Кĕçĕн туй


Хăй тĕнчине çĕнтерме

хал çитмен çав

Нарспийĕн,

çавăнпа ун вилĕмĕ

парăнманне пĕлтерет.

Самани пирĕн халь

çĕнни те,

ăна май

çынни те улшăнчĕ.

Юратура ăнманни

пурнăçран мар,

ытларах

хамăртанах килет çав.

Йăнăшни вăл –

çур инкек,

Парăнни вăл –

çĕр инкек.

Эс вилесси-тăвасси

парăннине пĕлтерĕ,

вăйсăррине пĕлтерĕ.

Ăнлан,

куч ух пурнăçра

туйăмран та вăйли пур,

туйăмран та кирли пур.

Çав туйăм вăл –

этем тивĕçĕ,

кун-çулĕ,

ĕçĕ.

Чĕнмерĕ Эльтук.

Шухăшларĕ.

Чăнах та-çке,

туйăма пулах вилет-ши Эльтук,

Сергее пулах пĕтет-ши Эльтук?

Çук, çук.

Ытла пысăк чыс.

Ан тив,

пĕттĕр хĕр туйăмĕ,

сӳнтĕр,

пăчлантăр.

Анчах ун çумĕнче

ăс та пур-çке-ха.

Тивĕçĕм те пур,

варти ачама çитĕнтерĕп,

ĕçĕмпе

пурнăçа илемлетĕп.

Çут çанталăк

çав-çавах илемлĕ,

малаллах тăсăлать

пурăнăç.

Эпĕ çав тĕнчере пурăнатăп çеç мар,

çĕнететĕп те ăна.

Ку –

чи кирли.

 

Эльтукăм,

Эльтук,

шухăшларăн-и лайăх?

Ан васка пĕлтерме,

тен, йăнăш шутлатăн?

– Мучи,

йăнăшнă эпĕ.

Каçарччăр мана.

Кала Кĕçтука:

Эльтук

качча тухма

хатĕр те…

 

* * *

Ирхи тĕнче

ытла та шăп,

ирхи тĕнче

ытла каварлă.

Кун каçиччен çанталăк

миçе хут улшăнĕ-ши?

Анчах хальлĕхе

шăплăх кăна,

каварлă шăплăх…»

 

Ыткăнать электопуйăс, малаллах ыткăнать. Кустăрмисем тĕнĕлĕ тавра çаврăнаççĕ, вăхăт шутлаççĕ. Хыçа çĕрсем-шывсем, улăх-çарансем юлаççĕ, курăнми пулаççĕ. Умра вара – çĕнĕ сăн-сăпат, умра – чĕнекен инçет.

Çакăн пек çĕнĕлĕхсенче, çакăн пек улшăнусенче юлташăн çирĕп алли кирлĕ мар-и-ха пире? Эпир шуса ӳксен çĕклетĕр вăл, эпир такăнсан тăраттăр вăл.

Эльтукшăн ун пек çын Ларкки мучи пулчĕ. Анчах та пĕрне çеç ăнланман мĕскĕн хĕр çавăн чух, пĕрне çеç чухлайман. Инкекре пулăшма тус-йышсем пултараççĕ, мăшăрна тупнă чух – хăв кăна.

Хулпуççи урлă шаль уртнă хĕрарăм чӳрече умĕнчен пăрăнчĕ, унăн куçĕсем каллех поэма йĕркисем тăрăх чупма пуçларĕç.

5. Çĕнтерӳ

Кĕçтук пăтрашать, Кĕçтук шухăшлать.

Ăна амăш çеç ку чух пулăшать.

Килтех те-ха вăл, анчах халĕ тин

Эльтук килĕшет-ши пулма кĕçĕн кин?

 

- Чăнах тивĕç мар-ши ун туйăмне?

Çăлман эп ăна, вутра та çунман.

Пĕлмеççĕ, пин хут та йывăр чăтма

ăша ĕнтекен чĕре çулăмне.

 

Сергей евĕр, тен, хыт чунлă пулас?

Эльтук евĕр, тен, чыса çухатас?

Çав çеç кирлĕ мар-ши савччăр тесен?

Анчах юриех мĕн-ма хур тӳсен?

 

Инкек сӳнтерет чăн-чăн туйăма?

Тен, çав юрату та пирĕн юмах?

Çук, çук. Тĕрĕс мар. Çунать

пурнăç ман.

Ăнлантăм Эльтук, эс хăв юратман.

 

Кĕçтук амăшне пăхса халь тăрать.

Кĕçтук тилмĕрсе куçран шăтарать.

Пит йывăр ватта, Наçтуç инкене.

епле çĕнтерес умри инкеке?

 

– Эх, ывлăм, ачам. Эп ватă текех.

Курса асапна çунап сан пекех.

Инкек вăл килмест куçа курăнса,

анчах май килмест хаш-хаш пурăнса.

 

Тахçан сан аннӳ те савнăччĕ çав,

анчах çухатман вăл хăйĕн чысне.

Çĕр хут, мĕльюн хут ылхан

вут-вăрçа

паманшăн калла чĕре кĕтнине…

 

Кайран аçуна эп тухрăм качча,

ик чун телейне çуратрăм ача.

Аçу тупăкне çапса хунăран

паян кунчченех аннӳ пурăнман.

 

Ман пурнăç санра, кĕл евĕр ан сӳн,

хăть эс те пулин иртнишĕн ыр кур.

Тата, ăнланатăн-ши, ватă аннӳн

мăнуклă пулас çут ĕмĕт те пур.

 

Эльтук çак питпе качча тухас çук.

Тухсан та, ялта мĕн калĕç ун чух?

Пĕри акакан, тепри пăхакан?

Шутла-ха, Кĕçтук. Шутла та

ăнлан.

 

Чыс кайнă кинпе ята ярар мар.

Ачи ютăран, Эльтук юратмасть.

Итле-ха, хĕрле ача тăвакан

Качча каяйсан та пĕр пулакан.

 

– Анне, эп Эльтуксăр чĕрĕ Виле.

– Лăплан, юрату тепре те килет.

– Анчах хальхи мар….

– Кĕçтук, пурнăçра

юратнă çынпа пурăнаççĕ сайра.

 

Ялта хăвна май ыр çын тупăнать.

Хăв мар тăк, хăть вăл телейлĕ пулать.

Кайран ытарайммăн ачу-пăчуна…

Ăнлан, ывлăм, тĕрĕс

ватă чуна.

 

Кĕçтук пăтрашать. Кĕçтук шухăшлать.

Тен, амăшĕ чăн та тĕрĕс калать?

Йӳçет туй сăри, анчах халĕ тин

Эльтук пулаймасть туйра кĕçĕн кин.

2.

Каçар, вулакан, йĕркесен авторне.

Ытла пĕлме йывăр ку чух пĕр-пĕрне.

Кĕçтук килĕшетчĕ мана çакăнччен,

Халь, акă, Эльтукăм та, эп те пĕччен.

 

Пĕрне ăнланмастăп, инкек пулсанах

мĕн-ма çын хăтланăвĕ шап

улшăнать?

Пĕри асапне хăй çине веç илет,

тепри пĕтĕмпех çын çине çеç тиет?

 

Анчах Кĕçтука ăнланар-ха тĕпрен.

Чăн-чăн юрату çуралман та ун, тен?

Тен, ĕмĕтĕнчи пирĕшти сăнарне

куçарнă йăлтах пĕр Эльтукăм çине?

 

Сасартăк таса идеал сирĕлет,

Кĕçтук ăшĕнче икĕ вăй хирĕлет.

Пĕри, унăн чысĕ, ултавшăн сурать.

 

Каçарĕччĕ вăл – туйăмне чыссăрлать,

чысне упрасан Эльтука çухатать.

Кĕçтукăн пуçне çак вăхăт тата

çынна итлени те вăйпах устарать.

 

Чăваш ялĕнче çын сăмахĕ тени

хăш чух саккунран та хăрушă иккен.

Саккунĕ хуптарĕ, чыса çухатни

ачу-пăчуна та пырса тивекен.

 

Этем телейне те чылай ватăсем

хаклаççĕ кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх енчен.

Ачи çын куллийĕ ан пултăр тесен

кин кирлĕ ыр ятлă, пăрчкан пек ĕçчен.

 

Итле аслине, хисепле йăлана,

çынсем хушшинче ан каçăрт пуçна…

Çапла ыррине илнĕ чух ватăран

сисмесĕр киввишĕн те çирĕп тăран.

3.

Е хĕвелĕн арки

ытла анлă пирки

ват йăмра вуллинчен шăп çакланчĕ?

Аçа çапнă турат персе анчĕ,

пысăкки, хăрăкки.

 

Туртăнать вут-çăмха,

вăрлатать уçлăха.

Çутă ĕмĕт пек кун çунатланчĕ!

ял çынни кĕтĕве хуса анчĕ

картари выльăха.

Карăнан курăка

çитĕнтернĕ парка

иртнĕ каç ĕсĕкленĕ хĕр-çумăр.

Курăк мар, хĕвел мар, Кĕçтук чунĕ

вăрлатассăн вăркать.

 

Ан итле вăхăта.

Тăкки-так… Тăкки-так…

Ах, апла та хăйса чĕнеймерĕ,

мур сăхманĕн çанни тем кĕмерĕ.

Тăкки-так… Тăкки-так…

4.

Урамра

каллех виç хĕрарăм,

урамра

каллех çын çиеççĕ.

Пĕр-пĕрин хăлхинчен

пăшăлтатаççĕ.

… шăл татаççĕ,

…татаççĕ.

 

Урамра

каллех виçĕ ĕмĕлке,

виçĕ çăвар,

виçĕ пăшăлти.

Тĕрĕсрех каласан

виçĕ хĕрарăм.

 

Кĕçтук,

лăплан.

Çав элекçĕсем

çиччĕр сире,

сан туйăму çине

сурччăр вĕсем.

Лăплан, Кĕçтук.

Эс вĕт

иртместĕн ватăсенчен,

эсĕ вĕт

иртместĕн.

Никамран та,

нимĕнрен те иртместĕн..

Çиччĕр,

сурччăр,

ылханччăр!

Лăплан, Кĕçтук.

Кĕçтукăн çилли

тулать те çитет,

Кĕçтукăн çилли

вĕрет,

ахăрать,

тулхăрать,

карăнать те…

 

– Ча-рă-нă-ăр!!!

Акă вăл

урама чупса тухрĕ.

Мĕн шут тытрĕ-ши?

Акă,

çăл патне чупса çитрĕ.

Мĕн хăтланĕ-ши?

Виçĕ хĕрарăмран

пĕри хăть чĕнесчĕ.

Пурте шăпăрт.

Кĕçтук та шăпах.

Анчах

шăмарнă пит-куç,

икĕ мăн чăмăр

хăйсеннех каларĕç.

Ăнланчĕç элекçĕсем

питĕ лайăх ăнланчĕç.

Кĕçтук

килнелле утать.

Вăл та ăнланчĕ.

Ай-яй пысăк иккен ял çăварĕ.

Ăна пĕччен

ниепле те хуплаймăн.

Анчах сăмахран

тек хăрамĕ Кĕçтук,

çын элекĕ çине

сурĕ ӳлĕмрен.

Кĕçтук килне кĕрет.

5.

«Ларкки мучи – ларт, ларт, ларт,

Кмака тăрне йăтса ларт».

Ача чухне, ухмахран,

ватăран та хăраман.

 

Çилленместчĕ хăй тата.

Е чĕрçи çине лартать,

е черетпе кашнинех

вĕртеретчĕ шăпăрне.

 

Йăмрана сĕткен кĕрсен

шăхличĕсем тăватчĕ.

Хăй тавралла кунсерен

ача-пăча пухатчĕ.

 

Юмах яма тапратсан

хурпăхмана манаттăм.

Çичĕ пĕлĕт хушшине

çиччĕ ухса анаттăм.

 

Ларкки мучи, яш мучи

паян кун та ватăлмасть.

Хамăр ял ачи-пăчи

ун кутĕнчен татăлмасть.

 

Кĕçтука мĕн пуласса

вăл епле ан систĕр-ха,

ку чухне килте ларса

епле чунпа тӳстĕр-ха.

 

Кил хапхисем виç инкен

чĕриклетсе хупăнать.

Анат енчен, мал енчен,

Ларкки мучи хăпарать.

 

– Пирĕн килес.

Аван-и?

– Ирт-ха.

Аванни-качки…

– Сисрĕм-ха, çав Сăпанин

макăратчĕ качаки.

 

Ырра мар пуль ку терĕм,

хамăр умран хӳтертĕм.

Кĕçтук, хуп-ха кантăкна,

тем каласшăнччĕ сана…

 

Эккей, хальхи халăха,

Ют халăхран шикленет?

Мĕн тăвайăн, алăка

тул енчен хупма тивет.

 

Виç пичкери туй сăри

Кăшăл авсах йӳçтĕр-и.

Кĕçĕн çын, сисеп, кĕртетпĕр,

Сурчăка çăтсах кĕтетпĕр!

 

Электропуйăс вĕçсĕр-хĕрсĕр малашлăха ыткăнать. Хыçа вара палланă сăнсем, юратнă сăнсем, чĕрери сăнсем юлаççĕ. Умра – çĕнĕ паллашу, çĕнĕ хăнăху, çĕнĕ чун-чĕре. Умра – илĕртен инçет. Умра – пуласлăх.

Эльтук поэмăн юлашки йĕркисене вулаймарĕ. Ытла та хускатаççĕ-çке вĕсем чуна, ачаш чĕре ани çине аса илӳ акаççĕ, çут-çутă куççулĕпе шăвармашкăн ыйтаççĕ.

Кансĕрлер мар пуль Эльтука, тĕлкĕшен кăвартан чĕртер мар вут пуççи. Ан тив, йăпаттăр вăл чунне, йăпаттăр… Эпир вара кансĕрлемĕпĕр ăна, Эльтук кун-çулĕн дневникне уçăпăр, ĕç-пуç вĕçне-хĕрне тухăпăр.

 

…Июньĕн 8-мĕшĕ

Епле телей, епле савăнăç вăл этеме пурнăç пӳрни. Çут çанталăк хăйĕн ырлăхне парсан савăнатпăр, хăратма тăрсан – çумри çынсен ăшшине туйса вăй илетпĕр. Ĕç – этемĕн телейрен те телейĕ. Ĕçре эпир чĕрери хуйха-суйха манса каятпăр, чун канлĕхне тупатпăр.

Доярка ĕçĕ маншăн чи хакли. Ирсерен шап-шурă халат тăхăнатăн та сĕт сума ларатăн. Малтан çаврăнса пăхĕ ĕне, ĕнĕрлесе илĕ. Эсĕ ăна ачашлăн, пĕр чĕлĕ çăкăр хыптарăн та çиллине лĕпĕ шывпа çуса илĕн. Чăр-чăр, чăр-чăр илтĕнĕ çепĕç сасă. Таврана ăшă сĕт шăрши сарăлĕ, сăмсана кăтăклĕ.

Манăн вун ултă ĕне, вун ултă ачаш чун. Куçĕсем тем калассăн туйăнаççĕ. Шанаççĕ, ĕненеççĕ вĕсем манна, чăн-чăн тус вырăнне хураççĕ.

Паян Культура çуртĕнче репетици пулмалла. Ака туйĕнче юрлама хатĕрленетепĕр. Ларкки мучи те шăпăр каласа паратăп терĕ. Урине инке кĕреке юррисем шăрантарма килĕшрĕ. Эх, лартса паратпăр та ĕнтĕ ака туйĕнче!!

Июнĕн 9-мĕшĕ

Çыру… Ĕнер Сергейран çыру илтĕм… Çук, çук. Ку çырăва вăл çырман, çырма та пултарайман. Вăлах çырнă çав… Эпĕ урăх тĕслĕ саплăк иккен. Вăл вĕреннĕ çын пулать, эпĕ вара… Анчах мĕншĕн-ха çынсене вĕренни тата вĕренменнисем çине пайлаççĕ? Мĕншĕн-ха юратăва кĕсьере диплом пурри те улăштарма пултарать? Этемлĕхе ăнланма пултараканнисем тата пултарайманнисем çине пайламалла. Сергей, çакăн çинчен шутланă-и эсĕ? Çук, хама улталанăшăн айăп тумастăп сана, хам мĕскĕншĕн кулянатăп.

* * *

Çук, юратăва канлĕ пурнăçпа, чĕре тасалăхне ырлăхпа улăштарма хал çитмерĕ манăн. Сергей çырăвне хуравларăм эп, куççульпе çуса хуравларăм эп.

Июнĕн 10-мĕшĕ

Пымарĕ... Эпĕ качча тухатăп… Кĕçтука…

Июнĕн 24-мĕшĕ

Паян паллă кун. Совет çамрăкĕсен кунĕ. Паян паллă кун. Эпĕ качча каятăп. Паян паллă кун. Хамăн пĕрремĕш туйăма чĕре тĕпне хуратăп.

Туя хатĕр ĕнтĕ. Хĕр-тантăшсем килсе те çитрĕç, лăплантараççĕ. Туссемĕр, кирлĕ мар ăш сăмах, кирлĕ мар. Пăрланнă чĕрем ирĕлме пултарасса, икĕ куçран тумла тумласса туймастăр-им эсир?

Аннеĕм, ан хашлат, кайăк савăнăçĕ улăх ути çуличчен теççĕ вĕт.

Хĕр ĕмĕрĕ те качча тухиччен çеç пуль çав…

Тăвансемĕр, ан хĕрхенĕр. Хĕр хуйăхĕ хĕрĕх теççĕ. Тухьяна хушпупа улăштармалла, теттĕрччĕ, кайăксем те мăшăрлă, теттĕрччĕ. Сирĕнни пек пултăр терĕм-ши, яланхи пек пултăр терĕм-ши…

Ял-йышсемĕр, ан ятлаçăр. Ялта ята яма лекрĕ, чĕре хыççăн утма лекрĕ, сире калаçтарма лекрĕ. Ял çăварне хупма çук, сирĕн картаран тухма çук.

Варти пепкеçĕм, ан тапкалаш. Аттем ăçта тесе ыйтмăн эс, тăлăх-турат ятне илтмĕн эс. Аннӳ йăнăшне ăнланăн эс, каçарăн эс…

 

* * *

Акă туй килчĕ. Пăлтăра та çитрĕç, акă пӳрте кĕчĕç, темскер калаçаççĕ. Мĕн тăвасшăн-ха вĕсем? Кулаççĕ пулмалла. Манран кулаççĕ-ши? Акă, Кĕçтука çумма лартрĕç. Вăтанать пулмалла, куçĕсене тартать. Намăсланмасть-ши вăл? Акă, илсе тухрĕç мана, ăçта каятпăр-ши? Культура çурчĕ çумĕнче чарĕнчĕç. Халăх туллиех. Мĕн тăваççĕ-ха кунта? Манран кулмах пухăннă-ши? Сцена çине хăпартрĕç. Парнесем параççĕ, саламлаççĕ, кулаççĕ, юрлаççĕ... Тăхта. Мĕн тăватăп-ха эпĕ? Качча каятăп-и? Кама? Кĕçтука? Мĕншĕн, калăр-ха, мĕншĕн? Ав епле иккен, авалтан пыракан йăла иккен… Мĕншĕн шăп та лăп Кĕçтука, мĕншĕн шăп та лăп паян? Ав мĕнле иккен, вăл мана юратать иккен… Эпĕ юратни кирлĕ мар-и вара, мĕншĕн чĕнместĕр? Мĕншĕн ман чĕререн ыйтмастăр? Ун хыççăн ан кай тетĕр-и? Мĕншĕн варти ачамран ыйтмастăр, е ăна ӳстерме чунăм ăшши сахал-и? Çын юлашки пулчĕ те кĕлмĕçленĕ тетĕр-и, куçран пăхĕ тетĕр-и?

■ Страницăсем: 1 2 3 4

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: