Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Мусульмансем! Алла хĕç-пăшал тытăр! Вырăссене хулана ан кĕртĕр! Хамăрăн таса тĕнрен мăшкăллама ан парăр!
Ку сăмахсем çуни-çунми тĕлкĕшсе выртакан ăвă чăмаккине вĕрсе çĕнĕрен амалантарса янипе пĕрех пулчĕç. Вырăссем килеççĕ тенĕрен вĕсем çинчен темле калаçнине те илтнĕ, ахаль те шикленсе пурăннă çынсем урса кайса темле сăмахсем кăшкăрма, «аллах керим! аллах керим!» тесе урамран урама, пĕр хапха патĕнчен тепĕр хапха патне чупкалама пикенчĕç. Хăш-пĕрисем княçсене итлесе пуртă-сенĕк илме килĕсене чупрĕç.
Иван Черемисинов тутарсем вырăссене ырă кăмăлпа пăхăнса пурăнатпăр тесе тупа тунине çывăхри мечĕтре Кул-Али княçпа пĕрле йышăнатчĕ. Халăх çухăрашнине илтсен вĕсем иккĕшĕ те урама чупса тухрĕç, кунта мĕн пулса иртнине чухласа илсе хапха патне ыткăнчĕç. Кул-Алие пула ăна тытса чарма шутламарĕç е вĕсен çулне пӳлме ĕлкĕреймерĕç — тепĕр минутран вĕсем крепость тулашĕнче пулчĕç. Хашкаса чупса çитнĕ стрелецки голова Микулинские хулара мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ.
— Хамăр та сисрĕмĕр. Пирĕн куç умĕнчех халăх крепоçе тарса кĕчĕ, — хуравларĕ воевода. — Кам шуйхантарнă халăха? Çав, кунтан кайнă княçсем-и?
— Эп ăна пĕлместĕп, — терĕ Черемисинов. — Эпир Кул-Али княçпа мечĕтре пулнă, нимĕн те курман.
— Çавсем ĕнтĕ, урăх кам пăлхаттăр халь халăха?
— Калаçса татăлсах турĕç çак ĕçе. Тем тесен те кунта ахаль вĕриленмерĕç, ахаль тавлашмарĕç çав тутар княçĕсем. Эх, хамăр пырса кĕриччен ниçта та ямалла марччĕ вĕсене! — хăйне хăй вăрçнă пек калаçрĕ Петр Серебряный князь.
— Кайран эпир пурте ăслă, — сăмахпа тĕртсе илесшĕм пулчĕ Семен Микулинский.
Кун хыççăн вара çар пуçĕсенчен пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ. Хусаншăн нумай çул хушши кĕрешнĕ, аслă князь ирттерекен темĕн чухлĕ похода хутшăннă, çĕнтерӳ савăнăçĕ мĕнле пулнине те, вăрçăра тăшмана парăнтараймасан чуна мĕнле йывăррине те тӳссе курнă воеводăсем мĕн пулса иртнишĕн пăшăрханса, ытлашши шавламасăр тăчĕç. Вĕсем, ăншăрт тытнă çынсем пек тарăхнăскерсем, çак самантра кунти тутар княçĕсене те, Хусанти мĕн пур халăха та темĕн те пĕр каласа тăкма, çĕр çинчи чи усал сăмахсемпе вăрçма пултаратчĕç пулĕ, хăйсем те васканăшăн, виçĕ кĕлмĕçе ыйтнă-ыйтман шĕкĕр хулана янишĕн ӳкĕнсе çакăнтах çĕр айне анса кайма хатĕрччĕ-тĕр. Казанка вăррине аслă князь килсе тухса «мĕн тăватăр эсир, йытă çурисем?» тесе кашнине темиçе хутчен çупса ярас пулсан ăна пурте тивĕçлĕ хаса вырăнне хурса йышăнатчĕç ĕнтĕ. Енчен тата, тунă йăнăша пăртак та пулин тӳрлетме май килсен пĕр тăхтаса тăмасăр малалла ыткăнĕччĕç, хулана хупăрласа илсе, ун хӳмисене тустарма тытăнĕччĕç.
Анчах халь ун пек тума май çук. Тата Хусан ун пек пĕрре пырса тапăннипе илмелли хула та мар вăл.
Воеводăсем пĕлчĕç: çак вăхăтра нимрен ытла тӳсĕмлĕхе çухатма юрамасть. Вĕсем çав-çавах теме кĕтрĕç-ха. Ĕç çав тери хăвăрт пулса иртнĕрен-тĕр, çар пуçĕсем хăйсене утланма хатĕрленнĕ урхамахĕсем кĕтмен çĕртен вĕçерĕнсе тарнăран тăна кĕрсе çитеймен çынсем пекех тытрĕç. Тата çак шанчăксăр лару-тăрура тем улшăнассăн, пĕр-пĕр этемле мар хăват вĕсене çăлассăн туйăнчĕ.
Вăхăт шурĕ, воеводăсене мăшкăлран тухма пулăшакан хăват тупăнмарĕ. Кремль еннелле аякран çапла чĕмсĕррĕн пăхса тăни ĕнтĕ чуна ытларах тулаштарни çеç пулчĕ.
— Хан керменне сан валли хатĕрлеме кайнă ратниксем курăнмаççĕ. Хăтăлнă пулсан вĕсем халиччен кунта çитмелле пек, — терĕ Петр Серебряный Микулинскине.
— Тухайман вĕсем. Пĕтерсе тăкнă, — салхуллăн тавăрчĕ Семен Микулинский.
Крепоçе кĕрес шанчăк пачах çухалнă пулин те воевода çарсене посада илсе кайма хушрĕ. Тутар княçĕсенчен иккĕшне хулана ячĕç, вĕсем те нимле ырă хыпар та илсе килеймерĕç. Хăйсем çав-савах Микулинские йăпатма тăрăшрĕç-ха.
— Ытлашши ан кулин, воевода. Халăх вăл таканари шывпа пĕрех — пĕрре хумханать, тепре лăпланать. Шавлаççĕ-шавлаççĕ те чарăнаççĕ ак, хулана чиперех пырса кĕретпĕр, — терĕç вĕсем.
— Темĕн-çке, лăпланать-ши халăх? — терĕ воевода. — Хусан хапхи пĕр хупăнсан час уçăлакан мар вăл. Кĕтме юрать, анчах усси пулĕ-ши?
Çар посадра çĕрĕпе тăчĕ. Ирхине воевода çыннисем крепоçри княçсемпе калаçу пуçласа ячĕç. Ку калаçу нимĕн те памарĕ. Хӳме леш енчен ялан усал сăмахсем çеç илтĕнчĕç
Кăнтăрла çитеспе воевода çарсене Новоград Свияжскине таврăнма хушрĕ.
14. Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем
Аслă князь хăйĕн патĕнче çичĕ çула яхăн службăра тăнă Едигера, ун сăн-питне, ун сăмахĕсене аса илме тăрăшать. Мĕнле этемччĕ-ха вăл пӳ-сийĕпе, пичĕ-куçĕпе, мĕн пур курăмĕпе? Вăтам пӳллĕ хытанка кăна çынччĕ пулас. Куçĕсем хăйĕнпе калаçакан çынран тархасласа тем ыйтнă пек пăхатчĕç. Кулнă чухне вăл ялан шап-шур вĕтĕ шăлĕсене кăтартатчĕ. Çине Едигер Гирейсем пек пулас тесе аркине ылтăн хăю тыттарнă кăвак халат тăхăнатчĕ. Унăн ашшĕ, Касум, çирĕм çул каялла Астрахане илнĕ чухне вилнĕ тетчĕç. Пĕр çулхине Едигер Хусан патне похода та ермешсе пычĕ. Астраханьри ĕçсем çинчен темиçе хутчен те калаçнă пек астăвать унпа. Черкке шаккаса пĕрре çеç мар эрех те ĕçнĕ пуль.
Висĕ çул каялла Едигер ним систермесĕр-тумасăр Нухай ордине Юсуф князь патне тарчĕ. Мĕн туса пурăнчĕ вăл унтанпа Нухайра — аслă князь ăна-кăна нимĕн те пĕлмест.
Ак халь çав Мухаммед Касымов Едигер, çичĕ çул аслă князь çăкăрне çисе пурăннă çын, Хусанта патша пуласшăн. Юсуф çыннисем пилĕк çĕр çынлă отрядпа ăна тутарсен Атăл хĕрринчи шĕкĕр хулине илсе пынă, ак сан валли хăтлă вырăн, ыр курса пурăн, анчах пире ан ман тесе престола лартнă. Чапкун Отуча, йăпăлтатма Мускава темиçе хутчен те килсе кайнăскер, Едигер аталăхĕ пулса тăнă.
Юсуф князь, ватă тилĕ, Хусан престолне çухатасшăн мар иккен-ха. Усал лаша пек, çыртать те тапать, тапать те çыртать аякран.
Мĕнех вара тет Иван Васильевич, эсĕ пире сăтăр тума унта хăвăн çыннусене яратăн пулсан эпĕ те санран ӳксе юлмăп, Хусан престолĕ валли хам çынсене хатĕрлĕп. Вал юрта тытса тăма манăн тивĕçĕм саннинчен ытларах. Эсĕ ăна илсе курман-ха, манан асатте утмăл пилĕк çул каяллах илнĕ Хусана, çавăн чухнех унта хăйĕн çыннине патшана лартнă.
Аслă князь патĕнче вăл чĕнтернипе килнĕ патша ывăлĕсем виççĕн лараççĕ: Крым ханĕ пулма ĕмĕтленекен Юнус, Астрахань патшин ывăлĕсем Каз-Булат Тохтамышпа ун шăллĕ Абдулла. Амăшĕсем урăх пулнă пулсан та ашшĕ енчен вĕсем Едигер тăванĕсемех ĕнтĕ. Асту, Едигер, сана хăваласа ярсан вĕсенчен кашниех сан вырăна йышăнса хан пулма пултарать. Ку вăл Шигалее шутламасăр. Ылтăн ордара тĕрлĕ вăхăтра хан пулнă виçĕ Ахмата тăван тивекен Шигалейĕн Хусан престолне йышăнма мĕнле тивĕç пуррине вăл юртра пурте пĕлеççĕ.
Аслă князь Астрахань патшин ывăлĕсемпе кăшт калаçрĕ те алăк умĕпе Адашев иртнине курса тепĕр пӳлĕме тухрĕ. Çав вăхăтра апат çимелли палатăна патша çумĕнчи Совета боярсемпе воеводăсем, думнăй çынсем, патша дьякĕсем пуçтарăнма тытăнчĕç.
Кăшт кĕттернĕ хыççăн палатăна Иван Васильевичпа ун икĕ шăллĕ кĕчĕç. Аслă князь хăйĕн вырăнне — варринчи çӳллĕ хыçлă тенкел çине ларчĕ, унран сылтăм енне Астрахань патшин ывăлĕсем, сулахай енне шăллĕсем вырнаçрĕç. Юнашарах тата патшан духовнăй ашшĕ Сильвестр священник пырса тĕршĕнчĕ.
Хурчка куçĕсемпе пĕтĕм палатăна пăхса çаврăнса Иван Васильевич калаçма хатĕрленсе тăчĕ. Пурте шăпăрт пулчĕç. Аслă князь кĕлĕ сăмахĕсемпе пуçларĕ:
— Эпир пурсăмăр та турă çыннисем. Турă пире ырлăх парать. Хамăрăн мĕн пур ĕмĕте эпир çĕрпе пĕлĕте тытса тăракан турă çине хуратпăр, — сăмахсене васкавлăн çапрĕ вăл. Унтан аслă князь сасси сасартăк улшăнчĕ, тĕрекленчĕ. — Манăн государь — шăллăм Юрий, манăн юратнă шăллăм Владимир! Пирĕн хаклă хăнасем — патша ывăлĕсем тата мĕн пур боярсем, воеводăсем, советниксем! — хавхаланнăçемĕн хавхаланчĕ патша. — Ман сăмаха итлесемĕр, эпĕ сире питех те кирлĕ япала çинчен пĕлтересшĕн. Пĕтĕм Русь митрополичĕ, пирĕншĕн кĕл тăвакан Макарий митрополит сĕннипе тата хамăр хушшăмăрта калаçса татăлнă тăрăх, эпир тахçанах хамăршăн тăшманла юрта, агарян патшалăхне парăнтарма тĕллев тытнăччĕ. Ку тĕллев çинчен эпĕ сире паян тепре аса илтересшĕн, мĕншĕн тесен Хусан княçĕсем халĕ те пире хирĕç усал ĕçсем тăваççĕ. Хусан çыннисем пире нумай-нумай çул хушши улталаса пурăнчĕç, халĕ те улталама пăрахмаççĕ-ха. Эпĕ паян сиртен çапла ыйтасшăн: вăрçă вăрçмалла-и Хусанпа, вăрçмалла мар-и? Эсир мĕнле калатăр, эпĕ çавăн пек тăватăп.
— Вăрçмалла! Вăрçмалла!
— Аркатса тăкмалла çав агарянсен патшалăхне! — кăшкăрчĕç боярсемпе воеводăсем, думнăй çынсемпе тĕрлĕ советниксем. Патша ывăлĕсем çеç çăвар уçмасăр ларчĕç, вĕсем кунта ют çынсем кăшкăрашни пĕрре те килĕшмест терĕç курăнать.
— Юрĕ, çапла пултăр. Совет ячĕпе вăрçă пуçлама йышăнăпăр, — хăйĕн татăклă сăмахне каларĕ государь.
Çавăнтах аслă князь воеводăсене хăш полкра пулмаллине тата Хусана ăçтан-ăçтан каймаллине каласа тухрĕ.
— Эс, княже Михайло Иванович, — терĕ вăл хăйĕн умĕнче тăракан Воротынский патне утса пырса, — пысăк полк воеводи пулатăн. Çулу сан çакăн пек: Мускавран Рязане тухатăн, вара Мещера урлă Сăр шывĕ патне каятăн, ыттисене унта кĕтетĕн. Эсĕ, княже Андрей Михайлович. — Курбский еннелле çаврăнчĕ патша, — Щенятев княçпа пĕрле Сылтăм полка ертсе каятăн. Эсĕ, княже Дмитрий Ивановнч Плещеев, Сулахай полк воеводи пулатăп. Сана, княже Петр Андреевич, — куçĕпе Булгаков воеводăна шыраса тупрĕ вăл, — юхан шыв çинчи çарсене илсе кайма хушатăп. Çарсем, яланхи пекех, Чулхулана пуçтарăнаççĕ. Санпа пĕрле унта Хусан ханĕ Шигалей Шейх Аулиярович пулать. Эсĕ, княже Михайло Яковлевич, — аллине хăйĕн умĕнче тăракан Морозов воевода хул пуççийĕ çине хучĕ аслă князь, — пĕтĕм наряд пуçлăхĕ пулатăн. Сана пулăшма эпĕ хамăн дьяка Иван Григорьевич Выродков розмысела уйăрса паратăп. Эсĕ, княже Горбатый-Шуйский, çул синче пĕтĕм утлă çара йĕркелесе пыратăн. Патша полкне эпĕ хам илсе каятăп. Ку полкра мана пулăшаканĕ Владимир Иванович Воротынскнй князь пулать.
Полксене вăл Сăр шывĕ хĕррине виçĕ çĕртен пырса çитме хăй пайласа тухнă, вĕсем мĕнле хуласем урлă кайса пĕр-пĕринпе ăçта тĕл пулмаллине йăлт палăртса хунă.
— Ĕнтĕ пурне те ĕç парса тухрăм пулмалла, воеводăсем, — терĕ Иван Васильевич çар пуçĕсене ятран асăнса пĕтернĕ хыççăн. — Сĕве вăрринчен килнĕ темиçе воевода çеç полк илеймерĕ курăнать. Çапла-и, Михайло Иванович?
— Вĕсем валли ĕç тупăнать, — хуравларĕ аслă княçа похода часрах пуçласчĕ тесе васкатма килнĕ Михаил Воротынский воевода.
— Вĕсен çарĕсем Новоград Свияжскинче пире кĕтсе тăраççĕ. Ан хăрăр, Новоград Свияжскинчи воеводăсем, эсир Хусан патĕнче ĕçсĕр юлас çук. Вырăс чиркĕвĕн пуçлăхĕ ячĕпе, митрополит ячĕпе, — кăшт сассине хăпартса пĕлтерчĕ аслă князь, — похода пирĕн духовнăй атте Селиверст священник пырать.
Иван Васильевич священник патне пырса вăл пилленине итлеме хатĕрленсе тăчĕ, ăна хăйĕн вырăнне лартса:
— Селиверст атте, кала, вырăс чиркĕвĕн пуçлăхĕнчен, хамăрăн митпополитран пире валли мĕнле сăмах илсе килтĕн? — тесе ыйтрĕ.
— Митрополит атте, — кĕрлерĕ хулăн сассипе священник, — похода хутшăнакан мĕн пур ратнăй çынсене турă ячĕпе кĕрешĕве кĕме пиллет. Унăн сăмахĕ çакăн пек: турă яланах сирĕнпе пултăр, сирĕн çылăхăрсене каçартăр, хамăрăн христиан тĕнĕн тăшманĕсене аркатса тăкма хăват патăр. Кунсăр пуçне вырас чиркĕвĕсен пуçлăхĕ сан урлă Сĕве вăрринче тăракан мĕн пур ратнăй çынсене хăйĕн архипастырь саламне ярать, — митрополит шучĕпе, унти воинсен чунĕсем йăлтах çылăха кĕрсе пĕтнĕ, çавăнпа унти çынсем хушшинче чирлисем питĕ нумай. Митрополит вĕсене чир-чĕртен сывалса çитес тесе турра ытларах кĕл тума хушать, вĕсен чунĕсем çитес вăхăтрах çылăхсенчен тасаласса шанса тăрать. Акă эпĕ сана, аслă князь, митрополит çырăвне паратăп.
Священник патшана митрополит çырăвне тыттарчĕ, ăна митрополит ячĕпе ыталаса илчĕ.
Иван Васильевич чунран çуйкăнланса каллех сăмах калама тапратрĕ.
— Хаклă хăнасем — патша ывăлĕсем, боярсем, воеводăсем, думнăй çынсемпе пирĕн советниксем! — терĕ вăл. — Темиçе уйăх каярах кăна-ха эпир Хусана пĕр çапăçусăр илме пултараттăмăр, — унта турă ирĕкĕпе шăпах çавăн пек лару-тăру пулса тăнăччĕ. Халь ĕнтĕ пирĕн стрелецсен виллисем Булак тĕпĕнче выртаççĕ. Эпĕ хама Христос шанса панă христиансене çапла вĕлернине тек тӳссе тăма пултараймастăп. Эпĕ православи тĕнĕпе таса чиркӳшĕн вăрçа кĕресшĕн, тăшмана хирĕç, таса тĕншĕн юлашки юн тумламĕччен, мĕн сывлăш тухми пуличчен кĕрешесшĕн. Христос турă эпир хăйне мĕнле ĕненнине курса тăтăр, пире хамăр тăшмансене çĕнтерме пулăштăр...
Аслă князь сăмахне пĕтернĕ-пĕтермен кремль картишĕнчи Благовещени соборĕнче чан çапма пуçларĕç. Апатланмалли палатăри мĕн пур чаплă çынсем патша ывăлĕсене сывлăх сунса государьпе ун духовнăй ашшĕ хыççăн каçхи кĕлле кайма тухрĕç.
Тукай мăрса Сĕве вăрринчен таврăнсан ниçта тухса çӳремесĕр Çавал тăрăхĕнче пурăнчĕ. Икĕ уйăх вăл платниксемпе, алă ăстисемпе, хăйĕн йышлă тарçисемпе çапăçрĕ. Çĕрĕн-кунĕн ĕçпе чупни, харкашни, платниксене, кăмака ăстисене вĕрентни харама каймарĕ — Çĕрпӳре, Çавал хĕрринче, чул ярса никĕсленĕ пысăк çурт ӳссе те ларчĕ. Чăнах ĕнтĕ, кĕрӳшĕ ку çурта маларахах тума тытăннăччĕ, анчах Тукай мăрса хăй тăрăшман пулсан кунашкал хăвăрт пĕтерейместчĕç-ха ăна тата ун пекех хитре те тăваймастчĕç.
Таврари халăх ку кермен пек çурт çине ăмсанса пăхать: ав мĕн тума пултарать иккен мул, ав мĕн тума пултарать иккен этем алли. Çынсем астăваççĕ, Тукайăн Юмансарти Урасмет çунтарса янă пӳрчĕ те питĕ чаплăччĕ. Кив Тукайри хуралтăсем те начар мар унăн, анчах куна çитме ăçта! Çĕрпӳри пӳрте Хусан улпучĕсен çурчĕсемпе çеç танлаштарма пулать. Чӳречисем тем пысăкăш, кил картине йĕри-тавра хӳме тытса çаврăннă, хапхисене сăрланă, пӳлĕмĕсенче пур çĕрте те вырăсла кăмакасем. Тарçăсем каланă тăрăх, вите урайĕсене те хăма сарнă, нӳхрепсене чул купаласа тунă.
— Пире валли хăварнă нӳхрепне те чул купаланă-и? — ыйтаççĕ таврари ял çыннисем тарçăсенчен.
— Чул купаланă. Лекме ан тăрăшăр, шăнса вилетĕр, — асăрхаттараççĕ лешсем.
Çавал хĕррине куçнă хыççăн Тукай таврари çынсем валли çĕнĕ япала шутласа кăларчĕ — кантăрпа курăс хутнăшăн тата пулă тытнăшăн кашни ялтан хырçă пуçтарать.
— Вырăс ĕмпĕвĕ пиртен виçĕ çул хушши хырçă-куланай илмелле мар тунă. Эс ма ун сăмахне пăхăнасшăн мар, Тукай мăрса? — хирĕçлеме пăхаççĕ ясачнăйсем.
— Эпĕ вырăс ĕмпĕвĕ мар, чăваш ĕмпĕвĕ, — тет мăрса. — Манăн кунта хамăн йĕрке.
— Вайпутсене кайса калатпăр сан çинчен, Тукай ĕмпӳ. Вĕсем сана вырăссен сăмахĕнчен тухнăшăн пуçран шăлмĕç, — систереççĕ ял çыннисем.
— Кайса калăр ара, — хуравлать Тукай. — Ман саламата тутанса пăхас тесен чупăр часрах. Воевода кама хирĕç тăратăр тесе лайăх кăна пама хушĕ сире, эпĕ вара çийĕнчен тӳпелĕп...
Таврари халăх пăртак тавлашкалать те, алманчă ялсерен хырçă пуçтарма тытăнать. Мĕн те пулин кирлĕ пулсан çынсем каллех Тукай патнех пыраççĕ. Ăçта кайăн, кама чуху парăн? Воеводăсем аякра. Тата вĕсем тусанлă шлепкесемпе çĕтĕк çăпатасем çине пăхасшăн та мар-çке.
Ĕнер Тукайăн чăнкăртатса уçăлакан вырăсла хапхинчен калама çук чаплă кӳме урапи кĕрсе кайрĕ. Хапха хупăниччен кăшт курса юлчĕç çынсем — Тукай мăрса вăл этемпе ыталашсах чуп турĕ.
— Кам пулчĕ вăл, çав хӳхĕм çын? — ыйтса пĕлме тăрăшрĕç çĕрпӳсем мăрсан унта-кунта чупкаласа çӳрекен тарçисенчен.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...