Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса
— Ара, эпĕ хам та çаплах шутлатăп. Унсăрăн ма кунта каçса килнĕ пулăттăм, — лăплантарчĕ ăна ашшĕ.
Эпеç пурне те тимлĕн лăхса çаврăнчĕ те тӳрленсе ларчĕ, темле хăпартлан темелле каласа хучĕ:
— Çук, атьсемри, эпир пуçсăр халăх мар. Юсуф, Керим, каçарăр та, халь ĕнтĕ сирĕн вăрттăнлăхăра уçса пама вăхăт тесе шутлатăп. Вăт, итле, Сатăш тусăм. Асан, эс те итле. Пăлхарсен хансем халĕ те пур. Сирĕн умра ларакан çак икĕ йăкĕт — Уксах Тимĕрпе çапăçса пуç хунă Пулат хан ывăлĕсем. Пулат вĕсене халăхпа пулччăр тесе вилĕмрен çăлса хăварнă, Хасан ханпа тĕл пулса ăна пулăшма хушнă. Халь вара, Хасан хан вилнĕ япала, вĕсем пирĕн хансем пулĕç.
— Анчах эпир икĕ хана харăс пăхăнма пултараймастпăр, — аса илтерчĕ Сатăш. — Юсуф, Керим, эсир пирвай хăвăр хушăрта кам аслă хан пуласси çинчен калаçса татăлăр.
Юсуфпа Керим пĕр-пĕрне куçран чылайччен пăхса ларчĕç, тем пирки калаçрĕç тейĕн.
— Мĕн татăлмалли, — терĕ вара Керим. — Юсуф — манăн пичче. Паллах, вăл асли, хан ятне те вăл тивĕçлĕ.
Эпеçе, Сатăшпа Асана сасартăк тем пулчĕ тейĕн. Вĕсем пĕр харăс тенĕ пек тăчĕç те Юсуфа пуç тайрĕç. Ыттисене кура Керим та ура çине тăчĕ.
— Хисеплĕ Юсуф хан, эпир эсĕ мĕн хушнине пурне те тума хатĕр, — пурин ячĕпе каларĕ Эпеç.
— Мĕнех, туссем, эпĕ çак яваплăран та яваплă тивĕçе йышăнатăп, — терĕ Юсуф. — Сире хамăн чи çывăх пулăшуçăсем тесе шутлатăп. Хальлĕхе вара киле каям. Халăх пĕрлешĕвне мĕнрен пуçламаллине палăртсан эпĕ сире ятарласа пухăп.
Юсуфпа пĕрле Керим та тухса кайрĕ. Çанталăк хытах сивĕтнĕрен кăчăрланнă юра çухăрттарса пиччĕшĕпе шăллĕ ним чĕнмесĕр утрĕç. Пинеспу килĕ умĕпе иртнĕ чухне темшĕн-çке Керим хĕр çинчен шухăшласа илчĕ. Мĕнле пурăнать вăл? Мĕн çикелет, мĕн тумланать? Пӳртне мĕнле ăшăтать? Ара, Пинеслу кунта хăр пĕччен, ашшĕ-амăшĕ те, ахаль тăвансем те çук унăн. Хĕрачана çĕнĕ çĕрте хуçалăх пуçласа яма, ăна пĕччен тытса пымашкăн паллах йывăр килет. Пулăшмаллах ăна. Анчах Керим тин çеç Эпеç патĕнче пулса иртнине аса илчĕ те Пинеслу çинчен каллех манчĕ.
Çапла, пиччĕшĕпе шăллĕ те-ха вĕсем Юсуфпа, анчах çак çĕртен пуçласа вĕсем пиччĕшĕпе шăллĕ те мар ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри халĕ пуриншĕн яваплă, çавна май пурне те пăхăнтаракан çын. Тепри вара, Керимĕ, унччен хăйне пиччĕшĕпе пĕр шайра туйса пурăннăскер, текех вăл хушнине пĕр пăркаланмасăр итлеме тивĕç çын. Тĕрĕс-ши ку? Ытла нимĕн шухăшламасăр персе ямарĕ-ши паçăр Керим пиччĕшĕ майлă сăмахсене? Тепĕр тесен, халь тин кун пирки мĕн пуç ватмалли? Каланă сăмаха каялла тавăраймăн. Тата асли-кĕçĕнни йĕркипе те çаплах пулмалла ĕнтĕ.
* * *
Чăваш-пăлхарсен çĕнĕ хан тупăнни çинчен таврара хыпар часах сарăлчĕ. Çавна май Эпеç ялне çынсем туртăна пуçларĕç. Кĕçех кунта хĕле пăхмасăр çурт-йĕр лартма тытăнчĕç. Чи пирвай — Пулат Юсуф хан валли. Ăна хан керменĕ тесех ят пачĕç. Пысăк, кирлĕ чухне канаш пухмалăх çурт. Ун хыççăн хурал пӳрчĕ ӳссе ларчĕ. Ăна хута ярсан арçынсем каçсерен унта пухăнма тытăнчĕç. Унтах Эпеçе ĕçпе килекен, анчах час каяйман çынсем çĕр каçмалла турĕç.
Пĕррехинче Юсуф таврари пур арçынна чĕнтерсе пухрĕ. Çанталăк çур енне сулăннăччĕ ĕнтĕ, кăнтăрла хĕвел питтинче тумла патлатма тытăмнăччĕ. Тата халăхĕ те хурал пӳртне шăнăçайми пухăнчĕ. Çавăнпа курултая урамрах, тĕрĕсрех каласан хан керменĕн картишĕнче ирттерчĕç. Юсуф унта халăха хăй кам иккенни, ку тăрăха мĕн тĕллевпе лекни, чăвашсен Хасан ханĕпе унăн кил-йышĕ ĕмĕрне епле вĕçлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
— Халăх, мĕн шутлатăр, сире хан кирлĕ-и е эсир ӳлĕм хăвăр тĕллĕнех пурăнма хатĕр? — тӳррĕн ыйтрĕ Юсуф юлашкинчен курултайран.
Çынсем мĕн илтни-пĕлнине пĕр-пĕринпе сӳтсе ява пуçларĕç, çавна май таврара пĕр ăстрăм хурт вĕллин нумай хут вăйлатнă кĕрлевĕ илтĕнсе тăчĕ.
— Юсуф хан, мана сăмах пар-ха! — илтĕнчĕ пăртакран сасă.
Халăх умне Юсуф палламан арçын тухса тăчĕ.
— Эпĕ çармăс çынни, — чăвашла тасах мар пулин те аванах ăнланмалла каларĕ вăл. — Нумай пулмасть Атăл леш енчен кунти Сатăш тусăм патне каçрăм эсир хирĕç пулмасан кил-йыша та илсе килсе сирĕнпе пĕрле пурăнма шутлатăп. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен пире, çармăссене, юлашки вăхăтра хурахласа çӳрекен кăпчак-тутарсем кăна мар, Хусан ханĕ хушнипе унăн бекĕсем те хĕсе пуçларĕç. Вĕсем хăйсен нукерĕсемпе çармăс ялĕсене пырса кĕреççĕ те хырçă пухатпăр тесе ал айне лайăххи мĕн лекет пĕтĕмпех сăптăраççĕ. Ылтăн-кĕмĕл япала, сăсар тирĕ, лаша, выльăх-чĕрлĕх — пурне те, пурне те пуçтарса-хăваласа каяççĕ. Пирĕн халăх вара вĕсене хирĕç тăраймастъ. Ара, çармăссен халăха чăмăртаса çĕклекен пуç та çук, тата эпир вăрçă вăрçма та путлĕн пĕлместпĕр. Çавăнпа, ман шутпа, чăвашсене çĕнĕ хан кирлех.
Халăх мĕн илтнине татах сӳтсе явса тепре сĕрлесе кайрĕ. «Кĕтĕве кĕтӳçĕ кирлех те-ха», «Эпир сарлака Атăлăн ку енче, пирĕн пата камах çитме пултарĕ?» «Юсуфĕ тата те хан ывăлĕ-ха, те таçтан килнĕ ăçтиçук» тенисем илтĕнкелерĕç.
Акă ушкăн варрине Эпеç тухса тăчĕ.
— Халăх, мана итлĕр-ха! — ыттисен сĕрлевне хулăн сассипе хупласа хучĕ вăл.
— Шăпланăр, тимĕрçĕ калаçать! — лăплантарчĕ ыттисене ун хыçĕнче тăракан Сатăш.
Эпеçе пĕлмен çын таврара çук, ăна пурте хисеплеççĕ, çавăнпа кĕçех хан керменĕн картишĕнчи халăх шăп пулчĕ.
— Кунта ман хăлхана иккĕленсе калаçкаланисем кĕчĕç, — терĕ Эпеç. — Эпĕ сире хамăн ятпа шантарса калатăп: Юсуфпа Керим — Аслă Пăлхар ханĕн мухтавлă Пулатăн ывăлĕсем. Пулат хан пурнăçпа епле сывпуллашнине аса илме кирлĕ мар пулĕ тетĕп. Эпĕ сире кун çинчен ахаль чухне пĕрре кăна мар кала-кала кăтартнă. Юсуфпа Керим та Уксах Тимĕр çарăçĕсемпе пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Анчах пăлхарсем çав çапăçура тăшмана çĕнтереймерĕç. Ма тесессĕн пăлхар халăхĕ вакланса-саланса кайнă. Вăл шутра эпир те, чăвашсем, авă, таçта та пĕр сапаланса пĕтрĕмĕр. Çавăнпа Пăлхар çĕршывĕнчен тĕрĕссипе халĕ ят кăна тăрса юлчĕ. Халăх! Енчен эпир халех пĕрлешме тытăнмасан, пире те Аслă Пăлхар шăпи кĕтет. Çинех эпир Уксах Тимĕрĕнни пек хăватлă çартан мар, пăр кайсан Атăлпа çӳрекен шывçи хурахĕсенчен те хӳтĕленеймĕпĕр. Чăннипе, пирĕн такамран хӳтĕленмешкĕн сăнă-хĕç таврашĕ те çук. Тата эпир те, кунти чăвашсем, çармăссем пекех путлĕн çапăçма пĕлместпĕр. Çавăнпа, халăх, пирĕн çĕнĕ хан тавра пĕрлешмелле. Вăл пире аслă Аллах хăй ярса панă пуçлăх, — вĕçлерĕ сăмахне Эпеç.
— Аллах тетĕн-ха эппин. Ислам пирĕн тĕн маррине мантăн-им? — терĕ такам.
— Сăмах кунта тĕн пирки мар.
— Эс халь тĕне мар, ачу-пăчуна асра тыт, — çавăнтах кăшкăрса пăрахрĕç ăна кӳршисем.
Ку тĕлĕшпе лăплансан урăхларах ыйтусем тăкăна пуçларĕç.
— Юсуф хан, сан шутупа, эпир çак Эпеç ялĕнчен тĕп хула тăвăпăр-им?
— Апла тесен, сана Шупашкара кайса лартмалла!
— Чимĕр-ха, хамăр пĕрлешесси çинчен пуплешетпĕр. Апла тăк, тен, пирен Хусана пăхăнмалла, унра хӳтлĕх шырамалла? — илтĕнчĕç сасăсем.
Ахăртне, паянхи калаçу халăхшăн çĕнĕ япала мар. Хăйсен малашлăхĕ пирки çынсем унчченех пĕр-пĕринпе нумай калаçнă курăнать. Ара, пурнăçа ăнланакан этем пĕччен хулă хуçăлать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
— Хусан пирки эсир тин çеç Сатăш тусĕ каласа панине итлерĕр.
— Ну, кĕтӳ пăхлă сурăхсăр пулмасть! Тен, çав хурахсем çинчен Хусан ханĕ пĕлмест те! — иккĕленчĕ пăри. — Бексем тесен... Çармăссем Хусаншăн ют халăх пулнăран çапла пуль вăл.
— Кун пирки эпĕ хам куçпа хам курнине каласа пама пултаратăп, — терĕ Эпеç. — Пĕлетĕр-и, юлашки вăхăтра Хусана пăлхар хули теме те хĕнтерех. Унта халĕ ытларах кăпчакпа нухай бекĕсемпе мăрсисем хăйсен эшкерĕсемпе пуç пулса пурăнаççĕ. Тинтерех çеç-ха вĕсем тĕрлĕ халăха, вăл шутра хир ен пăлхарсене те çаратса-тустарса çӳренĕ. Халĕ мул-пурлăх пухутлах пухса çитернĕ те тĕпленсе ларма шут тытнă. Пĕлессĕр килет тĕк, Хусанта паян пăлхар чĕлхине те сайра илтетĕн. Унта ытларах кăпчакла-тутарла пуплешеççĕ. Çавăнпа Хусан ханĕ çармăссен мар, пăлхар-чăвашсен хӳтĕлевçи пулас пирки те эпĕ çав тери иккĕленетĕп.
— Апла иккен-ха.
— Вăт амитке... — аптраса мăкăртаткаларĕç тин çеç-ха çирĕп сасăпа кăшкăрашнă çынсем.
— Итлĕр, халăх! Юсуфпа Керим — чăн-чăн хан ывăлĕсем. Иккĕшĕн хушшинче вĕсем Юсуф асли пулать тесе татăлчĕç. Эппин юнĕпе те чунĕпе чăн-чăн хана Юсуфа хамăр пуçлăх тесе çак курултайра йышăнар та малашне ăна пăхăнса пурăнар! — татăклăн сĕнчĕ Эпеç.
— Каплах тесен йышăнар, ара.
— Пирĕн хан пултăр эппин, — унтан та кунтан илтĕнкелерĕç сасăсем.
— Илтместĕп! — хыттăн кăшкăрчĕ Эпеç. — Тепре калатăп: малашне Юсуфа хамăр хан тесе йышăнар! Çапла пултăр-и?
— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — хăватлăн янăраса кайрĕ тав-рара.
— Хисеплĕ Юсуф хан, халĕ сана сăмах, — пуç тайса каларĕ те Эпеç Сатăш çумне кайса тăчĕ.
Юсуф халăх умне тухрĕ. Çак кĕске самантра вăл сăнран пач улшăннă пек туйăнчĕ. Ярт кăна тӳрленчĕ, пуçне ытлашши каçăртса та мар, анчах хăйĕн сумне-хăватне пĕлекен çын пек ухса илчĕ. Акă Юсуф сулахай аллипе мулаххайне пуçĕнчен сăтăрса илчĕ те çӳле çĕклерĕ. Халăх, такам хушнă пек, шăкăр кăна чĕркуçленсе ларчĕ.
— Тăрăр, халăх, — терĕ Юсуф. Пурте тăнине кĕтсе илсен калама тытăнчĕ: — Тӳрех калам, пирĕн хальлĕхе хамăр пăлхар-чăваш çĕршывне туса хурасси çинчен шухăшлама иртерех. Малтанлăха çак тăрăхра Чăваш улусĕ йĕркелесе ярсан та тем пекехчĕ. Анчах ку ĕç пĕр ханран кăна килмест. Ăна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ кирлĕ. Нумай кирлĕ. Эппин хырçă пухассине йĕркелеме тивет
— Каллех хырçă...
— Влаçа ăна пирĕн тире сӳме çеç тăваççĕ-им? — кăмăлсĕрланчĕç хăшĕсем.
— Тӳрех нăйкăшма ан тытăнăр-ха, — пӳлчĕç вĕсене теприсем. — Атьăр пирвай хырçă мĕн валли пухмаллине ыйтса пĕлер.
Юсуф нумай ӳкĕтлеттермерĕ, улус туса ярас тесен пуринчен малтан мĕн-мĕн тумалли çинчен кала пуçларĕ.
— Чи пирвай пирĕн çичĕ ютран хӳтĕленмешкăн вĕренмелле, вăй пухмалла, — ăнлантарчĕ вăл. — Унсăрăн ытти çинчен шухăшламалли те çук. Ав, тин çеç-ха кӳршĕ çармăс хăйсене Хусан бекĕсем хĕсĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. Ун пек инкек пурăна киле пирĕн тăрăха та çитме пултарать. Хальлĕхе кăнтăр енчи çеçен хирте ашкăнакан кăпчаксем сĕм вăрман урлă кунтах çитеймĕç. Анчах Хусанти кăпчаксем, ман шутпа, кунталла алă тăсма хăтланса пăхаççех. Вĕсенчен хӳтĕленмешкĕн хура халăх пĕр пулни çеç çителĕксĕр. Пирĕн çапăçма та вĕренес пулать. Çапăçас тесен хĕç, сăнă, ухă, кӳпе, хӳтлĕх тата ытти çар хатĕрĕсем, вăйлă урхамахсем кирлĕ. Юрать-ха пирĕн ăста тимĕрçĕ пур, эпĕ вăл пире ку енĕпе хытă пулăшасса шанатăп. Хăй ĕçленипе те, хăй ĕçне ыттисене вĕрентнипе те. Çывăх вăхăтра кашни пысăк ялтах тимĕрçĕ лаççи уçмалла. Анчах çар хатĕрĕсем тума тимĕр, пулат, вĕсене туянма укçа нумай кирлĕ. Эппин хырçăсăр ниепле те май килмест. Тĕрĕссипе каласан, кирек хăш патшалăх та çавăн çинче тытăнса тăрать. Хыснара укçа мĕн чухлĕ нумайрах — патшалăх çавăн чухлĕ вăйлăрах.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...