Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ


— Ма хăяс мар манăн? — пуçне каçăртрĕ Уксах Тимĕр. — Эпĕ вăйлă, хăватлă. Мана кам чарма пултарĕ?

— Çапах та мечĕтсем... Эсĕ мăсăльман-çке.

Тимĕр тек калаçса тăмарĕ. Вăл çарăçсене ханпа арăмне аллисенчен çыхса лартма хушрĕ, унтан иккĕшне те çӳльхӳте кĕмелли пусма картлашки çине кайса ларттарчĕ.

Çак самантра хан мунчи енчен Уксах Тимĕр нукерĕсем тыткăна лекнĕ пăлхар çарăçĕсене хăваласа килни курăнчĕ. Вĕсене Кайсын ертсе пырать. Кĕçех тыткăнри çынсене суд çӳльхӳчĕ патне çитерчĕç, пĕр рете тăратса тухрĕç. Кайсын пĕлтернĕ тăрăх, кунта пăлхарсен ыттисенчен лайăхрах тумланнă пур çарăçне те илсе килнĕ. Хан ывăлĕсем чĕрĕ юлнă тăк, вĕсем çак çамрăксем хушшинче пулмалла.

— Эпир кăна часах пĕлĕпĕр, — терĕ Уксах Тимĕр тыткăнрисен речĕ патне пырса. — Ну, сиртен хăшĕсем Пулат хан ывăлĕсем?

Пăлхар ачисем пĕр-пĕрне пăхкаласа илчĕç, нимĕн те шарламарĕç.

— Мĕн вара, сиртен нихăшĕ те Пулат хан ывăлĕ мар-им? — тĕлĕннĕ пек турĕ Тимĕр. — Кайсын, эс кун пирки мĕн шутлатăн?

— Чаплăран та чаплă эмир, енчен вĕсем ниçта та пăсланса çухалман тăк, çак йĕкетсем хушшинче пулмаллах, — шантарчĕ Кайсын. — Вилнĕ пăлхар çарăçĕсем хушшинче кусенчен лайăхрах тумланнă çамрăксем çук.

Тимĕр уксахласа рет умĕпе утса тухрĕ, Пулатпа Селиме патне таврăнчĕ.

— Пулат хан, тен, сан ывăлусем манпа çапăçман та, унчченех таçти аякка тухса тарнă?

— Пирĕн тăхăмра хăравçă çын нихăçан пулман, — мăнаçлăн хуравларĕ Пулат.

— Ĕненетĕп, ĕненетĕп, — тыткăнри çарăçсем патне таврăннă май каларĕ Тимер — Çавăнпа, Кайсын, Пулат хан ывăлĕсем çак ушкăнрах тăраççĕ тесе шутлатап.

— Ăслăран та ăслă эмир, эсĕ яланах тĕрĕссине калатăн.

— Эппин, эпир çав йĕкĕтсене епле палласа илĕпĕр? Вĕсем иккĕн пулма кирлĕ тенĕччĕ-и эсĕ? Пулат хан, хăшĕсем кунта сан ывăлусем?

Çĕнтерӳçĕ эмир унпа усал вăйă вылянине Пулат туйса илчĕ ĕнтĕ, çавăнпа нимĕн те шарламарĕ. Тимĕр вара Селимерен ыйтрĕ:

— Ханум, эс те хăв çуратнă ачусене паллами пулнă-и?

Селиме те, упăшки пекех, нимĕн хуравламарĕ.

— Мĕнех, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, — анасласа каларĕ Тимĕр, вара нукерĕсене хушрĕ: — Эй, çаксене пурне те вилесен купи патне илсе кайăр та пуçĕсене касăр!

Нукерсем пăлхар йĕкĕчĕсене тĕккелесе каялла хăвала пуçларĕç. Çакна курса тăракан амăшĕ тӳсеймерĕ, кăшкăрса ячĕ:

— Чимĕр! Тăхтăр!

— Мĕн, ачусене палласа илтĕн-им? — савăнса ыйтрĕ Уксах Тимĕр. — Хăшĕсем вара сан ывăлусем?

Юсуф амăшне калама памарĕ, ыттисенчен маларах тухса тăчĕ:

— Эпĕ Пулат хан ывăлĕ.

— Тата эпĕ, — илтĕнчĕ çавăнтах Керим сасси. Вара вăл та ушкăнран тухса пиччĕшĕпе юнашар тăчĕ.

Уксах Тимĕр вĕсем патне пырса иккĕшне те пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран вăрахчен тĕсерĕ, танлаштарма тесе Пулат енне те çаврăна-çаврăна пăхрĕ.

— Çапла, сирте эпĕ чăнах та Пулат хан сăнне куратăп, — терĕ вара. — Кăмăл тĕлĕшпе те сирте хан тĕшши пурри сисĕнет. Çу-ук, тусăмсем, сире чĕрĕ хăварма ниепле те юрамасть. Барс çурисем ытла хăвăрт çитĕнеççĕ, чĕрнисемпе качлаттарма тытăннине сиссе те юлаймăн. — Çавăнтах хăйĕн нукерĕсене хушрĕ: — Хан ывăлĕсене кунтах хăварăр, ыттисене хамăрпа тыткăна илсе каятпăр. Пире вăй питти çынсем нумай кирлĕ.

Уксах Тимĕр çарăçĕсен пĕр пайĕ тыткăнри пăлхар çарăçĕсене каялла хăваласа кайрĕ, ыттисем Юсуфпа Керима ашшĕпе амăшĕ патне тĕксе ячĕç те хан кил-йышне пур енчен хупăрласа тăчĕç.

— Эмир, эсĕ манăн ывăлсене мĕн тăвасшăн? — сехĕрленсе ыйтрĕ Селиме.

Уксах Тимĕр ăна нимĕн те хуравламарĕ. Ун вырăнне Кайсын лĕх-лĕх кулкаласа кăмăлтанах ăнлантарчĕ:

— Ăт, кĕске ăслă хĕрарăм. Аслăран та аслă эмир упăшкупа иксĕре уççăнах ăнлантарчĕ пуль: эпир сире кил-йышпах тĕп тăватпăр терĕ-çке. Урăхла каласан, тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа пăрахатпăр. Пулат тăхăмĕ çут тĕнчере тек нихăçан ан пултăр.

— Маттур, Кайсын, питĕ лайăх ăнлантартăн, — пулăшуçине ырларĕ Уксах Тимĕр. Унтан нукерĕсене кăшкăрчĕ: — Эй, эсир! Çак çӳльхӳт тавра вут хурса тухăр та чĕртсе ярăр. Пулат хан кил-йышне çавăнта çунтарса ярăпăр. Вара хулана аркатма тытăнăпăр. Кайсын, пурне те пĕлтер, çĕнтерӳ ячĕпе савăнма виçĕ кун паратăп. Унтан кăшт канса илĕпĕр. Çавăн хыççăн ку хулан тĕлли-палли ан юлтăр!

Уксах Тимĕр сăмахне унăн çыннисем мухтавлăн кăшкăрса йышăнчĕç. Кунашкал «уявсене» вĕсем, аякри кăнтăртан çакăнта çити çĕнтерӳсемпе çитнĕскерсем, хăнăхнă пулас. Çак самантра арçынсен хулăн саслă ĕрлешĕвне çĕнтерсе хĕрарăмăн уçă сасси янравлăн илтĕнчĕ:

— Эмир, юрĕ, эсĕ пире, Пулатпа иксĕмĕре, тĕп ту, анчах ачасене, тархасшăн, ан тĕкĕн. Çамрăк-çке вĕсем, пурăнса та курман.

Селиме тата тем каласшăнччĕ, анчах Пулат ăна шарт чарчĕ:

— Шăпăрт тăнă пул! Нимĕн те ан ыйт унран. Уксах Тимĕр вăл каçару ыйтма тивĕç çын мар. Кун умĕнче мĕскĕнленни — хамăра намăса яни.

Ывăлĕсем те амăшне лăплантарма тăрăшрĕç.

— Анне, эс пире ан шелле. Эпир текех пĕчĕк ачасем мар. Эпир — çарăçсем, — аса илтерчĕ Юсуф.

— Ан кулян, анне. Çĕршыв чысĕшĕн вилесси вăл сăваплă япала. Сире вара аттепе иксĕре çав тери шел, — хушса хучĕ Керим.

Пулат ывăлĕсене юратса та шеллесе пăхса илчĕ, тăшман хăлхине кĕмелле мар шăппăн каларĕ:

— Итлемерĕр каланине. Халĕ ав еплерех пулса тухать. Халăхăмăр пуçсăр кĕту пек тăрса юлĕ.

— Каçар пире, атте, — шăппăн хуравларĕ Юсуф. — Эпĕ халь тин пĕр япалана ăнланса илтĕм. Чĕрĕ юласси тепĕр чух çапăçса вилессинчен те йывăртарах пулма пултарать иккен. Шел, паçăр çавна чухлаймарăм.

Уксах Тимĕр çарăçĕсем вара хăйсен ĕçне турĕç. Вĕсем таврари йывăç япаласене пуçтарса Суд çӳльхӳчĕ тавра хурса тухрĕç, тивертсе ячĕç. Кĕçех çӳльхӳте виçĕ енчен çулăм явакласа илчĕ, унăн хĕрлĕ сарă чĕлхисем майĕпен çӳлелле хăпара пуçларĕç.

— Аллаха килĕшмен япала ку. Тимĕр, путсĕр этем, вăл сана халь тăвакан çылăхна аса илтерĕ-ха, хăв леш тĕнчене кайичченех явап тыттарĕ! Ман ылханăм çиттĕрех сана! Санăн вун виçĕ арăму та, вĕсем çуратнă ачусем те хăвăнпа пĕрле тĕл пулччăр! Тьху сана! — ылханчĕ Селиме.

Кăна илтсен Тимĕр тилĕрсех кайрĕ. Вăл Селиме патне уксаххине кура мар йăрă чупса пычĕ, ăна çапма тесе нухайкка тытнă аллине çĕклерĕ. Юрать-ха Пулат вĕсен хушшине кĕме ĕлкĕрчĕ.

— Эмир, нивушлĕ хĕрарăма çапăн? Мăсăльман мар пулĕ эсĕ, — терĕ вăл нимĕн тăвайманран тарăхнипе чĕтресе.

Уксах Тимĕр, çаплах-ха çĕкленĕ алăпа тăраканскер, ăна питрен хаяррăн пăхрĕ-пăхрĕ те пăрăнчĕ.

— Эсир тата мĕн çăвар карса тăратăр?! Кĕртсе пăрахăр тăваттăшне те шала! Халех! Çак самантрах! Вуттине нумайрах хурăр, — хушрĕ вăл çарăçĕсене. Унтан тин Пулата мăнаçлăн хуравларĕ: — Çук, çапмастăп сан арăмна. Хăвна та тĕкĕнместĕп. Сире вутта кăна пăрахатăп. Куратăн-и, хан, вăл епле вăйлă кĕрлесе çунать. Манăн вăй пекех. Çавăн пек хăватлă çын эпĕ. Эсир вуншар, çĕршер çул тĕрмешсе тунă мул-пурлăха эпĕ самантрах кĕлпе вĕçтерсе яма пултаратăп. Манăн, Тамерланăн, халĕ пĕтĕм тĕнчене аркатмалăх вăй пур!

— Çурт çунтарса ярасси вăл ăна лартасси мар, — терĕ Пулат. — Уншăн мĕн мухтанмалли?

— Çитĕ лăпăртатса! Эй, çарăçсем, сире миçе каламалла? Пăрахăр вĕсене халех вутта!

Уксах Тимĕр çарăçĕсем чупкалама тытăнчĕç. Пирвай Пулатпа Селимене, унтан Юсуфпа Керима пĕрерĕн-пĕрерĕн картлашкасем тăрăх çӳльхӳте пашка-пашка сĕтĕрчĕç. Лешсем хирĕç тăнипе ку ĕç пит хăвăрт пулса пымарĕ. Çакна кура Тимёр хăйĕн çыннисене тарăхса кăшкăркаларĕ:

— Мĕн мĕшĕлтететĕр? Çавсене çĕнмелĕх те вăй юлман-им сирĕн? Мĕншĕн тăрантаратăп эпĕ сире така какайĕпе? Кускалăр хăвăртрах!

Ĕнтĕ Пулатпа Селимене, хыççăнах Юсуфпа Керима та çӳльхӳт алăкĕ патне сĕтĕрсе хăпарнăччĕ, çак самантра айккинче сасартăк Алсу хаяррăн тăвăнса кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ. Унтан хĕр хăй те çӳльхӳт хыçĕнчен чупса тухрĕ, Уксах Тимĕр умне пырса лапах чĕркуçленсе ларчĕ:

— Аслă эмир! Ырă пул, ан пĕтер манăн аттепе аннене, манăн пиччемсене. Мĕн парĕ ку сана? Эсĕ вĕсене çĕнтернĕ, парăнтарнă. Тек вĕсем сана хирĕç тăмĕç. Ма-ха эçĕ Аллах пурнăç панă çынсене тĕп тăвасшăн?

Тимĕр самантлăха Алсу çине тĕлĕнсе те аптраса пăхса тăчă.

— Эсĕ тата кам пулатăн? — ыйтрĕ вăл пăртакран. Унтан пулăшуçи енне пуçне пăрчĕ: — Кам вара ку пирĕшти пек чиперкке пике?

Кайсын та нимĕн ăнланмасăр хул пуççине сиктерсе илчĕ:

— Пĕлместĕп, юратнăран та юратнă эмир. Анчах вăл Пулат ывăлĕсене пиччесем тенĕрен, нивушлĕ Пулатхан хĕрĕ?

— Çапла, эпĕ Пулат ханăн пĕртен-пĕр хĕрĕ, — васкаса çирĕплетрĕ Апсу. — Аслă эмир, сана Аллах умĕнче тархаслатăп, хăтар вилĕмрен манăн аттепе аннене, манăн пиччемсене. Халĕ пĕр самант ытлашши шухăшласа тăни те вĕсен пурнăçне татма пултарать.

Уксах Тимĕр хĕре итлерĕ-итлерĕ те хуллинчен тытса çĕклерĕ:

— Эс тăр-ха, тăр, юмахри пике.

Алсу вара хăйĕннех тăсрĕ:

— Аслă эмир, эсĕ чăннипех хăватлă. Вĕсен пурнăçне çăласси саншăн ним те мар. Эпĕ вара çакăншăн тем тума та хатĕр. Санăн чуру пулам-и? Е сан çумăнта йытă пек чупса çӳрем-и?

— Эсĕ пирвай ятна та пулин кала-ха, — хĕре пӳлсе ыйтрĕ Тимĕр.

— Алсу эпĕ. Пулат хан хĕрĕ.

— Алсу... Мĕнешкел çепĕç ят...

Анчах Алсушăн ку вăл вăхăта тăсни кăна. Çавăнпа вăл чăтăмсăрлăхне пытармасăр васкатрĕ:

— Эмир, вăхăт иртет. Çулăм иккĕмĕш хута çитет ĕнтĕ. Мĕн тăвас ман сана ӳкĕте кĕртес тесе? Уруна чуп тăвас-и? Эс утас çул çине кавир пек сарăлса выртас-и? Кала!

Çак сăмахсене илтсен чул чĕреллĕ Уксах Тимĕр те кăштах çемçелчĕ.

— Алсу, пикеçĕм, нимĕн те тумалла мар, — терĕ вăл. — Тăшман ертӳçине вĕлересси вăл — манăн тивĕç. Манăн кăна та мар. Тĕнчери нумай çар пуçĕ çапла тăвать. Пиртен тухнă йăла мар.

— Анчах эсĕ темĕнле йăлана та пăрахăçлама пултаратăн, — йĕрес вĕçне çитсех ӳкĕтлерĕ Алсу. — Эсĕ, Тимĕр, пуринчен вăйлă, пуринчен хăватлă. Саншăн ку вăл нимĕн те мар.

— Вăл çапла та-ха... — тем шухăшланă май каларĕ Уксах Тимĕр. — Эс мĕн терĕн-ха, кил-йышна хăтарассишĕн тем тума та хатĕр терĕн-и?

— Çапла, чаплă эмир, тем тума та хатĕр, — хăйĕн сăмахне çирĕплетрĕ Апсу. — Енчен эсĕ эпĕ ыйтнине тивĕçтермесен, эппин, мана та аттепе анне, пиччесем патне пăрах. Вĕсем вилсен маншăн çут тĕнчере вырăн çук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9