Чăн-чăн демократилле çĕршывра кун хыççăн Пĕрлĕхлĕ Раççейпе Путиншан чылайăшĕ сасăламан пулĕччĕ, анчах пирĕн патшалăхра паян суйлав ирттерсен те вăл çĕнтеретех ĕнтĕ :(
Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:30
Admin:"...хăйĕнне мар."
В.В.Путина хăйне укçа ним тума та кирлĕ мар. ("Хăйĕн" текен укçи пур пулсан та). Вăл шайри çын, ман шутпа, ĕмĕр ĕмĕрлемелли пайтине тахçанах гарантиленĕ. Анчах та Президент пĕр-пĕччен мар патшалăха тытса пырать. Тем пек вăйлă авторитаризм пулсан та, пулăшакансемсĕр ним те тăваймастăн!
Якур // 2135.1.7419
2013.03.23 07:55
Админа: Чăн-чăн демократилле çĕршывĕ ăçта-ши вăл, кунта палăртсан аванччĕ. Ман шутпа чăн демократи шутласа кăларнă япала. Ĕлĕкрех сумлă колхозсенче уполномоченнăйсен ирхи виç сехетчен пынă(собрание уполномоченных колхоза) пухăвĕ нумай демократиллĕрех. Кунта европа демократийĕ юнашар та тăман. Аса илĕр, кам вăл çулсенче пурăннă.
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 12:29
И.Саймана: Путин пĕччен мар, паллах. Кашни кунах куратпăр-итлетпĕр вĕт. Тата мĕнле калать-ха Кадыров: вăл самый Великий человек после аллаха. Тепĕр тесен, историрен пĕлетпĕр: все великие бывают очень одиноки. Çавăнпа та тепĕр чух йăпанма хăтланнăшăн ăна упкелешмелле мар.