— Тахҫанах пулать чӑвашла вуламанни, мӗн ҫыраҫҫӗ хаҫатсем.
Тӑван чӗлхепе хаҫат-журнал ҫырӑнса илме ӑна арӑмӗ чарать иккен. Шалкӑм ҫапасран е пӗр-пӗр инфаркт ярса илесрен питӗ асӑрханас пулать. Юн пусӑмӗ ытла та хӑвӑрт хӑпарса кайсан ҫапла ҫав, эмел ӗҫсен аран-аран лӑпланатӑн.
— Хальхи правилӑсемпе ҫырнӑ статьясене вуласан хам сисмесӗрех шурса-кӑвакарса каятӑп иккен. Юри йӗкӗлтесе, пӑсса ҫырнӑ пекех туйӑнать. Эх, мӗнле чӑтать мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи! — тет ҫыравҫӑ ассӑн сывласа.
Темле ҫын та пур иккен тӗнчере: хӑшӗсем сӑмахсене хирсе, шухӑша пӑтратса ҫырма хистекен правилӑсене ниепле те хӑнӑхаймаҫҫӗ. Эпир вара, кашни кун текстпа айкашакансем, алӑ сулнӑ: хӑтланччӑрах! Юлашки вӑхӑтра хаҫат-журналсен тиражӗсем чакса кайнине тӑван чӗлхепе вулама кансӗрленсе ҫитнипе те ӑнлантарма пулать. Ушкӑнпа алӑ пуснӑ вуншар ҫыру пичетленчӗ, пухусемпе ҫавра сӗтелсем кӗрлерӗҫ — итлекен пулмарӗ. «Чӗлхе саккунӗсене уямасӑр палкатӑр эсир», — тесе пӑрӑнса утатчӗҫ капашсӑр шултӑра ученӑйсем. Сӗтӗрекен вӑкӑра чарма хӑтланнӑ пекех пулчӗ ҫакӑ, уйрӑм ҫырма юратакансем пушшех те каҫӑхса кайса тӑван сӑмаха «ваклама» тапратрӗҫ.
Анчах юлашки вӑхӑтра «пӑр тапранни» сисӗнчӗ. Чӑваш чӗлхин комиссийӗ ҫумӗнче орфографи айкомиссийӗ туса хучӗҫ, ӑна ним айлатмасӑрах Петӗр Яковлев сӑвӑҫ тата чӗлхеҫӗ ертсе пыма пуҫларӗ. Ҫак ыйтупа темиҫе ҫул пыракан «вӑрҫа» чарса лартмаллине палӑртрӗ вӑл. Правилӑсене саплӑк лартса улӑштарса пынин усси ҫукки пирки те асӑнчӗҫ, унти «идиотизмсене» пӗтерес тесен кашни параграфа ҫӗнӗрен пӑхса тухса ҫирӗплетмелле, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла. Ытти тӗрӗк чӗлхисенче йывӑр ыйтусене мӗнле татса панине уҫкаласа пӑхни те ытлашши пулмасть. Сӑмахран, турккӑсем пире хытӑ тавлаштаракан йывӑрлӑха акӑ епле татса панӑ: хурчкасӑмси сӑмаха вӗсем икӗ тӗрлӗ ҫыраҫҫӗ иккен, «хӗскӗч, плоскогубцы» пӗлтерӗшлӗ чухне — пӗрле, ҫӑткӑн кайӑк сӑмсине пӗлтернӗ чухне — уйрӑм. Пирӗн чӗлхеҫӗсем унашкал тата ытти правилӑсем тума темшӗн ӳркенеҫҫӗ, ялан Вино Градов профессорӑн сарлака ҫуначӗ айне пытанасшӑн вӗсем.
Хушса тӳрлетнӗ орфографи правилисем кун ячӗсемпе тавралӑх енӗн ячӗсене тата хӑнӑхнӑ сӑмахсене пӗрле ҫырма хушаҫҫӗ: тунтикун, ҫурҫӗр, арҫын, амаҫури, тумтир, хӗрупраҫ тата ыт. Хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан тата сӑмах тӑвакан аффикссем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сӑмах улӑштаракан аффикслисене уйрӑм ҫырмалла (ним маршӑн ан кӳрен), сӑмах тӑвакан аффикслисене пӗрле ҫырмалла: пӗрпеклӗх, тасамарлӑх тата ытти те.
Орфографи словарӗнчи ҫыракана апла та, капла та «сулланма» ирӗк паракан «ҫӑлтӑрсене» пӗтерме, палӑртнӑ сӑмахсене ытларах пӗрле ҫырма кирлнине те асӑрхаттарчӗ хайхи айкомисси. Тӗп вырӑнта ҫырма ҫӑмӑл пулни мар, шухӑша тӗрӗс калама май пани пулмалла тесе асӑрхаттарчӗҫ.
