Шел те, чирлӗ ача нумай. Вӗсен пурнӑҫне операци е сиплев ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах ун валли укҫа нумай кирлӗ. Халӗ республикӑра Етӗрне районӗнчи Ксения Максимова пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. 13-ри хӗрача сывалӗ-и? Ура ҫине тӑрӗ-и? Унӑн амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пульницӑра ларать, ниҫта та каймасть. Вӗсем тӗрлӗ клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ, хурав кӗтеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем Ксюша валли укҫа пухма тытӑннӑ. Анчах ку суя. Ҫемье хальлӗхе нимӗнле укҫа та пухмасть.
Чӑваш эстрада артисчӗсем пирӗн яла, сайра-хутра пулин те, килсе каяҫҫӗ. Паллах, халь ӗлӗкхи мар — клуба ҫын сахал тухать. Халӗ кашни килте тӗнче тетелӗ пур, телевизор кӗрлет… Ҫавӑнпа-ши — халӑх чун апатӗнчен катӑках мар. Ара, халь ӗлӗкхилле 1–2 канал ҫеҫ кӑтартмасть вӗт, кашни килте тенӗ пекех спутник турилкке ҫакӑнса тӑрать. Унта вара мӗн курас килет — веҫех пур: концерт, сериал, ӑслӑлӑх, спорт… Чӑваш наци куравне, ЮТВ телеканала ҫеҫ кураймаҫҫӗ пирӗн ялсем. Вӗсене республикӑри кашни яла илсе ҫитерме хальлӗхе патшалӑх хевте ҫитереймен-ха.
Антон Батракова Америкӑри ҫемье усрава илнӗ. Анчах арҫын ача темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха, тарса килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл «Прямой эфир» кӑларӑма хутшӑннӑ. Унта ӑна Мускавра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парнеленине кӑтартнӑ.
Паллах, тӑлӑх хваттерлӗ пулни лайӑх. Куншӑн савӑнмалла ҫеҫ. Антон студие юлашкинчен тухнӑ. Вӑл Америкӑра мӗн чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Андрей Разин Антон шӑпипе тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл ӑна студирех хваттер парнеленӗ.
Ку ырӑ хыпара илтсен Красноармейски районӗнчи тӑлӑх аса килчӗ.
Мунча кӗме юратакан ҫын, ахӑртнех, нумай. Тӗнчери хӑйне евӗр мунчасем, паллӑ ӗнтӗ, ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсенче пур. Ара, урамра 20 градус ӑшӑ тӑнӑ чухне камӑн вӗри мунча кӗрес килтӗр-ха.
Чехири Либерец хулинче хӑйне евӗр мунча пур. Вӑл юханшыв ҫинче вырнаҫнӑ. Милӗкпе ҫапӑнмаллине пляж ҫывӑхӗнче тунӑ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Малтан ку мунчана хута янӑ архитектура студийӗнче заявка ҫырмалла ҫеҫ.
Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла.
Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле?
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.
Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ.