Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +12.3 °C
Незавидна участь того, кому никто не завидует.(Эсхил)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци политики кирлӗ

Аçтахар Плотников21.10.2011 12:0317358 views
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем. Чӑваш чӗлхи мӗн шайра пулмалла? Чӑваш Ен тата ун халӑхӗн интересӗсене епле хӳтӗлемелле. Чӑваш культурине епле майпа Раҫҫей е тӗнче шайне кӑларасси. Хӑш вырӑнта чӑвашӑн вырӑнӗ — ҫӗрулми кӑларакан уйра е хулари пысӑк технологиллӗ компанинче? Чӑн та, пӑхатӑн та чӑвашлӑх ҫине — хуйхӑ кӑна. Ун тӑрӑмӗ хальхи вӑхӑтра инкеклӗ те мар — хӑруш пысӑк инкекре (ҫамрӑксем чӑвашла калаҫманни, хуласемпе райцентрсенче калаҫу чӗлхи вырӑс чӗлхи пулни [вӑл юнашар ялсене те витӗм парса тӑни] пирки калаҫу та ҫук. Чӑваш чӗлхишӗн влаҫрисем кӑшт тӑрӑшни курӑнать пулин те вӑл ытла та пӗрчӗн-пӗрчӗн курӑнать /шыв ӗҫес тӗлӗшпе ҫырмари ҫӑла витрепе каяс вырӑнне курка ҫӗклесе кайниех/). Тутарсемпе е пушкартсемпе танлаштарсан пирӗн халӑхӑн наци туйӑмӗ ытла та хавшак. Мӗн калӑн, ҫармӑссемпе ирҫесем те ку тӗлӗшпе самай вӑйлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ. Чӑвашшӑн хӑй чӑваш кӑна тӑрӑшайрать — тутарӗн, вырӑсӗн, ҫармӑсӗн хӑйсен интересӗсем, вӗсен хӑй халӑхӗсем пирки шухӑшламалла. Наци политики пирки шухӑшлама вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ — ку ыйтупа ӗҫлеме пуҫламаллах.
Ҫакна асра тытмалла: вӑрманти пур йывӑҫран «ай, епле хитре» тесе хурӑна кӑна хӑварсан унашкал вӑрмантан нихҫан та йӗкел кӗтсе илеес ҫук, мӑйӑр та татса сиес ҫук. Тӗрлӗ нацилӗх вӑл пирӗн ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ пулмалла, ӑна аталанма чаракан сӑлтав пек курмалла мар. Вырӑслатас политикӑна (ун пирки уҫҫӑн каламаҫҫӗ пулин те — ҫав япала пурнӑҫланса пырать, ӑна пурте кураҫҫӗ) сивлемелле, пирӗн халӑх чӑваш чӗлхипех калаҫмалла.

Вуламалли
Наци политики кирлӗ
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (43)]

Comments:

Серте Унтри // 2702.21.4430
2011.10.21 20:35
Национальная идея чувашей - это запуск механизма по возвращению перспективных чувашей на историческую родину.
Вернется цвет чувашской нации, вернутся подавляющее большинство.
Елена // 8732.0.5844
2011.11.03 10:59
Наци политики КИРЛĔ! Чăваш халăхĕ ытти халахсенчен нимпе те кая мар. Пирĕн ачасем вĕренессипе те, тавракурăмĕпе те малта. Анчах ачасене шкул саккинчен вырăсла калаçнă чух йăнăш тунишĕн вăрçса çитĕнтереççĕ. Ача темăна лайăх ăнланнă пулсан та анчах вырăсла шакăртаттарса каласа параймасан ăна никам та 5 паллă лартмасть, е 4, е 3 паллă кăна.
Елена // 8732.0.5844
2011.11.03 10:59
Учитель те урока ăнлантарнă чух чăваш ачине лайăхрах пултăр тесе пĕр-ик сăмах чăвашла вырăсла хушрĕ пулсан – тиркесе пĕтереççĕ. Наци политики КИРЛЕХ. ПИРЕ, ЧĂВАШСЕНЕ, ЧĂВАШЛА ВĔРЕНМЕ, ЧĂВАШЛА АТАЛАНМА КИРЛĔ!

Pages: 1, 2, 3, 4, [5]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters