Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Не понимающий вашего молчания, вероятно, не поймет и ваших слов.(Э. Хаббарт)
 

Ad

Akram: Илле Иванов журналиста айӑплани Чӑваш Республикин рейтингне чылай хавшатнӑ

Akram04.06.2013 17:3184169 views
«Петербург политики» рейтинг фончӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен социаллӑ-политика тӑрӑмлӑхӗн шайне тишкерет.

Чи ҫӳллӗ шай 10 балл. Чӑваш Республикине 6,9 балл панӑ. Япӑххисен шайне ҫитме нумай та юлман – 0,9 балл кӑна чакмалла.

Чӑваш ҫӗршывӗн социаллӑ-политика тӑрӑмӗнчи плюс - Игнатьев Китай Халӑх Республикине кайса килни, минус – Илле Иванов журналиста айӑпсӑр экстремизм пуҫилле статьипе айӑплани...

 

Тӗплӗнрех - www.fpp.spb.ru/fpp-rating-8.php

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (276)]

Comments:

Agabazar // 6760.0.0764
2013.10.15 17:46
Agabazar
Timer:"... Çавăнпа кулаç пиртен." "Влаç айăплă мар, Акапасар айăплă" текентен, паллах, кулмалли çеç юлать —кам-тăр хурланса,куççуль витĕр (чăвашсем), кам-тăр савăнса (чăваша хирĕççисем)...
Якур // 3922.64.5877
2013.10.15 18:04
"Суд суйнине юратмасть. Апла калаймастăн.Тĕрĕссипе ĕç унта мар вĕт! Вырăсла пĕлнĕшĕн(!)çынна наказани панă"- куна Акапасар вăйлă каларĕ. Сахалтан та Nobel премине памала( çула май, преми сăмах чăвашла мĕнле?).Акапасар пурне те пĕр шăпăрпа шăлать, яра парать( майлисем, хирĕççисем- пурте пĕр карçинккара). Акапасар хамăр айăплă, не последовательные мы.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.15 19:23
Мĕнле-ха капла пулса тухать: Якур калать- эпир айăплă, Timer калать- эпир айăплă, Атнер калать-айăп пирте хамăрта,bor та калать- айăплă эпĕ, тÿрлетĕр мана йăнăшсенчен, тÿрленме хатĕр тесе. Пĕр Акасапар çеç железобетонно "тĕрĕс" çын, йăнăшмасть. Пĕр сăмахпа каласан, Элтепер.
Тимӗр // 1138.2.0538
2013.10.15 22:17
ВОР 1959.Мĕнле ăнланмастăн.Виртуаллă Акапасар айăплă пулма пултараймасть.Çук реальнăй çын.Мĕлки пур.Чунĕ тен пур.Ниçта та хăйне ĕçпе кăтартман.Акапасар удачный проект.Вăл пулмасан сайт хупăнатчĕ.
Agabazar // 3076.13.1702
2013.10.15 23:33
Agabazar
Ну "мухтанса" ларăр эппин айăплă, айăплă, айăплă тесе. Çав вăхăтра чăннипех айăплисем лĕккĕрт! кулса ларччăр. Савăнтаратăр ĕнтĕ чăвашлăха хирĕçлисене...
Agabazar // 3076.13.1702
2013.10.15 23:55
Agabazar
Питĕрпур чăвашĕсем Илле-паттăр Ивановшăн тăрса Уççыру хатĕрленĕ, 76 çын алă пуснă. http://www.irekle.org/news/i1401.html
Якур // 1218.80.9745
2013.10.16 00:05
Питĕрпурсем пуснă тет, вара халь пирĕн ирĕлсе каймалла им? 76 мар хуть 7600 пусчăр,( О.Прокопьев калашле: 10 хутчен, е 20 хутчен,е .... е 60 хутчен янратăпăр тет чăвашла юрă-ку нац. радио рекламинчен).Ку Уççыру иртнĕ процесс валли кая юлчĕ пулсан тепĕр процеса вырă пулать.Виртуаллă Акасапар вĕрентетчĕ вĕт "Вся жизнь борьба" тесе.
Иван Д. // 4186.57.1361
2013.10.16 22:40
Судра мĕнле пуплес тенĕ пек пуплеме çук! И.Иванов чăвашла пулес тейĕ, Т.Акташ -вырăсла... Илле -маттур, суда та хасат пек хайне кирлĕ пек уса курасшăн.
Agabazar // 2490.72.3087
2013.10.16 23:27
Agabazar
Якур:"Питĕрпурсем пуснă тет, вара халь пирĕн ирĕлсе каймалла им?" Вăт çак япалан ячĕ пур. Калас-и? ПАРХАТАРСĂРЛĂХ теççĕ çакна. Çын тăрăшăвне, ĕçне хаклама пĕлменни.
Agabazar // 2490.72.3087
2013.10.16 23:32
Agabazar
Иван Д.:"Судра мĕнле пуплес тенĕ пек пуплеме çук!" Çав тери хытă йăнăшатăр, юлташ!!! Калăпăр, Кени çынни айăпа кĕнĕ пулсан, таçтан муртан суахили чĕлхин куçаруçине тупнă пулĕç, финн айăплансан —финн чĕлхин куçаруçине...

Pages: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, ... 28

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters