Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто хочет жить для других, не должен пренебрегать собственной жизнью.(Ж. Гюйо)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тӑван ялтах иностранец пулса тӑтӑм

Аçтахар Плотников25.05.2013 15:199619 views

Чӑваш чӗлхин шӑпи ҫине пӑхатӑп та куллянтарнипех куллянтарать. ЮНЕСКО пирӗн чӗлхе пӗтме пултарать тени ҫине хӑшӗ-пӗри иккеленӳллӗ пӑхать пулин те хӑш-пӗр самантсенче унӑн малашлӑхӗ ҫутӑ та телейлӗ пуласса ӗненме те пӑрахма пулать. Мускав кирлӗ мар, пирӗн влаҫрисене кирлӗ мар. Путин хӑйне валли вертикаль власти туса хунӑранпа халӑх та вӗсем ҫине пӑхать — ӑна та чӗлхе кирлӗ мар пулас. Пуясси кирлӗ те ют ҫӗршывсене кайса канасси кирлӗ. Малашлӑх пирки шутлакан ҫынсен йышӗ вара сахалансах та сахалансах пырать.

Александра Фукс хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш ялӗ епле тутарланнине хӑй куҫӗпе курнӑ теҫҫӗ (ҫӑлкуҫа кӑтартсан аван пулӗччӗ) те паян эпир чӑваш ялӗсем вырӑса тухнине питӗ те аван куратпӑр. Ача чухне ялта чӑвашла калаҫса ӳснӗскер халь пирӗн ялта чӑвашла калаҫакан ача ҫуккипе (пур та пулӗ) пӗрех. Аслисем чӑвашла калаҫаҫҫӗ — ҫӑмрӑксем вырӑсла. Ҫав ҫамрӑксен ачисем вара (пирӗн ял ача ҫуралассипе республикӑпа пӗрремӗш вырӑнсенче тӑрать теҫҫӗ-и...) пурте вырӑсла анчах калаҫаҫҫӗ. 20 ҫул хушшинче ҫак пулӑм яла ярса илчӗ — пирӗн ял вырӑс ялӗ пулса тӑчӗ.

Халь урамра ӗҫлеме тивнӗрен ачасене сӑнатӑп. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем те ҫумрах тенӗ пек хӗвешеҫҫӗ. Чупаҫҫӗ, выляҫҫӗ... Мана та пулӑшас тесе тӑрмашаҫҫӗ (ача-пӑчашӑн кӑсӑклӑ-ҫке...). Вӗсем вырӑсла калаҫни ман чуна ытла та ыраттарать вара. Ҫак кунсенче каллех вӗсем ман тавра явӑнса ҫӳрерӗҫ те вӗсемпе чӑвашла калаҫма шутларӑм. 5 пӗчӗк ача шутӗнче вара мана иностранец текенни те тӗл пулчӗ («Дядя вы иностранец да? Я ничего не понимаю...» — терӗ.). Юрать-ха ыттисем эп чӑвашла калаҫнине ӑнланаҫҫӗ (лешне ку дядя чӑвашла калаҫать тесе ӑнтантарса пачӗҫ), ку вара мана ют ҫӗршыв ҫынни шутне кӗртрӗ.

Вӑт ҫапла пирӗн пурнӑҫ. Тӑван ҫӗр ҫинче чӑвашла калаҫсан иностранец пулса тӑратӑн. Ача ӑсӗ — ӑсчах ӑсӗ теҫҫӗ те вырӑссем («Устами мледенца глаголет истина») чӑн та шухӑша путатӑн.

//тен, пирӗн мӑн асаттесем пек, каллех, чӑвашла калаҫакансене пухса ют ҫӗре куҫса ҫӗнӗ вырӑн шырамалла-ши? Ӑҫтарах-ши вӑл вырӑн? Тепӗр енчен хӑҫанччен пирӗн халӑх ҫапла куҫса ҫуремелле?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (11)]

Comments:

Agabazar // 2935.34.7493
2013.05.25 16:46
Agabazar
Сăмаха çапла пуçлас пуль. Александра Фукс вăхăтĕнче(19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ) чăваш хушшинче нимĕнле тутарлану таврашĕ те пулман, Пулма та пултарайман. Çак "хыпара" эп хам пин хут тĕрĕсленĕ, апла маррине хам туйса ĕненнĕ. Акă Тутарстанти Пăва рйонĕнчи Сĕвеш ялĕ (Сиушево, анчах та ытларах Адав-Тулумбаево теççĕ). "Çăлкуçсенче" 19-мĕш ĕмĕрте тутарланнă ял шутланать.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters