Пурте халӗ MTC ребрендингӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ... Шутласа тупнӑ та ҫав! Ҫӑмарта! ЭШТ, Билайн ребрендингӗ темиҫе хут лайӑхрах иртрӗ — туллки ытларах пулчӗ — вӗсем нумай япалана хӑйсен хура-сарӑ тӗспе сӑрлама пултараҫҫӗ. Пултараҫҫӗ те сӑрлаҫҫӗ те. Ҫак МТСа шухӑша янӑ та пулӗ... Анчах мӗншӗн-ха ҫӑмартана суйласа илнӗ? МТС-джинс логотипӗ темиҫе хут интереслӗрехчӗ.
Тен вӗсем укҫана ӑҫта хумаллине шутласа кӑлараймаҫҫӗ?
Хм... Персонал сӑмах акӑлчанла personal пек ҫыранать пулӗ тесеччӗ. Ҫук иккен, personnel. Нимӗҫле вара, чӑнах та, personal. Испанла та ҫавӑн пек (тата plantilla). Французла акӑлчанли пек, итали чӗлхипе — personale.
отправил заявку на конкурс инновационных проектов в сфере культуры и искусства, и конечно же пришло сообщение что письмо недоставлено. Заметил одну вещь, куда бы я не писал на cap.ru никуда письма не доходят, приходит сообщения что ваше письмо недоставлено. это они таким образом закрыываются от внешнего мира или п/я только для проформы? или это происки доморощенного местного системщика?
Эх, сутӑҫсем те вара хӑш-пӗр лаввкасенче. Аккумулятор зарядникне илес тесеччӗ. Хакӗ те килӗшӳллӗ, япали те лайӑх пек куранать. Анчах та сутӑҫсенчен мӗн чухлӗ ыйтрӑм — пӗрре те ӑнлантарайса параймарӗҫ характеристикисене. Лайӑх зарядник теҫҫӗ анчах. Токӗ мӗнлине, мӗнле те пулин зарядкине тӗрӗслемелли мелсем пурри е ҫукки ҫинчен нимӗн те калама пултараймарӗҫ. Манӑн хамӑнпа пӗрле вара ноутбук йӑтса килсе Интернетра тӗрӗслемеллеччӗ-и вара характеристикисене? Ҫапла вара, илмерӗм вӗсенчен.
Сутатӑр пулсан — пӗлмеллех ӗнтӗ сутакан япала ҫинчен сутӑҫсен.