Сутнă пӳртри юлашки каç


Гурипе çапах та курнăçма пӳрнĕ-мĕн вĕсене. Усĕр хăй. Явархисен тĕлĕнчи пура çумне мелсĕррĕн сĕвеннĕ, ура çинче аран тытăнкаласа тăрать.

Çӳппи вăрттăн, курмăш пулса иртсе каясшăнччĕ — Степан сăмах хушрĕ:

— Салам пултăр, Гури. Мĕнле пурăнаççĕ? Лешĕ кăлт сикрĕ, йывăррăн пуçне çĕклерĕ.

Куçĕ — урмăш, сăн-пичĕ тăртаннă, шăртланса ларнă. Хăйĕнпе сăмахлакансене курман пекех туйăнса кайрĕ вăл Çӳппине. Вĕсем витĕр инçене-инçене пăхса тинкернĕ пек. Сӳппи асăрханкаласа икĕ утăм чакрĕ.

— Палласа илеймерĕн курăнать, — сăмах хушрĕ Степан.

Гури чĕлхесĕр çын евĕр темен мăкăлтатрĕ. Кăштахран тин уйăрса илем пек пулчĕ те тутине кулнă чухнехилле илемсĕррĕн йĕлпĕрчĕ, армак-чармаккăн хăласланкаласа, ыталама хăтланчĕ, чуптăвасшăн пулчĕ.

Ку Çӳппине тарăхтарсах ячĕ: «Мĕнле хăять вăл çапла çулăхма. Пĕр именӳсĕр. Намăса та пĕлмест. Хăть Степан умĕнче вăтанасчĕ. Унашкал çапкаланчăк мар вĕт вăл. Хула сынни. Культурăллă».

Юратӳллă куçпа пăхать Çӳппи Степан сине. «Мĕн тери чипер, хитре çын вăл. Çутă сăнлă. Шап-шурă кĕпепе. Галстукпа. Пиншакне сылтăм хулĕнчен уртса янă. Пачах урăх çын çав, Гурипе танлаштарсан».

Гурин чĕлхи кăштах уçăлчĕ пек. Хăшпĕр сăмахсене уççăнах уйăрса илет Çӳппи. «Атя тет, тĕл пулнă ятпа тет».

— Каçар, васкас пулать,— сехетне шаккаса кăтартать Степан.

Гури те воссм хыççăн ăнтăлнă пек пулчĕ — çумĕнчен кăшт хăпсанах тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Унпа тĕл пулнă хыççăн иккĕшĕн те сăнĕсем тĕксĕмленчĕç. Степан çын шăпи, ăраскалĕ пирки шухăшларĕ. Çӳппи Гуришĕн Степан умĕнче намăса кĕме тивнĕшĕн кулянчĕ: «Хулара вĕсен унта, паллах, Гури пек этем манерне çухатнă çынсем çук ĕнтĕ. Карсук та Сӳппишĕн никам та мар та, çапах та пĕр ялсем вĕт. Эппин, пĕр-пĕриншĕн явап тытмалла. Çапла

— Ĕмĕтлен, Çӳппи, ĕмĕтлен. Ĕмĕт чуна çутатать, пурнăçа илем кӳрет. Эпир нихăçан та текех хамăр кам ачисем пулнине манăçа кăлармăпăр, — сăмах хушрĕ Степан. Ача аллине паçăрхинчен те хытăрах пăчăртать. Çӳппи каллех ун аллине туять. Каллех иккĕшĕн те чунĕсенче ырă, сăнĕсем çуталаççĕ.

Ванюк тетĕшсен пӳрчĕ умĕпе иртнĕ чух, пушмак кантрине майланă пек туса, юриех, ятарласа тăхтаса тăчĕ Çӳппи. Питĕ пăхтарас килетчĕ унăн Маньккана кантăкран. Манькка сăнĕ курăнмарĕ. «Ахăртнех, каллех района йăркканă пулĕ-ха. Çырла сутма. У-у! усламăç. Çӳпписемпе тăванлă пулнăшăн намăсланать пулать тата. Хăй вăл ĕрет ятне ярать», — сăмахларĕ хăй тĕллĕн Çӳппи.

Укăлчаран тухрĕç. Кăштах иртрĕç те чарăнчĕç. Ял енне çаврăнчĕç. Пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕç — ялпа сывпуллашрĕç. Вара ансăр çул вĕсене тырă хушшине илсе кĕрсе кайрĕ.

Тырă пуссинчен тухас чух Çӳппи тăпах чарăнчĕ.

— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Степан.

— Эс малалла пĕчченех ут, эп сана кайран хуса çитетĕп, — пăшăлтатрĕ ача. Сăнĕ тĕксĕмленчĕ.

— Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ тăруках? — ача умне кукленчĕ Степан

br/>br/> куçĕнчен тинкерчĕ.

— Карсук Ваççи. Ав, хирĕç килет. Эп унран хăратăп. Вăл каллех «заразăсем» тесе кăшкăрса пăрахĕ. Эп кайран хуса çитеп сана.

Степан малалла тинкерчĕ — Кĕрлевук енчен пĕр пĕкĕрĕлсе ларнă ватă кăштăртатса хăпарать. Авă мĕнлерех иккен вăл халь Карсук Ваççи. Уйăрса илеес те сук.

— Ан хăра, пĕчĕкскерĕм. Вăл пире текех тĕкĕнес çук. Кăшкăрма та хаяймĕ. Атя, атя пĕрлех.

— Эп пĕрех хăратăп унран. Сана та вăл асаттене тыттарса янă пекех тыттарса яре те...

— Э—э, çук, Сӳппи, Карсуксем текех хуçаланаймĕç. Халь урăх самана. Пирĕн вара унпа тел пулмаллах. Санпа перле мана та çăмăлрах. Эпир сăмах хушмăпăр та унпа. Курăнăпăр та — çав кăна. Эпир калас тенине вăл хăех шухăшласа илет. Тата мĕнлерех! Атя, атя, кайрăмăр.

Çӳппи Степана аллинчен хыттăн сатăрласа тытрĕ. Çумнерех тĕршĕнчĕ. Чĕри, тапса тухасла, хыттăн-хыттăн тапма пикенчĕ. Степан хăй те пăлханать ахăр: палăртасшăнах мар та, сапах та Çӳппи туять, вăл çине-çинех ӳсĕркелесе илчĕ, — Карсукпа калаçма хатерленсе пырне тасатрĕ-ши, — курăк татса шăл хушшине хучĕ.

Сӳппи йăнăшмарĕ. Степанăн, чăнах та, çиеле тапса тухрĕ халь ача чухне тăпра çыртса тупа туни, вăл каллех амăшĕн пăшăлтатăвне илтрĕ:

«Акă кам санăн çăкăрна туртса илнĕ, акă кам сана ачалăхсăр хăварнă, лайăхрах пăхса юл эс ăна, асунта хăвар!» Унăн Карсукпа куçа-куçăн тăрса, куçран куçа пăхса калаçас, аслашшĕн телейсĕр шăпине, ашшĕпе амăшĕн хĕн-тертлĕ пурнăçне асилтерес килчĕ. Паллах, илемсĕр, йĕркесĕр пуль вăйпитти, чĕрĕ-сывă çамрăк çын ватă çынна тавăрасшăн хĕмленни. Анчах та хуть кам пулсан та, малтан-и, кайран-и — хăçан та пулин пĕрех явап тытмаллах пĕрре. Чăнлăха пурте куçран пăхма тивĕç.

Карсук вĕсене çул парса сукмак айккинерех пăрăнса тăчĕ. Акă вăл умрах (Çӳппи Степан хыçнерех пытанчĕ). Лутра та типшĕм ватă, çĕтĕк-çатăк, шăтса çуркаланса пĕтнĕ сăранĕпе, саплăк çине саплăк галифепе, уринче — манертан тухнă кĕлисĕр атă.

Степан шăппăн кăна, лăпкăн (Çӳппи, кăна кĕтменскер, шалтах аптраса ӳкрĕ) сăмах хушрĕ:

— Автобус иртсе каймарĕ-ши-ха?

— Асархамарăм пек. Çул юппинче чараканччĕ. Тем, уйăрса илеймерĕм-ха, — Степана кăнн! тинкерчĕ Карсук, — Курнă сăн пек те...

— Паллаймастăр пуль. Ку тăрăхра пулманни те ĕнтĕ... Ну, тавах хыпаршăн. Автобусран юлас мар тата...

Степан утса кайрĕ. Кĕтмен çĕртен пулнăран Çӳппи чутах Карсукпа тăрса юлатчĕ.

Пĕр вăхăт нихăшĕ те сăмах хушмарĕ. Кăштахран тин Степан, вылянса, шуххăн Çӳппие куç хĕссе илчĕ:

— Мĕн, ыйтмастăн тата? Чухлап-çке, чĕлхӳ чăтма çук кĕçĕтсе тăрать. Çапла пуль?

— Эп шутланăччĕ, эс ăна мен тесе...

— Мĕн тесе?..

— Ну, кăштах...

— Карсук Ваççи пулмарĕ çав вăл, Çӳппи. Карсук мар.

— Мĕнле Карсук мар? — тăпах чаранчĕ Çӳппи. — Шăп та лăп вăл пулчĕ-иç? Эс ăна манăçа çеç кăларнă. Хамăр ялсенех пăтраштармастăп ĕнтĕ. Эп ăна кашни кунах курап вĕт.

— Çук, Çӳппи. Эс тĕрĕс ача. Маттур ача.' Аслă ача. Анчах та кăна халлĕхе сана ăнланма йывăртарах-ха. Каярахпа чухлама пуçлăн хăвах. Ку Карсук пулмарĕ. Вăл вилнĕ.

— ?!. Мĕнле вилнĕ? Хăçан?

— Хăçанне пĕлместĕп. Анчах текех сук вăл...

— Ку вара кам пулчĕ эппин?

— Ку Карсук Ваççи мар. Унăн мелки çеç, Çĕр хăй патне йышăнман мĕлки. Чунĕн юлашкийĕ çеç.

«Мĕнле-ха капла? Чипер, тĕрĕс-тĕкел утса çӳрекен çынах — вилĕ, мĕлке кăна. Мĕлке çеç пулсан, епле апла вăя калаçма пултарать?» — Çӳппи Степан каланине ăнланма тăрăшать, анчах ниепле те чухласа илеймест.

Степан аллине Çӳппи хулпуççи сине хучĕ, хăй çумне пăчăртарĕ. Унтан пиншакне Çӳппи сине уртса ячĕ. Ача Степан хулана çитсенех ун валли хăйĕнни пек хаклă пусмаран çеленĕ пиншак, чĕн пиçиххиллĕ шăлавар туянма пулни çинчен аса илчĕ те, тин çеç канăç паман шухăшĕсем çийĕнчех сĕвĕрĕлчĕç унăн, çутă ĕмĕчĕсем çупăрласа илчĕç. Çĕнĕ, вĕр-çĕнĕ çипуçпа яла таврăнать вăл. Пысăк çаврăм тусах ятарласа, ял витĕр (пахча хыçĕпе мар) пырса кĕрет килне. Пурте пăхса амсанĕç ăна. Çĕнĕ пиншакпа шăлаварне пӳрне вĕçĕсемпе тыта-тыта пăхĕç. Кам ачи ку — çавăн ачи тейĕç. Шел, васкарах сутрĕ çав çуртне Степан. Халь ăçта чарăнĕ-ха ĕнтĕ вăл яла килес-тăвас пулсан? Сарахви аппăш патне пулсан кăна. Халь вăл та ак пĕчченех тăрса юлчĕ. Тепĕр чух Çӳпписем патне пӳртне пăхкаласа тăма пыркалатчĕ те, чылайччен калаçса ларатчĕç вĕсем иккĕш. Шăппăн, шăкăл-шăкăл. Ӑна та питĕ шел пулса кайрĕ. Халь кампа çапла чунне уçса сăмах хушĕ ĕнтĕ вăл? Васкарĕ пуль çав Çӳппи Степанпа пĕрле хулана кайма кăмăл туса. Çапла та... Анчах Çӳппин те хулана кайса курас килет. Унăн та çынна тухмаллах вĕт. Карсук Саньккипе Гури пек çапкаланчăк пулас килмест унăн. Степан пек пулас килет. Вĕреннĕ çын. Культурăллă.

Хĕвел куçа шартарать. Шăрăх. Степан кĕпе тӳмине вĕçертет... Ӑна кура Çӳппи те. Таçта, тӳпере, канăç пĕлмесĕр тăри юрă кĕвĕлет: «Тăр—тăри, тăр—тăри, Çӳппи хулана каять — куртăр-и? Тăр—тăри, тăр—тăри...»

Сукмак вĕсене аслă çул çине илсе тухрĕ. Хĕвел çинче тĕкĕр евĕр йăлтăр—йăлтăр çиçсе выртать асфальт. Çӳппи пĕлет: унпа утсан-утсан, района пырса кĕретĕн, унтан тухсан вара Степан пурăнакан хуланах илсе çитерет пуль. Вĕсем лаштра йăмра айне сĕвенчĕç. Сулхăн кунта. Ырă. Те çĕркаç çывăрса тăранайманран, тен, Карсукпа тĕл пулас умĕн ытлашши хытă пăлханнăран та, Çӳппи хăйне питĕ ĕшеннĕ пек туйса илет, Степан хулпуçсийĕ çине сĕвенчĕ те тутлăн тĕлĕрсе кайрĕ.

Тĕлĕкĕнче улăх курăнчĕ ăна. Аслă улăх. Куçа шăнăçайми. Йыт çырли сăрса илнĕ пек, ăна йăлтах. Урăх нимĕнле курăк та, пĕр чечек те курăнмасть, вĕтĕ-вĕтĕ йăм-хура çырласем кăна, лапкăшпех шăкăрин сапса тухнăн, хĕвел шевли çине кăшт лексенех, куçа шартарса, чăлтăр-чăлтăр çиçе-çиçе илеççĕ.

Аякран-аякран Çӳппи еннелле пĕр пĕчĕкçĕ пăнчă çывхарма пуçлать. Çывхарнăçемĕн пысăкланса, пысăкланса пырать вăл, йытă мелки евĕр курăнма тытăнать. Тепĕртакран Çӳппи йыттине хăйнех уççăн уйăрса илет. Пы—ы—сăк йытă. Хура тĕслĕскер. Питĕ çăмламас. Вирхĕнсе чупать вăл. Çывхарнăçемĕн çывхарать. Çӳппи унăн сăнне те лайăхах курать. Куçĕсем — йăваш. Тунсăхлă.

«Кампур! Кампур!» — палласа илчĕ ăна Çӳппи. Ытама илме аллине сарать. Анчах йыта сасартăках пач çухалать.

Тепĕр самантран пĕчĕк кăна хура пăнчă каллех çывхарма пуçлать. Каллех йытă мĕлкине, унтан хăйне те уйăрса илет Çӳппи. Вирхĕнсех чупать йытă. Çӳппи патне çитсессĕнех, каллех тĕтреленсе, шупкаланса çухалать.

Унтан тепĕр хут. Татах. Татах...

«Кампур! Кампур! — йĕрсе ярассăнах Çӳппи. Антăлса йытта хирĕç чупать вăл. — Кампур! Кампур! Эп сана хампа пĕрле илетĕп хулана! Эп сана пĕччен хăвармăп текех! Хулара пĕремĕк нумай унта! Пурне те çитет!»

«Пĕремĕк?..» — тăпах чарăнать йытă. Çӳппине куçран тинкерет.

«Çук, ман кунтах юлмалла. Аттепе анне мĕнле-ха мансăр? Кам пăхса тăре вĕсен вилтăприсене? Çук, эп хулана пымастăп. Ман кунтах юлмалла. Эс каçар мана. Ан кӳрен тулĕк», — ассăн сывлать те пуçне пĕкет.

Автобус килни курăнчĕ.

Степан Çӳппи умне пĕшкĕнчĕ.

Ачан куç хăрпăкĕсем хушшипе тăп-тăрă, тап-таса, çап-çутă куççуль шăрçаланса пăчăртанса тухрĕ.

Канăçа пĕлмесĕр юрлакан тăри шăпланчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ЯрМаТ (2023-03-22 04:11:55):

Чылай пулманччĕ капла шухăшлаттаракан, куççуль кăларттаракан произведени вулани. Ачалла астăвап, 1990-мĕш çулсен вĕçнелле Çилçунат журнал анне çырăнса илетчĕ. Çавăнта ун чух Денис Гордеевăн "Çич çунатлă курак" повеçĕ пичетленсе тухнăччĕ. Хальхи пек астăвап мĕнле чунра тарăн туйăмсем çуратнине.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: