Нинай,нинай Тимĕр хăта. Конгресс ĕçĕ Хисеп Хучĕ валеçнинче мар пек. Конгресăн тĕрлĕ енпе интереслĕ, тĕрлĕ шухăшлă чăвашсене пĕр çыхха пуçтарма тăрăшмалла. Анчах та паян конгреса кĕрсе çÿрекенсем çукрах. Шанмаççĕ пулмалла конгресс ертÿçисем "чунпа çуннине".
Çеçпĕл палăкĕ патне пĕр вунпилĕк çынна яхăн кăна пыни питĕ тĕлĕнтерчĕ.Конгресс представителĕ текенни те чечексĕрех пынă.Тутарсем курсан намăсрах пулатчĕ пире чăвашсене.Вĕсен никам хăваламасăрах çĕршер çын тухать Тукай палкĕ патне.
василий шуйски // 3888.93.8782
2014.06.17 22:52
кăçал ЧНК хастарĕсене телекуравпа вуçех кăтартма пăрахрĕç. Унччен Архиповсем, Леонтьеввсем тата Портновсем час-часах тухса хĕрÿ калаатчĕç. Тата тепĕр лайăхах мар хыпар - Татьяна Ильина журналиста ЧНК аппаратĕнчен Угаслов юлташ мĕншĕн вара шăлнă-ши?
Халĕ конгрессра супер идея çÿреме пуçларĕ: конгрессра вăй хунăшăн укçа-тенкĕ памалла мар, Конгрессра пурте вăй хурса хутшăнма пултараççĕ тÿлевсĕр.Вара укçалла хутшăнакансем кăшт пăрăнма пăхаççĕ.Кун çинчен эпир тахçанах чĕнсе каланăччĕ. Çавăн пекех Çеçпĕл палăкĕ умне вăйпа сĕтĕрнипе ним те пулмасть пулмалла.Кĕркунне,çуралнă кунĕнче,шкул ачисемпе студентсене илсе пыма май пур,вара халăх пухăннă пек туйма юрать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.18 09:13
Шуйски кĕнеç.Ан култар-ха.Мĕн хĕрÿ калама пултарать пĕр май мăкăр-макăр тăвакан Костя Портнов тата унăн шефĕ Архипофф.Академик Волковăн палăкне лартма учительсенчен пухнă укçине ăçта çухатни çинчен,тен,каласа парĕç телекуравпа.Çĕршер пин пирки сăмах пырать.
Учительсенчен тивĕçлĕ ĕç валли укçа пуçтарса кăсьене чикни пит хурлантарать те, тĕлĕнтермсть те.Мĕншĕн тесен Архиппăфф каманди унччен те халăхран пуçтарнă укçасене те кăсьене чикни пулкаланă. Выçă вĕсем,çакна ăнланмалла.
Атнер ытларах çырса пăрахмарĕ-ши? Унччен, 60 çула çитиччен,Укаслу ытла темех тумарĕ пек наци АНА-çаранĕ çинче ман шутпа. Ман шутпа,60 çулран иртсен çын характерĕ ытлах улшăнмасть теççĕ те,эп те çавнах ĕненетĕп.Оптимизм лайăх япала, реальноç татах лайăхрах пек.