Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +21.3 °C
Наши добрые качества больше вредят нам в жизни, чем дурные. (Л. Толстой)
 

Ad

Blog Updates

Кÿкеçре çăтмахри пек: Шупашкартан унта 5 тенкĕпе çитме пулать

  02.08.2015 11:12 | 3951 views

Кÿкеçре пурăнакансемшĕн ĕнертенпе, çурлан 1-мĕшĕнченпе, çынсем хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленнĕ коммунизм вăхăчĕ çитрĕ тейĕн.

Пĕлменнисене пĕлтерер. Кÿкеçĕн Советски урамĕнчи чарăнăва Шупашкартан 162-мĕш маршрутпа пĕрлех эконом-класлă шутланакан маршрут турттарать. 162-мĕш 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух çĕнĕ маршрут 10 тенкĕпе илсе çÿреме тытăнчĕ. Маларах çынсем тĕлĕнсе пăхатчĕç, хăшĕсем ку ултав мар-ши тенĕн шăтарасла пăхатчĕç те ларма шикленнĕн пăрăнса утатчĕç. Кайран çынсем вăл маршрута хăнăхрĕç – ялан унпа çÿрекенсем йышланчĕç.

More...

 

Ĕçре çывăрни тухăçлăха ÿстерет

  02.08.2015 08:45 | 4038 views

Тĕлĕнмелле пек те, анчах васкамасăр ĕçлекен çын тухăçлăрах тимлет тесе пĕтĕмлетнĕ «Газета.Ru» интернет-кăларăм. Кун пек шухăш патне вăл тĕрлĕ ăсчахсен сăнавĕ тăрăх çитсе тухнă.

 

Ĕçрен пĕлсе пăрăнни тухăçлăха ӳстернине тата çыннăн вăй-халне упраса хăварнине палăртнă май çакăн пек сĕнӳсем хатĕрленĕ.

 

1. Ытларах уçăлса çӳремелле.

Ĕçрен час-час пăрăнса офис тăрăх уçăлса çӳрекенсем пуçа çĕклемесĕр тăрăшакансенчен 49 процент тухăçлăрах ĕçлеççĕ.

More...

 

Штраф яваплăха ÿстерет

  30.07.2015 20:32 | 4743 views

Штраф виçи ӳсни яваплăрха пулма хистет тата ăна пула хысна тулать.

Хысна штрафа пула кăна тулаймĕ-ха, çапах та çынсене административлă майпа явап тыттарнине (тепĕр мйалă каласан, штрафланине) пула та республика хысни пуянланать.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр саккунне пăсакансене административлă майпа явап тыттарасси кăçал пĕлтĕрхинчен 3 хут ӳснĕ. Асăннă тытăмăн инспекторĕсем 3 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ.

Уй-хир тăрăх, ял-хула тăрăх çӳрени сая каймасть: кашни иккĕмĕш тĕрĕслев кăлтăк тупнипе вĕçленет.

More...

 

Асамат кӗперӗ

  30.07.2015 17:47 | 4785 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ҫав ӑнланӑвах чӑвашсем тӗрлӗрен калаҫҫӗ: сӗрен кӗперӗ, саламат кӗперӗ, салават кӗперӗ...

Ҫапах та пуринчен ытла асамат кӗперӗ тени курӑмлӑрах сарӑлнӑ. Апла калани ӑҫтан тухса кайнӑ пирки халӑхра халап та пур. Асамат ятлӑ ҫын сарлака юханшыв хӗрринче пурӑннӑ, вӑл пӗветевҫӗ пулнӑ иккен: тӗрлӗ курак, йывӑҫ тымарӗ пухса, вӗсенчен шӗвек сӑрӑ хатӗрленӗ, анчах унӑн ҫак питӗ кирлӗ япалине никам та сутӑн илмен.

More...

 

Хуралтă ларт та хваттерлĕ пулăн

  28.07.2015 18:23 | 4564 views

Шупашкарти «Шанхай» текен районта пурăнакансене «Кувшинка» микрорайонти нумай хутлă çуртсенче хваттер парĕç. «Шанхайĕ» унтах вырнаçнине шута илсен çынсен хăйсен пурăнакан вырăнне хулан тепĕр кĕтесĕнче ылмаштармалла мар.

282 çуртри çынсене хваттер парасси пирки калаçса татăлнă. Микрорайона аталантарасси пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартакан «Лидер» тулли мар яваплă общество хушма килĕшӳ алă пуснă, унта «Шанхайра» пурăнакан çынсен сĕнĕвне те шута илнĕ.

More...

 

Банкра ӗҫлекен чӑвашла калаҫакан хӗре мухтав сӑмахӗ калас килет

  27.07.2015 23:40 | 5853 views

Тунтикун эп Альфа-банкра хам ӗҫпе пултӑм — ҫӗнӗ счет уҫмаллаччӗ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки вара сире каласа парас терӗм. Тем тесен те унашкал хӗрсем мухтава тивӗҫ.

Чӳрече патне пырса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗр манпа яланхи пекех калаҫӑва ҫепӗҫҫӗн те тараватлӑн пуҫларӗ. Ку — тӗлӗнмелле мар. Вӗсене тем тесен те клиентсемпе тараватлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ те. Перекет банкӗнче вӑт чӑн та вӑрҫса тӑкма та пултараҫҫӗ (юлашки ҫулсенче унта та лару-тӑру улшӑнса пырать), кунта вара яланах сӑпайлӑ калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

More...

 

Люксембургра пурăнакан Томас Файдер чăваш чĕлхине вĕренет

  27.07.2015 11:50 | 4638 views

Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.

More...

 

Паспортри чӑвашла вкладыш хула ҫыннисен сехрине хӑпартнӑ

  23.07.2015 11:50 | 5648 views

Сӑмах-юмах хайхи «Ирӗклӗх» ятлӑ пӗрлӗх хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗ паракан паспортпа пӗрле чӑвашла вкладыш хушма сӗнни пирки пырать. Республикӑри онлайн мелӗпе тухакан МИХсенче ку хыпар анлӑ сарӑлчӗ, пуҫару пирки эпир те пӗлтернӗччӗ.

«На-связи» (чӑв. «Ҫыхӑнура») ятлӑ канашлура вара хӗрӳ тавлашу пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ темӑра паянхи кун тӗлне 20 страница таранах тӗрлӗ шухӑш ҫырса тултарнӑ.

More...

 
[Comments (10)]

Чăвашри влаç мĕншĕн ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ çынсен аллинче?

  20.07.2015 20:41 | 9503 views

Шарадокс!

Чăваш Енри влаçа паян ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çынсем ярса илнĕ. Çак йышра - республика пуçлăхĕ М.Игнатьев, сенатор В.Николаев,Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов. Ĕлĕкрех республика тилхепине тĕпрен илсен историксемпе экономистсене, юристсене шанса панă. Анчах та ял хуçалăх институчĕн выпускникĕсене влаçа лартни республикăшăн уссах каймарĕ пулас. Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ. Унта та, кунта та "бестолковый" çынсене пуçлăхăн çемçе пуканĕсем çине лартма пуçласа кайрĕç.

 
[Comments (20)]

«Нарспи» поэма йĕркисене чарăнусенче çырни кăмăла çĕклет

  17.07.2015 09:56 | 5088 views

Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.

«Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

More...

 
[Comments (9)]
Pages: 1, ... 245, 246, 247, 248, 249, [250], 251, 252, 253, 254, 255, ... 386
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat