Çуркунне
Сар хĕвел паян
Урăхла ялкăшать
Ăшшине çĕр çине
Урăхла сапалать
Урамри çерçисем
Раснарах чилетеç.
Урăхла тӳпери
Пĕлĕтсем те шăваç.
Ăнланмарăм малтан
Улшăну сăлтавне.
Анчах чунăм çаплах
Тупас тет тупсăмне.
— Ах, аннеçĕм, анне,
Каласам тупсăмне.
Мĕншĕн-ха тĕнчере
Пĕтĕмпех урăхла?
— Çур çывхарчĕ, ачам.
Ав , сăна лайăхрах.
Тумла пăрĕ юхать,
Улшăну систерет.
Сивĕ хĕл иртнипе
Савăнать чĕрĕ чун.
Савăнать пур тĕнче.
Чĕрĕлет, ешерет.
Чи илемлĕ тумне
Тăхăнма вăл васкать.
Тăван ен ăшшине
Каялла йыхăрать.
Вĕçсе килĕç часах
Кăнтăртан кайăксем.
Чи илемлĕ юрри
Янрĕ пур таврара.
Çеçпĕл юр айĕнчен
Тухĕ те ешерсе
Çĕр питне илемпе
Савăнтарĕ.
Чăваш енĕм вара
Çĕнĕлле çуралса,
Çĕнĕ вăй-халпала
Аталанĕ, ак кур.
Каннă уй-хирсене
Тухĕ халăх ирех.
Пĕрчĕн-пĕрчĕн акса
Çитĕнтерĕ тыр-пул.
— Ах, аннеçĕм, анне
Пултăрччĕ ĕмĕрех
Яланах çакăн пек
Пур çĕрте те илем.
— Яланах пуласси
Сирĕнтен вăл килет.
Çитĕнсе Çĕр çинче
Пурăнăç тăвасси — сирĕнте.
Çут тĕнче пахине
Чунăрпа ăнланса,
Упраса пурăнма
Вĕренме тиветех.
Шухăша путрăм эп.
Тĕрĕсех анне пилĕ.
Юлташсем, кар тăрар,
Упраса хăварар Çĕр питне.
Шухăшсем
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...
I've noticed that your chuvash...
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Our AI-powered solution drives location-...