Эп Николай Васильевич Никольские çав тери хисеплетĕп. Анчах та вăл пĕрремĕш чăваш профессор мар!Виктор Петрович Вишневский 1828-мĕш çултах философи профессорĕ пулса танă. Хисеплĕ НВНран 90 çул маларах. http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=235
Темех мар. Ку ĕнтĕ ыйтăвĕ каçару ыйтмалласкер мар. Хăшĕ-пĕри çапла ыйтма пултарĕ. Виктор Петрович Вишневский чăвашах-ши? Аван ыйту. Хуравĕ ансат:ЧĂВАШАХ. Бичурин пек, Ермей Рожанский пек тата ытти çавнашкал ĕçлевçĕсем пек.
Тавах. Вишневский пирки эсир каланă хыççăн хам та кĕнекере вуласа ĕнентĕм. Никольский пирки темиçе çул каялла "Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ" ятпа курав уçни çинчен вуланăччĕ пĕр хаçатра, çавăнпа арпашăнса кайнă ĕнтĕ эпĕ.
Арпашăнакансене нумайлă хисеппе калама тивет: ЭПИР! Юрататпăр ярлыксем çыпăçтарма: пĕрремĕш поэт, пĕрремĕш артист, пĕрремĕш художник... Тата ытти çавнашкал "пĕрремĕшсем"... Кайран хамăрах йăнăш пулнине тавçăрса илетпĕр.
Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 12:14
Акасапар! Кунта пĕрремĕш-и вăл, иккĕмĕш е виççĕмĕш профессор: ĕçĕ унта мар. Сÿтсе яв текстра мĕн каланине: "Çавăнпа çынсене кăна мар, хăвна хăв вырăс тесе ĕнентерме хăтланни те кăлăхах. Чунупа эсĕ вырăс мар пулсан". Эс те пире чăвашлăхшăн тесе чĕннисĕр пуçне ним те тумастăн. Сывлăша хускататăн та тусан кăларатăн. Ĕç тунă пек пулать.