Админ ытла та ансат çырать( кун пек ансат шутлаччĕç чăваш наци хастарĕсем 90-мĕш çулсенче). Хĕтĕртекеннисем камне те пĕлет иккен. Админ хăта, Лапсарпа Ишлей таврашĕнче кам хĕтĕртнине пĕлимастăн, все туда же, на Майдан .Эх, чăвашсем! Атăл урлă каçсан тин чăвашсене Ăс кĕрет тесе ахаль каламан çав.
Атнер // 3913.58.4645
2014.05.19 16:28
90вуннăмĕш çулсенче астумастăр-им Раççей мĕнле хавшакчĕ.Çар та аран кăначчĕ.Турра шĕкĕр.Путин туса хучĕ чи вăйлă çар.Тăванла кÿршĕ Украина та майĕпен йĕрке тăвĕ те вăйлă патшалăхсен шутне кĕрĕ.Кÿршĕ вăйлă пулсан пире те лайăх.
Админ хăта:"Ман шутпа унта Мускав сĕкĕнмен пулсан чиперех пурăнса кайĕччĕç.". Админа пĕлсе тăма: Украина 22-23 çул "чиперех" пурăнать, АХА! Украина "чиперех" пурăнчĕ СССР картишĕнче, мĕншĕн тесен 2-мĕш тĕнче вăрçинче шар курнă халăха пĕтĕм тĕнче пулăшса çутатрĕ. Украинăран тухнă Хрущевпа Брежнев Совет "элитине" те Украинăран турттарчĕç. Эпĕ 70-80-мĕш çулсенчех çав тьанмарлăха курнă. Мĕскер чиперех пирки калаçан,Админ. Одна косоглазая Юля чего стоит( до сих пор не может определиться какого роду и племени-то армянка,то гречанка,по прибалт, то еврейка, то "украинка" наконец). Паллă ăна влаç мул пухма çеç кирлĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2014.05.20 10:44
Влаç пурнен те мул пухма кирлĕ пулни куçкĕрет.Сталин кăна галифепе тата сăран атăпа çÿренĕ.Пирĕн влаçри миллиардерсм, çирĕм çул хушшинче пуйса кайнăскерсем,тĕнчипе чи пуянисем хушшинче.Чăннипех вĕсемпе мухтананма пулать.Маххă памăпăр Рокфеллерсемпе Моргансене!
Якур // 1429.73.5563
2014.05.20 12:22
ĂхĂ, пит ăнланмалла. Киеври куштансем Крым каналне питĕрсе шывне Хура тинĕсе юхтараççĕ. Куннта Киеври кăнттам хăтланакан куштансем мар, Раççери куштансем "АЙĂПЛĂ" иккен Акташпа Аdмin каланине итлесен. Тĕлĕнмелле юмахра пурнатпăр.
Пирĕн хастар Леонтьевсем çÿреççĕ Никольский палăкĕ патĕнче Муркашра( çÿремелле, нимех те каламас), анчах паянхи журналистсене хÿтĕлесе сăмах пуçарма никам та чармасть.
Якур // 2523.47.0920
2014.05.21 09:10
Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене кашни сехетре тĕрĕслесе тăмалла:--ăçта укçа илнĕ-хĕстернĕ, мĕн илнĕ, ăçта кайнă-мĕн тума тата ыт те. Çакăн пек тотальнăй тĕрĕслекен влаç структурине кĕрес текенсем пур пулсан--вĕсене(ĕçлеме пултараканнисене) хаваспах суйламалла. Анчах та çав вăхăтрах пирĕн хамăрăн та( хура халăхăн,эппин) Çав тĕрĕслеве тутарма хатĕр пулмалла( илтĕн Хаммер-ăнлантар ăçтан укçа, илтĕн яраплан-кам пачĕ укçа?). Унсăрăн ахаль кухньăра калаçни çеç. Ăнланатăр-и, психологи енчен хамăрăн улшăнмалла.
Вăт ку япала,--психологи енчен улшăнасси,--питĕ кăткăс япала,Якур. Япунецсен 20 çул ытла иртрĕ çав халăхăн психологине улăштарма, китаецсен -татах ытларах.Пирĕн халлĕхе психологине улăштармалли çинчен калаçмаççĕ те,влаç тытăмĕнчи "планктона" пĕтĕмпех килĕшет,ахаль çынсем-пурнăç юххипе пурнаппăр.Пур ĕнтĕ темиçе маларах туртăннă çынсем--вĕсем "погодă" тăваймаççĕ.Анчах та Стоп:леш "погода" тăваканнисем 5-мĕш колоннăран ан пулччăр, тата Амерсен департаменчĕсенчен ан пулччăр! Хамăрăннисем, "доморощеннăйсем-килте ÿснисем".
Атнер // 3913.58.4645
2014.05.21 14:36
Тĕрĕс. "Сволочь пултăр.Анчах та хамăрăн сволочь".Акапасар чăвашла куçарса пар.
Иронизировать тумалла мар, Атнер хăта.Украина Халăхне тулашĕнчен "навязывать" тăваççĕ майдан - вара хусамăр куратăр мĕн пулса тухать. Вăт çавăн çинчен сăмах пырать. Килĕшетĕр е çук, сăмах çавăн çинчен пырать.