Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +10.3 °C
Из божьей искры в нем разгорелось адской пламя.(М. Задорнов)
 

Ad

Aleksin' Blog

Иван Ксенофонтовӑн асаилӗвӗсем

  21.11.2016 05:40 | 6562 views

Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ.

Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ.

More...

 

Документалист каҫалӑкӗ

  01.11.2016 12:58 | 7340 views

Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ.

More...

 

Яла «археологсем» килчӗҫ

  26.10.2016 13:49 | 3795 views

Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Пукӑртан ялне чаплӑ машинӑсемпе палламан каччӑсен ушкӑнӗ пырса кӗнӗ.

— Эпир Шупашкартан, Гуманитари институтӗнчи ахеологсем, ӑҫта сирӗн кивӗ масар, киремет вырӑнӗ, — тенӗ вӗсем чӑваш сӑмахӗсене хуҫкаласа.

«Ӑсчахсем» темле картӑпа усӑ курса Йӗрӗх варӗ текен вырӑна пырса кӗнӗ, металл шыракан хатӗрпе ун-кун уткаланӑ, кӗреҫепе тӑрӑн шӑтӑксем чакаланӑ.

Ял ҫыннисем чӗнмен хӑнасем мӗн шыранине пӗлесшӗн пулнӑ, вӗсен автомашинисен номерӗсене кӗсъе телефонӗпе ӳкере-ӳкере илнӗ. Ҫакна курсан «ӑсчахсем» тусан кӑларса ялтан тухса тарнӑ.

More...

 

Орфографи суда ҫитерчӗ

  22.09.2016 10:08 | 31927 views

Чӑваш орфографине йӗркене кӗртме тунӑ айкомисси (подкомиссия) хӑйӗн ӗҫне хӑюллӑн пуҫланӑччӗ: тӗрӗсҫыраслӑха «тӳнтерсе» янӑ правилӑсене тимлӗн пӑхса тухса унти «идиотизмсене» пӗтерме, ку яваплӑ ӗҫре саплӑк лартса кӑна аппаланни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑччӗ. Татӑклӑн илтӗнчӗ ҫак сӑмах, тинех улшӑну пуласса шантарчӗ. Анчах айкомисси хӑйӗн ӗҫне пӑшик! сасӑ кӑлармасӑрах вӗҫлерӗ пулмалла.

Халӑха тарӑхтарса ҫитернӗ ҫак правилӑсене мӗнле кӑна вӑрҫмарӗҫ пуль: вӗсене тӑвакан «партизан отрядне» ӗмӗрлӗхе намӑс хапхи ҫине ҫырса хума сӗнекенсем те пулчӗҫ.

More...

 

Ухсай хыҫҫӑн фотоаппаратпа

  19.09.2016 11:18 | 4911 views

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсен варринче Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче сас-хура ҫӳретчӗ: «Николай Дмитров кинооператор Яков Ухсай сӑвӑҫа кашни утӑмра фотоаппаратпа ӳкерсе илет, хӑҫан та пулсан курав уҫса пысӑк укҫа хырса илесшӗн...»

Вӑтӑр ҫул иртсен ҫакна аса илтӗм те ӗлӗкхи ӗҫтешӗм патне шӑнкӑравларӑм.

— Чӑнах та, Яков Гавриловича сахал мар ӳкернӗ эпӗ, — пӗлтерчӗ Николай Васильевич. — Халӑх сӑвӑҫипе туслашсах кайнӑччӗ. Шӳтлесе вӑл мана Бенкендорф тесе чӗнетчӗ. Ӳкернӗ кадрсене хут ҫине ҫаптарса ӑна парнелеттӗм.

More...

 

Иевлевсем Ехрем хуҫасемпе хӑталлӑ-тахлачлӑ пулнӑ

  29.08.2016 21:19 | 13344 views

Мускавра пурӑнакан Н.Н. Пономарев полиграфист виҫ-тӑват ҫул каялла Интернетра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ: «Хамӑн йӑх тымарӗсене шыратӑп, Шупашкарти Иевлев тата Ефремов купцасем пирки пӗлекенсене ҫырса яма ыйтатӑп». Чӑваш наци музейӗн пай пуҫлӑхӗ А.Н. Зарубин, Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пирки ҫӗнӗ выставка хатӗрленӗ май, ҫак пӗлтерӗве курсан ун «хуҫипе» калаҫнӑ. Николай Николаевич хӑй купцасен таврашӗ пулнине акӑ епле ӑнлантарнӑ: Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсен хӗрӗ Александра Талиев ботаника качча тухнӑ, вӗсен хӗрӗ Александра ман кукамай пулать».

More...

 

Пӑтӑрмахлӑ сесси хыҫҫӑн

  21.07.2016 11:32 | 6659 views

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.

 

1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.

More...

 

«Хӗвеле май утса ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫатӑп»

  20.07.2016 16:04 | 5932 views

Архангельск облаҫӗнчи пурӑнакан Н.П. Тимофеев биолог хаҫат-журналсенче тата Интернет уҫлӑхӗнче хӑйӗн тӗпчевӗсене тӑтӑшах пичетлесе кӑларать. Ӑсчах темиҫе наука чиккинче ӗҫлет. Экологсене, медицина ӗҫченӗсемпе спортсменсене уйрӑмах кӑсӑклантараҫҫӗ вӗсем. Вӑл эмел курӑкӗсене тӗпчесе этеме ватӑлма паман, унӑн тӳсӗмлӗхӗпе пиҫӗлӗхне ӳстерекен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулӑшакан имлев курӑкӗсем шыраса тупнӑ, вӗсем пурте пӗлекен жень-шеньрен те ирттереҫҫӗ.

More...

 

Орфографи, ай, калаҫтарать!

  29.06.2016 19:23 | 17020 views

Нумаях пулмасть редакцие палланӑ ҫыравҫӑ кӗрсе тухрӗ. Сӗтел ҫинче выртакан хаҫат купине курсан вӑл сӳрӗккӗнреххӗн сӑмах пуҫарчӗ:

— Тахҫанах пулать чӑвашла вуламанни, мӗн ҫыраҫҫӗ хаҫатсем.

Тӑван чӗлхепе хаҫат-журнал ҫырӑнса илме ӑна арӑмӗ чарать иккен. Шалкӑм ҫапасран е пӗр-пӗр инфаркт ярса илесрен питӗ асӑрханас пулать. Юн пусӑмӗ ытла та хӑвӑрт хӑпарса кайсан ҫапла ҫав, эмел ӗҫсен аран-аран лӑпланатӑн.

— Хальхи правилӑсемпе ҫырнӑ статьясене вуласан хам сисмесӗрех шурса-кӑвакарса каятӑп иккен.

More...

 
Pages: 1, [2]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat