Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Эпир саккун умĕнче пурте пĕр тан, анчах юлашки вăхăтра мĕн кăна курмарăмăр хамăр пурнăçра. Чыса çухатнисем те пулчĕç. Паянхи саманара кашни этем чысра, пурте пĕр тан. Çакна упрасчĕ, Заил. Эпир фашизма çапса аркатса пин-пин çынна чуралăхран хăтартăмăр, мĕншĕн кĕрешетпĕр. Çак çул çинче хăравçăсемпе кахалсем, усал ĕç тăвакансем пулчĕç. Вĕсем çинчен пирĕн, паллах, пăлмелле, нихăçан та манмалла мар, анчах этем ĕмĕрĕ кĕске. Вăхăт вара пире кĕтмест, килет те иртет, шăвать те шăвать малалла. Тем пек тытса чарасчĕ — хăват çук. Çав вăхăтрах хальхи саманара çĕнтерӳ валли, тăшманпа кĕрешме вирлĕ ăсталăх кирлĕ, вăхăта та, ăсталăха та самана урапине малалла кустарма шеллес марччĕ. Улшăну унсăр пулмасть.
Мускав та сасартăк пулса ларман, çавăнпа та вак-тĕвек кăлтăк пулĕ ĕçре. Демократипе тулли хуçалăх ыйтăвĕсене, ман шутпа, эсĕ ялан пуçра тытатăн, анчах тепĕр япалана ан ман: вырăспа чăваш, пушкăртпа тутар — пурте санăн хулара пĕр çемьери пек пурăнччăр.
Халăх ăсталăхне те салатса пĕтерес марччĕ. Çар иртсен паттăр нумай тенĕ пек, халĕ нумайăшĕ шăв-шавпа чапа тухасшăн, ветерансен опытне вăр-вар салатасшăн. Çĕнетĕве эсир çамрăксемсĕр тăваймăр. Вĕсем пирĕн опыта тивĕçлипе хаклаччăр, вара çитĕнӳ пулать. Тĕрĕссипе, çĕнтерӳ вĕсен аллинче, çĕнетӳ тăвакансем çамрăксем пулаççĕ. Ĕçре хăвна кура юлташ туп. Ăслă тăшманран ан шиклен, айван тусран хăра. Ялан чăн пупле, ямăта ан хапсăн, вара пур çĕрте те çул уçăлса пырĕ.
Шел пулин те, пирĕн çулсем уйрăлчĕç. Анчах та эсĕ пуçна ан ус. Эпĕ сана леш тĕнчерен те пулăшма хатĕр!
Салампа Андрей Волин».
— Ăçта эпĕ? — хыттăнах ыйтрĕ Казанбаев тарлă çамкине аллипе шăлса. Вăл ури çине сиксе тăма хатĕрччĕ, анчах арăмĕн сассине илтрĕ те хăй килтине ăнланчĕ.
— Мĕншĕн çывăрмастăн? — йăпшăнчĕ ун çумнерех Эльвира.
— Темле тĕлĕк куртăм, — терĕ арçын.
— Юрать. Кайран калăн, — пăшăлтатрĕ хĕрарăм упăшкине хыттăн ыталаса.
Чĕрене икке пайлаймастăн
Лапсăркка ватă хурăн айĕнчи Улькка сăнарĕ темле йывăр самантра та куç умĕнче тăчĕ.
«Мĕншĕн чĕртмерĕм-ха çак çĕнĕрен аталанакан пурнăçа? Тĕрĕсех турăм-ши эпĕ?» — темиçе хут та ыйтрĕ хăйĕнчен хăй Заил. Темиçе эрне асапланнă хыççăн çĕнĕ шухăш çуралса тухрĕ: «Эльвирăпа Артура пăрахма манăн нимĕнле право та çук. Эпĕ вĕсемпе ĕмĕрлĕхе çыхăннă тата вĕсем иккĕн. Ульккана ача çураттарсан вăрттăн пурнăç пуçланать. Анчах вăл япалана ĕмĕрлĕхе пьггараймăн».
Упăшкин асапланăвне Эльвира сисрĕ те стена енне çаврăнса минтере йĕпетме тытăнчĕ. Юлашкинчен чăтаймасăр Заилтан асăрханса ыйтрĕ:
— Мĕн сиксе тухрĕ, хаклă тусăм? Эсĕ манран сивĕнетĕн.
— Çук, çук! — терĕ те арçын арăмне вăйлăн, хăй те ăнланман туйăмпа, ачашлама тытăнчĕ...
— Эпĕ сана палламастăп. Ăнланмастăп. Кам эсĕ? — терĕ Эльвира упăшкин ытамĕнчен вĕçерĕнме хăтланса.
— Эпĕ — Заил Казанбаев.
— Заил Казанбаева эпĕ пĕлетĕп, анчах эсĕ унран вăйлăрах, хĕрӳрех, хăватлăрах. Кам эсĕ?
— Заил Казанбаев! Санăн упăшку!
— Ĕненместĕп.
— Мĕншĕн?
— Манăн упăшка е Атăл хĕрринче пăнтăхнă шывпа паллашать, е...
— Чăн та, çыран çывăхĕнчи шыв пăнтăхнă. Эсĕ ун çинчен те пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ те Казанбаев арăмĕнчен уйрăлса месерле çаврăнса выртрĕ.
— Эсĕ мĕн? Мĕн пулчĕ сана? — хыпăнса ӳкрĕ Эльвира упăшкин алă тымарне тытса. — Чĕрӳ чиперех пулĕ те?
— Эх, пирĕшти! Пăнтăхнă шыва та, аманнă чĕрене те аса илетĕн...
— Çылăхăм манăн та пур, анчах ăна каçарттарма эпĕ ирхине ирех эсĕ юратакан икерч пĕçерĕп.
— Килĕшетĕп. Анчах малтан кăвак çутăпа Атăл хĕррине кайса пăнтăх шайне тĕпчесе палăртмалла.
— Эсĕ те аташма тытăнтăн. Тĕлĕнтеретĕн!
— Мĕншĕн тĕлĕнетĕн?
— Ара, Гюзель евĕр, сан çăварунтан юлашки вăхăтра пĕр сăмах — пăнтăхнă юханшыв тухать пулсан, лешĕн вара кислород, витаминлă апат тата чи юратни — нитронг умлăн-хыçлăн сирпĕнет.
— Пурнăçĕ çапла, чăн та, пăнтăхса пырать.
— Çапах та, ман шутпа, вăл сăмаха ăшра тытсан çитет.
— Тепĕр чухне чунăм ытла хытах кӳтсе çитет, чăтайманни те пулать. Сăлтавĕ те пысăк.
— Сăлтавĕ пирки юри, хăйсене халăха кăтартасшăн, кăшкăрни те пулать.
— Пур чухне те мар. Юлашки вăхăтра шывра наркăмăш нумайланчĕ, çавăнпа та шывне Гюзеле леçсе парасшăн.
— Ямастăп, — упăшки еннелле çаврăнчĕ хĕрарăм. — Хулара темиçе санитари тухтăрĕ. Кашни шалу илет тата çав ыйтăва санран тата Гюзельрен вунă, çĕр хут аванрах ăнкарать. Мĕншĕн вĕсене ĕçлеттерместĕн, хисеплĕ мэр? Пĕччен хула пуçĕ пулаймăн.
— Тĕрĕс критиклетĕн.
— Эпĕ тĕп тухтăр ăçта пурăннине пĕлетĕп. Ирех кайăпăр.
— Аплах пушар кăларас мар. Ыран та ĕлкĕрĕпĕр.
— Пĕччен каясшăн. Чăй-чăн бюрократ эсĕ! Паян тумаллине ырана хăваратăн, унтан уйăх иртет, çак япала ытти ĕçсен айне пулать. Тепĕр çур çултан е çулталăкран аса илетĕн, анчах вăхăчĕ иртсе кайнă.
— Чăн та, хĕрарăм тытăнсан тем те пулать. Пурнăç та майлашса кайĕ теççĕ хăш-пĕр халапçăсем. Халап мар иккен — чăнлăх! Епле тарăн пăхатăн пурнăç çине! — терĕ Казанбаев кравать хĕрринерех куçса.
— Эсĕ мĕн? Çиллентĕн-им?
— Çук, пачах урăхла. Савăнатăп. Хампа юнашар сан пек пултаруллă хĕрарăм пулнăран савăнатăп...
* * *
Тунтикун — йывăр кун. Кам кăна пымасть хула администрацине: депутатсемпе тĕрлĕрен хуçалăх пуçлăхĕсем, шкулсемпе ытти учрежденисенчен, пĕчĕк предприятисенчен. Кашни хăйĕн ыйтăвне татса парасшăн.
Пӳлĕме Улькка кĕрсе тăчĕ.
— Ырă каç. Малалла иртĕр, — терĕ Заил сĕтел хушшинчен тухса.
— Те иртмелле, — тытăнчăклăн каларĕ хĕрарăм хĕмленсе çунакан куçне хăюсăррăн арçын çинелле çĕклесе.
— Паллах.
— Чĕнмен хăна такамран та усал тенĕ мĕн ĕлĕкрен.
— Тутартан та усал теççĕ. Епле шикленетĕр тутар каччинчен, — хĕрарăма сĕтел умĕнчи пукан çине вырнаçма пулăшрĕ Казанбаев. — Кофе е чей ĕçетĕн-и?
— Тавах, манăн санпа калаçмалли пур, анчах патшалăх пӳлĕмĕнче мар.
— Эпĕ хатĕр.
— Хăçан тата ăçта?
— Паянах. Тепĕр чĕрĕк сехетрен автомашина пушанать. Ăçта сĕнетĕн, çавăнта кайăпăр.
— Вăрмана е Атăл хĕррине тесен пыратăн-и? — Ульккан типшĕм кусĕ хытăрах ялкăшма тытăнчĕ.
— Пыратăп.
— Шӳтлетĕн!
— Эпĕ санпа нихăçан та шӳтлемен. Ĕç пирки пулăшу кирлĕ мар-и?
— Çук. Эпĕ хамах вырнаçатăп. Шăп та лăп область хаçачĕн пĕр пайĕнче пушă вырăн пур.
— Саламлатăп, анчах ăнланмарăм-ха.
— Мĕне? — хăвăрт ыйтрĕ хĕрарăм.
— Эсĕ тухтăр, анчах журналист пуласшăн. Мĕншĕн?
— Эпĕ пач çĕнĕлле пурăнма тытăнасшăн, — хăюллăн калаçрĕ Улькка, — Упăшкапа ывăла çухатнă хыççăн эпĕ типсе хăрма тытăннăччĕ. Чĕрĕ пурнăç маншăн çук пек туйăнатчĕ, анчах Атăл хĕрринчи тĕл пулу чуна çĕнĕрен хускатрĕ, ăшра кăвайт чĕртрĕ. Пурнăç малалла пырать иккен! Паян Эльвирăпа калаçрăм. Вăл çыравçă. Эпĕ те унран юласшăн мар. Хамăн пĕрремĕш статьяра хула ыйтăвĕсене çĕклесшĕн эпĕ, çавăнпа та темиçе ыйту пама ирĕк парсамăр.
— Хаклă Улькка! Каçар, тархасшăн, анчах эпĕ санăн шухăшна ырламастăп.
— Мĕншĕн?
— Тӳррĕн каласан кӳренĕн. Ыраттарас килмест чунна.
— Кала. Халех. Çак самантра! Атту ĕмĕрлĕхе кӳренетĕп, — терĕ те Листопадова ялтăркка куçне каллех сӳнтерчĕ.
— Эсĕ васкавлă, тĕплĕн шутламан утăм тăватăн. Пиçсе çитнĕ тухтăр. Анчах хăçан эсĕ журналист пулса çитетĕн. Çырасси — çăмăл япала мар!
— Каçар. Кĕтмен утăма иксĕмĕр пĕрле Атăл хĕрринче пуçларăмăр. Çавăнтан çĕкленчĕ пĕтĕм пăтăрмах, — Заил çине хăюллăн пăхрĕ хĕрарăм. Илемлĕ тăрăхла пичĕ хĕрелсе çуталчĕ унăн. — Çул — пĕрре. Эпĕ унран пăрăнасшăн мар, çавăнпа та, тархасшăн, ирĕк пар мана статья çырма. Тĕрĕссипе, эпĕ халĕ статья кăна мар, монографи çырма хатĕр. Ăнланмастăн иккен эсĕ манăн чĕре хăватне. Çамрăк чухне те çавă пĕрлештермерĕ пире.
— Кофе вĕретмех тивет, мĕншĕн тесен ĕçтăвком администрацийĕн ĕçĕ пирки пĕр сăмахпа калаймăн, — терĕ те Казанбаев ура çине тăрса кĕтесри шкап еннелле утрĕ. Хĕрарăм çак вăхăтра хăйĕн кăвак чечеклĕ çыпăçуллă платйине юсанçи пулчĕ, сумкинчен пĕчĕк тĕкĕр кăларса çӳç-пуçне тӳрлетрĕ, сĕтел çине блокнотпа ручка кăларса хучĕ.
— Паянхи кун мĕн пирки ыратать пуçлăх чунĕ? — пĕрремĕш ыйтăвĕ çапла пулчĕ журналист пулма хатĕрленекен тухтăрăн.
— Пурнăçа хам пек куракан тата ăнланакан туссем сахал пулни.
— Манпа ун-кун калаçса тĕп ответран пăрăнасшăн. Çапла-и?
— Пачах çук. Сан шутпа, хула администраци пуçлăхĕ е ĕçтăвком председателĕ — хуçалăх çынни кăна. Ăна кашни утăмра тавар çаврăнăшĕ, темĕнле цифрăсемпе процентсем кăсăклантараççĕ. Çапла-и? Çук, ку — çителĕксĕр. Хула пуçлăхне чи малтанах çын чунĕ, кăмăл-туйăмĕ, шухăш-кăмăлĕ кăсăклантармалла.
— Ăнланма тытăнтăм! — çамрăк хĕрача пек çиçсе илчĕ хĕрарăм. Блокнотне тата ручкине сумкăна хучĕ, пукан çине тӳрленсе ларчĕ. — Пĕр-пĕр предприятире çĕнĕлле, ăнăçлăн ĕçлени çинчен каласа кăтартасса кĕтнĕччĕ эпĕ. Ыйтăва тарăнрах ăнланатăн иккен. Тавтапуç.
— Ман шутпа, ку вăл вăрăм калаçу. Пĕрре ларса çырлахмĕ те, — терĕ те Казанбаев кофе вĕреме кĕнине асăрхаса ура çине тăчĕ, чӳречерен урамалла пăхрĕ. — Машина та çитнĕ. Çула тухиччен кофе ĕçер те — кайăпăр.
— Эпĕ санпа пĕччен, куçа-куçăн сăмахласшăн, — тулли чашăка тытса шăппăн каларĕ Улькка.
— Шофера киле ярăпăр.
* * *
— Шурă хурăн. Асамлă йывăç. Чарăн, тархасшăн! — пуçне арçын хулпуççийĕ çине лĕштĕр хучĕ Улькка. Автомашина моторĕ ĕçлеме пăрахсан та вырăнтан сикмерĕ-ха. Вĕри куçĕ витĕр пĕтĕм ӳт-пĕве темĕнле ăшă юхăм сарăлчĕ.
— Тухар уçă сывлăша. Калаçмалли, чăн та, темĕн чухлех, — чĕнчĕ арçын.
— Пĕлетĕн-и, чунăм? — сасартăк Заила ыталарĕ хĕрарăм, ларкăч çине чĕркуççипе тĕрĕнсе унăн тутине шырарĕ. — Мана санран, тусăм, ача... ача кирлĕ. Çавă çеç.
— Мĕн? — тĕлĕннине пытараймарĕ Казанбаев. Вăл Ульккана хăйпе юнашар лартрĕ. Пĕр самант иккĕшĕ те сăмах чĕнмерĕç. Хĕрарăм тепĕр хут аллине юнашар çын еннелле тăсрĕ, анчах лешĕ ачашшăн ăна хăй çумĕнчен сирчĕ.
— Çакăнтан хăранăччĕ те эпĕ, — терĕ Листопадова салхуллăн. Вăл васкамасăр автомашинăран тухрĕ те ватă йывăç умне пырса тăчĕ. Илемлĕ куçсенчен шултăра та таса тумламсем питçăмарти çине тумларĕç, анчах хĕрарăм вĕсене хăвăрт шăлса типĕтрĕ, хăйне алла илчĕ, васкамасăр автомашина еннелле утрĕ. Хăй çине тимлĕн пăхакан арçын еннелле çаврăнса самаях хыттăн çапла хушрĕ: — Ну, кайрăмăр!
— Ăçта? — хăюсăррăн ыйтрĕ Заил.
— Эльвира патне.
— Çук. Каймастпăр.
— Эх, хăравçă мулкач! Хам та темшĕн персе ятăм çав «ача» сăмаха.
— Каçар, Улькка. Тĕрĕс ăнлан, тархасшăн. Ача çуратсан эпĕ сан патна пурăнма куçатăп та, икĕ чун, Артурпа Эльвира, тăлăха юлаççĕ. Вăрттăн, чăнлăха пытарса, чĕрене икке пайлама пултараймастăп эпĕ.
— Сывă пул, шурă хурăн! Эсĕ мана ыйхăран вăратрăн, вилĕмрен çăлтăн. Тĕнче аслă — эпир пĕтмĕпĕр, — тесе сывпуллашрĕ Улькка ватă йывăçпа. Куçĕнчен хальхинче куççуль сăрхăнмарĕ, хăйĕн шăпипе килĕшсе, малашлăха ăнланса хăюллăн малалла пăхрĕ, вĕлтлетсе юлакан вăрманти йывăçсем хушшинче палланă шурă хурăн пек тĕреклине шырарĕ.
Стамбулта
Тинĕс алхасма чарăнмарĕ пулин те, шхуна палăртнă вăхăтра, кăнтăрла умĕн, çула тухрĕ. Вăл, аслă механик калашле, матроссене хаяр тинĕспе паллаштарма, пуçласа вăй виçме тухнăскер, тимĕр шапа евĕр вăраххăн портран ярăнса тухрĕ те парăсĕсене çĕклерĕ, шурă кăпăклă хум катрамĕсене çурса Стамбул еннелле çул тытрĕ.
Кăнтăрла палуба çинчен çын татăлмарĕ. Пĕрисем тем шухăша кайса инçетри çырана сăнарĕç, теприсем тус-тантăшĕпе калаçса вăхăтне кĕскетрĕç.
Каçхине «Туслăх» шхунăн нӳрлĕ палуби çинче икĕ çын мĕлки чылайччен каллĕ-маллĕ куçрĕ. Вĕсем Марков хирургпа Вагапов аслă механик пулчĕç. Инженер, хăй пĕлнĕ таран, хирурга Стамбулпа тата Турци таможнин йĕркипе паллаштарчĕ.
Каютăна таврăнсан та Герман çывăраймарĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ усал шухăш, тыткăнра пулакан тата пулма пултаракан тискер терт-асап, пуç тавра тӳпери çăхан евĕр кранклатса явăнчĕ, шăм-шака тискеррĕн лăскарĕ.
Ир енне, мулла пĕрремĕш кĕлĕ вуланă вăхăтра, тăвăл йăвашланса пычĕ, хумсем, алхасса ывăннăскерсем, чăлт-чалт сике-сике çыранпа сывпуллашрĕç те майĕпен тинĕс варринче çухалчĕç. Кăвак çутăпа Халич (Ылтăн Мăйрака) заливне вирхĕнсе кĕнĕ карап парăсĕсене антарчĕ те хăватлă моторĕсене ĕçлеттерсе ячĕ. Кĕçех куç умне ватă хула хăйĕн авалхи минаречĕсемпе тата паянхи чаплă çурчĕсемпе тухса тăчĕ.
Герман Марков хытăрах та хытăрах пăлханма тытăнчĕ, анчах шăп та лăп çак самантра унпа юнашар аслă механик пырса тăчĕ.
— Парăссене пуçтарса пĕтертĕмĕр. Асăрхарăн-и? — терĕ вăл çамки çинчи тарне пĕчĕк тутăрпа шăлса. Хăни пăшăрханнине тата унăн сăмахне тимсĕр итленнне кура Вагапов калаçăва хăвăрт кирлĕ йĕр çине куçарчĕ. — Ку рейсра çамрăк матроссем нумай, анчах та ваттисене, хам шаннисене, Энтри çинчен каласа патăм, мĕншĕн тесен вăл вĕсенчен пулăшу ыйтма пултарать. Паллах, ывăлу пире хăй шырасан ăна шхуна çине лартма çăмăл пулать.
— Мĕнле майпа?
— Пирĕн туристсем пурте пекех тавар сутма килеççĕ, çавăнпа та вĕсене хулана тухнă чухне хытă тустараççĕ, анчах каялла карап çине кĕнĕ тапхăрта тимлĕн тĕрĕслени сайра пулать. Çав вăхăтра шăвăнса иртĕпĕр халăхпа пĕрле таможня витĕр.
— Тупăнсан. Çапла-и?
— Çапла, — терĕ те Вагапов пуçне çӳлелле çĕклерĕ. — Кур, кĕпер айне кĕтĕмĕр.
— Ытла та çӳллĕ! — телĕнчĕ Герман.
— Тепри, пирĕн умри, — Галат кĕперĕ. Асăрхарăн-и?
— Куратăп-ха.
— Ун урлă санăн Стамбул пасарне каçма тивет. Паллах, хамăр туристсемпе пĕрле, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çавăнталла вирхĕнеççĕ. Ан шиклен, çĕтмĕн. Пасар умĕнче сана хам кĕтсе илĕп.
Туристсем кĕшĕлтетсе трап еннелле туртăнсан Марков та вĕсен юхăмĕпе пĕрлешсе хăйĕн пурнăçĕнче виççĕмĕш хут ют çĕр çине ура ярса пусрĕ. Сивĕ пек туйăнчĕ ăна палламан, нихăçан курман Турци çыранĕ. Кам пĕлет, тупайĕ-ши ывăлне хирург? Пурнăçланĕ-ши Арлановпа Ва-гапов хатĕрленĕ çăлăнăç операцийĕ?
Çак шухăшсемпе Марков йывăр хутаçсемпе чăматансем йăтнă, тĕнчипе паллă Стамбул пасарĕ еннелле талпăнакан Киев, Одесса тата Мускав хулисенчен килнĕ мĕскĕн туристсен юхăмĕпе пĕрлешсе тĕксĕм çурта, таможня кантурне, кĕчĕ.
Полици офицерĕ, хура тумтир тăхăннăскер, унăн сутмалли тавар çуккине курчĕ те ячĕшĕн кăна пĕчĕк чăматанри япаласене хускаткаласа тĕрĕслем пĕк турĕ, паспорт çине штамп лартрĕ те хулана тухма ирĕк пачĕ.
Çуртран тухсанах туристсене тĕрлĕрен сутуçăсем хупăрласа илчĕç, тавара йӳнĕ хакпа сутасшăн сăпса пек çыпăçрĕç, малалла утма памарĕç. Марков вĕсен ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те урамăн тепĕр енне, пушă тротуар çине, каçрĕ. Халĕ ăна пĕртен-пĕр шухăш — Энтри тупăнмасан Пешаварпа çыхăнасси, Мэрирен ывăлĕ ăçта пулма пултарнине ыйтса пĕлесси канăç памарĕ.
«Паллах, манăн унпа калаçма юрамасть, меншĕн тесен вырăсла калаçнине илтсен Пакистан сыхлавçисем тӳрех унăн йĕрĕ çине ӳкĕç. Лавккаçă урлă калаçма тивет пирĕн. Тĕрĕсех пулать-ши çакă? Шутланă-ши Арланов çакăн çинчен? Шутламан пулĕ, çавăнпа та манăн Мэрипе калаçма васкамалла мар», — тесе тĕв турĕ те Герман утнă майăн урамри çуртсене, витринăсене тимлĕн сăнама тытăнчĕ, вĕсене асра тытса юлма тăрăшрĕ. Акă урам тинĕс хĕрринелле пăрăнчĕ, тепĕртакран куç умне Галат кĕперĕ, залив хĕррине вырнаçнă пулăçă киммисем, чĕрĕ пулă, ăшаланă кукуруза тата ытти тĕрлĕрен çимĕç сутакансемпе вĕсем тавра явăнакан халăх тухса тăчĕ. Марков кĕпер еннелле утрĕ, анчах ун патне çитеймерĕ: тротуар хĕррине пырса чарăннă çăмăл автомашинăн алăкĕ хуллен уçăлчĕ те, темле палланă, анчах çав Тери пăлханчăк сасă ăна машинăна ларма чĕнчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...