлтах!..»

Лӳнькка, тракторне тапса ывăтас пек, кирза аттипе лаçлаттарчĕ, уксахласа, çырманалла анса кайрĕ.

Тракторне каç пуласпа тин Карсук Ваççипе Лександр Семенович хускатса илсе кайрĕç.

Тепĕр кунхине, чылай çĕрлеччĕ ĕнтĕ, амăшĕ Степана хура тум тăхăнтартрĕ. Хăй те саппунне хура тĕслипе улăштарчĕ, хура тутăр çыхрĕ. Нимĕскер ăнкарса илеймен Степана хăйпе юнашар турăш умне тăратрĕ, «Ман хыççăн сăхсăх», — терĕ хытарса. Пăшăлтатма пуçларĕ: «Эй, Турă, çӳлти пӳлĕхçĕ. Сан умăнта хуть хăçан та таса пулас тесе пурăннă. Сана, хисеплĕ Туррăмăр, нихăçан та хамăра пула намăса кĕртес теменччĕ. Каçар эс пире, сан умна эпир усал шухăшпа тăтăмăр. Пирĕн çылăхăмăрсене курмăш пул, ырă пӳлĕхçĕм. Иртĕнсе мар, йывăр пурнăç вăрлама хистет...»

«Анне, вăрлани лайăх мар вĕт, хăвах çапла калаттăн вĕт»,— тесшĕнччĕ Степан. Амăшĕ айăкран кăлт тĕкрĕ: «Сăхсăх, каçар мана, ырă Турăçăм, те». Степан амăш хушнă пек тăвать.

Картишне тухсан тин хăй шухăшне пĕлтерет. Тӳрех хуравламасть амăш. Лаçа кĕрсе, икĕ витре йăтса тухрĕ. Вара тин: «Хамăрăнне вăрлатпăр, çыннăнне мар. Усалпа усалах пулмалла-тăр çав. Пĕр тĕрĕсмарлăх теприне çуратать. Сан пурнăçунта кăна кун пекки ан пултарăчче ĕнте, ачам, ан пултарчче», — тесе хаш сывларĕ.

Степан нимĕн те ăнланмасть-ха. Мĕн варлама каяççĕ весем? Аçта? Мĕн-ма амăшĕ ăна кĕреçе тыттарать?

Весом Мекке кукуруза акнă пахчана тухаççĕ.

Сĕм-тĕттĕм. Ниçта пĕр çутă çук. Çăлтăрсем те пат-пат кăна курăнкалаççĕ. Ял вĕçĕнчи колхоз витинче сурăхсем ӳсĕркеленисĕр пуçне урăх пĕр сас—чĕв те илтĕнмест.

Хăрушă Степана. Хăть уйăх пăхинчче. Кĕреçине хытăрах ярса тытать вăл. Тĕттĕмлĕхре амăшĕ пăшăлтатать: «Эп кунтах, кунтах». Степан сасă еннелле утать.

Питĕ пумай вăхăт утнăн туйăнать ăна. Килĕ тахçанах аякка—аякка тăрса юлнă пек.

«Çитрĕмĕр»,— терĕ амăшĕ. Ӑçта халь вĕсем, мĕн вăрламалли пур вара кунта — Степан ăнкарма тăрăшать — куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть.

Амăшĕ кĕреçепе тăпрана хускатать те Степана кĕреçе айне пĕрер çĕрулми пăрахма хушать. «Куçне çӳлелле ту, вара хăвăртрах шăтса тухать», — вĕрентет. Çакă пулать-и вара вăрлани, çĕрулми кăна лартаççĕ-иç. Степаншăн шикленни те иртсе каять. Амăшĕ хыççăн ĕлкĕрсе пырас тесе пикенсе ĕçлет. Пит çине пăчăр-пăчăр тапса тухать тарĕ çĕр сивви типнĕ алă çине тумламăн-тумламăн ӳксе ăшăтса ярать. Сурăмĕ çумне çыпăçать кĕпи. Килĕшет Степана хăй çапла ĕçлеме пултарни. Шиклĕх пирки шухăшламасть те вăл текех. Хыпалапать. Нăтăрт-нăтăрт! тăвать амăш ури айĕнчи кĕреçе. Степан тăрăшсах витре тĕпне хыпалать. Ак пĕр çĕрулми те лекмест алла.

Хаваслă, çĕкленӳллĕ кăмăлпа утать вăл каялла. Пĕр-пĕр кĕвĕ манер шăхăркаланă та пулĕччĕ те — юрамасть çав. Амăшĕн те кăмăлĕ çемçелнĕ пулас, паçăрхи пек хытарса калаçмасть, ыран мунча хутас пек, шăппăн сăмахлать.

— Çывăрмастăр эппин... — ку сасă çак хура тĕттĕм шăплăха кĕсрентерсе янăранăн туйăнать Степана. Шартах сикет вăл, умĕнче тăп чарăннă амăшне пырса тăрăпать.

— ...заразăсем!

Степан паçăр суккăр пек пулнă та, сасартăк куçĕ уçăлса кайнăн, халь ак ăна яр-уççăн курать: кирза атăна, сăран пиншакпа, аллине кесйине чикнĕ, тутине илемсĕррĕн йерсе лĕхлетсе тăрать.

Степан çав саманта аса илчĕ те çӳçенсе кайре, чĕтреве ерчĕ. Ун чухне те вăл сиксе чĕтреме пуçланăччĕ.

— Эпир мар, эсĕ ху — зарази, пĕтĕм пурнăçа варласа пурăнан, йĕксĕк чун. Хăçан кăна шалчу тулĕ?! — кăшкăрсах ячĕ амăшĕ.

— Шăпрах эс, яла вăратан, — хăрăлтатрĕ Карсук.

— Вăрантăр! Халăх умĕнче пирĕн нимшĕн те намăсланмалли çук. Эпир ун умĕнче çак ача чунĕ пекех таса. Эпир ним айăпсăр çынсене Çĕпĕре ăсатман. Эпир халăхран мăшкăлласа пурăнмастпăр. Халăх умĕнче намăсланмалли çук пирĕн. Эс ун чухнех пĕтересшĕн пултăн пире. Хале те вĕчĕ тытса çӳрен. Çитет сана пăхăнса, сан мăшкăлна тӳссе!

Амăшĕ Степанран кĕреçине тăпăлтарса илчĕ, — шари! çухăрса ячĕ Степан, — кĕреçе карта юпине çапăнса чанклатрĕ.

Пĕр авăк тĕлĕнсе каймалла шăп пулчĕ. Хăрушла шăплăх. Кăштахран тин: «Тĕппипех пĕтермелле пулнă та ун чух, хĕрхентĕм пулать заразăсене», — тытăнчăклăраххăн хăрăл—татрĕ Карсук Ваççи. Хальхинче ун сасси чылай аякра илтĕнчĕ.

Амăшĕ кукленсе ларнă та шăппăн ĕсĕклет.

Ӑна херхенсе Степанăн та йĕрес килет, анчах куççуле тухмасть. Амашĕ тăчĕ, Степана хулĕнчен çатăрласа тытрĕ, Карсук Ваççи кайнă еннелле хыттăн кашкăрчĕ:

— Çӳппи, акă кам санăн çăкăрна туртса илнĕ. Акă кам сана ачалăхсăр хăварнă! Лайăхрах пăхса юл эс ăна! Асунта хăвар!

Степан çавăн чухне Карсук Ваççине тавăрма тĕв турĕ. Хура тăпра çыртса.

Амашĕ çу каçипех кăмранса пурăнчĕ вăл çул. Çывăхра пĕр-пĕр трактор сасси пулсанах четреве еретчĕ. Çерулми лартса хăварнă пахчана халь-халь тепер хут сухаласа пăрахассăн туйăнатчĕ ăна. Кукуруза пӳ яма пуçласан тин лăпланна пек пулче.

Кĕр çитрĕ. Çынсем çĕрулми кăларма пуçличчен чылай маларах пĕр каçкулĕм тухрĕç те мĕн пулнине пуçтарса кĕртрĕç.

— Лайăх тухначчĕ ун чух çерулмийе. Шултăра. Йăвă. «Эх, — тетче анне, — пахчипех лартнă пулсан, патшалăха сутмалăх пулатчĕ иккен. Ал çавăрса янă пулăттăмăр. Кун пеккишĕн те тавах ĕнтĕ турра. Пăрахмарĕ», — тесе ассăн-ассăн сывлатчĕ.

Кукуруза лайăх ӳсмерĕ. Тĕл-тĕл шăтмарĕ те вăл çаплах хура лаптăксем выртатчĕç. Çум-курăк ашкăрса кайнăччĕ. Никамах та кирлех пулмарĕ пулмалла вăл, çаплах юр айне кĕчĕ. Атте пĕрех хут уссăр пĕтесрен вырса пăрахмалла марши тесе те шухăш тытнăччĕ —анне чарчĕ: «Каллех сăмах илтме тивĕ, хăйсенне хăйсем пĕлеç-тĕр» , — тере.

Йывăр çул пулчĕ ун чух. Нушалла. Анчах хĕн—терчĕпе юнашарах телейĕ те çурет пуль çав. Пĕррехинче вĕсем патне куршĕ ялти Семен Митрофанович учитель пырса ларчĕ. Степан шăпах урама тухма тăнăччĕ. Хайĕн верентекенĕ вĕсем патне мĕнле сăлтавпа килнине пите пĕлес килетчĕ те — пӳртрех юлма именчĕ. Чылайччен ларчĕ Семен Митрофанович.

Кайран Степан пӳрте кĕрсен, ашшĕ алăкăн—тĕпелĕн уткалатчĕ. Хăй питĕ хавхаланнă, купăс каланă чухне çеç çакăн пек çуталса тăрать сăнĕ. Степан умĕнче чарăнчĕ те: «Çӳппи, Карсук Ваççисем пек çынсем вĕсем тĕнчере пĕрре, иккĕ, ку виççĕ пултăр. Ыттисем — чăн-чăн çынсем. Лайăх çынсем. Карсуксене кураймасăр пулса ыттисем çинчен усал шухăшламалла мар. Курайми пулмалла мар. Ыррине сума сумалла, хисеп тумалла. Хăвăн та ырă пулма тăшмалла. Чăн-чăн çын пулма. Ак, Семен митрофанович пек. Çынна яланах ырă ту, кайран хăв патнах çаврăнса çитет вăл», — терĕ.

Мĕнпе çавăн пекех савăнтарнă вара Степан учителĕ ашшĕне? Тем пекех ыйтас килетчĕ — именчĕ. Кайран тин пĕлчĕ сăлтавне. Ашшĕ амăшне хыпар тунинчен. Семен Митрофановича ачисем хулана куçарса каясшăн-мĕн. Пӳртне вара Степансене сутма кăмăл тунă. Йӳнĕ хакпах. «Çитейменнине хăçан та пулсан тавăрса парăр-ха. Ак, Çӳппи те ӳсет», — тенĕ тет. Степан аслашшĕ хăйсене те сахал мар ырă тунă имĕш. Лайăх çын çав Семен Митрофанович, Карсук Ваççи пек мар. Шкулта ăна хăшпĕрисем усал тесе шутлаççĕ пулин те. Шутлаччăрах. Степан ăна пурпĕрех чунтанах килĕштерет. Пӳртне хăйсене сутмасан та, пĕрех шухăшне улăштарас çук. Шăпах Семен Митрофанович пек лайăх сын пулма тăрăшĕ те вал. Тата аслашшĕ пек. Амăш ахальтен каламасть çав, аслаçу пит ырă çынччĕ тесе. Семен Митрофановича та пулăшнă, тет, ав. Вирук аппа вара Степана аслашшĕне хывнă, тет. Эппин, унăн ниепле те начар çын пулма юрамасть.

Степан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ыйха путать. Тĕлĕкĕнче çĕнĕ çурт курать вăл. Кантăк çине, шăн çине, укерекеннисенех çитмест те, пёрех пысак, хăтлă, ăшă пек. Степан, çитĕнсен, ун çамкине эрешсемпе илемлетет. Чи тăррине йывăçран касса автан вырнаçтарать. Сухăрпа çăттарать те ăна (ку меслете ашшĕнчен вĕренне-ха вал, унăн та чиперех пулать), вара вал хĕвел шевлипе йăлтăр-йăлтăр кăна çиçсе тăма пуçлать. Темĕнччен киленсе пăхать, ун çине Степан. Акă вăл, хăмаран касса кăларнăскер, Степана тĕлĕнтерсех, куç умĕнчех чĕрĕлет, çунатне çапса авăтса яратъ: ки-ки-ри-кук! ки-ки-ри-кук!

