Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


Акă пĕрремĕш турсенчен аякра та мар утлă çар речĕсем пĕр-пĕрин çине çиçĕм пек хăвăрт пырса тапăнчĕç. Лашасем, месерле кайса ӳкес пек, чĕвен тăчĕç. Вăрăм сăнăсем шатăртатса хуçăлчĕç, кольчугăсене тата ытти тимĕр япаласене пырса перĕнсе хĕçсем чанклатрĕç. Пĕр воинĕ хĕçне ытла тарăхса сулса ячĕ курăнать, хĕç алăран вĕçерĕнчĕ те аякка ыткăнса кайрĕ, такам лаши хырăмне ухă йĕппи пек пырса тăрăнчĕ. Ут хартлатса илчĕ, малалла тапса сикрĕ, воинсен ушкăнне пырса тухса темиçе çынна хăй айне турĕ.

Çапăçăва кĕнĕ юлан утсенчен каялла тухакансем сахал пулчĕç. Ăнсăртран çеç чĕррĕн юлнă пĕр-икĕ воин, ухмаха ернĕ этемсем пек, хапха умĕнче тĕлли-паллисĕр çаврăнкаласа çӳрерĕç.

Унтан крепость хӳми патне ăшне çĕр тултарнă тарасасем хыçне пытанса стрелецсемпе пищальниксен пысăкрах ушкăнĕсем çывхарчĕç. Çавăн пек ушкăнсенчен пĕрне Иван Черемисинов стрелецки голова ертсе пычĕ.

— Тăвансем! Нимрен ытла тăшман утлă çарĕнчен сыхланăр. Пирĕншĕн чи хăрушши халь — утлă çар, — асăрхаттарчĕ вăл хăйĕн ратникĕсене.

Хĕрсе кайнă воинсем ăна-кăна пăхса тăмарĕç, хӳме çинче курăнакан тутарсене ухăпа персе малаллах чупрĕç. Çывăхрах хӳмене вырăссем хыçалтан кăларса янă чул етре пырса çапăнчĕ. Вăл чăл-пар саланчĕ те куç умĕнчех темиçе çынна вĕлерсе тăкрĕ. Черемисинов каялла çаврăнчĕ, такама чышкăпа юнарĕ, хыçалта инçе те мар вырăс юлан учĕсем сиккипе килнине асăрхасан шăлне çыртса хăйĕн воинĕсем хыççăн чупрĕ.

Етресем часрах та часрах çурăлма тапратрĕç. Вĕсенчен хăш-пĕрисем таçта аякка, крепость леш еннех кая-кая ӳкрĕç.

Тупăсем пенĕ хушăра Воротынскипе Мстиславский воеводăсем ертсе пыракан икĕ полк пĕр харăс хӳмесем çине тапăнса кĕчĕç. Вĕсене курса хӳмесене ватма парас мар тесе тăватă хапхаран Хусан воинĕсем юлан утпа та, çуран та капланса тухрĕç.

Уйрăм тытăçусем пĕтрĕç ĕнтĕ, хула тулашĕнче пур çĕрте те хăрушă çапăçу пуçланчĕ. Кунта икĕ енĕ те пĕр-пĕрне хĕрхенмерĕç. Çынсем ахлатрĕç, ӳкрĕç, юлашки вăйĕсене пуçтарса татах сике-сике тăчĕç, татах ӳкрĕç.

Тутарсем хапхасенчен тухнă хыççăн крепость хӳмисенчен ытла аякка каймарĕç, анчах çапăçасса акăш-макăш хаяррăн çапăçрĕç. Вĕсен утлă çарĕ пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çил пек ыткăнса çӳрерĕ, вырăс стрелецĕсене юлан утсенчен хӳтĕленме çав тери кансĕр пулчĕ. Çынсем йышлăн вилчĕç. Башньăсемпе турсем çитмерĕç, вĕсенчен чылайăшне тутарсем ним юлми аркатса тăкрĕç.

Çуран çар нумай пĕтнине кура воеводăсем крепость çывăхне утлă çарăн çĕнĕ отрячĕсене илсе пычĕç, кĕрешӳ тата ытларах хĕрсе кайрĕ. Çапах та кĕске тытăçу хыççăн вырăссем тутар отрячĕсене каялла хăваласа кĕртрĕç.

Хусан çийĕнче вăйлă пушар чухнехи пек тĕтĕм капланса тăчĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе хĕрлĕ хура çулăм явăнчĕ.

Хула хӳмисем çинчен вырăссем еннелле пищальсенчен печĕç, сăнăсем ывăтрĕç, чул муклашкисем вăркăнтарчĕç, çывăха пынисене вĕри сăмалапа сапрĕç. Тутарсем çине те вĕçĕмсĕр вут тăкăнчĕ, вĕçĕмсĕр чулпа тимĕр сапăнчĕ.

Çынсем вăхăт шутне манса кайрĕç. Вĕсене çак самантра хырăм выççи те, хăйсем ывăннипе ывăнманни те, çак этем тӳсмелле мар хĕрӳ çапăçăвăн вĕçĕ пулассипе пулмасси те кăсăклантармарĕ. Вырăссем те, тутарсем те çак вăхăтра пĕр япала çинчен çеç шутларĕç: умра тăшман, çавна тĕп тумасăр вĕсемшĕн пурнăç çук. Тĕрĕссипе, вĕсем ун çинчен шутламарĕç те темелле, ăна чунпа çеç туйса тăчĕç.

Тĕттĕм пулчĕ. Халтан кайнă, суранланса пĕтнĕ воинсем çын виллисем урлă каçа-каçа хăйсем ирхине тăнă вырăнĕсене таврăнчĕç. Çĕнтерекенĕ пулмарĕ.

Канма вăхăт сахал юлчĕ. Пĕтĕм чунпа çуйкăнланса çитнĕ воинсем ниепле те лăпланса çывăрса кайма пултараймарĕç. Çитменнине тата, хуралçăсем çĕрĕпе: «Вăранăр! Утлă çар тапăнса килет! Утлă çар килет!» — тесе кăшкăрса хăратрĕç. Чăнах та, таçта сăртра вучах çутисем курăнчĕç, унта та кунта тутарла çухăрашни илтĕнсе тăчĕ. Ирхине çакна пĕлчĕç: вырăссен станĕ йĕри-тавра тутарсен утлă çарĕ çӳрет иккен. Темиçе çĕрте вăл вырăссене хăвăрттăн пырса тапăнса сиен тума та ĕлкĕрнĕ.

Ытти кунсем вара малтанхи кун пекех хĕрӳ пулчĕç, анчах вăрçăри çĕнтерӳ тĕлĕшĕнчен нихăш енне те нимĕн те памарĕç. Вырăссем ирсерен хӳме патне башньăсемпе турсем илсе пыма тăрăшрĕç, тутарсем кашнинчех вĕсене çывăха ярас мар тесе пĕтĕм вăя хучĕç. Каярахпа, малтанхи пекех, мĕн çĕрлеччен хаяр çапăçу пычĕ.

Хулана хупăрласа тăма тытăннăранпа виçĕ кун иртсен, çанталăк сасартăк сивĕтсе пăрахрĕ. Унтан вăйлă çил тухрĕ: таврара пур çĕрте те тăвăл алхасма тапратрĕ. Атăл çинче кимĕсем путрĕç, вăрманта тем пысăкăш йывăçсем хирĕне-хирĕне ӳкрĕç, сывлăшра тăвăл çĕклесе илнĕ япаласем хăрушшăн явăнса çӳрерĕç. Государь валли çыранран кăшт аяккарах лартнă пысăк чатăр чылайччен Атăл çинчи çилкĕç пек вылянкаласа тăчĕ. Часах ун каштисем шăтăр-шăтăр турĕç, чатăр паласĕсене çил вĕçтерсе кайрĕ. Иван Васильевич, çак кунсенче ахаль те турăшсен умĕнчен пăрăнманскер, вĕçĕмсĕр турра пуç çапрĕ. Дьяксем айккинче тĕлĕнсе пăхса тăчĕç: пĕтет-и ку ирхи кĕлĕ, пĕтмест-и? Пĕри шăппăн: «Тупата, ухмаха ерет пулмалла пирĕн государь», — тесе те каласа хучĕ.

Патша çак вăхăтра хăй хăраса ӳкнине пытарма та пултараймарĕ. Сăнран кăвакарса кайнă вăл, алчăранă пысăк куçĕсем тискеррĕн пăхаççĕ. Тепĕр чухне государь ухмаха ернĕ пек хăй тĕллĕн калаçать. Паçăр дьяксем унăн уйрăм сăмахĕсене те уйăрса илчĕç.

— Саулпа Валаам пек пулас марччĕ, тем тесен те манăн Саулпа Валаам пек пулас марччĕ, — мăкăртатрĕ Иван Васильевич.

Çав кун патша апат çинĕ чух та ятне çеç турĕ, çынсемпе сахал калаçрĕ, каç кӳлĕм çеç Андрей Михайлович Курбский княçпа чылайччен тавлашса ларчĕ.

Курбский воевода, государь пекех, çав тери хăраса ӳкнĕ иккен, вăл хăйĕн вĕчĕрхеннĕ чунне аслă княçа ăс панипе лăплантарасшăн курăнать.

— Тем тесен те эпир Едигера çар ĕçне ун пекех пĕлет тесе шутламан, аслă князь, — хăйĕншĕн те, ыттисемшĕн те куляннă пек калаçрĕ князь. — Пирĕн патăрта пурăнса, пирĕнпе пĕрле походсене çӳресе Астрахань патшин ывăлĕ вăрçă ăсталăхне начар мар вĕренме ĕлкĕрнĕ. Хуларан мĕнле тухса тапăнаççĕ пире! Ниçта кайса кĕме çук вĕт. Крепость тулашĕнче мĕн чухлĕ çар тата унăн! Ку çара çĕнтерме кансĕр пулать. Пирĕн утлă çар сахалрах. Поход пуçлама каярах юлтăмăр. Çанталăк юсанассине кĕтмелли çук, аслă князь, вăл кунсерен пăсăлма çеç пултарать...

— Каласа пĕтер, каласа пĕтер, — терĕ патша ăна тăрăшса итленĕ пек пулса.

— Ман каламалли нимех те çук, аслă князь. Лару-тăру йывăрланса пырать, çавă çеç манăн чуна шиклентерет пăртак.

— Суятăн, каламалли пур санăн, княже! Анчах эсĕ вăл сăмаха тӳрех персе яма хăратăн. Эсĕ мана кунтан хăвăртрах тарма хушатăн, çапла-и, Андрей Михайлович?

— Тарма тени — хитре мар сăмах. Çапах та çара çăлса хăварасси çинчен шутласа пăхмалла пирĕн. Поход хăйĕн ĕçне турĕ, эпир Хусана нихçанхинчен вăйлă хăратрăмăр. Едигер сан сăмахунтан питех иртес çук, аслă князь. Иртес пулсан тепре те килсе сехĕрлентерме пулать.

— Христос пирĕн майлă, княже, чакма ун пекех васкас мар, — терĕ Иван Васильевич хăйĕн çиллине аран-аран тытса чарса. — Турă телей парсан тăвăл иртсе те каять ак. Лайăх çанталăкра хулана вăйлăн тапăнма пуçлатпăр.

— Хусана илейместпĕр, аслă князь, кун пирки халех татса калама пулать, — вĕрентсе калаçма пăрахмарĕ Сылтăм енчи полк воеводи. — Мана ĕненмесен ытти воеводăсенчен ыйт эппин, вĕсем те сана çавнах калĕç: пирĕн вăй чакать, тутарсен хутшăнса пырать. Вĕсем патне часах астраханецсем çитмелле!

— Такам килсен те, астраханецсем çитсен те чакма май çук халь. Куратăн, мĕнле пысăк çар пуçтартăмăр кăçал, княже. Çав çара хулана хупăрланă-хупăрламан каялла илсе каяс-и манăн?

— Халь илмесен хулана тепĕр чухне илетпĕр, аслă князь. Çара кунта пĕтерсе тăксан пушшех нумай кĕтмелле пулать. Асту, Василий Темный пек, тутарсем патне тыткăна лекмелле ан пултăр санăн. Çавăн пирки шутласа пăхни те кансĕрлемест пире...

Хальхинче аслă князь ăна каласа пĕтерме памарĕ:

— Чарăн, княже! Ун пек ан хăратнă пул мана! — кăшкăрчĕ вăл. — Мускавра кăçалах вăрçă пуçламалла, агарянсене татăклăнах парăнтармалла тесе калаçаттăнччĕ, халĕ çапăçнă-çапăçман килелле сĕтĕретĕн-и? Çук, итлеместĕп сана, Андрей Михайлович. Хусана илмесĕр ниçта та тапранмастăп кунтан.

— Кирек мĕн ту, государь, кирек мĕн ту, — терĕ Курбский тутисене йĕлпĕртсе. — Эп асăрхаттарса çеç хурас терĕм. Хамшăн пулсан мана нимĕн те кирлĕ мар. Эп тăван Руçшăн тăрăшатăп, Руçе тата, аслă князь, сана лайăх пултăр тетĕп.

— Асăрхаттартăн, çитет, княже. Ыттишĕн эп явап тытăп, эсĕ мар. Вăрçă вăхăтĕнче кĕлешсе-кутăнлашса ларни пĕрре те килĕшмест, Андрей Михайлович. Вăрçă вăхăтĕнче çапăçас пулать.

— Каçар, аслă князь, — терĕ воевода. — Эпĕ çапăçма хатĕр. Ыранах чи хăрушă çĕре яма пултаратăн мана, чи йывăр ĕç хушма пултаратăн.

— Хушăп та, — тарăхса хуравларĕ патша.

Çамрăк княçпа тавлашнă хыççăн Иван Васильевич хăйне чылайччен пусмăрласа пурăннă темле чиртен сывалнă евĕрлех туйрĕ. Турра ĕлĕкхи пекех нумай кĕл турĕ пулин те малтанхи кунсенчи пек ялан чатăрта лармарĕ аслă князь, воеводăсемпе, думнăй çынсемпе ытларах калаçрĕ. Розмыселсем крепость патне кукăр-макăр çул — апроши чавма тытăннине ырларĕ вăл, Алексей Адашевпа Григорий Выродкова хӳме çывăхне тар ытларах турттарса пыма хушрĕ, патша полкĕнчи çынсенчен çуррине çапăçăва илсе кайма ирĕк пачĕ.

Тепĕр кунне ăна Александр Горбатый-Шуйский воевода вăрçăра пĕрремĕш çĕнтерӳ туни çинчен пырса пĕлтерчĕ.

— Паян тутарсем крепоçран вун пилĕк пинлĕ йышпа тухрĕç. Çав тери хаяррăн çапăçрĕç хăйсем, анчах эпир вĕсене пурĕ пĕр каялла хăваласа кĕртрĕмĕр, çапăçура чылай çынна тыткăна илтĕмĕр, — савăнса каласа кăтартрĕ вăл.

— Спаççипă, княже, спаççипă! Турă телей патăрах сана çавăн пек ырă хыпар пĕлтернĕшĕн, — куççульпе тав турĕ государь.

Патша чĕтрекен аллисемпе мăйĕнчи ылтăн вăчăрине хывса илчĕ те ăна воеводăна тăхăнтартрĕ.

— Акă сапа ырă хыпаршăн парне пултăр. Халĕ хăвăн утлă çарупа Арск хирне кай, княже. Воротынский сана утлă çара пулăшма стрелецсем уйăрса парĕ. Çав Япанчана пĕтерсе тăкмаллах пирĕн, тăванăм. Унсăрăн вăл пире крепоçри çарпа çапăçма кансĕрлет. Аркат ăна лайăхрах, княже, анчах Арск хулине кĕрсе тарма ап пар. Шăтăка кĕнĕ кашкăра тытма йывăртарах пулакан...

— Ку тĕрĕс, аслă князь, — хуравларĕ воевода. — Япанча питĕ кансĕрлет халĕ пире çапăçма. Вăл мăрса çарне тĕп тумасан май çук. Пĕр япала çинчен çеç ыйтма хăятăп санран, государь...

— Ыйт, княже.

— Мана Арск енне хӳтĕлесе тăма Ту енчи çĕр-шывран килнĕ тĕкĕрçĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çавсене илсе кайса Арск çывăхне вырнаçтарса тăратма ирĕк пар, аслă князь.

— Семен Иванович Микулинскине кала, — терĕ патша. — Ту енчи çарсене йăлтах сана патăр. Йышлăн-и вĕсем ун-та? Тата асту, княже, шанчăклă-и вăл тĕкĕрçĕсем?

— Йышĕ çитет, аслă князь, — терĕ Горбатый-Шуйский. — Япанча çарĕнчен кая мар. Вĕсем шанчăклипе шанчăклă маррине Новоград Свияжскине çитиччен пурсăмăр та куртăмăр ĕнтĕ. Çав тери вăйлă пулăшрĕç вĕсем пире. Шах-Чурапа Явăш çарĕсене те çавсемех аркатса тăкрĕç, аслă князь.

— Апла пулсан юрать. Япанчана çĕнтерме май килсен тем пекчĕ, княже. Эп халь тĕлĕкре те çав Япанчана куратăп.

— Пурнăçа хĕрхенмесĕр çапăçăпăр, аслă князь. Эп хама мĕнле ĕç хушнине ăнланатăп.

— Питĕ лайăх, княже, питĕ лайăх, — терĕ государь. — Ăнăçу сунатăп сире Арск патĕнчи çапăçура. Сана унтан çĕнтерӳпе таврăнасса кĕтетĕп.

 

Шигалейпе Булгаков, хулана хупăрласа тăма пуçланăранпах Ту енче тăраканскерсем, хăйсене Хусан патне чĕнсе илессе кĕтрĕç. Аслă князь та, ăна пур енĕпе пулăшса пыракан Владимир Воротынский те вĕсене çапăçăва хутшăнтарма васкамарĕç-ха. Семен Микулинскине илсе кайрĕç ав, вĕсене пĕрне те тивмерĕç. Мĕн вăрçă пĕтичченех çапла Атăл çинче чарлансем вĕçнине пăхса лармалла пулать-ши телейсĕр ханпа ăна сыхлакан воеводăн?

Чулхуларан анса Хăна килне çитнĕ хыççăн аслă князь Шигалее хăйĕн çумĕнчех тытрĕ, Едигер патне çыру та çыртарчĕ-ха тата. Кайран вăл патша станĕнче ытлашши çын пулчĕ курăнать, ăна Сĕве хули патне чакма хушрĕç. Сĕве вăрринче кунта ахаль те воинсем сахал мар, кампа çапăçма çар тытмалла? Булгаков шарламасть ав, вăл тыла сыхланине те вăрçă ĕçĕ тесе шутлать ĕнтĕ. Шутлатăр. Пурăнтăр кунта аслă князь каялла таврăниччен. Шигалейĕн Хусаншăн çапăçмалла. Унăн хăйĕн шĕкĕр хулине урхамаха аслă князь учĕпе юнашар уттарса кĕрсе каймалла.

— Эх, Тукай мăрса, ман тахçанхи тусăм Тукай мăрса! — чунтан эрленсе калаçрĕ Шигалей, — çынсем çапăçса чап илеççĕ унта, эпир санпа ĕнсене хыçса тунсăхласа ларатпăр. Çапăçтармаççĕ пире, Тукай мăрса, илтетни?

— Пысăк ĕçкĕре курка пурне те тивекенччĕ, — тавăрчĕ ăна чăваш мăрси. — Çавăнпа та эпир Акпарспа ĕçсĕр юлатпăр тесе хăрамастпăр-ха. Юлашкинчен те пулин сим пыл алтăрĕ çакланатех пире, Шигалей хан.

— Сан телей пулсан кăна çав, Тукай мăрса. Эп çут тĕнчене ăраскалсăр çуралнă. Ху пĕлетĕн, пĕтĕм пурнăçа Хусаншăн пурăнса ирттертĕм темелле, анчах унта пĕрре те телей кураймарăм.

Тукай мăрса хĕрхенес вырăнне унран кулма çеç пăхрĕ.

— Апла ватăлтăн пуль-çке эс, Шигалей хан? Аллăрах хăвна старик тесе шутламастăн пуль-çке? — терĕ вăл.

— Тĕрĕссипе каласан, ватăлтăм, Тукай мăрса. Хусан йăлтах мана ват çын туса хучĕ.

— Ак патша пулсан каллех çамрăкланатăн.

— Çук, — терĕ Шигалей пĕр кулмасăр. — Хусан ман валли мар вăл. Çакăнта тытнинченех паллă, мана унта тек хан тумаççĕ. Çук, тумаççĕ.

Çапла калаçса ларнă хушăра вĕсем патне аманнă пуçне шурă пусмапа çыхса янă çӳллĕ çын кĕрсе тăчĕ. Кĕчĕ те именчĕклĕн сывлăх сунчĕ.

— Черемисинов! — хыттăн кăшкăрса ярса ăна хирĕç чупрĕ Шигалей. — Иван Семенович! Тупата туршăн, мана илме ячĕç ĕнтĕ сана, стрелецки голова, çапла мар-и?

— Тĕрĕсех пĕлеймерĕн, Шигалей Шейх Аулиярович, — терĕ Черемисинов ун ытамĕнчен аран-аран хăтăлса. — Мана кунта Тукайпа Акпарс мăрсасене илме ячĕç. Сотник Тукай, — терĕ вăл ун еннелле çаврăнса, — хăвăр енчен килнĕ çарсене пĕтĕмпех Арск хирне илсе каяс пулать. Владимир Воротынский мана сире илме юри ячĕ...

Шигалей вăйсăррăн хăйĕн вырăнне кайса ларчĕ, халь-халь макăрса ярас пек нăйкăшма пуçларĕ.

— Пурте телейлĕ эсир çут тĕнчере. Пĕр мана çеç аллах темле çылăхсемшĕн çутă кун памасть. Ак Тукай сотник кирлĕ пулчĕ Хусаншăн çапăçнă çĕрте, эпĕ никама та кирлĕ мар. Ту енчи çарсемпе те пулин илсе кай мана, Черемисинов! Илтетни, стрелецки голова! Тукайпа пĕрле мана та ил Арск хирне, ахаль аскер пек çапăçса пуçа хурам пĕрех хут çакнашкал мăшкăла тӳссе лариччен...

— Хушмăн, — пĕр сăмахпа тавăрчĕ ăна Черемисинов. Унтан хăйĕн сăмахне ăнлантарса парасшăн пулчĕ: — Эсĕ патша çынни, Шигалей Шейх Аулиярович. Санăн аслă князь сăмахне кĕтес пулать. Вăхăт çитсен чĕнтерет ак сана...

Ту енчи тĕкĕрçĕсем çĕршерĕн-çĕршерĕн йĕркеленсе тăрса Казанка çумĕпе Арск патнелле çаврăнса иртрĕç. Вĕсене ĕнтĕ вăрман уçлăхĕнчен вырăссемпе тутарсем хӳме патĕнче мĕнле çапăçни те, посадри çуртсем ялкăшса çупни те, крепоçелле тем пысăкăш етресем кĕрлесе иртни те, хула хӳми çинче тутар воинĕсем чупкаласа çӳрени те лайăх курăнчĕ. Анчах малтисем утсене хăвăрт уттараççĕ, кайрисен вĕсенчен юлса кунта мĕн пулса иртнине пăхса тăма юрамасть. Çапах та Иливанпа ашшĕ те, Северьянпа Ятламас та уçлăха тухмассерен çăварĕсене карса пăрахсах хула çинелле пăхрĕç.

■ Страницăсем: 1... 16 17 18 19 20 21 22 23