Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Я ненавижу людей, не умеющих прощать.(Ницше)
 

Ad

Анна: Ҫӗнӗ кӗнеке

Анна06.06.2013 15:444212 views
«Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем» романа вуланӑ май

Г.В. Краснов пирӗн литературӑра палӑрнӑ писатель, чӑваш халӑх ҫыравҫи. Вӑл мӗн виличченех литература ӗҫӗнчен пӑрӑнман. Унӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем» ятлӑ юлашки кӗнеки те автор ку тӗнчерен кайнӑ хыҫҫӑн пичетленсе тухнӑ.

Повеҫри тӗп геройсем — Еркасси ял ҫыннисем. Ӗҫ-пуҫ 3123 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мопасан Мишши килӗнче пуҫланать. Унӑн арӑмӗ — Эрине — ача кӗтет. Унӑн хушма ячӗ французсен паллӑ писателӗн Мопассанӑн чӑвашла куҫарнӑ «Усӑсӑр чиперкке» кӗнекине вулана май тупӑнать. Ҫак авторӑн ытти кӗнекисене вуланӑ май Эринепе калаҫнӑ чух «Моппасан Миши» тесе персе ярать. Ҫакӑнтан ҫыпҫӑнать те ун патне ҫак ят.

Унччен маларах мӗн пулнине пӗлме автор пире темиҫе ҫул каялла илсе каять. Еркасси ялӗ. Вӑл куҫа курӑнман «хуран» айӗнче ларать тейӗн. Завод трубисенчен тӗтӗм ҫӳлелле мар, ятарласа тенӗ пек ял ҫийӗнче сарӑлать. Ӑна ял ҫиннисем сиссех кайман-ха малтанласа. Пӗрремӗш хут ҫак хуран стенисене Альпи Самсона кӗтме тухсан асӑрхать. Тӗлӗнмелле япала, «хуран» айӗнчи яла никам та кураймасть, ӑна пурте ҫухалнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шал енчен пӑхсан вара тулашра мӗн пулса иртнине курма пулать.

Кирпӗч завочӗ кӑларакан хура тӗтӗм «хурана» ҫурри таранах хупланӑ. Ҫавӑнпа та ялти ҫынсене таса сывлӑш ҫитменнипе аптрама пуҫлаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра нӳхрепе аннӑ Укахви тӑруках ача ҫуратать. Вӑл нӳхрепе аниччен хырӑмлӑ та пулман иккен. Темӗнле асамлӑ вӑйсене пула ача хӑвӑрт ҫитӗнет, тӳрех калаҫма та пуҫлать. Хӑйне валли ятне те хӑех суйласа илет. Еркассинче часах пысӑк ӗҫсем пулассине систерет.

Ҫапла чӑваш халӑхӗн истори авӑрӗнче ик пая пайланма тивет. Пӗр пайӗ Ҫӗр ҫинче юлать, тепри — Акӑш ҫӑлтӑрӗсен Анотан планети ҫине куҫса каять. Анотан планетӑри ҫынсем Чӑваш республикин Еркасси ялне суйласа илеҫҫӗ. Ҫак яла вӗсем кантӑк калпак айӗнче талӑк яхӑн тытни ял ҫыннисене ҫут анталӑка упрас ыйту хальхи вӑхӑтра мӗн тери ҫивӗч тӑнине лайӑхрах ӑнланса илме пулӑшать. Куҫса кайнӑ вӑхӑтаранпа вун-вун ӗмӗр иртсен те тӑван халӑхсем пӗр-пӗринпе пӗрлешме май тупаҫҫӗ.

Ҫак романа вуланӑ чух унти персонажсемпе вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ куҫ умне курӑнаҫҫӗ. Вулакан та хӑйне романӑн пӗр пайӗ тесе те шутлама пултарать.

Надежда Васильева

ЧГУ студентки

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters