Акӑ ӗнтӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекери А саспалли ҫине пуҫланакан ҫыравҫӑсене Википедине кертсе пӗтертӗм. Ку пурӗ 46 сӑвӑҫ, ҫыравҫӗ, прозаик, драматург, литература критикӗсем.
Б саспалли ҫине пурӗ 11 анчах... :)
Халӗ ҫак кӗнекере Петӗр Хусанкай ҫинчен ҫырнине Википеди валли чӑвашла куҫаратӑп.
"Им издано более 50 книг, в том числе 15 на русском языке" - ҫырни килӗшмерӗ. Вырӑс чӗлхин калӑпӑшӗ темӗн чухлӗ пысӑкрах тесе каланиех вуланать. :(
Петӗр Ялкир кӗнекен авторӗ...
Ээх. Вырӑссем хыҫҫан хӑваласа ҫитеймӗн пуль. Вырӑссем кашни 10 ҫӗнӗ статья ҫырни валли это 1 статья ҫырасшӑнччӗ. Анчах та халӗ вырӑс википедиӗ 100 статьяран ытларах нумайланать. :( Уявсем хушшинче ҫырман чухне ку графикран юлса пынине эпӗ 3 кун ӗнтӗ хӑвалатӑп — хӑваласа ҫитейместӗп. Ҫаплипех 20 статья патнелле ҫырмалли юлать :(