Тĕрĕс Володя.Ман сăмахсене калатăн.Акапасар ,паллах,пирĕнпе килĕшместь.Хăйĕнчен пуçласшăн мар тăван чĕлхепе кашни утăмра калаçма.Влаçран кĕтет условисем туса парассине.Тен Тымарланпа паллаштармалла ăна.Е Илле-паттăрпа.
К.Маркс 200 çул каялла "быт определяет сознание" тесе çирĕплетнĕ. Пуш хырăмпа хитре-паха пирки пуплеме йывăртарах пулĕ çав.Вăйпиттисем укçа-ĕç тупас шухăшпа ТăванЕнрен саланса каяççĕ. Çирĕппи тăван чĕлхене упрать, хăрăкки - çухатать. Вăрман та хăрăк туратсăр пулмасть.
Тепĕр 10-20çул хушшинче чăваш çĕрĕ самай пушанать пулĕ ха. Хальхи хăвăрт çÿрен поездсем, çĕнĕ аэропортсем нумайлансах пырĕç. Ним те тăваймастăн- глобализация.
Анчах та çав поездсемпе самолетсем каялла таврăнаççĕ. Таврăнаççĕ ши пирĕн çамрăксем ЧăвашЕнне? Мĕн илĕртет вĕсене кунта? Чăваш патшалăхĕн, ман шутпа, çак çамрăксене кил-çурт çавăрса çемьелентерме тăрăшмалла, пулăшмалла, хистемелле.
Акасапар пирки ан калаçăр-ха.Пăтратма юратать вăл.Володяпа чĕлхе пирки те,"быт определяет сознание" тенипе те(кунта вырăнлăрах пулать пулĕ-"Голодный инстинкт"тени)килĕшетĕп.Маттур Тымарлан пекех шутлан.
Эктор Алос-и-Фонт ăславçă — чăваш чĕлхин хÿтĕлевçи. Унăн сăмахĕсене ăçтан илнине ма кăтартман??? Чăваш чĕлхин инкекĕсене ахаль çынсем çине тата глобализаци çине йăвантаракансем пире ним тума та кирлĕ мар. Ахаль çынсем —пирĕн туссем. Глобализаци — пирĕн тус.
Унăн статьи Канашлура иртнĕ эрнере тăратчĕ. Манран чăваш чĕлхине хÿтĕлеме кирлĕ мар вара. Эпĕ хальхи "ахаль çын" çеç. Тăван чĕлхене ЭПĔ юратса, хисеплесе упраманшăн ЭПĔ кăна айăплă.
Вăт, вăт "эпĕ" теме пултаратăр, анчах Миккульсем, Хĕветлесем, Филимонсем, Натталисем, Викторсем патне пырса ан перĕнĕр, тархасшăн. Айăплă пулсан, хăвăра хăвăр чăпăрккапа ĕнтме пултаратăр