Анчах уйрӑмах тавлашуллӑ ыйтусенчен темшӗн тарать айкомисси: куҫҫуль, арҫури, хӗрупраҫ йышши сӑмахсене ҫаплах сӑмах майлашӑвӗ тесе палӑртать (пӗрле ҫырма ирӗк парать пулин те), утмӑлтурат, питҫӑмарти йышши сӑмахсене сӑмах майлӑшӑвӗ тесе уйрӑм ҫырма хушать. Ӗҫ каплах кайсан сӑх сӑхса кӗл тумалли анчах юлать, урӑх никама та шанмалли ҫук.
Ларӑва ертсе пыракансем килӗшӳлӗх шырани те палӑрчӗ. Анчах пурне тивӗҫтермеҫҫӗ иккен сӗннӗ параграфсем. Ю.М. Виноградов чӗлхеҫӗ, сӑмахран, кун ячӗсене пӗрле ҫырасси пирки сӑмах тухсан сиксе тӑрса килӗнчен хатӗрлесе килнӗ хутсем валеҫсе пачӗ. 1907 ҫулта «Хыпар» хаҫат вырсарни кун тесе ҫырнӑ иккен, апла халӗ те ун пек ҫырмалла! Авалхи хаҫатсенчен вӗренмелли нумай ҫав. Шыракан тупать. Мӗншӗн тата «АПРЪЛЬ–22, ернере пӗрре тухакан хаҫат №13» тесе ҫырас мар. Аптранӑ енне сӑмахсене этимологине кӗрсе кайса пайлама пуҫларӗҫ. Кама тата мӗн тума кирлӗ ку. Хӑш-пӗрисене эпир нихҫан та йӑнӑшмастпӑр, чӑваш халӑхне малашне йӑлт ҫӗнӗлле ҫыртаратпӑр тесе кӑкӑр ҫапма-ши?
А.П. Леонтьев журналиста та килӗшмеҫҫӗ ҫӳлерех асӑннӑ сӗнӳсем. Юлашки вӑхӑтра вӑл кирек мӗнле сӑмаха та хӑй миҫе ҫул «Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынине аса илтернинчен пуҫлаканччӗ. Хальхинче те ҫак йӑлана пӑсмарӗ. Ку анчах та мар, Аслӑ Канаш тавлаштаракан правилӑсене вӑл сӗнмен пулсан йышӑнатчӗ-и? «Мӗншӗн вырсарникун, хӗвелтухӑҫ йышши сӑмахсене уйрӑм ҫырсан лайӑхрах. Мӗншӗн тесен эпир вӗсене ҫапла ҫырнӑ». Мӗн тери вӑйлӑ аргумент!.. «Ретроградсем 10–12 ҫынран ытла мар, вӗсем тӗрӗс мар ӗҫ тӑваҫҫӗ, пире, ӑс-хакӑл ҫулпуҫӗсене, малалла кайма чӑрмантарса пыраҫҫӗ», — палӑртрӗ юлашкинчен яланах тӗрӗс ҫулпа утакан юлташ.
Мӗн калас, йывӑрпа ҫырӑнать тӗрӗсҫыраслӑхӑн ҫӗнӗ йӗрки. Ҫавӑнпа Г.А. Дегтярев чӗлхеҫӗ хӑпӑл-хапӑл мар, альпинистсем пек пӗчӗккӗн ҫӳлелле хӑпарса пыма сӗнчӗ: аялалла персе анас мар тесен вӗсем пӗр хӑлаҫ хӑпараҫҫӗ те лайӑх ҫирӗпленсе лараҫҫӗ. Ку сӗнӳ нумайӑшне ҫырлахтарчӗ.
Ҫӗнӗ орфографи словарӗ тума каллех Ю.М. Виноградов чӗлхеҫе хушса хӑварчӗҫ. Анчах тем патне килсе тухмӑпӑр-ши каллех. Ку пӗччен тумалли ӗҫ мар, орфографине мӗнпе пуҫса ҫимеллине чухлакан пӗр ла-айӑх юлташ тупса парасах пулать Юрий Михайловича.
«1960 ҫулсенче йышӑннӑ правилӑсем чи ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ, ҫавна тӗпе хурса малла каяс пулать», — текенсем те пулчӗҫ айкомисси ларӑвӗнче. Тӗрӗсех-ши ҫакӑ. Ун чухне те вӑрӑмтуна, утмӑлтурат, тӗкӗлтура тата ытти сӑмахсене уйрӑм ҫырни кулӑшла пулса тухнӑ пирки Мускаври хаҫатсенче фельетон кӑларсах шавланӑ. Лайӑх шутлас пулать. Каллех пыйтине тарӑхса кӗрӗкне вутта пӑрахса ҫунтарнӑ пек пулса ан тухтӑрччӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.