Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
В искренности можно сомневаться, только когда делают добро.(Геннадий Малкин)
 

Ad

Лариса Петрова: ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ МАНМА ПУЛАТЬ-И?

Лариса Петрова21.03.2013 23:3510326 views

Хам унашкал лару-тӑрӑва ҫакланман та тӑван чӗлхене манма пултаракансене ӑнланма йывӑртарах мана. Темиҫе ҫул хушши таҫта аякра чӑвашла сӑмахламасӑр пурӑнсан чӑнах та чӗлхе манӑҫать-ши? Е кунашкал пулӑм тӑван халӑха хисеплеменнипе, унран вӑтаннипе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрисем салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах «вырӑсланса» таврӑнаҫҫӗ, теприсем ҫакна нумай ҫул хушши Мускавра (е ытти хулара) пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсене тӑван чӗлхе вырӑсла йӗркеллӗ пуплеме чӑрмантарать иккен. Хамӑра хамӑр хаклама пӗлмесен кӑна ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пуль.

Чӗлхе пирки каланӑ чухне пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫапла шухӑш ҫавӑрса хунӑ: «Ют чӗлхе пит аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ маттур пулсан та, ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӱреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ, пуян ҫын тумтирне тӑхӑнса хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ. Мӗншӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах усӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, ҫыннӑннипе анчах пурӑнатӑн, тейӗ. Хӑй халӑхне юратакан ҫын, кирек кам пулсассӑн та, хӑй чӗлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса ӑна хӑй чунне юратнӑ пек юратать». Ҫавӑнпа ҫынсене кӑна мар, хӑвна хӑв вырӑс тесе ӗнентерме хӑтланни те кӑлӑхах. Чунупа эсӗ вырӑс мар пулсан.

Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, тенӗ ваттисем. Пӗр чӗлхе кӑна пӗлни ҫителӗксӗр пек туйӑнать. Чӑвашла пӗлекенсем вырӑсла та вӗренеҫҫӗ-ха. Анчах ачаран вырӑс чӗлхипе кӑна калаҫса ӱсекенсем чӑвашла вӗренесшӗнех-ши? Иккӗленӱллӗ.

Шупашкарта ют ҫӗршыв студенчӗсем сахал мар. Хӑшӗ-пӗринпе калаҫсан пит хӗрелсех каять: 7-8 чӗлхе таран пӗлекеннисем пур, эпир вара… Пӗр испан каччи каланӑччӗ: «Пӗр-ик ют чӗлхе вӗренетӗн те ыттисене ӑса хывма йывӑрах та мар». Юрать-ха, ачаран чӑвашла калаҫса ӱснӗ, вырӑсла пӗлетӗп, акӑлчанла ӑнланкалатӑп тата турккӑлла хӑш-пӗр сӑмахсене тӗшмӗртетӗп. Уншӑн та савӑнатӑп-ха. Чӑваш ӑс-тӑнӗ, тем тесен те, тӑван чӗлхене пӗлмесен чухӑнрах пулать. Никӗсне тӗрӗс хумасан мӗнле ҫурт ҫӗклентӗр-ха? Ытти чӗлхесене вӗренесси те тӑван чӗлхеренех пуҫланмалла.

Тӑван килне пӑрахса хӑварса Самара тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ пӗлӗш калани асран каймасть-ха. Арӑмӗ те, ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемпе, паллах, вырӑсла пуплеме тивет. Ҫуралнӑ ялне питӗ сайра килсе ҫӱрекенскер, тӑван сывлӑшпа сывланӑ май пӗррехинче ҫапла каларӗ: «Ӑнланмастӑп, тӑван чӗлхене мӗнле манма пулать? Эп унпа калаҫса ӱснӗ, ман чунра вӑл! Ак халӗ яла килтӗм те калаҫас килет, юрлас килет – ЧӐВАШЛА! Тӑван чӗлхене, хуть те мӗн калӑр та, манма пулмасть!» Мӗнех, ҫак шухӑшпа килӗшес килет. Хамӑр пирки хамӑрах «мӗскӗн чӑваш» е, каппайлансах кайсан, «маттур чӑваш» тени вырӑнсӑр. Сӑмахпа калани ниме те тӑмасть. Камсем эпир? Чӑвашсем, чӑваш чӗлхиллӗ халӑх. Ыттине пире айккинчен куракансем калӗҫ. Пирӗн вара хамӑра ырӑ енчен кӑна кӑтартма тӑрӑшасчӗ. Чӑвашла пӗлмесӗр халӑх ятне ярас марччӗ!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (30)]

