Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.(Ф. Бэкон)
 

Ad

Akram: Илле Иванов журналиста айӑплани Чӑваш Республикин рейтингне чылай хавшатнӑ

Akram04.06.2013 17:3184109 views
«Петербург политики» рейтинг фончӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен социаллӑ-политика тӑрӑмлӑхӗн шайне тишкерет.

Чи ҫӳллӗ шай 10 балл. Чӑваш Республикине 6,9 балл панӑ. Япӑххисен шайне ҫитме нумай та юлман – 0,9 балл кӑна чакмалла.

Чӑваш ҫӗршывӗн социаллӑ-политика тӑрӑмӗнчи плюс - Игнатьев Китай Халӑх Республикине кайса килни, минус – Илле Иванов журналиста айӑпсӑр экстремизм пуҫилле статьипе айӑплани...

 

Тӗплӗнрех - www.fpp.spb.ru/fpp-rating-8.php

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (276)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:31
Çук пулĕ, Мадуровпа Капитоновăн конгресс шайне çĕклеме хăйсен халăхри авторитетне усă курса ÇĔНĔ сывлăш кĕртсе ямалла. Халăхăн Акасапар асăннă чăваш партийĕ те, наци юхăмне пĕрлештерекен урăх нимле вучах та урăх çук. Пурте айккинче: Мĕн пулать-ха кусен тесе сăнаса шăл йĕрме( Акасапар пек)хатĕрленсе тăрсан нимех те пулимаç. Шăл йĕренсем ахаль те пайтах.
Тимӗр // 6198.2.3523
2013.11.10 20:17
Тĕрĕс.Апла-и капла-и конгрессăр пуçне нимле официаллă организаци çук чăвашăн халăх ячĕпе халăха тата чĕлхене,йăла-йĕркене упраса хурас ĕçе тума пикенекенни.Шел пулин те.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 10:04
Терес сыратар, Timer. Халлехе официалла организаци ЧНК кана. Таван чĕлхене,йăла-йĕркене упраса хаварас есе никам хистемесерех шкулсем, вулавашсем те чылай тавассе. Хасат-журналсем те хутшанассе ку есе.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 12:00
Каллех мана килĕшеç Ефим Н.çырнă шухăшсем, питĕ ăнланмалла вырăнлă пек. Никама та сăмсаран чышассипе хăратмасть. Ахăртнех Ефим хăй те чăвашлăха аталантарас тесе утăмсем тунă.
Agabazar // 7147.1.8182
2013.11.11 14:29
Agabazar
Паллах, епле килĕшмест пултăр? :-) Ара, "ачи" Илле Иванова суд туса айăпланăшăн мĕн чухлĕ чăх пек савăнчĕ те. Маттур! :-) Ун шучĕпе суд йыхрвне чăвашла çырманни те ним те мар. Вăт, "аталантаратпăр" çавнашкал чăвашлăха... Малашне те каплах кайсан, урамра чăвашла калаçакансене те полицисем тыта-тыта хупĕç-ха. Вара çакна та аталану тесе шутлăпăр. Намăссăрлахăн чикки çук. Яланах татах та аяларах анмалли майсем пур.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 17:19
Акасапар,ан хăрат-ха ун пекех.Унсăрăн хамрăн мĕлкерен те хăрама пуçлăпăр.Ефим ун пек савăннине курмарăм- Илле Иванова пит хытă ĕçе вырнаçма ыйтнине астăватăп. "Ачусем нумай, кулач çиме те укçа-тенкĕ кирлех"-текен ун сăмаххисем.
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:42
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 17:52
Кунта эпир форумра,пурте тан.Ученăй степенĕ пур-и,пысăк та çÿллĕ вырăн пур-и,тĕнчере палăрмаллах утăм тунă-и-пурпĕрех пурте тан.Çавăнпа çыратпăр уçăмлă та таса.
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 18:06
Agabazar
bor1959:"Кунта эпир форумра,пурте тан" Тĕрĕс, пурте тан. Сире хăвара "Эсир" теççĕ-тĕк, Сирĕн хăвăрăн та çапла калас пулать. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Урамри бомжа та "эсир" тесе чĕнес пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 18:13
Эп хама эсир тесе чĕнме ыйтман,акăлчансем тата нимĕçсем те "Ты" тесе чĕнеççĕ.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 28

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters