Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +9.3 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Геннадий Ахмане: Чӑваш грамматикин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫакан кӗнеке

Геннадий Ахмане27.04.2026 08:19144 views

Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси». Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи чӗлхеҫӗсем вара шӑпах ҫак кӑткӑс та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпе хураҫҫӗ: сӑмах пуххисем ӑсталаҫҫӗ тата чӗлхе тытӑмне тӗрлӗ енчен тишкерсе кӗнекесем хайлаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе «Строй чувашского языка» («Чӑваш чӗлхи йӗрки») ӑслӑлӑх проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Ҫав ярӑмри тӑватӑ кӗнеке пархатарлӑ вулакансем патне ҫитрӗ ӗнтӗ:

2017 ҫулта Виталий Сергеев профессор сӑмах формисене сӑвӑрса «Морфология чувашского языка» («Чӑваш чӗлхин морфологийӗ») монографи кӑларчӗ;

2020 ҫулта Пётр Яковлевӑн чӑваш чӗлхин фонетикипе фонологине (сасӑсен тытӑмне) уҫса паракан тӗпчевӗ пичетленсе тухрӗ;

2023 ҫулта Эдуард Лебедевӑн сӑмах пулӑвне сӑнлакан кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ;

2024 ҫул вӗҫӗнче вара Алевтина Долгова «Синтаксис чувашского языка: Словосочетание. Простое предложение» («Чӑваш чӗлхин синтаксисӗ: Сӑмах майлашӑвӗ. Хутсӑр предложени») ӗҫӗпе савӑнтарчӗ.

Хальхи вӑхӑтра Алевтина Петровна синтаксисӑн кӑткӑс ыйтӑвӗсене малалла тӗпчет – иккӗмӗш кӗнеке хатӗрлет, унта хутлӑ предложенисен вӑрттӑнлӑхне тишкерет. Икӗ томлӑ кӗнеке пирӗн чӗлхен синтаксис тытӑмне туллин те пур енлӗн кӑтартакан ӑслӑлӑх ӗҫӗ пулӗ. Чӑваш грамматикин синтаксис пайне вырӑсла ҫапла тӗплӗн хаклакан монографи унччен ҫӗр ҫул ытла каялла пичетленсе тухнӑ: ӑна Николай Иванович Ашмарин ҫырса кӑларнӑ, вӑл та икӗ пайран тӑнӑ (Опыт исследования чувашского синтаксиса. Ч. 1, 1903; Ч. 2, 1923).

Чӑваш синтаксисӗн тытӑмне туллин ӑнланас тата тӗплӗн ӑнлантарас тесе кӗнеке авторӗ Алевтина Долгова пирӗн пуплеври предложенисене (пӗрремӗш хут!) тӗрлӗ енчен пӑхса тишкернӗ: грамматика енчен (мӗнле йӗркеленни), семантика енчен (мӗне пӗлтерни), коммуникаци енчен (ҫӗнӗ хыпара мӗнле палӑртни) тата прагматика енчен (калаканӑн тӗллевӗпе туйӑмӗсене мӗнле кӑтартни).

Чӗлхен пӗтӗмӗшле ӑнлавсене палӑртма пултаракан паллӑсем — сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем — пур. Вӗсем пулӑшнипе ҫут тӗнче чӑнлӑхӗ пайӑркаланать те пирӗн ӑс-тӑнра ӳкерӗнсе юлать. Сӑмахсенчен вара (чӗлхен йӗрки-куркине кура) сӑмах майлашӑвӗсемпе предложенисем йӗркеленеҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипе эпир пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр, кирек мӗн пирки те килӗшсе татӑлма пултаратпӑр.

Хутшӑну вӑл — куҫа-куҫӑн калаҫни ҫеҫ мар, вулани-ҫырни те, Интернет уҫлӑхӗнче ҫӳрени те. Каланӑ е ҫырнӑ чухне эпир хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла палӑртатпӑр, ыттисене мӗн те пулин хыпарлатпӑр. Итленӗ е вуланӑ чух вара теприсен пуплевне тӑнлатпӑр, урӑх ҫын шухӑш-кӑмӑлне пӗлетпӗр. Предложени — синтаксис хатӗрӗ кӑна та мар, вӑл — пирӗн шухӑшлавӑн, пуплевӗн, хутшӑнӑвӑн никӗсӗ.

Синтаксисӑн, ҫут ҫанталӑкпа ӳнерӗн пекех, ытарайми илемӗ пур: ҫыпӑҫуллӑ пуплевӗн шалашӗпе тулашӗ хӑйӗн килӗшӳлӗхӗпе чуна тыткӑнлама пултарать. Тӑнлатӑн-тӑнлатӑн — итлесе тӑранаймастӑн. Вулатӑн-вулатӑн — хӑпаймастӑн. Предложенисем кӑмӑл-туйӑма сӑмах вӗҫҫӗн палӑртма пулӑшаҫҫӗ, ыррине ырлама, хурине хурлама май параҫҫӗ. Вӗсем ӑша вӑркатма, чӗрене пӑлхатма, чуна уҫӑлтарма, хавхалану кӳме пултараҫҫӗ.

Алевтина Долговӑн «Синтаксис чувашского языка: Словосочетание. Простое предложение» («Чӑваш чӗлхин синтаксисӗ: Сӑмах майлашӑвӗ. Хутсӑр предложени») кӗнеки чӑваш грамматикин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫакӑн пек ӑнланмалла уҫса парать. Ку тӗпчев ӗҫӗ кама камшӑн ҫуралнӑ-ха? Вӑл чӑваш чӗлхипе интересленекен тата ӑна ӑнланас тесе тимлекен кашни ҫыншӑнах интереслӗ пулӗ.

Монографи авторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Петровна Долгова Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника енӗпе паракан патшалӑх премине тивӗҫлӗ тесе шутлатпӑр.

 

Геннадий Ахмане

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Пăшатан // 1906.08.0884
2026.04.27 08:43
The message will be visible after moderation. FIY users who are signed up to the site get to publish their ideas directly.
Шĕшлĕ // 1906.08.0884
2026.04.27 08:52
The message will be visible after moderation. FIY users who are signed up to the site get to publish their ideas directly.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters