Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.
Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева.
Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар.
Нумаях пулмасть тӑванӑн телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килчӗ. «Ывӑлӑр аварие лекнӗ. Ӑна пула ҫынсем аманнӑ. Ӑна тӗрмерен хӑтарас тесен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Тӑванӑм ватлӑх енне сулӑннӑ. Унӑн ывӑлсем те, хӗрсем те пур. Ҫырӑва курсан хӑраса ӳкнӗ вӑл. Ара, мӗнле амӑшӗн тӗпренчӗкӗ пирки кунашкал хыпар пӗлсен сехри ан хӑптӑр? Тӳрех шӑнкӑравлама тӑнӑ вӑл. Юрать, кӗҫӗн хӗрӗ юнашар пулнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепи пулнине тӳрех ӑнкарнӑ.
Чи начар пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне РФ правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социологӗсен ушкӑнӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Хӑш хуласем кӗнӗ-ха унта? Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑйсем мӗнле пурӑннине 1-рен пуҫласа 5-ччен хисеппе палӑртма ыйтнӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта – Тольятти. Ку, паллах, кӗтменлӗх. Ара, кунта урапасем туса кӑлараҫҫӗ-ҫке. Предприяти нумай пулсан та хулара ӗҫсӗр арҫын чылай. 700 пин ҫынран 13 проценчӗ – чухӑнлӑх чиккинче. АвтоВАЗ пысӑк конкуренципе тӗл пулать.
Раҫҫей — пысӑк ҫӗршыв. Ҫуллахи вӑхӑтра отпуска ӑҫта ирттермелли пирки шухӑшлатӑр-и? «Самовар» сайт пирӗн ҫӗршыври чи ӑшӑ хуласен рейтингне хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш вырӑнта — Волгоград. Вӑл кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ, инҫех мар — Казахстан. Унти ҫеҫенхирсенчен вӗрекен ҫиле пула ҫулла термометр 44-48 градус таран хӑпарать. Ҫӗрле те пиҫсе вилмелле. Ун чухне урамра 26-28 градус ӑшӑ. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать.
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Шупашкарти кӳлмекре Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкне уҫнӑ. Вӑл 4,6 метр ҫӳллӗш, 3 тонна таять.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Варнава хутшӑннӑ. Варнава сӑмах илсен Михаил Игнатьева кӑштах критикленӗ те. Вӑл Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен ҫителӗклӗ аталанманнишӗн кӑмӑлсӑр.
— Палӑка тинех лартрӑмӑр. Эпир ҫакна тахҫанах кӗтнӗ, анчах укҫа пулманни ура хучӗ. Хамӑр вӑйпа 700 пин тенкӗ пухрӑмӑр, анчах ку сахал.
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.
Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ.