Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса


— Тен, эсĕ хăв пирĕнпе пырăн? — сасартăк сĕнчĕ Юсуф. — Пирĕн халĕ вăй илмелле те çĕршывăмăра çĕнĕрен ура çине тăратмалла. Кашни çын шутра. Уйрăмах тимĕрçĕ йышши ăстасем.

Эпеç ун патне пычĕ, ăна пирвайхи хут курнă пек пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран тĕсесе илчĕ. Юсуф ăна куçран çирĕппĕн пăхса тăчĕ. Пит шăммисем вылянни кăна вăл çак самантра самаях пăлханнине палăртрĕ. Эппин ыт ахальтен сĕнмен вăл. Керим та хăйне пиччĕшĕ майлах тыткаларĕ, хытса çитеймен сарă сухалне шăлкаласа илчĕ.

— Пăхатăп та, эсир, ачасем, ахаль çынсем мар пулмалла, — терĕ Эпеç. — Тумтирĕр те сирĕн чаплă. Анчах çĕршыв шайĕпех калаçма тивĕç этемсемех-ши эсир?

— Эпир Пулат хан ывăлĕсем, — пытармарĕ Керим. — Пирĕн аттемĕре, аннепе йăмăка та Уксах Тимĕр вутта пăрахрĕ пулмалла. Пире вара... Кĕскен каласан, пире тăшманран тарса хăтăлма май килчĕ.

— Вăхăтлăха, — хушса хучĕ Юсуф. — Халĕ эпир пĕтĕм пурнăçăмăра Пăлхара çĕнĕрен çĕклес ĕçе пама тивĕç. Каярах Уксах Тимĕрпе тепре тĕл пуласса шанатпăр.

— Апла иккен-ха, — терĕ Эпеç айккинерех пăрăнса. — Хальлĕхе ăçта кайса тĕпленмеллине пĕлетĕр-и-ха хăвăр?

— Ăçта каймаллине эпир пĕлместпĕр, -тунмарĕ Юсуф. — Кама шырамаллине кăна пĕлетпĕр. Атте пире Хасан хана тупма хушнă. Эсĕ, ăв, вăл Хусанта пурăннă, кайран тухса кайнă терĕн. Эппин эпир ăна унта шыраса вăхăт ирттермĕпĕр. Ку та çăмăллăх.

— Ну, ăнăçу сунатăп сире, — терĕ те Эпеç лавĕ патне утрĕ. — Хĕрĕм, эс тата малалла кампа кайăн? — ыйтрĕ ку таранччен те пĕр сăмах шарламан хĕртен.

Лешĕ урапа çинчен анчĕ.

— Мана арçынсемпе çӳреме юрамасть, — аса илтерчĕ вăл шăппăн. — Коран хушмасть.

— Хĕрача, эпир халĕ чăвашсем патне каятпăр. Вĕсем, ку енне куçса килнисем, Корана пăхăнмаççĕ, вĕсен хăйсен туррисем пур, — терĕ Керим. — Ман йăмăк калатчĕ, чăвашра яшсемпе хĕрсем пĕрлех çӳреççĕ тетчĕ. Эппин атя пирĕнпе.

Хĕрача самантлăха пуçне çĕклесе Юсуфпа Керима тинкерсе пăхрĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ халь тин вăл çав тери чипер иккенне асăрхарĕç. Çулĕпе вунпиллĕксенче пулĕ. Çинçе те писĕ пилĕклĕскер, тăрăхларах пичĕ çинчи пысăк кусĕ тунсăхлă, чун ыратăвне пытарайми пăхать пулин те илĕртӳлĕхне сӳнтермен. Пысăках мар тӳрĕ сăмсапа çӳхе чăпăрт тути ăна пушшех юмахри илем кĕртеççĕ, çавăнпа пĕрлех çынни ку таса кăмăллăскер иккенне палăртаççĕ. Çавна пула Керим ăна пушшех хытă хĕрхенчĕ. Ара, тăшман çарăçĕсен мăшкăлне тӳсме унашкал çирĕп кăмăллă хĕре, паллах, çав тери йывăр.

— Эсир чăнахах Уксах Тимĕрпе тата унăн çыннисемпе тĕл пулма ĕмĕтленетĕр-и? — ыйтрĕ хĕр.

Юсуфпа Керим килĕшсе харăссăн пуç сулчĕç.

— Апла эпĕ сирĕнпе пырăп, — терĕ хĕр. — Анчах эсир мана хĕç тыткалама вĕрентĕр вара.

«Ку вăл хĕрарăм ĕçĕ мар», — тесшĕнччĕ Керим, анчах шарламарĕ, çапла каласан хĕр вĕсемпе пымасран хăрарĕ.

Эпеç вĕсене итлесе тăчĕ-тăчĕ те алă сулса:

— Апла тăк эпĕ те сирĕнпех аташса çӳрем-ха, — терĕ. — Хĕссе çитсен кăнтăралла каярах та тапса сикме пултарăп. Эпĕ пĕр кут та пĕр пуç, манăн пуçтарăнасси вăштик кăна. Эс вара, хĕрĕм, çапах та хăвăн ятна кала. Аван мар капла

— Пинеслу эпĕ, чӳлмек хĕртекен Валем ăста хĕрĕ.

Юсуфпа Керим пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Çук, вĕсем ку ăста ятне илтмен. Ара, пысăк çав Аслă Пăлхар хули, аллă пине яхăн çын пурăнать унта. Тĕрĕсрех пурăнатчĕ. Ăçтан пурне те пĕлсе пĕтерĕн. Çинех Пулат кил-йышĕ ытларах бексемпе те мăрсасемпе, элтеперсемпе те сутуçсемпе, çăлтăрçăсемпе те сăвăçсемпе явăçса пурăнатчĕ.

Кĕскен канашласа илнĕ хыççăн малалла çурçĕр-хĕвеланăçнелле ӳкрĕç. Çавна май Юсуфпа Керим харăсах ĕнер шурă акăш вĕçсе иртнине аса илчĕç. Пурнăç хăех вăл кăтартнă çулпа кайма хистет пулинех.

Эпеç каланă тăрăх, Хасан ханăн Атăл хĕрринче Хусантан çӳлерех тепĕр хула пулма тивĕç. Шупаш ятлăскер. Унта çитсе курнисем хула тавра кар çавăрса тухма та ĕлкĕрнĕ тетчĕç, çавăнпа халăхра ăна Шупашкар теççĕ-мĕн.

Каçма патĕнчен кăшт кайсанах çул сукмаксене пайланса пĕтрĕ те кĕçех пач курăнми пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ çул çӳревçĕсене малалла сĕм вăрманпа кайма тиврĕ. Эпеç урапи çинчи ăпăр-тапăра икĕ миххе чышса тултарчĕ те лашин çурăмĕ çине йĕкĕрлесе хучĕ, урапине пăрахса хăварчĕ. Калаçса килĕшмесĕрех Юсуфпа Ке-рим ушкăна ертсе пымашкăн ăна шанчĕç. Ара, Эпеç таçта та тĕнче касса çӳренĕ çын, çула тĕрĕсех тытса пырĕ. Тата унăн сарлака çивчĕшлĕ пуртă пур-мĕн. Чăтлăхрах вырăна лексен вăл унпа иккĕ-виççĕ сулкаласах вĕтлĕхе, усăнса тăракан туратсене каса-каса ӳкерет те ыттисем валли çул уçса хурать. Чăн та, юлташĕ ывăнса çитесрен Юсуфпа Керим та хутран-ситрен пуртăпа ĕçлекелерĕç. Пинеслу çеç нимĕн чĕнмесĕр утрĕ те утрĕ. Тепĕр тесен, унăн халĕ урăх мĕн тăвас?

Хĕвел пуç тӳпинченех хĕрте пуçласан канма ларчĕç. Эпеç каллех иртен юлнă апатне кăларчĕ, пирвай пашалупа какай татăкне Пинеслу умне хучĕ.

— Çи! — хушнă пекех каларĕ вăл. — Урăх апат çук. Çимесен санăн малалла утмалăх вăй юлмĕ.

Пинеслу хальхинче итлерĕ, анчах пуринпе те пĕрле çиме вăтанчĕ, пашалупа какая илсе айккинелле пăрăнчĕ. Арçынсем мĕн юлнине пайласа çырткаларĕç те курăк çине месерле тăсăлса выртрĕç.

— Пĕлместĕп, Хасан хана тупайăпăр-и, çук-и те, ахаль çынсем патне çитесси те час пулас япала мар пек туйăнать. Таврара ниçта çын йĕрри курăнмасть, — терĕ Эпеç.

