Сутнă пӳртри юлашки каç


Степана асăрхаса тӳрленсе ларчĕ ватă.

— Ман патра хăна иккен. Салам пултăр, Лӳнькка тете. Ырă ир. Мĕнле пурăнаç? — алă пачĕ.

— Манман, — тăруках кăмăлсăрланнă пекрех пулчĕ Мекке. — Эппин, эп мĕншĕн килнипе чухлан кăштах.

— Пĕлеймерĕм-ха...

«Шахвăртан, шăллăм, шахвăртан», — ăшĕнче йӳççĕн кулса илчĕ Лӳнькка.

Степан «Беломор» кăларчĕ, Лӳньккана сĕнчĕ. Лешĕ илчĕ, анчах тивертмерĕ, хăлхи хыçне хĕстерчĕ.

— Çӳппи Лекçейч, эс мана каçар та... ман калаçу йывăр, пӳрте кĕрсен вырăнлăрах пуль. Кунта кăмăллах мар пек...

Пӳрте кĕчĕç. Лӳнькка пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ, куçĕ стена çинчи сăнӳкерчĕксем çине ӳкрĕ те — пĕтĕм хăюлăхĕ, Степан патпе килме хатĕрленсе пĕчĕккĕн—пĕчĕккĕн пуçтарăннă харсăрлăхĕ лăпах сӳнчĕ:

— Эп, мĕн... чăрмантарасси-мĕнĕ... кхм! кхм!.. эс çуртна сутнă терĕç те...

— Çĕрĕшсе кăна ларать, хамăн килсех пурăнасси пулмасть ĕнтĕ текех... — Лӳньккана калаçăвне пуçарса яма çăмăлрах пултăр тесе сăмах хушрĕ Степан.

— Вăл çапли çапла-ха ĕнтĕ. Унсăр та май çук. Вăхăтра вырнаçтармалла. Вара... Сутнă терĕç те... эппин, текех килеес те сук пирĕн тăрăха эс. Савăнпа курасси пулать-и сана, Çӳппи Лекçейч, пулмасть те-и...

Лӳнькка хĕвĕнчен шурă эрех кăларчĕ, сĕтел патне таплаттарса пычĕ те лартрĕ, — Эп çылăх каçарттарма килтĕм. Текех кураяс та çук сана, çылăхпа çĕре кĕрес килмест, — терĕ те çăмăллăн сывласа ячĕ.

— Мĕн эс, Лунькка тете? Мĕн çылăхĕ унта... — аптраса ӳкрĕ Степан.

— Çылăхлă-и, çылăхлă мар-и, Çӳппи Лекçейч, айăпăм пур. Айăплă сирĕн умăрта.

Лӳнькка бутылкине уçма хăтланчĕ — пултараймарĕ, Степан енне тăсрĕ:

— Атя, уç-ха.

— Тен, кирлех мар, Лунькка тете. Ĕнертен юлни те, пилеш эрехĕ, çаплипех, çĕнĕ кил хуçисем мăкариçе илсе килнĕччĕ те...

— Çук, çук, Çӳппи Лекçейч, ун пек юрамасть. Кăмăла ан хăвар. Чунра ахаль те канлĕх çук. Пĕлен, сан çула тухмалла, хам та кунпа иртĕнменни чылайранпа. Ячĕшĕн çеç хăть. Ятарласа районтан илсе килтертĕм. Сан ятпа. Кăмăла ан хăвар.

— Сана мĕн-ма айăплас, Лунькка тете? Ӑнланатăп, хуçисем вĕсем пулнă.

Степан бутылкине уçрĕ. Лунькка черккесене тултарчĕ.

— Вĕсем хуçаланатчĕç çав ун чух. Карсуксем. Хăйсене çĕр кăваписем пек шутлатчĕç. Хам та айăплă ĕнтĕ. Хам та. Мĕн-ма урăххи мар, мен-ма шăпах эп килĕшнĕ-ха сирĕн пахчана сухаласа пăрахма? Мĕн-ма урăххи мар? Шăпах эп. Вĕт малтан Симун Кулине хушнăччĕ. Вăл яхăнне те ямарĕ. Трифун Никитича. Мĕн, мана ытлашши кирлĕ пулнă-им? Кирлĕ пулнă-тăр çав. Çурт лартас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Карсуксене юрас тенĕ пуле. Мĕскĕн чун. Каçарма пултараймастăп хама.

Лунькка чĕтреве ернĕ аллисемпе çатăрласа тытрĕ те черккене (Степана черкки халь-халь чĕлтĕртетсе ванса каяссăн туйăнчĕ) тĕппипех çавăрса хучĕ. Çыртмарĕ. Пируспа сарăхса ларнă шĕвĕр пӳрнине икĕ хутчен кăкăр туллин шăршласа илчĕ, куçне хупрĕ. Питçăмартисем илемсĕррĕн туртăнкаларĕç. Пуçне усрĕ Лӳнькка.

Шăп пулчĕ.

Степан, ку кăмăллах мар самант ытлашшипех вăраха тăсăлнине туйса илчĕ пулин те, татăлнă калаçăва сыпăнтарса е пачах та урăх еннерех çавăрса ямашкăн ниепле те сăмах тупаймарĕ. Шăплăха сирмелле, аптранă енне, ӳсĕркелесе илчĕ, пирус тивертрĕ.

Лӳнькка пуçне çĕклерĕ.

— Эс мана айăп ан ту, Çӳппи Лекçейч. Каçар. Ман пурăнасси те шутлă кăна, ахăр. Ман — рак. Каламаççĕ те — сисетĕп эп, — хăйне вăхăтсăр пӳлесрен асăрханнăн васкарах сăмахлама пуçларĕ Лунькка. Степан чуне сӳлетсе илчĕ, — ахальтен хулара икшер уйăх таранчченех вырттарас çук. Ну, ку тем мар, харама. Мура-ха. Кун чул пурăннă — çитет.

Лӳнькка шăпланчĕ. Степан ним калама аптрарĕ.

— Эп, тĕрĕссипе, Çӳппи Лекçейч, вăл-ку пирки тахçанах маннăччĕ. Суяс мар. Эс çуртна сутан текен сас-хура тухрĕ те, тен, пурнăç çинчен шухăшланăран та-тăр, тепĕр хут тапса тухрĕ асра эс çав кун ман çине мĕнлерех куçпа пахни. Вăт лăскать те лăскать чуна, пĕр канăç çук, çыврайми пултăм. Куçа хупап — çав куç, вăранса каяп — çав куç. Тăршшĕпе йĕрлет. Йĕрлет, йĕрлет... Канăç памасть. Ил эс ăна каялла, Çӳппи Лекçейч, ил каялла. Турă пул.

Шăпланчĕ. Пуçне усрĕ.

— Санра мар айăпĕ, Лунькка тете. Вăхăчĕ çапла пулнă ĕнтĕ. Самани. Ӑнланатăп. Мĕншĕн пире Карсук Ваççи çавнашкалах юратман, тăршшĕпех такăнтарма тăрăшнă? Аттерен нумай ыйтнă кун пирки. Шарламастчĕ темшĕн.

Лунькка тӳрех чĕнмерĕ. Хăлха тăррине хĕстернĕ пирусне илчĕ, пӳрни вĕçĕпе çемçетрĕ, шăрпăк кăларчĕ, анчах тивертмерĕ.

— Мĕншĕн юратмастчĕ?.. Кама юратнă вăл Карсук?

Ашшĕ юлхав пулнă ун. Макаçсемпе те, — эс астăваймастăн пуль-ха ĕнтĕ вĕсене...

— Анне каланинчен пĕлеп кăштах. Усĕрсене çаратса пуйнă тетчĕ.

— Вăт, вăт, шăпах çавсемпе те ермешкелесе пурăнчĕ пĕр вăхăт. Пуйма та пуçланă текелетчĕç те, кайран ĕçке ярăнса кайрĕ. Хисеп-мĕнне пĕлмен ĕнтĕ вĕсем. Ваççи те ӳркевлĕрех ӳсрĕ. Ҫăмăлттайлăрахчĕ. Хулине те ахальтенех тухса каймарĕ-тĕр. Янтине шыраса. Аслаçусем вĕсем тăн-тăн пçрăнатчĕҫ. Тĕрĕссипе, мĕн кУла-кĕсем пУлнă та ĕнтĕ пирĕн ялсенче. Кам ĕҫ-ленĕ — начар мар пурăннă. Макаçсем — вăт вĕсем чăнах та кулаксем. Халăха хĕсĕрлесе тăратчĕç. Халăхран кулса, мăшкăлласа. Аслаçусем тĕплĕ çынсем пулнă. Ёçчен, тăрăшуллă. Хытăрах текелетчĕç те, анчах хыткукарлăх марччĕ вăл — тирпейлĕх, шута хисеплени. Иртĕхсе пурăнман. Халăх ăна суйласшăн пулчĕ коммунара. Ваççана яхăнне те ямарĕ. Лешĕ, Унпа килни, наганĕпе юнасах: «Кăна капла хăвармастăп, эсир Совета хирĕç, контреволюци, кивĕ тĕнче юлашкисем»,— тесе пĕтерчĕ. Тепĕр эрнерен, чăнахах та, — эпир хăрасах ӳкнĕччĕ, — аслаçуна лартса тухса кайрĕç. Коммнуара Ваççана çирĕплетсе хăварчĕç.

Вăт вара Ваççа иртĕхрĕ. Аçусене пайтах шар кăтартрĕ. Пĕрлешӳрен те кăларса пăрахрĕ. Чылай мăшкăлларĕ ĕнтĕ — мĕн каласси пур.

Аслаçу тепĕр çур çултан таврăнчĕ-ши вăл? Пĕтсе кайнăччĕ. Сасси кăна хăйĕнччĕ. Йăлтах Улшăннă. Тăрантаспах курсе ячĕ ăна темле вырăс. Пысăк пуçлăх тенĕ пек те астăвап. Хăтлăха пуçтарттарчĕ. Сăмах каларĕ. Аслаçун айăпĕ çукки çинчен каларĕ, ссыльнăйсен йăхĕнчен терĕ, ăна председателе суйлама сĕнчĕ. Ваççа вара тепĕр куннех ялтан çухалчĕ.

Каярахри саманине ху та чухлан ĕнтĕ, пĕлен пуль, — Ун пирки пĕр вăхăт самай шавлака-ларĕç, — питĕ пăтрашуллă пулчĕ. Хăрушă самана. Аса илсен, халĕ те ак-ак кантăкран тан! тан! шаккассăн туйăнать. Карсук çав вăхăталла таврăнчĕ яла. Уполномоченной туса янă текен сас-хура та çӳретчĕ. Пулнă та пуль çав, Малтанах Петкассинчи Ваçли Егорч учитель çухалчĕ пулмалла. Хаçата та çыркаласа тăратче-ха вăл. Лайăх çынччĕ. Сирĕн аслаçăр — кăштахран. Района чĕнтерчĕç те ăна — Унтан таврăнаймарĕ. Упраймарăмăр. Каçартăрах ĕнтĕ. Хута кĕреймерĕмĕр — хăратса çитернĕччĕ халăха. Аçуна та — Элекçей тетене — çав шăпах кĕтетчĕ пуле те, ахăртнех, аслăраххисем вĕрентрĕç-тĕр, каларĕç пуль ялтан вăхăтлăха çухалма. Вара вал Мускавах тухса кайнă текелетчĕç. Вăрçă хыççăн кăна кӳрнăçрăмăр эпир. Ана, каçартăр та, никам та çын пулать тесе шутламан. Пуçран аманса таврăннă вăл.

Контузи пулнă. Тăнлавĕнче, сылтăм енче, мăкăль пурччĕ ун. Чăмăркка пысăкăш. Калаçма та, йывăра ан илтĕр те, тин чĕлхе уçан ача пек калаçатчĕ. Чипер ларнă çĕртенех ним сăлтавсăрах тискерленсе каятчĕ. Ахăр, пуç пăтраннă самантсем пулнă пуль. Аннӳне питĕ хĕрхенеттĕмĕр эпир ун чух. Мĕнле çавăн пек çынпа качча тухма шикленсе тăмарĕ? Хĕрхенсе-тĕр. Сар çу пекчĕ ун кăмăлĕ. Ырăччĕ. Нумай нуша курчĕ ĕнтĕ вăл. Аçу питĕ вăрах вăхăт ĕçлеймерĕ. Тухтăрсем мăкăльне касма хăракалатчĕç пулмалла. Таçта та çитсе пахреç. Юрать, кăшарсем, Власов Кули ачи, хулара тухтăр пулса ĕçлетчĕ, шикленсе тăмарĕ. Çав çын турĕ ĕнтĕ аçуна. Аннӳ те нумай тăрăшрĕ. Маттур хĕрарăмччĕ. Телейĕ пулмарĕ. Пулмаре.

Лӳнькка черккесене тултарчĕ. Сĕтел çине тумлатрĕ. «Элекçей тетепе Çинук аппа ятне пултăр. Асăнар» тесе, тĕппипех ĕçрĕ.

Пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕç. Степан пирус тивертрĕ. Лӳнькка пирусне çавăркаласа пăхкаласа ларчĕ те шăрпăкне сĕрчĕ.

— Çапла... Нумай иртĕхрĕ вăл Карсук. Пайтах. Турă курать, теç те... Курмасть пуль çав. Йĕксĕке паян кун та Йăтса çӳрет çр. Эп фронтран килеп. Шыçăнса, юхăнса кайнă, тавар пуйăсĕсемпе килсе пыйтланса ларнă йăлт. Çурма çулта Ваççа хуса çитрĕ. Тăрантаспа. Хăйен сăранĕпе, аттисем — кĕленче пек. Йăлтăртатаç. Эпĕ тăватă çул фронтра пулса пĕр медаль пекки çакнă, вăл, ордене курăнтăр тесех пуль, сăранне йӳле янă. «Эс, мĕн тата, медальпе кăна таврăнан?» — тет. Мухтанать пулать. Чăтаймарăм — анса утрăм. Пĕлеп эп, мĕнле илнĕ вăл орденне.

Питçăмартисем илемсĕррĕн туртăна-туртăнă илчĕç.

— Лӳнькка тете, самани тĕрлĕрен пулнă. Карсук епле майпа тăршшĕпех председательте тăркаласа юлма пултарнă?

— Самани те весем майлă пулчĕ-тĕр ун чух. Тарăн тымар ярса хăварчĕç пулмалла çав хăйсен вăхăтĕнче. Эс хирĕç каласа пăх-ха ун чух орденлă çынна. Тур сиртĕр. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и — вĕсем хуçаччĕ.

Лӳнькка Степан енне туртăнчĕ.

— Хамăр хушăмăрта пултăр та, эп шутлап, çавăн чухне уйрăлса кайрăмăр пуль эпир хуçасемпе ыттисем çине. Çавăнтанах пуль. Пуçлăхсене юрама тăрăшасси, пĕр-пĕрне пуçлăх умĕнче сутасси, элек сарасси, кĕвĕçӳ çав вăхăталла пуçланчĕ-тĕр. Суйма суясах мар та, Карсук миçе çыннăн кумĕ пулмарĕ-ши? Тур каçартăр та, хам та чутах çылăха кĕреттĕм. Тавах, Ваççа хăй яхăнне ямарĕ. Хăй саманинче çӳлереххисен картине кĕрсе юлчĕ те вăл, унтисем пĕр-пĕрне кӳрентерме памаççĕ пулмалла çав, — пурнăçне ирттерчĕ çапла. Хуçалăхсене пĕрлештерсен кантура Петкассине куçарса кайрĕç. Унти халăхĕ Карсука çывăха та ярасшăн пулмарĕ. Нумай пăтранчĕç ун чух — астăвап. Карсука çапах та ӳксе юлма памарĕç районтисем, бригадира лартрĕç. Халь вăл бригадир такамах мар пек. Ун чух — уй! пысăк çынччĕ. Фигурăччĕ! Пахча сухаламалла — ун патне кайса йăлăнан, лаша кирлĕ — каллех ун патне.

— 60-мĕш çулсенче вара вăл бригадир кăна пулнă-им? Эп ăна председатель тесе шутланă, — пӳлсе ыйтрĕ Степан.

— Бригадире бригадир кăначчĕ те — хуса йытти хуçинчен ирттерет. Тĕрĕс сăмах ку. Каярахпа Камышина, — лешне, хайхине, каларăм-ске, Ваççана коммунара лартасшăн пулчĕ терĕм, аслаçуна малтан тыттарса яраканни, районта ĕçлетчĕ вăл, — унтан пăрчĕç пулмалла та пирĕн пата ярса пачĕç. Карсук каллех йăл илче. Пĕр урана çинчисем вĕсем: Карсук Ваççи те, Камышине те. Ун хӳттипе пайтах иртĕхрĕ Ваççа.

Лӳнькка пĕр вăхăт кантăкран пăхса тинкерчĕ. Чĕнмерĕ. Пирусне кăкăр туллин ĕмрĕ.

— Вăт мана мĕн тарăхтарать, Çӳпии Лекçейч, — Степан енне çаврăнчĕ Лӳнькка. — Карсука мĕнле кăна ылханмарĕ пулĕ халăх — вăл хăнк та çук — чĕрĕ, сывах. Эп никамах та унашкалах хур туман пек ĕнтĕ... Халь ĕнтĕ, тепĕр тесен, пурнăçĕ унăн та ăмсанмалăхах çук: кашни кун патак çиет, теç, пылчăк-и, çил-тăман-и — килĕнчен кăлара-кăлара яраç, ачисем путсĕр ун, Гурийĕ те, Санькки те, улми йывăççинчен аякках ӳкмест-ха ĕнтĕ, тĕрĕсех ку, ун пек-и, куп пек-и — пĕрех пурăнать. Пурăнать. Çук-тăр çав турри, аттуш курмаллах вăл.

Лӳнькка пĕр авăк чĕнмерĕ. Унтан картах туртăнса илчĕ.

— Е юриех пурăнтарашăн-ши ăна? Э? Ятарласах. Калăпăр, ĕлĕк иртĕхнишĕн çăварне пĕçертмелĕх. Нуша мĕн иккенне чухламалăх, тутине-масине пĕлмелĕх. Мĕнле шутлан? А, мĕн, пулма та пултарать. Мĕншĕн пулмалла мар? Тен, çаплах та шăпах. Пурăнтăр эппин. Атя-ха апла-тăк, Çӳппи Лекçейч, Карсук сывлăхĕшĕн ĕçер, — йӳççĕн кулса илчĕ Лӳнькка. — Атя, ун сывлăхĕшĕн пултăр та, эп вара сулланам. Сана чарса кăна тăрап пуль. Нумай калаçса кайрăм.

Лӳнькка шалт тутарчĕ. Хăяр татăкĕ хыпрĕ. Аллине Степан енне тăсрĕ:

— Курнăçасси пулать-и текех, пулмасть те-и, Çӳппи Лекçейч, мĕн пулни пулнă ĕнтĕ, йывăра ан ил, эс мана каçар та айăп ан ту. Эп ун чух Элекçей тетене виçĕ мишук çĕрулми парасшăнччĕ — вăл хирĕçлерĕ, иккĕшне илме çапах ӳкĕте кĕчĕ. Тавах, кăмăла хăвармарĕ. Эсĕ те, Çӳппи Лекçейч, кăмăла ан хуç. Ну, сывă пул. Сывă пул...

Лӳнькка Степана ыталаса илчĕ.

Кантăкран Лӳнькка урам урлă каçни курăнчĕ. Чарăнчĕ. Вăрттăн хĕрес хыврĕ. Пуç тайрĕ. Вара тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕ.

Степан сĕтел çине пуçтарчĕ. Амăшĕн, ашшĕн сăнӳкерчĕкĕсене пăтаран вĕçертсе илчĕ, рама ăшĕнчен кăларчĕ, тусанне шăлчĕ, тирпейлĕн дипломачĕ тĕпне хучĕ. Ача чухнехи хăй патне кармашнăччĕ — куçпа куç пулчĕç те, вырăнтах хытса тăчĕ. Çапла чылайччен пĕр-пĕрне тинкерчĕç вĕсем.

— Тавах сана, пĕчĕкскерĕм, эс мана манăçнă пурнăçăма аса илтертĕн, — пăшăлтатрĕ Степан, — çухатнă чунăма тавăрса патăн. Каçар эс мана, эп сана та асран кăларнă.

Степан шартах сикрĕ: куç умĕнчех ача сăнĕ улшăннăçемĕн улшăнса пычĕ, шуранкаскере, чăн-чăн сăн тĕсĕ çапрĕ, вăраххăн-вăраххăн чĕрĕлĕхе куçрĕ, кăшт уçăлса тăран тути ерипен-ерипен хускалса илчĕ те, ача сасси уçăмлăнах илтĕнме пуçларĕ:

— Мап сана питĕ-питĕ курас килетчĕ. Мĕнлерех пулса кайнă-ши тесе шухăшлаттăм вĕçĕм. Эп шутланă, эс çаплах имшеркке тесе. Уй-уй! Мĕн чухлĕ кăвакарнă çӳç санăн!

Ача тăруках шăпланчĕ. Сăнĕ тĕксĕмленчĕ.

— Эс тата темен каласшăнччĕ пулас? — ыйтрĕ Степан.

— Çук, нимех те...

— Кала, кала, пĕчĕкскерĕм.

— Эс ан кӳрен тулĕк. Юрать-и? — Степан çине тата та тимлесерех тинкерчĕ. — Эс пӳрте сутмасăр пултараяттăн-и? — терĕ те вăл хĕрелсе кайрĕ.

— Сутмасăр? Ну... ĕнтĕ... — ним калама аптрарĕ Степан. — Мĕншĕн сутмалла марче-ха?

Ача куçне айккинелле тартрĕ.

— Ӑçта пурăнăп-ха ĕнтĕ эпĕ малашне?.. — ассăн сывласа ячĕ.

— Мĕн эс, пĕчĕкскерĕм, эп сана кунта пĕччен хăвармăп текех. Эп сана хампа илсе каятăп. Хулана. Хам пата.

— Хулана?

— А, мĕн?.. Хулана. Ман унта иксĕмĕре те вырăн ситет. Эпир яланах пĕрле пулăпăр. Текех нихăçан та уйрăлмăпăр. Иккĕн хаваслăрах та.

— Иккĕн лайăхрах-ха. Çапах та...

— Пĕлетĕн-и, çитетпĕр те ак хулана икĕ ещĕк пĕремĕк туянатпăр. Вара сан пĕр ĕмĕтӳ тулать те.

— Çук, иккĕ кирлĕ мар. Атте сук вет текех. Кампур та... — салхуланчĕ ача сăнĕ.

Степанăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ:

— Каçар.

— Хулана кайма ман çипуç та çук вĕт пĕрех. Унта лайăх тумланса çеç сӳреççĕ пулĕ. Манран пурте мăшкăлласа кулĕç кăна.

— Мĕн кирлине — эпир пурне те туянăпăр. Чи-чи лайăххисене. Унта лавкка нумай. Чан-чан шăлаварпа çӳреме пуçлан вара.

— Чĕп пиçиххиллипе-и?

— Чĕн пиçиххиллипе. Эс ĕмĕтленеттĕн вĕт ун çинчен?

— Ĕмĕтленетĕп те... Анчах та... — иккĕленсе тăчĕ ача. Самантранах йăлтăр çиçсе илчĕ сăнĕ:

— Унта кĕнекесем параççĕ-и?

— Кĕнекесем?.. Ман хамăнах икĕ пысăк шкаф тулли.

— Икĕ шкаф?! Эппин, атте каланисем те пур пуле унта сан?

— Пур-тăр та... Эп ячĕсене çеç халь манăçа кăларнă.

— Эп вĕсене хуплашкинченех уйăрса илме пултаратăп. Питĕ çĕтĕк хуплашкаллăччĕ.

Урама вĕсем алăран алă çавтăнса тухрĕç. Ача шупкарах хĕрлĕ улача кĕпепе, тӳмисене çăт тӳмеленĕ. Тĕссĕрленнĕ пир шăлаварпа. Пушмакĕсем, ăптăр-каптăр пулин те, çупа сăтăрнăран çуталса тăраççĕ. Çӳçне тирпейлĕн туранă. Ытлашши йĕпетнипе йăмхуран йăлтăртатать.

Иккĕшен те кăмăлĕсем çĕкленӳллĕ. Хушăран куçпа куç тĕл пулаççĕ те, сăнĕсенче пĕчĕк хĕвел пек шевле выляма пуçлать. Кун пек самантсенче Степан ача аллине хытăрах пăчăртать, Çӳппи вара унăн аллин ăшшине туять. Ырă пулса каять чунне. Çепĕç, ачаш туйăмсем ăна ура тупанĕнчен пуç тӳпине çитиех çупăрласа илеççĕ.

«Шел, Карсуксем кураймаççĕ кăна, — пăшăрханса шухăшлать вăл, — мĕнлерех ăмсаннă пулĕччĕç вĕсем халĕ Çӳппине, кӳрентерме те хăяйман пулĕччĕç».

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ЯрМаТ (2023-03-22 04:11:55):

Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, куççуль кăларттаракан произведени вулани. Ачалла астăвап, 1990-мĕш çулсен вĕçнелле Çилçунат журнал анне çырăнса илетчĕ. Çавăнта ун чух Денис Гордеевăн "Çич çунатлă курак" повеçĕ пичетленсе тухнăччĕ. Хальхи пек астăвап мĕнле чунра тарăн туйăмсем çуратнине.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: