Бор хăта.Астăватни Афганистана СССР кĕрсе кайнă чух та пире хăрататчĕç Америка базăсем уçать тесе.Миçе чăваш ачи пуçне кайса хучĕ çичĕ ютра.Халь камра Афганистан?.Мĕн çухатрăн ,е тупрăн?.Раççей пысăк.Хамăрăн çĕршыврах йĕрке тумалли проблема нумай.
Якур // 4229.1.4185
2014.06.11 01:29
Юрать пирĕн стратег Тимĕр пур. Эпир ку таранччен те Афгана мĕншĕн кĕнине пĕлейместпĕр.
Тимĕре Афганистан пирки çапларах хуравлама пулать:Совет Çарĕ Афганистанран тухнă хыççăн Раççейре 10-шар,100-шер хут наркотрафик ÿсрĕ.Статистикă таблицине пăхма сĕнетĕп Тимĕр хăта.Амерсем Афганистана кĕнĕ хыççăн Дурман-травана ÿстерекен дехкансем(хресченсем) нумайланса кайрĕç. Амерсенчен мĕншĕн кун пек тесе ыйтсан:"Это у них единственный источник для выживания"-теççĕ амерсем.А хăйсем "все делают для дестабилизации обстановки в Российском подбрюшье, как и в Ираке,Иране, на Севере Африки и на Востоке украины,наконец".Ку пулăма,паллах,Тимĕр ăнланманçи тăвать.Ну мĕнех,кашни çынăн хăйĕн ăнланăвĕ,çулĕ.
Бор ăнланмана перет.Афганистана кĕрсе кайнă чух пире"помощь братскому народу'"тесе минретрĕç.Паянхи кун Борсăр пуçне пурте ăнланчĕç вăл вăхăтри йÿтесе кайнă политбюрори ватсупнăсен калама çук пысăк йăнăшне.Пыр та ăнлантар амăшне паянхи кун.Мĕншĕн унăн ывăлĕ çичĕютра пуçне хунă.Афганистан паян Америкăн.Бор мĕн çухатрĕ-ăнланаймарăм?.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.19 09:48
Тĕрĕс.Прибалтика пирĕн "ытамран"уйрăлса кайсан та хăш-пĕрисем "кравул"кăшкăрчç пире Америкăн базисемпе хăратса.Ничаво.Ниме=х те çухатмарăмăр.А çар кÿртес текенсем вĕсем пирĕн те пур америкăсен те.ХУРЧКАСЕМ.
Мана,хисеплĕ Тимĕр хăта, Украина та Афганистан та кирлĕ мар. Мана кирлĕ хамăн çĕршыври лăпкăлăх тата чи хакли:ачасен чĕрисенче Украин ачисен пек курайманлăх ан çуралтăр.Эп сăнанă тăрăх пирĕн чăваш националисчĕсен те(патриосен мар,паллах) курайманлăх хуçаланнă пек туйăнать.Ку питĕ начар япала, эсĕ питĕ лайăх ăнланатăн.
Паллах, киревсĕр япала калатăп, каçарччăр мана пурте. Паянхи кун Раççейре нартикрен,эрехрен, укçа чирĕнчен( ниепле те пайлама пултариманнинчен), çул çинчи пăтăрмахсенчен тата темтепĕр çулталăкра 10-шар хут çын çутçанталăкран уйрăлать. Халь вăт çав пăтăрмахсен "причинисене" пĕтермелле.Утăм хыççăн утăм тумалла, тÿрех ним те пулмасть.
Килĕшмелле, Бор хăта.Афганистан,Пакистан,Прибалтика-Украина хăйсемех татса паччĕр хăйсен шăпине.Хушша-хуппа кĕме каламан ун пек чух пире ваттисем.Бор калашле Раççейĕн питĕ нумай хăйĕн пăтăрмахĕсем.Вăт çавсене пĕтерес тесе пурин те кар тăмалла.Пире вăрçă кирлĕ мар!Миршĕн пурте кар тăрар!
Степан // 4186.57.1361
2014.06.20 00:42
У нас что своих проблем не хватает? Или писать не о чем? Политиканство.
Якур // 3343.27.8303
2014.06.21 01:03
Тимĕр Украина темине шĕкĕлчеме килĕштерет пулмалла. вара ăна çапла калама юрать:- енчен те,сăмахран,Тутарстанпа Чăваш Енъ суверенлă çĕршывсем пулнă пулсан куç умне çакăн пек картина ÿкер-ха: тутарсем хĕстереççĕ Тутарстанри чăвашсен диаспорине( ну,эппин, темле майпа та). Вара Тимĕр хăта мĕн калĕччĕ-ши? Çавăн пекрех лару-тăру Украинăра.