Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса
Ĕнтĕ хĕвел çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ вырăнта пытанас вăхăт çитрĕ. Çулçӳрев йĕркине лайăх пĕлекен Эпеç паян кар тулашĕнче çĕр каçма, Хасан хан патне ыран ирпе кайма сĕнчĕ. Вăл ун-кун пăхкаласах çырма хĕрринче вырнаçнă тимĕрçĕ лаççине асăрхарĕ, унталла шанчăклăн çул тытрĕ. Лаçра юман каска пек лутра та тĕреклĕ тимĕрçĕпе унăн мăлатук çапакан çамрăк юлташĕ хĕрсех тăрмашатчĕç-ха. Ĕçĕ нумайран ĕнтĕ. Эппин хула тулли пурнăçпа пурăнать.
Эпеç хăйĕн ĕçтешĕпе паллашнă хыççăн пĕр сăмах хăвăрт тупрĕ, пĕтĕм йышпа ун патĕнче çĕр каçма калаçса татăлчĕ. Кĕçех лаç хуçи Няка вĕсене инçех мар ларакан лутра пӳрт картишне ертсе кĕчĕ, сĕтпе тата пашалупа каçхи апат тутарса арçынсене лаша вити маччинчи утă çине, Пинеслуна пӳрте çĕр каçма вырнаçтарчĕ.
2
Ăстаçă ĕçтешсем пĕр чĕлхе хăвăрт тупаççĕ. Юсуфпа Керим вăраннă тĕле Эпеç сарайра хуçапа пикенсех тем сӳтсе яватчĕ. Вĕсем, икĕ тĕреклĕ арçын, юман каска çинчи хĕскĕче тимĕр татăкки хĕстернĕ те унран тем тăвасси пирки пикенсех канашлаçсĕ. Хуçа кăтра пуçне хыçкаласа тимлесех итленине кура вĕрентекенни кунта Эпеç пулни сисĕнет.
— Çĕмрен пуçĕ пирки пуплешетпĕр-ха, — терĕ Эпеç лупасран тухакан Юсуфпа Керима асăрхаса. — Хам эпĕ ăна качăллă тăватăп. Пулă вăлти евĕрлĕрех. Вара çĕмрен çынна вилмеллех витермесен те ăна пĕрех çапăçма пăрахтарать. Ма тесессĕн ăна ӳтрен кăларнă чухне суран тăпăлать те палăрмаллах йывăрланать. Тата унашкал суран час тӳрленмест.
Çĕмрен пуçне кăна мар, хĕçе те Эпеç хăйне май туптать иккен. Авăр кутĕнче вăл ăна çава евĕр картласа тухать. Ун пек хĕçпе, кирлĕ пулсан, йывăç татма та, тимĕр касма та пулать.
— Чăн-чăн ăста эсĕ, — мухтарĕ ăна Няка. — Ну, халь ĕнтĕ пурте çывăрса тăчĕç пулмалла. Эппин атьăр ирхи апат тăвар.
Юлашки икĕ кун хушшинче выçса çитнĕ çулçӳревçĕсем тинех вĕри апат тĕлне пулчĕç. Ну пĕтĕрчĕç те вара ăна! Тин хурантан кăларнă тăварланă какай пĕçерет пулин те арçынсем ăна-кăна пăхса тăмарĕç, аш татăкне алăран алла куçаркаласа кăп-капах çыртса-чăмласа çăтрĕç. Пашалупа симĕс сухан туранă уйран ун хыççăн чăннипех те селĕм пулчĕç.
— Пирĕн Пинеслу ăçта тата? — аса илчĕ Керим.
— Ун пирки ан пăшăрханăр, вăл та выçă юлмĕ, — лĕплантарчĕ хуçа. — Анчах вăл сирĕн темле ăнланмалла мартарах хĕрача. Пĕр сăмах шарламасть, ялан пуçне усса çӳрет.
— Хуйхă унăн, — терĕ Эпеç. — Вăхăт иртнĕçем сывалĕ-ха.
Сĕтел хушшинче сăмах лайăхрах вакланать. Юсуфпа Эпеç, хăйсем кам пулнине палăртмасăр, Шупашкара Хасан хана шыраса килни çинчен каласан Няка темшĕн вĕсем çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ.
— Апла эсир ахалех вăхăт сутса çӳренĕ, — терĕ вăл тепĕртакран.
— Ма тата? — ыйтрĕ Эпеç. — Пирĕн шутпа, чăваш ханĕ хулара пурăнма кирлĕ. Паянхи куна сирĕн пĕр хула çеç. Эпĕ Хусантан тинтерех çеç тухнă, унта Хасан çукчĕ. Аслă Пăлхара каялла вăл, çакăн чухлĕ çул иртсен, таврăнас çук. Тата виçĕм кунран хули те вăл те пур ĕнтĕ, те çук.
— Ма тата? — ыйтрĕ хальхинче хуçа.
Çулçӳревçĕсен ирĕксĕрех Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара вăрçăпа килни, хулана парăнтарса çунтарса яни, Пулат ханпа арăмне тата хĕрне вĕлерни çинчен каласа пама тиврĕ.
— Ав еплерех, — ассăн сывласа каларĕ тимĕрçĕ. — Эпир вара пурăнатпăр кунта... Мĕн пулса иртет тĕнчере — нимех те пĕлместпĕр. Çук-ха, Уксах Тимĕр вăрçи çинчен каярах, паллах, эпир те илтеттĕмĕр. Çулла, халăх Атăлпа çӳренĕ чухне, пирĕн пата та хыпарсем çитеççĕ. Çапах халь хаççăн унашкал хаяр вăрçă пуласса шутламан. Вара нимĕнле те хирĕç тăма май килмерĕ-и ĕнтĕ?
— Ху пĕлен, вăя вăйпа кăна çĕнме пулать. Вăйсем тан чухне — тата чеелĕхпе, ăспа, — терĕ Эпеç. — Тепĕр тесен, эпĕ хам çапăçман, ак çак ачасем лайăх пĕлеççĕ.
— Уксах Тимĕр пире ытла пысăк йышпа тапăнчĕ. Çарăçĕсем кăткă пек, — айăплăн каларĕ Юсуф. — Эпир вара таврари пăлхарсене те пулин путлĕн пухса пĕрлештереймерĕмĕр. Хăвах пĕлен пуль, çĕршывĕ пирĕн ахаль те пайланса-вакланса пĕтнĕ.
— Çавă пĕтерет-çке те пире, ухмахсене, — кулянса каларĕ тимĕрçĕ. — Ытла харпăр хăйшĕн кăна тăрăшатпăр. Пирĕн те кунта, Шупашра, лару-тăру çапларах. Пĕлетĕр-и, туссем, Хасан хан чăнах та пирĕн хулара чарăнса тăнăччĕ. Хула карне те вăлах тутарчĕ, çапла майпа унăн пĕлтерĕшне татах ӳстерчĕ. Анчах кайран халăх ăна тытрĕ те хăваласа ячĕ.
— Ак! — шалт тĕлĕнчĕ Эпеç. — Ма тата?
Тимĕрçĕ каласа панă тăрăх, юлашки çулсенче Шупаш хулине ытти халăх çыннисем чылай килсе тулнă-мĕн. Уйрăмах вырăссем, пăртакшар — çармăссемпе ирçесем. Пирвай вĕсене Хасан хан хăй кунта йыхăрса илĕртнĕ. Ара, Аслă Пăлхар таврашĕнчен ханпа пĕрле ытларах хресченсем кăна куçса килнĕ-çке. Вĕсем хушшинче тимĕрçĕсем, пăхăрçăсем, кĕмĕлçĕсем, пăлат ăстисем, чӳлмек хĕртекенсем тата ытти ăстасем сахал пулнă. Унашкал ăстасемсĕр çĕнĕ çĕршыв туса аталантарма та, ăна хӳтĕлеме пултаракан çар йĕркелесе яма та май çук. Каярах вара çак çынсем хулари тĕп вăй пулса тăнă. Чăн та, хăйсен ăсталăхне вĕсем пăлхар-чăвашсене те вĕрентнĕ, Няка та çавсемпе кăна тимĕрçе тухма пултарнă. Анчах чăвашсен уйрăм çĕршывне туса хурас шухăш чăваш мар çынсене, уйрăмах вырăссене пит илĕртмен. «Эсĕ кама хирĕç тăрасшăн вара? — çине-çинех тĕпчесе ыйтнă вĕсем Хасан ханран. — Кунти таврара вырăссем кăна вăйлă. Эпир вĕсемпе хирĕçме килĕшместпĕр. Ахаль те пирвай Мамай ун хыççăн тата Тăхтамăш хĕтĕртсе тăнипе Шурă Атăл енчи пăлхарсем вырăс çĕрĕсем çине тапăнсах тăратчĕç». Хасан хан хăй никама та тапăнма шутламаннине, çапах çĕршывăн пурпĕр тĕрлĕ тăшманран кирек хăш самантра та хӳтĕленме хатĕр тăмаллине хула халăхне тем пекех ăнлантарнă. Анчах пилĕк-ултă çул каялла Чулхуларан вырăссене каллех пăлхарсем тапăнни çинчен хыпар çитсен Шупашри вырăссем тарăхсах кайнă та Хасана тытса суд тума шутланă. Юрать-ха ханăн нукерĕсем паттăр пулнă. Вĕсем тĕрлĕ ăстаçăсене кармана кĕрттермесĕр çĕрĕпе чарса тăнă. Çак хушăра Хасан хăйĕн кил-йышĕпе йĕп пек çухалма ĕлкĕрнĕ. Те чăн, те суя, анчах халăхра çапла сăмах çӳрет: çĕр айĕнче кармантан Атăл хĕррине çити вăрттăн çул пур-мĕн. Хасан хан пĕтĕм кил-йышĕпе çав çулпа тухнă та Атăлпа анаталла тарнă пулать.
— Ăçта çитсе чарăннă вăл, сывах-и ку таранччен — çакна никам та пĕлмест, — вĕçлерĕ калавне Няка. — Тата ватăччĕ ĕнтĕ вăл, лаша çине те хăй тĕллĕн утланса лараймастчĕ.
Кĕçех тимĕрçĕ ĕçе кайрĕ. Çулçӳревçĕсен урама тухса юлмалла пулчĕ. Пурне те çĕр каçтарнăшăн тата апат çитернĕшĕн Юсуфпа Керим кил хуçипе хăйсен кӳписене парса татăлчĕç. Няка пирвай, пăлхарăн пăлхара ахалех, чун хушнипех пулăшмалла тесе, нимĕн те илесшĕн марччĕ, анчах кӳпесене ăстаçă аллипе тыткаласа пăхрĕ те кăмăлпах йышăнчĕ. Вара çул çине тесе пĕр пĕтре апат тултарса пачĕ.
Нимĕн тума аптраса туссем пăртак хула тăрăх çӳрекелерĕç. Аслă Пăлхар хыççăн кунта тĕлĕнмелли нимех те курăнмарĕ. Чăн та, пурăна киле Шупаша самай аталантарма пулать пек. Суту-илӳ кунта халĕ те вăйлă пырать, карман çумĕнчи лапамра сутуçăсем хӳтлĕх тусах ĕçлеççĕ. Карманĕ те кунта Аслă Пăлхарти пек тӳрĕ лапамра мар, çӳллĕ сăрт çинче питĕ ăнăçлă вырнаçнă. Анчах Шупашкартан çĕршыв тĕп хули туса хурас тесен пирвай çĕршывне йĕркелемелле. Ку тĕлĕшпе вара чăваш-пăлхарсем кĕтӳçсĕр кĕтӳ пек тăрса юлнă иккен.
Урамсемпе çӳренĕ май Эпеçпе Юсуф тĕрлĕ çынран Хасан хан çинчен те ыйткаласа пăхрĕç. Анчах никам та уçăмлăн нимех те калаймарĕ, вырăсĕсем тата пуплешесшĕн те пулмарĕç, «не понимаю» тенипех çырлахрĕç.
— Ну, мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ юлашкинчен Эпеç Юсуфран.
— Пирĕн Хасан хана тем тесен те шыраса тупмалла, — пиччĕшĕнчен маларах хуравларĕ Керим.
— Ачасем, ку ĕç час пулассăн туйăнмасть. Ман шутпа, пирĕн малтанлăха хан çитсе чарăнма пултарнă тăрăхри пĕр-пĕр çĕрте тĕпленсе лармалла. Пурăннă май таврари чăвашсенчен ун пирки ыйта-ыйта пĕлмелле, — сĕнчĕ Эпеç.
— Хасан хан ăçта çитсе чарăнма пултарнине эпир епле пĕлĕпĕр? — иккĕленчĕ Керим.
— Шутлăр-ха, Хасан хан Атăлпа тарнă. Ман шутпа, вăл тăвалла хăпарман, ма тесессĕн унта вырăссем. Анаталла та аякках кайма пултарайман, ма тесессĕн унтан инçех те мар Хусан вырнаçнă. Хасан унта çуккине эпĕ лайăх пĕлетеп. Хан Атăл хĕрринчен ытла шалах кĕрсе вырнаçман пек туйăнать. Ара, сĕм вăрманта пурăнакан хан вăл халăх пуçĕ пулма пăрахать. Шупашкарпа Хусан хушшинче Атăл хĕрринерехре тĕпленсе пурăнсан эпир шăпах ĕнтĕ Хасан хан чарăнма пултарнă тăрăхра пулатпăр, — ăнлантарчĕ Эпеç. — Пирĕн таврари халăхран ыйтасси-тĕпчесси çеç юлать.
Юсуфпа Керим ăна хирĕçлеймерĕç, вара пурте вăхăта сая ямасăр çула тухрĕç. Пинеслу та вĕсенчен юлмарĕ. Халь тин унăн, мĕскĕнĕн, ăçта каяс ĕнтĕ.
Кун каçа пĕрре апата ларса каннипех çырлахса çулçӳревçĕсем каçчен чылай аякка кайрĕç. Çинех çулĕ те кунта, ытларах вăрманпа пырать пулин те, самай такăрлатнăскер.
— Ман шутпа, пирĕн таçта çак вырăналла вырнаçмалла, — терĕ вара Эпеç хĕвел аял хĕррипе çĕре перĕнсен. — Атьăр, мĕнле яла çитсе тухатпăр — савăнта чарăнатпăр.
Ĕшеннĕскерсем, пурте ку шухăшпа килĕшрĕç.
Кĕçех умра пĕр-пĕринчен инçех мар тĕллĕн-тĕллĕн ларса тухнă темиçе кил курăнчĕ. Çурчĕсем пысăк мар, хăшĕсем — пĕренерен, теприсем тата хуп хӳтлĕх кăна. Çул çӳревçĕсем лашисене пысăкрах çурт енне пăрчĕç те кĕçех çӳллĕ хапха умне пырса чарăнчĕç.
Кил хуçи, хĕрĕхсене çывхаракан сарă арçын, вĕсене пит кăмăлпах кĕтсе илмерĕ. Хăйне тыткаланинчен вăл кĕтмен хăнасенчен шикленни палăрчĕ. Çавăнпа Эпеç ăна лăплантарма тăрăшрĕ.
— Пире лупас айĕнче çĕр вырттарсан та юрать, — терĕ вăл. — Çимелли те пирĕн хамăрăнах пур. Ыран вара эпир санпа калаçса пăхасшăн. Кăмăлу пулсан, паллах. Енчен кăмăлу çук тăк, эпир кӳршӳсем патне кайăпăр.
Кунашкал калаçу кил хуçине аванмарлантарчĕ пулас. Ара, çул çыннине кăмăлсăр кĕтсе илни никама та чыс тумасть.
— Ара, мĕн эсир, — текелерĕ вăл. — Мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ пурăнăр. Çĕр каçма тесен, лупас айĕнчен лайăхрах вырăн чăнах та сĕнеймĕп. Кăçалхи утта хăпартнă унта, таса. Хĕрачине çенĕке вырттарăп. Кĕçех ак каçхи апат тăвăпăр. Арăм лаçра халь пулă шӳрпи пĕçерет.
Картишĕнче апата ларсан Эпеç хăйĕн пĕтринчен сĕтел çине Шупашкар тимĕрçи парса янă тăварланă какайпа типĕтнĕ чăкăта кăларса хучĕ. Çакă хуçа кăмăлне тĕппипех çавăрчĕ курăнать. Ара, усал шухăшлă çын хăнара хăйĕн юлашки апатне кăларса хурас çук, паллах. Çавăнпа хуçа арăмне нӳхрепрен пĕр кăкшăм сăра илсе килтерчĕ. Ăна пĕрер курка ĕçсе ăш кантарсан арçынсен чĕлхисем палăрмаллах салтăнса кайрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...