Владимир Геннадьевич Тяпкин – чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе суд таранччен ҫитнӗ сайра ҫынсенчен пӗри. Шупашкарти кирпӗч завочӗ таврашӗнчи лавккасенчи чӑвашла ӑнланман сутуҫӑсем унран шикленсе тӑраҫҫӗ. Чӑваш наци аталанӑвӗн юхӑмне вӑл Республика тӳремӗнче чӑваш чӗлхишӗн выҫӑ тытакансене курсан кӗрсе кайнӑ. Усламҫӑ, чӑваш наци культурине аталанма пулӑшакан «Сувар» фондӑн пуҫлӑхӗ. Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑваш бизнесменӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.
– Историре чӑваш наци ҫӗкленӗвне (е чӗрӗлӗвне) тӗрлӗ тапхӑрсене пайлама пулать. Ҫав «хумсене» эпир паян хисепе илеетпӗр: 1871 ҫул – Яковлев Чӗмпӗрте чӑваш шкулӗ уҫнӑ, 1905 – патша наци политикине ҫемҫетсен Никольский «Хыпар» хаҫат кӑларас ӗҫе пуҫӑнать, 1917 – Чӗмпӗрте чӑваш халӑхӗн I Аслӑ Пухӑвӗ иртет, 1920 – Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленет, Совет саманинчи ҫулсем – 1937 ҫулччен чӑваш литератури ирӗклӗ аталаннӑ тапхӑр, 1962 – Андриян Николаев чӑваш космоса вӗҫет, 1992 – Шупашкарта чӑвашсен Аслӑ Пухӑвӗ иртет, Чӑваш наци конгресӗ туса хураҫҫӗ, 2000 – Мускавра федераци шайӗнчи Чӑваш наципе культура автономине йӗркелеҫҫӗ. Ҫак схемӑна пӑхсан, теори тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чӑвашсен хушшинче тепӗр хавхалану, ҫӗкленӳ хумӗ пулмалла. Сисӗнет-и вӑл?
– Ҫук, чӑвашсенчен килмест вӑл. Улшӑнусем вӗсем веҫех Мускавпа ҫыхӑннӑ. Мускав ирӗк парать-тӗк – пулать. Мана та шурсухалсем калаҫҫӗ: «90-мӗш ҫулсенче наци юхӑмӗ кӗрлесе кайрӗ, президентлӑх институчӗ йӗркеленнӗччӗ тата ытти те… Каҫарӑр та, Марий Эл та, Удмурти те ун чух республика пулса тӑчӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫӗршыв пуҫлӑхӗ Ельцин вӑл вӑхӑтра: «Берите столько суверенитета…» – терӗ. Вӑл пирӗн ҫитӗнӳ мар, панӑ япала. Вӑл вӑхӑтра, паллах, эпир кӑпӑк пек хӑпарса кайрӑмӑр. Кайран, шел пулин те, Мускав «гайкӑсене пӑрма» пуҫласан, вӑл юхӑм пач ҫухалчӗ. Халӗ ман ыйту ҫуралать: «Эсир, сумлӑ шурсухалсем – вӑл вӑхӑтра президент статусне, суверенитет туса хума пултарнӑ ҫынсем – ӑҫта эсир паян? Сӑмахран, пирӗн республикӑн ҫӗнӗ Конституцийӗнчен «Президент» сӑмаха кӑларса пӑрахрӗҫ депутатсем – хирӗҫ пӗр сӑмах калакан та ҫук. Наци юхӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсем, ҫӳлтисем, ма пӗр сӑмах та кӑлармастӑр?
– Ҫӳлтен ирӗк паманнипе-и?
– Теорипе пӑхсан, халӗ, калӑпӑр, влаҫа пӗр-пӗр реформатор килсе Мускавран ирӗк парсан – каллех площаде тухма, кӑшкӑрма пуҫлатпӑр… Шел пулин те, урӑхла пулма та пултараймасть пулӗ, веҫех Мускавран килет. Ҫавӑнпа та йӗрсе ларма пӑрахмалла. Паяхи кун та эпир влаҫран пӗрмаях ыйтатпӑр: чӑваш чӗлхи шкулне тумалла, учительсене ӗҫ укҫи туса памалла, программа туса памалла, уроксене нумайрах тумалла, хаҫатсене, журналсене сармалла, телевидени тумалла… 20 ҫул калаҫатпӑр: памалла, ыйтмалла… Калас килет: пӑрахӑр ун пек ыйтма. Мӗнле ӑнланмастӑр эсир? Пулмасть вӑл япала. Халӗ пур ҫӗрте те оптимизаци пырать, Раҫҫейре, ытти ҫӗршывсенче. Олигархсен системи хуҫаланнине пӗлетпӗр. Укҫа уйӑрнӑ чухне пӑхаҫҫӗ кама мӗн памаллине. Пуҫлӑх акӑ мӗнле шутлать вӑл: «Чӑвашсем мӗн ыйтаҫҫӗ? Пенси. Пенси памаллах. Пенсионерсем – электорат. Тата мӗн ыйтаҫҫӗ? Чӑваш чӗлхи учителӗсем валли, чӗлхе программи валли укҫа ыйтаҫҫӗ. Пире кирлӗ-и вӑл вӗсем чӑвашла вӗренни? Ҫук. Укҫа памасан мӗн пулма пултарать? Нимӗнех те. Мӗнпе хӑрушӑ? Нимӗнпе те». Акӑ ҫак ыйтӑва ҫӳлте татса панин тӗслӗхӗ.
– Хальлӗхе влаҫрисем ку йывӑрлӑха пирӗн пек халӑхсем ҫине тийӗҫ. Ҫак проблема малашне вырӑс халӑхне хӑйне пырса тивмест-и?
– Эп вырӑс халӑхӗ пирки пуҫа ҫӗмӗрместӗп. Паллах, пырса тивет, ҫапах вӑл вырӑссен проблеми. Пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсем. ЮНЕСКО каларӗ пулсан, чӗлхе пӗтес хӑрушлӑх пур тесе…
– ЮНЕСКОна ӑна вӗт кирлӗ пек калаттарма пулать пулӗ е ҫук-и?
– Ҫук, вӑл халӑхсен хушшинчи сумлӑ организаци. Енчен те ЮНЕСКО Хӗрлӗ Кӗнекене мӗнле те пулин чӗр чуна кӗртет пулсан, эпир пурте ӗненетпӗр. Мӗншӗн хальхинче вӑл суять тесе шухӑшламалла? Чӑваш чӗлхи пӗтекен чӗлхе пулнине эпир вӗт хамӑр хушӑра ЮНЕСКО каламасӑрах пӗлетпӗр.
– Сисӗнет-ха вӑл.
– Мӗнле вӑл сисӗнет? Сисӗнет кӑна-и?! 20 ҫул хушшинче икӗ миллиона ҫитекен чӑваш халӑхӗ 700 пине яхӑн ҫын ҫухатрӗ. Вӑйлӑ математик пулмасӑрах паллӑ, республикӑра чӑвашлӑха ҫакӑн пек фольклор шайӗнче кӑна аталантарсан тепӗр 80 ҫултан чи авалхи халӑхсенчен пӗри ҫӗр ҫинчен пӗрех ҫухалать пулмалла (ҫырав кӑтартӑвӗсемпе 12 процента чакнӑ!). Чечняра мӗнле вӑрҫӑ кӗрлерӗ пулсан та халӑх йышӗ хушӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн врач пек тӗрӗс диагноз лартмалла, вара пӑхмалла лару-тӑрӑва мӗнлерех лайӑхлатма пулать.
– Вӑйлӑ чӑваш артисчӗсем, вӑйлӑ писательсем калаҫҫӗ: «Мӗскер вӑл ЮНЕСКО? Вӑл Америка пропаганди. Чӑваш пӗтмест, чӑваш пин ҫул пурӑнать!» – теҫҫӗ. Вӗсем мӗншӗн ун пек калаҫҫӗ? Ман ӗмӗре ҫитет тесе-и?
– Ҫук, унпа кӑна мар. Чи пӗрремӗшӗнчен, вӗсен пӗтӗм бизнесӗ ҫав чӑвашлӑх ҫинче тытӑнса тӑрать. Вӑл ӗмӗрӗпех кӗнеке ҫырнӑ, унӑн чӑвашсене кӗнеке сутмалла, юрӑҫӑн диск сутмалла е билет, журналистӑн хаҫат сармалла чӑвашсем хушшинче. Шупашкарти поэтсен, писательсен, ыттисен (интеллигенцин) – ҫӑкӑрӗ ҫавӑ. Вӑл каяймасть станок умне е урӑх ҫӗре. Вӑл суйлав умӗнче тӑрать, унӑн хӑйне хӑй приговор ҫырмалла. Лӗкӗр-лӗкӗр тунин результачӗ – ноль. Ку вӑл – спекуляци. Эсӗ ҫавӑн чухлӗ кӗнеке кӑларатӑн, вӑрҫатӑн «кӗнеке илмеҫҫӗ, вуламаҫҫӗ» тесе. Сан хӑвӑн килӗнте чӑвашла кӗнеке вуламаҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗншӗн ман ачана вулаттарасшӑн? Регионсенче пурӑнакансене ку сӑмах пырса тивмест, вӗсем урӑхларах условисенче пурӑнаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа халӗ ялта ашшӗ-амӑшсене «папа-мама» теҫҫӗ те. Ялта пурӑнакансем ухмахсем мар, вӗсем кураҫҫӗ вӗт хулари вӑйлӑ ҫынсем пурте ачисемшӗн «папа-мама» пулнине. Ҫынсене улталаймастӑн.
– Шупашкарта кам хӑйсен ачисене «атте-анне» тесе калаттарса чӑвашлӑхшӑн кӗрешме ӑнтӑлать?
– Ун пеккисем пур: Марина Карягина, Николай Лукианов, Вячеслав Тимофеев, Ивановсем, ыттисем… Эпир пурпӗрех чӑваш пулса вилетпӗр. Анчах та эпӗ кӑравул кӑшкӑрмастӑп. Халӑхӑмӑр умӗнче хамӑн та айӑп пур. Манӑн та икӗ аслӑ ывӑл чӑвашла лайӑх калаҫаймаҫҫӗ. Анчах та «скажи на русском» тесе кӳрентермеҫҫӗ, ашшӗн ятне ямаҫҫӗ. Вӗсем ҫуралнӑ чухне эпӗ хулара тӑван чӗлхене, халӑха юратасси пирки илтмен те. Эпӗ писатель, поэт, художник, журналист, юрист пулман. Урӑхла каласан, эпӗ чӑвашлӑхпа ҫыхӑнса ӗҫ укҫи илсе ларман. Кирпӗч заводӗнче ӗҫленӗ чухне рабочисемпе тӑван чӗлхепе калаҫма тӑрӑшнӑ (вӗсем нумайӑшӗ ялтан килнисем пулнӑран). Цех пуҫлӑхӗ пулнӑ май кантурта чӑвашлах калаҫма пикенсен, ман ҫине майрасем сиксе ӳкетчӗҫ: «Опять на своем начинаешь. Мы не знаем чувашский. Ты не культурный!». Эпӗ пӗрмай шутланӑ: «Ма ҫакӑн пек?» Тата мана ҫавсемех пӗрмай кӳрентеретчӗҫ: «Хӑвӑр пӗрле пухӑнсан та, на своем разговаривать стесняетесь», – тесе. Тӗрлӗ лару, пуху тата ахаль кӑна 6-7 ҫын пухӑнсан вырӑсла калаҫа пуҫланӑ. Ӑҫтан патриот пулмӑн кун пек лару-тӑрура! Йӑх ҫавӑн пек пулмалла пулнӑ пирӗн.
– Мӗн тумалла вара?
– Мана паян ҫак ыйтӑва нумайӑшӗ параҫҫӗ. Трагеди тумастпӑр. Ура ҫине тӑрса пӗтетпӗр. Ҫав вӑхӑтра мӗн чухлӗ юрӑҫ «ӗрчесе» кайрӗ. Юрла-юрлах пӗтет пулмалла чӑваш ҫӗр ҫинчен. Вӑл объективлӑ япала. Латынь чӗлхи пӗтнӗ, тата ыттисем. Историре нумай тӗслӗх. Паллах, пур: «Мӗскер эсир? Халь веҫех аталанса ҫӗкленсе каять», – текенсем те. Пулмасть. Улталанмалла мар.
– Эс калани патне таврӑнар-ха. Нихӑш ашшӗ-амӑшӗ те хӑй ачине ыттисенчен катӑкрах ҫитӗнтересшӗн мар. Калӑпӑр, телефон, айфон, ытти мультимедиа хатӗрӗсем, компьютерти программӑсем йӑлтах чӑвашла пулнӑ пулсан (чӗлхе ҫак шайра конкуренцие тӳсме пултарайсан), вӗсем, тен, ачипе сӑпкаранах вырӑсла калаҫман пулӗччӗҫ?
– Паллах. Ну, мӗн тумалла паян? Хамӑртан мӗн килнине тумалла. Калӑпӑр, йӗркелесе ятӑм эпӗ темиҫе ҫул каялла Сурхури ирттерессине, халӗ ӑна хулара (Шупашкарти) темиҫе ҫӗрте тӑваҫҫӗ. Еврейсенчен тӗслӗх илетӗп. Эсир пӗлетӗр, еврейсенчен ҫурри ытла иврит чӗлхине пӗлмест. Ҫапах та еврей культурине аталантарас тесе вӑйлӑ тӑрӑшаҫҫӗ, мӗнлерех туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ан тив, чӗлхене сыхласа хӑварма пултараймӑпӑр, ҫапах та халӑх сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварма вӑй ҫитереетпӗр. Калӑпӑр, эсӗ хӑвӑн ачуна е мӑнукна чӑвашла ят хуртараятӑн-тӑк, эпӗ сан калаҫӑвна пӳлместӗп, кӗрекере сумлӑ вырӑна лартатӑп. Мухтанса каламастӑп, ҫапах та эпӗ хамӑн хӗре чӑвашла Тайпи ят патӑм. Мӗншӗн, калӑпӑр, конгресра ларакансем ҫавӑн пек тумалла мар? Вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр начальство ҫинчен калаҫаҫҫӗ, трибуна ҫинчен анма пӗлмеҫҫӗ. Никамӑн ачи те «атте-анне» тесе чӗнмест вӗсене, никамӑн ачин чӑвашла ят ҫук, никамӑн килӗнче чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Вӗсем спекулянтсем тата ӗҫсӗр аптӑракансем. Ҫавӑнпа эпӗ ҫакнашкал ҫынсене хирӗҫ.
– Тен, вӗсем хӑраҫҫӗ?
– «Ача чӑвашла калаҫма пикенчӗ, урамра унран кулчӗҫ те калаҫма пӑрахрӗ», – тет пӗр писатель. Тӗлӗнмелле хавшак вӗт-ха! Ҫынсем ирӗклӗхшӗн пуҫӗсене хунӑ, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай тата ыттисем тӗрмере ларнӑ национализмшӑн айӑпланса. Кусем вара кулаҫҫӗ тенипех чӑваша сутнӑ…
Нумай ҫын шанса пурӑнать вӗт: «Пирӗн конгресс пур вӗт-ха, ҫапах конгресс мӗн-тӗр тӑвать вӗт-ха», – тесе. Тумасть нимӗн те конгресс! Халӗ конгресӑн пуҫлӑхӗсем 100 проценчӗпех унтан кайсан, вӑл ыран хупӑнсан, эпир хуть пӗлӗпӗр нимӗн те ҫуккине. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан орган ҫуккине. Вара, тен, тупӑнаҫҫӗ ҫынсем. Тен, мӗн-тӗр йӗркеленсе каять. Конгреса принциппа ҫӳремен пултаруллӑ патриотсем пур.
– Камсем-ха вӗсем?
– Чӑвашлӑхшӑн чунпа ҫунакансем – Атнер Хусанкай, Виталий Станъял, Валери Туркай, Праски Витти, Николай Лукианов, Олег Цыпленков, Тымарлан тата ыттисем, нумайӑн. Пустуй вӑхӑт ирттерессишӗн мӗн ҫӳрен?
– Конгресӑн тытӑмне улӑштарасси ку вӑл санӑн сӗнӳ шайӗнче е шухӑшлав?
– Паллах. Кристаллизаци пекки пулать вӗт-ха. Тен, мӗн те пулин шӑрҫаланса каять. Халӑхӑн пулмалла вӗт-ха хӳтӗлев механизмӗ. Эпир хамӑра ӗненетпӗр. Урамра, учрежденисенче, ҫул-йӗр автоинспекторӗсемпе чӑвашла калаҫатпӑр. Телефон шӑнкӑравласан та «слушаю» мар, «итлетӗп» тетпӗр. Тӗрлӗрен юхӑмсем пур. Эпир фонд туса хутӑмӑр, Ҫеҫпӗл фончӗ пур, сӑварсем. Юлашки ҫыравра та хӑшӗ-пӗрисем «сувар» тесе ҫыртӑмӑр хамӑра. Кӑна, паллах, хирӗҫлесе. Ун чух Шупашкарта хисеплӗ юлташ Николай Федоров пуҫларӗ «национализма хӗртнӗ вутпа ҫунтаратӑп» теме, министрсене вырӑссене лартма пуҫларӗ, хаҫат-радиора чӑвашлӑх престижӗ ҫухалчӗ. Премьер-министр та пирӗн халӑх ҫынни марччӗ. Чӑваш халӑхӗ мӗнле хӑйне ҫапла мӑшкӑллаттарма пултарать тесе эпир юлташсемпе ҫыравра хамӑрӑн несӗлсен ячӗпе «сувар» тесе ҫыртартӑмӑр. Ку протестла ӗҫ пулчӗ. Ҫак юхӑм вӑй илессине эпир, 4-5 ҫын пулнӑскерсем, кӗтмен те. Паян Шупашкарта 100 сувар пурӑнать. Вӗсем сайт туса хучӗҫ, Мускава кайса Регионсен аталанӑвӗн министерстви урлӑ нацисен реестрне сувар халӑхне кӗртрӗҫ. Халӗ вӗсен документ ҫине сувар тесе ҫыртарма тулли ирӗк пур.
– «Сувар» тесе ҫырӑнни вӑл «эп чӑваш мар» тенине пӗлтермест-тӗр вӗт ӗнтӗ?
– Вӗсене чӑваш тесе каласан, вӗсем кӳренеҫҫӗ те. Вӗсен шучӗпе «чӑваш» этнонима пире ытти халӑхсем панӑ, ят кӑларнӑ. Ку вӑл уйрӑм калаҫу теми. Ҫапах та паян пире сӑварпа пӑлхартан хӑҫан чӑваш пулса тӑнине пӗр ӑсчах та татӑклӑн калаймасть, тата мӗншӗн ун пек пулнине. Никам та калаймасть. «Суас – чуваш» теҫҫӗ, «ҫӑва» сӑмахпа ҫыхӑнтараҫҫӗ… Хальлӗхе официаллӑ, академилле верси ҫук. Маншӑн хамшӑн та вӑл пысӑк ыйту.
– Кун пек версисем каланӑ чух (чылай чухне ҫакӑ сисӗнет) пирӗн халӑх хушшинче ытлашши хӑмпӑланни палӑрать: «Ку сӑмах вырӑс чӗлхине пирӗн чӗлхерен кӗнӗ, вӑл сӑмах пӗлтерӗшӗ пирӗнле кӑна тӗрӗс вуланать тата ытти те». Пур пуль ун пек сӑмахсем. Анчах та кашни сӑмаха ун пек палӑртсан ӑҫта пырса ҫитетпӗр?
– Килӗшетӗп. Абсурд патне. Ваттисем пире: «Пирӗн халӑх вӑйлӑ халӑх пулнӑ, чӑваш халӑхне кирлех-и мӗскӗнлетме?» – тесе калаҫҫӗ. Чӑваш сӑмах мана нихӑҫан та вӑтантарман, ютшӑнмастӑп. Ҫамрӑк мар вӗт-ха. Хамшӑн хам ҫапларах йышӑну турӑм. Чӑваш пулса пурӑнатӑп пулсан та чунпа эпӗ сӑвар. Тепӗр ҫыравра та «сӑвар» тесех ҫырӑнасшӑн.
– 2011 ҫулта Шӑнкӑртамра (ЧР, Патӑрьел районӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сабантуйӗ иртрӗ. Унти ертӳҫӗсем ӗлӗк-авал Атӑл тӑрӑхӗнче пӗртӑван икӗ улӑп – Пӑлхар тата Сӑвар – пурӑннӑ, каярах икӗ тӑванла хула Хусан тата Шупашкар никӗсленнӗ тесе театрализациленӗ представлени пуҫларӗҫ. Ҫавна май ыйту пур. Эсӗ, историпе тарӑн кӑсӑкланакан ҫын, наци патриочӗ, тутарсем хӑйсен аваллӑхне пӑлхарсемпе ҫыхӑнтарни ҫине еплерех пӑхатӑн?
– Тутарсем вӗт-ха тӗрлӗрен халӑхран пулса кайнӑ. Пур кыпчаксем. Вӗсемшӗн ку верси ют. Пур эпир Чингисхан тӑхӑмӗсем текен тутарсем. Хӑйсен мӑн аслашшӗсене пӑлхарсемпе ҫыхӑнтаракансем те чылай. Вӑхӑтӗнче ислам йышӑнса тутарланнӑ чӑвашсем нумай пулнӑ вӗт. Ҫавӑнпа вӗсемпе килӗшмесӗр тӑма та ҫук. Ҫав вӑхӑтра эпир пӑлхар историне пӑрахса сӑварсене тӗпчеме тытӑннине пӗлтермест ку. Юлашки пӑнчӑ лартакансем эпир мар, паллах. Ҫапах Пӑлхар пирки тавлашу пынӑ вӑхӑтра Сӑвар тымарӗсене тарӑнрах тӗпченинче, историпе кӑсӑкланнинче ним сиенӗ те ҫук терӗмӗр.
РОМАНТИЗМЛА УТОПИ
– Хусанта пурӑнакан пӗр чӑваш халӑх ӑсчахӗ халӑхӑн телейлӗ шӑпишӗн ҫунакан чӑваш пуянӗсен ачисене пӗр хупӑ шкулта пур предмета та чӑвашла кӑна вӗрентсе кӑларма сӗнет. Чӑвашсен чи лайӑх ӑсчахӗсем вӗрентнӗшӗн пуян ашшӗсем тӳлеҫҫӗ. Вара (вӗренсе тухса ашшӗсем лайӑх ӗҫе вырнаҫтарсан) вӗсем халӑхӑн тӗслӗхе тӑратмалли элити пулса тӑрӗҫ. Ҫакӑнтан наци чӗрӗлӗвӗ пуҫланӗ. Ку шухӑш сан шутупа мӗнлерех?
– Паллах, утопи ку. Романтизмла утопи. Шел пулин те паянхи лару-тӑрура ун пеккине тума пулмасть. Раҫҫее кирлӗ мар. Пирӗн Чӑваш Енре ун пек олигархсем ҫук, шел пулин те. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗ хупӑнни те нумай япала ҫинчен калать. Аталанма объективлӑ услови кирлӗ.
Эп пӗрмай аслӑ ӑсчахсенчен ыйтатӑп: «Пирӗн пек пӗтсе пыракан халӑхсем пӗрре мар вӗт, историре пулнӑ-и пӗр-пӗр халӑх ӳкес ҫӗртен хӑпарса кайнӑ тӗслӗх?» Мана Юхма Мишши калать, Польша историйӗнче пулнӑ тет. Вӗсем, пӗтме тытӑннӑскерсем, ҫӗнӗрен ҫӗкленме пултарнӑ имӗш.
– Поляксем – пысӑк халӑх, вӗсем 60 миллион ҫын, пӗчӗкрех халӑх та – 12 миллионлӑ еврейсем – хӑйсен патшалӑхне туса хума пултарнӑ 1949 ҫулта.
– Инҫе каймалла мар. Эпир пӗрмай вӗрентӳ тытӑмне вӑйлатмалли, академисем, институтсем кирли ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра, чикансем хӑйсен хушшинче чиканла кӑна калаҫаҫҫӗ. Раҫҫейре вӗсем 220 пин кӑна. Эсир мана тӳрех калаятӑр-и чикансен миҫе халӑх артисчӗ е миҫе наука докторӗ пулнине?
– Ҫук-тӑр…
– Вӗсене кирлӗ те мар вӗсем. Вӗсен хаҫачӗ ҫук, теле-радиопередачис ем ҫук, конгресӗ ҫук, пӗр «Кармен» ансамбль пур. Патшалӑхран укҫа илмесӗрех чикан ачи чиканла калаҫать. Никам та кӑшкӑрмасть чикан халӑхӗ пӗтет тесе. Ҫавӑнпа та шухӑшламалӑх пур. Ҫак тӗслӗхе илсе кӑтартатӑп та: «Эс пире чикан шайне антарса лартасшӑн-и?» – текенсем те тупӑнкаларӗҫ. Мӗн тӑвӑн, суйлама тивет. Эсир: «Пирӗн ҫавӑн чухлӗ паллӑ ҫыравҫӑ, ӑсчах тата ытти те», – тесе мухтанатӑр пулсан, ан йӗрӗр, ан макӑрӑр чӑваш пӗтет тесе. Мӗншӗн тесен чи малтан чӑваш чӗлхинчен шӑпах вӗреннӗ ҫынсен ачисем писеҫҫӗ. Чӑвашран тухнӑ интеллигенци аталанма пуҫласан чӑваш чӗлхи пӗтме пуҫларӗ. Парадокс, ҫапах та «папа-мама» теме чи малтан учительсен ачисем пуҫларӗҫ.
– Этем ҫӗр патне мӗн чухлӗ ҫывӑхрах – ҫавӑн чухлӗ тӑван чӗлхе сыхӑрах вӑл ҫынра. Анчах та паян пире хула чӑвашла калаҫманни пӑшӑрхантармасть (тӗпрен илсен, вӑл нихӑҫан та калаҫман), пире ял ҫамрӑкӗсем чӑвашла калаҫма чарӑнни хумхантарать. Вӗсем ачаранах вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен пуласлӑхне ялпа ҫыхӑнтармаҫҫӗ пулмалла. Урбанизаци тенденцийӗ пырать-ҫке пирӗн ҫӗршывра.
– Ҫапла пулса тухать. Ертӳҫӗрен нумай килет. Ҫынсем вӗт ертӳҫӗ ҫине пӑхаҫҫӗ, тӗслӗх илеҫҫӗ. Ав, Юхма Мишшинех илӗр. ЧОКЦ пур унӑн. Бюджетран укҫа ыйтмасӑрах ӑнӑҫлӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлет. Ав, тулашри регионсенче еплерех тӑрӑшаҫҫӗ чӑваш ертӳҫисем. Тутарстанри Константин Яковлев, Екатеринбургри Дмитрий Николаев, Тюменьри, Оренбургри ертӳҫӗсем маттур. Хӑйсем патӗнче чӑвашсен патриотизм туйӑмне вӑратма тӑрӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах К.Г.Яковлев тӗрлӗ шайри конференци, пуху, тӗрлӗ мероприяти ирттерме пултарни мана питӗ савӑнтарать. Пире – Шупашкарти чӑвашсене – ун пек лидер пулсанччӗ!
– Геннадий Аксаков хушаматне Чӑваш Республикинчи хыпар хатӗрӗсем нумай пулмасть асӑнма та хӑратчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӑл, Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсене пӗрлештерес ӗҫре калама ҫук пысӑк усӑ кӳчӗ. Аксаков федераци шайӗнче чӑваш автономине ертсе пынӑ тапхӑр пирки мӗн калама пултаратӑн?
– Пӗлтерӗшлӗ тапхӑр, паллах. 6-7 ҫул тӑсӑлчӗ вӑл. Аксаков вӑл чӑвашла калаҫсах каймарӗ пулин те, чӑвашсене нумай усӑ кӳчӗ. Регионсенчи чӑвашсене вӑратма пултарчӗ. Мускав варринче ВДНХра Акатуйсем кӗрлерӗҫ, паллах, ку пире Ӳсӗм пачӗ. Халӗ вӗсене унта ирттерни вырӑнлах та мар пек. Иртнӗ вӑл тапхӑртан. Аксаков – вӑйлӑ экономист. Экономистсем – прагматиксем. Халӗ прагматикӑлла ӗҫлемелле. Анчах халӗ федераци шайӗнчи автономие урӑх ҫын ертсе пырать, регионсенчи чӑвашсем те Мускава Аксаков чухнехинчен сахалрах пухӑнма пуҫларӗҫ, хӑйсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
– Чӑваш наци конгресӗн хальхи ертӳҫисен ӗҫӗ сана тивӗҫтерменнине пӗлетпӗр. Унӑн хӑвӑнла аталану ҫулне еплерех куратӑн?
– Мӗншӗн ман чун ыратать? Мӗншӗн тесен конгреса йӗркеленӗ чухне эпӗ Атнер Хусанкайсемпе пӗрле пулнӑ. Паянхи кун наци конгресӗ фестиваль шайӗнче, Акатуй шайӗнче, фольклор шайӗнче ӗҫлемелле мар! Наци культурин фончӗ те тума пултарать вӑл ӗҫе.
Аталанас пулсан, пӗрремӗшӗнчен, вӑйлӑ экономика блокне туса хумалла. Патшалӑхран укҫа ыйтма пӑрахмалла. Халӗ хӑшӗ-пӗрисем ҫӳреҫҫӗ мухтанса: «Акатуй тума патшалӑхран ҫавӑн чухлӗ миллион укҫа кӑларттарма пултартӑмӑр», – тесе. Эпӗ вӗсенчен ыйтатӑп: «Сире Акатуй тума миҫе така кирлӗ? Вунӑ така ҫитет-и? Эп сире илсе параятӑп. Сӑра кирлӗ пулсан, сӑра вӗретме хӑмла та тупса параятӑп. Ҫулла фольклор коллективӗсенчи ҫынсене вырнаҫтарма пионерлагерьсенче те пулать, мӗн тума хаклӑ хӑна ҫурчӗсене тӑкакланмалла? Ӑнлантарса парӑр-ха, мӗн тума пӗр кунра ҫавӑн чухлӗ укҫана сая ямалла? Ӑна вӗт урӑх, кирлӗрех ӗҫсем ҫине яма пулать?
Иккӗмӗшӗнчен, идеологи. Конгресӑн хальхи пуҫлӑхӗсем 2000 ҫулсенче власть умӗнче йӑпӑлтатса-и, «Конгресс политикӑпа аппаланмасть» тесе заявленисем турӗҫ, «принциплӑ позици» тесех. Ун пек пулмасть вӑл. Уинстон Черчилль: «Политика – есть самое концентрированное выражение экономики», – тесе каланӑ. Пулмасть политикӑсӑр ку пурнӑҫра. Ҫав вӑхӑтрах конгресрисем патшалӑх шайӗнче укҫа памасан, пулӑшмасан, депутатсем чӑвашла калаҫмасан кӳренеҫҫӗ. Паян конгресӑн район шайӗнче, хула шайӗнче пӗр депутат та ҫук. Апла эсир мӗн йӗрсе ларатӑр? Конгресӑн уҫҫӑн политикӑпа ӗҫлемелле. Никам та пире чармасть хамӑр депутатсене суйлама. Президент таранчченех.
Халӗ республика конституцийӗнчен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахрӗҫ. Чӑваш патшалӑх университечӗ пур, патшалӑх театрӗ пур, чӑваш патшалӑхӗ – ҫук. Паллӑ, малалла укрупнени пулать. Ҫав вӑхӑтра конгресс пӗр заявлени те тумарӗ. Акӑ вӑл наци конгресӗ политикӑпа аппаланманнин тӳнтер енӗ. Саккун май панӑ таран пирӗн политикӑна кӗмелле. Кӗмелле кӑна мар, кӗрешмелле. Мӗншӗн тесен Мускавран та пӑхаҫҫӗ. Пире Конституципе икӗ чӗлхепе те пӗр тан усӑ курма ирӗк панӑ. Эпир вара хӑш чухне мероприятисене те чӑвашла ирттерейместпӗр. Паллах, тепӗр утӑм чӑваш чӗлхине Конституцирен кӑларса пӑрахасси пулать. Мӗншӗн тесен халӑхӑн ытларах пайӗ усӑ курмасть унпа. Официаллӑ заявленисене чӑвашла тумаҫҫӗ, судсенче чӑвашла калаҫмаҫҫӗ, ведомствӑсенче усӑ курмаҫҫӗ. Конгресӑн ҫавна тимлемелле мар-и?
– Шел пулин те халӗ патшалӑха чӑвашсене чӑвашла вӗрентни кирлӗ мар пек туйӑнать, вӗсем вырӑсла та лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ тесе шутлать патшалӑх. Ҫавӑнпа чӗлхе енӗпе вӗрентӳ тытӑмӗ те вӑйсӑрланса пырать.
– Ҫапла. Ҫапах та (каларӑм ӗнтӗ) патшалӑх хальлӗхе чӑвашла пӗлӳ илме, калаҫма, судра тӗрӗслӗх шырама чармасть. Апла пулсан чӑвашсем мӗнле ҫулпа каясси пиртен хамӑртан килет. Чи кирли – яваплӑха туйса ӗҫлемелле.
– Малашне те сана ҫакӑн пек вӗресе тӑма сунас килет.
– Тавах.
■ Юрий МИХАЙЛОВ («Урал сасси»), Константин МАЛЫШЕВ ("Сӑвар") калаҫнӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Чи малтанах автора чан-чан пурнасри танлаштарусем илсе катартнашан тав самахе каласшан. Вырасланасси чаваш интеллигенцисенчен пусланна тахсанах.Эпе учительсен семьичен тухна. 70-80-меш сулсенче пирен ялта пурте "апай", "апи" тесе ченетчес. Эпир татаа ытти учительсен ачисем "папа-мама" тесе калаттамар. Ку перремеше.
Эх, мăнтарăн чăвашсем! Тĕрĕссине калама хăякан пĕртен-пĕр çын тупăнчĕ те халь эпир ăна, тÿнтерсе янăскере, намăса пĕлмесĕр тапкалам пекки тăватпăр иккен...Сарбай господин, компьютерĕр çинче чăвашла сарăм та çук хăвăрăн, çапах çавнашкал сăмахсем калама вăтанмастăр. ĂÇТА ВĂЛ ЛЕШ СĂПАЙЛĂХ ТЕНИ?
Çавсем вĕсем кĕтĕве варалакан чекре вăкăрсем, Илле-паттăр мар! Çĕршыв хăйĕн паттăрĕсемпе антипаттăрĕсене пĕлме тивĕслĕ!
Максам Микулайе // 4186.57.1361
2013.06.08 21:52
"Чавашлах" -политика инстуменче пулнипе тем тума та пулать сав! Кеске асла политиксем чаваш наци туйемпепе хайсем валли ЯТ, ЧАП тавассе. Эх-эх-хэ! Каккар сапса "Пахар,эпе чаваш челхишен керешетеп!"
"Чăвашлăх" "Инструменчĕпе" ЯТ, ЧАП тунă пĕр çынна та пĕлместĕп. Инкек тÿсекенсем пайтах. Çавсенчен пĕри Илле Иванов. Максам Микулайе, эсир ЯТ,ЧАП камсенче пулма тивĕçлĕ тесе шутлатăр? Чăвашлăхшăн кĕрешекен мĕншĕн ЯТ,ЧАП тума тивĕçлĕ мар?
Законĕ чăн та халăхăн пултăр тесессĕн халăхăн хальхи нушине пĕлсе ĕçлемелле. Халăха пăлхатни усал япала. Халăх сурать-кÿлĕ пулать,- тенĕ
Пĕр паттăр Чăваш чĕлхене хÿтĕлеме хăйрĕ,Володя пеккисем хăйсен мĕлкинчен хăраса ăна айăплама тăрăшаççĕ.
Якур // 1845.53.0439
2013.06.12 19:38
"Чăвашлăх"темипе ят тата чап тăвакансем шел пулинте пур.Спекуляци тенĕ пулăтăм вĕсем пирки.Кун пирки нумай çырчĕç форумра.Акапасар яланхи пекех курмăш пулать.Хÿтĕлеме пăхни вĕсене вара халăхшăн сăтăрлăх туни.
Максим Микулайе // 4186.57.1361
2013.06.13 00:14
Якура. Сапла чан-чан спекуляци. Пурте курассе, пурте пелессе кеун пирки. Саванпа хура халах чавашлах теминчен тарать енте.