Ăна никам та хуравламарĕ. Ара, мĕн калăн кăна хирĕç, чăн сăмахăн суйи çук.

Кĕçех Эпеçпе Юсуф тĕлĕрсе кайрĕç. Эпеçĕ пĕр ăстрăм хуп турттарса та илчĕ. Керим вара янкăр кăвак тӳпене пĕрремĕш хут курнă пек пăхса выртрĕ. Тап-таса вăл, ниçта путек пысăкăш пĕлĕт те курăнмасть. Сасартăк темĕн вĕçсе иртнĕн туйăнчĕ. Шурă акăш! Аслă Пăлхартан вĕçсе тухни, ма тесессĕн ытти акăшсенчен палăрмаллах пысăкрах вăл. Кайăк аяла-аяла анчĕ те çула май туссем тĕлĕнче виçĕ çаврăм турĕ, унтан сасартăк çӳле хăпарса çурçĕр еннелле тӳп-тӳрĕ вĕçсе кайрĕ, кĕçех куçран та çухалчĕ.

— Юсуф, акăш! — пиччĕшне тĕксе вăратрĕ Керим, — Вăл пире каллех çул кăтартрĕ. Çурçĕререх тытмалла пирĕн.

Юсуф тăрса ларчĕ, тӳпенелле пăхкаларĕ, анчах нимĕнле кайăка та курмарĕ.

— Вĕçсе иртрĕ вăл, тин çеç пирĕн çийĕн вĕçсе иртрĕ, виç çаврăм тусан çурçĕрелле кайса çул кăтартрĕ, — çине тăрса ĕнентерчĕ Керим.

Вĕсем шавланине илтсе Эпеç те вăранчĕ, ăна-кăна юплесе çитсен анасласа алă сулчĕ те каллех куçне хупрĕ. Юсуф вара шăллĕне ĕненме те хатĕр. Ара, ĕнер шурă акăша вĕсем иккĕшĕ те курнă-çке.

Пиччĕшĕпе шăллĕ кăшкăрашса калаçнине илтсе тĕмсем хыçĕнчен уçланка Пинеслу тухрĕ.

— Эсĕ те куртăн-и шурă акăша? — ыйтрĕ унран Юсуф.

— Эпĕ пĕлĕтелле пăхман, — терĕ хĕр.

Çула тухас умĕн шурă акăш вĕçевне, вăл мĕне пĕлтерме пултарнине тепре сӳтсе яврĕç. Юсуфпа Керим кайăк кăтартнă енне çул тытма сĕнчĕç. Тепĕр енчен, Эпеç таçта та çӳренĕ çын, ăна та шанас килет.

— Пĕр тесен, эпир те çав еннерехех утнă, — терĕ юлашкинчен Эпеç. — Кăшт сылтăмарах пăрăннишĕн темех пулас çук. Ытах çын пурăнакан çĕре тухаймасан, каллех сулахаялла кайăпăр.

Часах умра самаях пысĕк юханшыв курăнчĕ. Эпеç каланă тăрăх, вĕсем Сĕве хĕррине тухнă иккен. Çыранпа каллĕ-маллĕ çӳрекелесен ăшăхрах вырăн тупрĕç те, кунта шывĕ сарлакарах пулин те, тепĕр енне çак тĕлтен каçма шут тытрĕç. Йĕрсене кура шыв урлă ку тĕлте каçакансем татах сахал мар. Ахăртне хăйне евĕр каçма вырăн кунта.

— Эсир, йĕкĕтсем, кĕпесене хывса лашасем çине хурăр, унсăрăн ишсе каçаймăр, — сĕнчĕ Эпеç. — Пинеслуна эпĕ хамăн лашана утлантарăп. Виçсĕмĕр вара юнашар ишĕпĕр.

Çапла турĕç те. Тепĕр çырана каçсан арçынсем пĕр енне, Пинеслу тепĕр енне кайса тумтирĕсене пăрса типĕткелерĕç, вара чарăнса тăмасăрах малалла талпăнчĕç. Вăхăт васкататчĕ ĕнтĕ, хĕвел анăçалла сулăннăччĕ, кăçех вăрман хыçне пытанма пултаратчĕ. Çапах тем пек хыпалансан та çын çӳрен сукмак е ура йĕрри те пулин ниçта курăнмарĕ.

— Сирĕн кайăкăра шанса, — мăкăртатса илчĕ пĕр самантра Эпеç.

— Эпир ăна ĕненетпĕр, мĕншĕн тесен вăл...

«Вăл пирĕн йăмăка аса илтерет» тесшĕнччĕ Керим, анчах каласа пĕтермерĕ. Тепĕр тесен Юсуф ăна пĕрех ăнланчĕ, ыттисен вара вĕсен вăрттăнлăхне пĕлмесен те юрать.

Апла-и, капла-и те, каллех сĕм вăрмантах çĕр каçма тиврĕ. Ку хутĕнче çĕр Атăл леш енчи пек лăпкă иртмерĕ. Унта та кунта е хир сыснисем тапăртатса иртни, е тĕрлĕ тискер кайăк çуйхашни, ӳхĕ ӳхлени хăлхана кĕрет. Такам тата çул çӳревçĕсене çӳлтен чăрăш йĕкелĕ пăрахса та мăшкăллама пăхрĕ. Нивушлĕ упăте алхасать? Пĕтнĕ теççĕ-çке вĕсем пăлхар вăрманĕсенче... Ир енне тата лашасем сехĕрленсе хартлатма тытăнчĕç, инçех те мар кашкăр уласа ячĕ. Арçынсен ирĕксĕрех черетпе хурал тăма тиврĕ.

Ирпе тăнă-тăман çула тухрĕç. Ара, ларса апатланас — çимелли юлманччĕ ĕнтĕ. Инçех те каяймарĕç, лашасем каллех пуç уха-уха, сăмса çунаттисене сара-сара хартлатма тытăнчĕç, унтан тăп чарăнса тăчĕç. Эпеç вĕсен умне тухрĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Инçех те мар кашкăр ларать иккен. Хăй — тĕлĕнмелле! — хĕллехи мулкач пек шап-шурă. Эпеç пурттине илсе ăна хăваласа ячĕ. Çавна май кашаман ларнă тĕле çитрĕ те самаях такăр сукмака асăрхарĕ. Шурă кашкăр вара çав сукмакпа малалла пăртак кайнă та каллех тем кĕтсе ларать. Эпеç хăй лашине йĕвенрен çавăтрĕ те сукмакпа малалла утрĕ. Шурă кашкăр çав хушăра каллех малалла куçса пычĕ, аяккарах кайсан çул çӳренсене кĕтнĕ пекех чарăна-чарĕна ларчĕ. Ара, çул кăтартать мар-и ку? Ахальтен тискер чĕрчун этем такăрлатнă сукмакпа тăр кăнтăрла çакăн чухлĕ çӳрес çук.

Çапла шурă кашкăр вĕсене хĕвел тӳпене хăпаричченех ертсе пычĕ. Кăнтăрла тĕлнелле вара урапа çулĕ çине илсе тухрĕ те çавăнтах пăч çухалчĕ. Халĕ ĕнтĕ çул çӳревçĕсем малалла лашисене утланса кайрĕç. Пинеслуна Эпеç хăй хыçне лартрĕ. Эпеçĕ ыттисенчен пуринчен йывăртарах, лаши те унăн чаплах мар пулин те хĕр йĕкĕтсемпе ларса пыма килĕшмерĕ.

Кĕçех хирĕç лавпа килекен çынсене тĕл пулчĕç. Вĕсенчен ыйтса ку çул Шупаш хулинех çитерессе пĕлчĕç. Çитесси вара инçех те мар иккен, лашапа хĕвел аниччен ĕлкĕрме пулать. Вара хавхаланнă çул çӳревçĕсем канмасăр-тумасăр, çул хĕрринче тĕллĕн-тĕллĕн курăнакан хресчен хуçалăхĕсене апатланма кĕмесĕр малалла васкарĕç. Каç енне тепĕр юханшыв урлă каçрĕç. Пысăках мар хăй, урлă кĕпер те пур.

Акă тинех умра сарлака юханшыв курăнса кайрĕ. Атăл! Ăна юхса кĕрекен пысăках мар юханшыв хĕррипе йывăç çуртсем ларса тухнă. Сулахайра, çӳллĕ тӳпемре, Аслă Пăлхарти пекех пĕрене пураласа тунă кар. Пăхсанах паллă, ăна пăлхарсем ăсталанă. Эппин çакă пулать-ха Шупашкар. Тем тесен те чăвашсен ханĕ унта пурăнма кирлĕ. Эпеç лайăх пĕлет: таврара урăх Чулхулапа Хусан таранах нимĕнле хула та çук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6