Comments:

Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:21
Agabazar
Ĕçне кăтарт! Ĕçне кăтарт! Ĕçне кăтарт! тенисем пирки. Ку тата ытти темăсем "эп çавна турăм, кăна турăм!!!" тесе КАППАЙЛАНМАЛЛИСЕМ МАР!!! Аксар Чунтупай хăта калашле, форум вăл пакăлтатмалли вырăн "Ĕç" кăтартса КАППАЙЛАНАС тесен, уçăр ятарлă тема!
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:25
Agabazar
Тата çакна та калама пултаратăп: ХĂВĂР МĔН ĔÇ ТУСА ЧАПА ТУХРĂР? Е пач пĕлмен-палламан çынсенчен отчётсем ыйтса-тилмĕрсе ларма çеç пултаратăр-и?
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:28
Agabazar
Çакăнта эп каласа тухнисем тема ячĕпе(ТĂВАН ЧĔЛХЕНЕ МАНМА ПУЛАТЬ-И?) çав тери лайăх çыхăннă!
Тимер // 3554.97.2110
2013.03.30 22:53
Акапасар.Ма ăнланасшăн мар çав тери.Сана калаç конкретлă чĕлхемĕршĕнĕ кашни кун мĕн те пулин ĕç тăвакансем.Пакăлтатса ларакансене пула çур миллион чăваш çухалчĕ 20 çулта!Сан хыççăн та чăваш курăнмасть.Намăс.
Якур // 7920.4.8655
2013.03.31 08:29
Акасапар, тĕлĕнтермерĕн! Хăлха чикки вăйлă Аргумент. Татах кăшт йывăрлăх тухсанах НЕ КОЛЫШЕТ теме пуçлан. Эс тени чи пĕрремĕш вырăнта саншăн. Приоритетсене палăртсан лайăхчĕ, мĕле пулăм малти вырăнта, мĕнли каярах. Çав вăхăтрах кунта каппайланма никам та шутламасть.Пур халăхăн та йăла пур харпĕрхăйне тыткаланă çĕрте: ĔÇ туса кăтартнисен приоритетла право пур .
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.31 09:32
Акасапар,каппайланма никам та хушмасть. Но пакăлтатнипех ĕмĕр иртсе каять. Халăхăмăр пĕтсе пырать, 20 çул хушшинче хут çинче 0,5 мильон чакрăмăр. Вот çакăн çинчен калаçу пырать. Пакăлтатма тепĕр 10 форум та уçма пулать, анчах ĔÇ полмасть. Тимĕр мана не уполномачивал, но вăл та çакнашкал шотлани сисĕнет.
Agabazar // 3147.6.0968
2013.04.01 17:11
Agabazar
Тимĕр, хăвăр та кунта пакăлтатнисĕр пуçне ним те тумастăр вĕт!
Agabazar // 3147.6.0968
2013.04.01 17:17
Agabazar
Пакăлтатнине эп намăс ĕç тесе шутламасăп. Кунта авăн çапмалли вырăн мар Унашкал ĕçсене урăх тĕлте тăваççĕ.

Мĕнлерех ĕç тăвасшăн эсир ку сайтра е урăх тĕлте? Каласа парăр, тархасшăн!
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.04.01 20:21
Акапасар, пакăлтатма юрать. Анчах çавăн пек япала пур пурнăçра: "Моральное право" теççĕ çакна. Вот санăн кумирсем( Архипов, Леонтьев, М.Краснов тата ыт.) не имеют это право говорить от имени коренного народа, а вĕсем сцена çине тухса, фуршет вăхăтĕнче халăх ячĕпе( сан ятпа та, Акасапар)мĕкĕреç. Это тебя не коробит, Эс тени прямо сана Аргументсем шыраттарать.
Якур // 1338.52.6600
2013.04.02 00:29
Манпа юрамаç паллах тăван чĕлхене,пускай йăнăшсемпе калаçать хăшĕ-пĕри. Анчах та тăрăшать çын, çав курăнать хутшăнусенче. Ак каллех çав хутшăнусем çинчен каласан, К.Кулиевăн Асăну хăмине уçнă чухне В.Вахтеркин юрăç Тăрнасем("Журавли")юрра мăнаçлăн чăвашла юрласа пачĕ те, манăн, сăмахран, куçсем шывланчĕç. Маттур, Вахтеркин!

Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters