Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135].
Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ.
Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт.
Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»
Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ.
Чӑваш халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусене виҫӗ паллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарса пӑхма пулать: чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫейӗн пӗр пайӗ пулса тӑнипе (1551), чӑваш ҫынни православи чиркӗвӗн тӗнне куҫнипе (XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсем) тата Раҫҫейре патша йӗркине пӑрахӑҫа кӑларнипе (1917). Ку статьяра эпир, тӗпрен илсен, юлашки паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки калаҫӑпӑр.
XIV ӗмӗрте пӑлхарсем (ун чухне вӗсем хӑйсене пӳлер тенӗ пулас) тӗн енчен икӗ ушкӑна пайланса каяҫҫӗ: пӗсӗрменсем (мӑсӑльмансем) тата ҫӑваҫсем (халӑх тӗнне уякансем, каярах тутар чӗлхин витӗмӗпе чӑваш тесе калама пуҫлаҫҫӗ).