Тринкки-тринкки "В.Петров-шоу" лайăхрах аншарли кÿпнинчен. "..пĕр Петрова анчах тивĕçтерет" тени те тĕрĕс мар. Сатира театарне халăх яланах çÿрет, концертсем яланах аншлагпа иртеççе. Чăвашдрамтеатр та ун пек пуçтараймасть халаха. "Праски инке хер парать", "Туй икерчи" йалахтарнă халăха...
Петюк пичче:"Тринкки-тринкки "В.Петров-шоу"..."
Тĕрĕс, унашкал япалана театр теме çук. Вăл япала — ШОУ. Театр, театр тееççĕ—
Театр мĕнне пĕлмеççĕ:
Ахаль ташлу-юрлу
Театр пулмасть пуль у... ТЕАТР МАР КУ, ШОУ. "Праски инке хĕр парать —каллех шоу. Сатира мар. Кулăш мар.
Петюк пичче, тăванăм! Петюк пичче:"Сатира театарне халăх яланах çÿрет, концертсем яланах аншлагпа иртеççе."-тесе çырать. Вот çакăн пек шухăш питĕ иккĕленÿллĕ япала.Паллă ĕнтĕ халăха кăвапаран аялларах ăсталанă "шÿтсемпе" илĕртме çăмăлрах.Анчах та ку ансат меслет Укçа çапма çеç меллĕ(Апла пулсан кăтартăр чĕрĕ "секс" сценкисене-халăх,уйрăмах çамрăксем,лăк тулли пуçтарăнĕç!).Тарăн шухăша яракан, философилле пулăмсем ăсталама тата халăха пухма нумай хут йывăртарах.
Тарăн шухăша яракан, философилле пулăмсем ăсталă ХМЫТ. Анчах зал пушарахччĕ пулас. Халаха пур чухне те философи кирле мар. Канма, саванма, асар-писер саманана манса кайма килет куракан сатира театрне. Кулаш-пуранмашкан пулаш.
Эпĕ Петюк пиччепе "Кулаш-пуранмашкан пулаш"-тенĕ çĕрте килĕшетĕп.Анчах Вик.Петровăн шÿчĕсем ытла та кăвапаран аяллăрах вĕт.Кун пек шÿтсемпе нацин пуласлăхĕ Хавшакрах курăнать.Эп шутланă тăрăх шÿтсене те тарăнрах философилле калăплама пулать,тата сцена çине тухса калаçаканăн халăх умĕнче ЯВАПЛĂХĔ питĕ çÿлте пулмалла пек.Енчен те артиста Укçа çутти кăна илĕртет пулсан,вара унăн сцена çине тухмалли ирĕкĕ иккĕленÿллĕ.
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.02.05 00:56
Пире ялти çынсене, тислĕк тасатса ывăннă хыççан, Петров-шоу та каять. Чистăй та ПЕтросян. Халăх йăванса кайсах кулать. Çимулянтсене, йĕксĕксене вăйла чĕпетсе илет çав Хоп-Хопыч.
Agabazar:"Эх, кунта паян Кирилл Кириллов пулсанччĕ!..."
Кирилл Кириллов çинчен ак çакăнта вуласа пĕлме пулать: http://cv.wikipedia.org/wiki/Кир ... Демьянович