Акасапар хăта, эсĕ хăв кайнă-и ку курава? Театр мĕнне санран лайăх ăнкаракан этем çуралман-ха, эп çакна лайăх ăнланап. Анчах премьерăна эс лекнĕ е çук? Е унта каймасăрах каллех лĕпĕртететĕн?
WAN 21 // 4186.57.1361
2014.01.27 15:39
Чăн-чăн камит ку! Тĕлĕнмелле, чышкасем те хута каяççĕ иккен.Автор правине кăна мар, çынăн правине те шута илмеççĕ "паттарсем".Намăс!
70-80-мĕш çулсенче кашни шăматкунсерен чăвашла спектакльсем телевизорпа кураттăмăр. Астăватăр-и? Халĕ вара пĕтрĕç çав асамлă самантсем. Шупашкарсем курияççĕ пулĕ ха. Тен чăвашла спектакльсене дисксем çине çирса сутмалла? Тринки-винки, ла-ла-ласем вырăнне.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.29 08:47
Володя, чăнах та эпир ялта пурăнакансем театра тухса çÿрейместпĕр, наци телевиденипе кăтартакан спектакльсене кураймастпăр çав.Аптранипе аншарли яраççĕ ĕнтĕ нумайĕшĕ.
Володяна пĕлсе тăма:"Чăваш спектаклĕсем çырнă дисксене нумай сутаççĕ вĕт".Е вĕсене ялсем тăрăх сутса çÿремелле?Тĕрĕссипе каласан, нумай спектаклĕсем тарăн шухăш енчен ансатрах. "Высокое искусство" текенни сахалрах.Тарăн шухăша яракан темăсемсăр нуммаях малалла каяймăпăр.Ав Ансат тринкки-транкки "В.Петров-шоу" текен пулăм пĕр Петрова анчах тивĕçтерет "по большому счету".Халăхĕ? Халăхĕ вара чун тăвăлса килнипе Петров-шоу курма çÿрет,паллах,антрактра вара "чуна ăшăтакан" шĕвек ярать.
Курман.Нимте калаймастăп. Шупашкара кайса курни, укçа пĕтерсе çÿрени, пьесăпа паллашни чуна киллентерет-ши? Е,юнашарти кафене кайса ларнипе çырлахма тивет? Пьесине курма минетлĕ-ши?
Эсĕ Акасапар-хăта попугая тухса кайман пуль те?Володя текенскер ыйтать санран,Театралтан, театрти çĕнĕлĕхсем çинчен, тĕп хулари театр пурнăçĕ çинчен.А эсĕ мăнкăмăллăн"Театр мĕнне пĕлмеççĕ"-тесе çырмасăр урăх çырма пĕлимастăн.