Савăнăçĕ мĕнре-ши? Шет унта чăваш шкулĕсем уçăлма пуçланă? Чăвашла телевидени ĕçлеме пуçланă-няк?...
Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>>
Ну паллă ĕнтĕ, чăвăшлăха хĕснишĕн савăнса ларассисĕр пуçне Акапасарăн урахла нимĕнле ĕç те çук...
Аксар Чунтупай // 2764.31.2138
2014-09-30 19:22 <<Тĕнче пĕрре - эпир пурте тăвансем. Мĕншĕн çапăçар? Пурнăç пĕрре! Иккĕ мар! Пĕр-пĕрне чикĕ лартар мар, туслă пурăнар... Çавă çеç маншăн пурнăç идеалĕ.>>
Ку ĕнтĕ Леопольд кушак аçи каланине аса илтерет. Хăвна мĕн кирлине çавăрса илсен çавнашкал пуплеме ай-хай еплерех МЕЛЛĔ. :-)
Васса, савăнма иртерех.
Аксар Чунтупай // 3341.40.4481
2014-09-29 20:27 <<Ан савăн, Акапасар, чăвашлăхшăн тăрăшакансем çине тăнипе ку киревсĕрлĕхе пăрахăçланă... Чăваш чĕлхи урокĕсене каялла тавăрнă.>>
Ку хыпара Чăваш халăх сайтне вырнаçтарнăшăн мана "патак" лекрĕ. Район шайĕнчи пĕр чиновник хăй патне чĕнсе илчĕ, ман чăвашла сайта (http://chuvsite.ucoz.ru)тиркеме пуçларĕ... Ку страница килĕшмест, тепри килĕшмест иккен... Сайт ятне те улăштармалла иккен. Ирĕксĕрех шутлатăн вара: чиновниксене "чăваш" сăмах та килĕшмест иккен... Мĕн патне çитĕпĕр капла?