Сак сасăпах вăранса кайрĕ Степан. Чăн—чăн автансемех авăтаççĕ иккен. Шарлаттарса. Ял тăрăх тăкăрлăксемпе, çуртсен хӳттипе, урай кукăрĕсемпе вĕçрен вĕçе, енчен енне кумать автансен çĕкленӳллĕ янăравĕ. Тепĕр чух çитес çĕре ĕлкĕреймест те, ахрăм евĕр ванса—вакланса, пĕтĕм тавралăха сапаланать. Кӳршĕсен автанĕ те сас пачĕ. Çăвăр пулас, сасси уçăлсах та çитеймен-ха. Пурпĕрех ăна хуравлакан та тупăнчĕ. Хăйĕн пекех çăвăр автан. Унтан тата тепри. Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш...

Чылай хушă итлесе выртрĕ çав асамлă янăрава Степан. Киленсе. Чунпа каçăхса.

— Сирĕн унта хулара автансем çук-им? — пăшăл турĕ ача сасси.

Степан тăрса ларчĕ. Никам та çук юнашар. Пĕчченех. Хăй те пушă пӳрт кана. Кантăксем хушка кăваккăн çуталаççĕ, хĕвелтухăç еннеле тухаканнине кăна хĕрлĕрех тĕс çапнă кăштах.

— Тул çутăлать. Тăрас пулать. Эх, хăçан хĕл çитĕ-ши? Ун чухне каç вăрăмрах. Тырă та вырмалла мар, — çине-çинех ассăн сывласа илчĕ ача.

Степан пуçне çĕклерĕ — унпа куçа-куçăи тĕл пулчĕ. Тути хĕрри кăшт уçă. Тата темен калассăн пулнăн. Кĕтрĕ, кĕтрĕ Степан. Ача текех чĕнмерĕ. Çаплах тинкерсе пăхрĕ. Рама ăшĕнчен. Кантăк витĕр.

Степан тĕпелелле иртрĕ. Шыв ĕçрĕ. Пирус тивертрĕ те картишне тухрĕ. Пӳртум пусми çине ларчĕ. Питĕ килĕштеретчĕ ача чухне çакăнта тӳхса ларма. Хĕвел питтине. Чĕркуççисене ыталаса, янахĕпе тĕренсе ларма. Куçне хупатчĕ те, вара пылак çутă ĕмĕчĕсем хĕвел ăшшипе пĕрле ачашшăн çупăрласа илсе, аякка-аякка йăтса кайнăнах туйăнса тăратчĕ. Тепĕр чухне ашшĕ юнашар пырса ларатчĕ. Аллине хулпуççи çине хуратчĕ: «Ĕмĕтлен, ĕмĕтлен, Çӳппи, ĕмĕт пурнăçа çутă тăвать, шанчăка çухатма памасть», — тетчĕ. Вара амăшĕ пырса чăрмантаричченех иккĕшĕ шăппăн сăмахласа ларатчĕç. Уйрăмах Степана ашшĕ ылтăн кĕнекесем çинчен каласа пани питĕ килĕшетчĕ. Вĕсене çыракансене кавайт çинче те çунтарнă имĕш, тĕрмере те çĕртнĕ, хăйсем пурăннă вырăнсенчен те кăлара-кăлара янă. Вĕсем пĕрех çырма пăрахман.

Ашшĕ каласа панă чухне вĕсене питĕ пысăк, питĕ хулăн, пĕтĕмпех ылтăнран тăракан кĕнекесем пуле тесе шутланăччĕ. Пĕррехинче ашшĕ çав кĕнекесене курма илсе кайсан, — кӳршĕ яла, çырма хĕрринчи пĕчĕк çурта кĕчĕç пек, пĕччен ватă кăна пурччĕ, кăмака хутатчĕ ахăр, те шкаф умне çавăтса пычĕ Степана ашшĕ, те çӳлĕк умне — кусене астумасть те, çĕтĕк хуплашкасем çеç халĕ те шăкăринех куçĕ умĕнче, — вĕсем пĕчĕкскерсем, çӳхескерсем кăна иккен. Степаншăн ку малтанах кӳренмелле те пулнăччĕ, кайран шутласа илчĕ те, çак пĕчĕкскерсемшĕнех çынсем хăйсен пурнăçне те хĕрхенмен те, эпиин, питĕ хаклă, ăслă кенекесем вĕсем.

— Атте, çак кĕнекесене çыракансене мĕншĕп çавăн пекех курайман? Мĕншĕн çырма чарнă? — ыйтнăччĕ ашшĕнчен Степан. Ашшĕ ун чухне нимĕн те шарламарĕ. Каялла килнĕ чухне çеç Степана куçран тинкерчĕ те шăппăн пăшăлтатрĕ:

— Вĕсем тĕрĕслĕх çинчен çырнă, чăнне каланă. Чăнни вара пурин кăмăлне те каймасть. Тĕрĕслĕх куçĕнчен пăхма хăюлăх кирлĕ, меншен тесен вăл тепĕр чух питĕ илемсĕр, чапрас, хура. Эпир вара, тăванăм, ытларах йăлтăрккана юрататпăр, юмаха. Мĕншĕн тесен вăл чун йăпатмăш.

Мĕнле кĕнекесем пулнă-ши вĕсем, камсен-ши? Тен, ашшĕ каланă-тăр та — халь пĕр хушамат та аса килмерĕ. Хăй çаплах ача чухнехилле чĕркуççине янахпа тĕренсе, урисене ыталаса ларнине асăрхарĕ те, сăн-пичĕ çуталчĕ, чунĕнче ырă, ачаш пулса кайрĕ.

Тăчĕ, картиш тăрăх уткаларĕ, тахçан Мекке кукуруза акнă пахчана тухрĕ. Кӳ! çапрĕ клевер шăрши. Карта хĕррипе анаталла утрĕ.

Таçтан текерлĕк тупăнчĕ, ахăртнех Кĕрлевук енчен вĕçсе килчĕ пулмалла, пуç çийĕн хурлăхлăн, тăлăххăн шуйханса иртрĕ те Степанăн лăпланнă чунне тепĕр хут пăлхатса хăварчĕ. «Эс шăпах çакăнта Карсук Ваççине тавăрма тĕв тунăччĕ», — пăшăлтатрĕ ача. Степан тăпах чарăнчĕ. Питĕ уççăн туйса илчĕ çăварĕнче! тăпра тутине. Каллех пуç çийĕнче текерлĕкĕн-шуйхануллă сасси илтĕнчĕ. Степан хăлхине амăшĕн пăшăлтатăвĕ пырса кĕчĕ: «Эп кунта, кунта». Степан çав сасă еннелле утрĕ.

Сăва çинчен таврăнса укăлчаран кĕчĕ кăна — Кремль куранчĕсен сасси ялти шăв-шава хупласа хучĕ. Улттă çапрĕç. «Пуçтарăнма та вăхăт»,— шутласа илчĕ Степан.

Тăкăрлăкран пăрăнаспа Тимак Виттин карти витĕрех хăйсен хапхи умĕнчи сак çинче такам ларнине асăрхарĕ. Ватăрах çын пек курăнчĕ. Кивĕ фуфайкапа. Симĕс шлепкепе. Пуçне сĕнкерех ларать. «Карсук! — вĕлтлетрĕ пуçра. — Ман патах-ши? Е çула май кăна чарăннă? Мĕншĕн кирлĕ пулса тухрăм-ха эп ăна? Ку кăна çитменччĕ çула тухас чух...»

«Мекке Лӳнькки вĕт вăл», — пăшăлтатрĕ ача.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ЯрМаТ (2023-03-22 04:11:55):

Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, куççуль кăларттаракан произведени вулани. Ачалла астăвап, 1990-мĕш çулсен вĕçнелле Çилçунат журнал анне çырăнса илетчĕ. Çавăнта ун чух Денис Гордеевăн "Çич çунатлă курак" повеçĕ пичетленсе тухнăччĕ. Хальхи пек астăвап мĕнле чунра тарăн туйăмсем çуратнине.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: