Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?
Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар.
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?
Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ.
Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.
Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх 15 хут Сурхури уявне ирттерчӗ. Унта чӑвашлӑха аталантаракан чылай ҫын пухӑнчӗ — ваттисем те, ҫамрӑккисем те пулчӗҫ. Эпир вара сире ҫак уявра янранӑ сӑмахсемпе тата юрӑсемпе паллаштарас тетпӗр.
Уяв пирки
Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна хӗлле кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.
Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.
Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.
— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?
— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем.
Хаклӑ вулаканӑм! Ҫак статьяна тимлӗн вуласа пыратӑн пулсан эп саншӑн савӑнмаллипех савӑнатӑп!
Ҫӗршывра укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула пирӗн пуҫлӑхсем тӗрлӗ майпа перекетлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн тӗлӗнмелли пур? Эсӗ те, хаклӑ вулаканӑмӑр, перекетлетӗн пуль-ха. Санӑн ту тупӑшу ыттисен пекех чакса пырать пуль-ха. Эсӗ те ыттисем пекех йӳнӗрех таварсем ҫине куҫма тӑрӑшатӑн, лавккара йӳнӗреххине суйлатӑн. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ пирӗн тӳре-шара та чӑваш сӑмахӗсене перекетлет, вӗсемпе сайра хутра усӑ курать.
Завтра, 26 октября в рамках II Всечувашского кинофестиваля «Асам» будут показаны анимационные ленты из студии при Алатырской детской школе искусств. В конкурсную программу вошли «Почему сосна и ель вечно зеленые», «Как река началась» и «Как ловили Луну». Мы решили побеседовать с режиссером данных лент Горюновой Ольгой Рашитовной и узнать подробности их создания.
Вырсарникун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, республикӑра, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче пекех, черетлӗ суйлав иртрӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗр хыпар сарӑлчӗ — чӑвашла бюллетень ыйтнӑшӑн суйлава килнӗ ҫынна «провокатор» тесе айӑпланӑ. Чи малтанах кун пирки «Идель. Реалии» сайт пӗлтерчӗ, кайран вӗсем ҫине таянса хамӑр та хыпарларӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ чӑннипе мӗнле иртнине пӗлес тесе эпир Илле Ивановпа ҫыхӑнтӑмӑр.
Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.
«Мы нищеброды что-ли?» — тет спорт министр ҫумӗн арӑмӗ. Ҫапла май вӑл хӑйне хура халӑхран ҫӳллӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулинех.
Хальхи тӳре-шара хура халӑхран тухнӑ пулин те хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тытни никамшӑн та тӗлӗнтермӗш япала мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ку ыйтӑва хускатмӑпӑр. Паянхи кун кашни ыттисенчен чаплӑрах курӑнма тӑрӑшать — ҫуртне кӳршӗсенчен ҫӳллӗрех лартать, тимӗр лашине хӑватлӑраххине туянма тӑрӑшать, тата ытти те. «Чухӑннисен» йышне уйрӑмах лекесшӗн мар.
Анчах пӗр 20-25 ҫул каялла ку тӗлӗшпе лару-тӑру пач урӑхлаччӗ.
Нумай пулмасть Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе Раҫҫей тулашӗнче тулли праваллӑ элчелӗхсем туса хума майсем ҫукки пирки хуравларӗ. Хӑйсен хуравӗнче тӳре-шара правительство усламҫӑсене май ҫитнӗ таран ют патшалӑхсемпе ҫыхӑну тытма пулӑшни пирки ҫырса пӗлтернӗ. Хамӑр тӑрӑхра кӑларакан тавара Раҫҫей тулашӗнче сарма пулӑшма правительство укҫа-тенкӗ те сахал мар уйӑрать имӗш.
Тулли праваллӑ элчелӗхе уҫма ытлашшиех нимех те чармасть иккен. Федераллӑ саккун унашкал ирӗк парать: е республикӑн хӑйӗн уҫмалла, е Раҫҫей Федерацийӗ уҫнӑ элчелӗхре хӑйсен элчине тытмалла.
Ӗнер пӗрремӗш хут ботаника пахчине кӗрсе куртӑм. Вӑл ҫул хӗрринчен инҫе те мар вырнаҫнӑ пулин те, Шупашкартан Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне яланах асӑрхатӑн пулин те кӗрсе курас тӗлӗшпе ӑнӑҫлах вырнаҫман. Шӑп ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ ун пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулин те унпа паллашакансем сахал. Ман пекех ӗнтӗ. Эп хам та ӗнер унта ӑнсӑртран лекрӗм темелле. Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.
ЧНК пирки хыпар-хӑнар лартас пулсан яланах пӑтӑрмах сиксе тухать. Вӗсен ӗҫне ҫутатас тесе икӗ хутччен Президиум ларӑвне кайсаччӗ. Унта мӗн илтни-курни пирки хыпар ҫырнӑ хыҫҫӑн яланах нушаччӗ — Валерий Клементьев ЧНК ӗҫне сиен кӳме пултаракан информацие тӳрлетме е кӑларса пӑрахма сӗнетчӗ. Иккӗ пулнӑ хыҫҫӑн урӑх унта ҫул тытма пӑрахрӑм. Ара чи интереслӗ, чи кӑсӑклӑ информацие кӑларса пеме ыйтаҫҫӗ те… Хыпарне вулакана интереслӗ ҫырмасан кам ӑна вулатӑр?
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчин Леонид Волков пирки сахал мар шавлаҫҫӗ. «Пуканӗ» ҫӳллӗскер те унта ларакан ҫын пирки сас-хура халӑха кӑсӑклӑ. Пӗрисем савӑнаҫҫӗ, теприсем — кулянаҫҫӗ.
Паллах, коррупципе кӗрешни питӗ кирлӗ япала. Ку кӗрешӳре «пирӗннипе» «сирӗннисем» ҫине уйӑрни пӗрре те вырӑнлӑ мар. Патшалӑх ҫине ӗҫлетӗн пулсан, ҫӳллӗ пукан йышӑнатӑн пулсан — саккуна пӑхӑнса ӗҫле, йӗрке ан пӑс. Ҫавах та кунта тепӗр ен те пур — кирлӗ пулсан пуҫлӑхсем саккунсемпе хӑйсене майлӑ выляма пултарасси.