Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Ночь придает блеск звездам и женщинам.(Дж. Байрон)
 

Ad

Галина Никитина: Швейцари мӑнаҫланӑвӗ – Штауббах шыв сикки

Галина Никитина07.11.2014 22:004085 views

Лаутебеербруннен ятлӑ Швейцарири хуларан инҫех мар вырӑнта Штауббах ятлӑ шыв сикки пур. Асӑннӑ ҫӗршывра вӑл паллӑ вырӑн шутланать.

Шарлак виҫҫӗр метр ҫӳллӗшӗнчен ӳунӗ май миллионшар тумлам тӑвать. Тумлама пула пулса тӑракан тӗтре шарлака ҫавӑн пек ят пама хистенӗ те ӗнтӗ. «Staub» тенине нимӗҫлерен куҫарсан «тусан» пулать.

Ҫӳллӗшпе илсен Штауббах Швейцарире иккӗмӗш вырӑн йышӑн йышӑнать. Ӑна чи ҫӳлли тесе пурӑннӑ-ха. Анчах 2006 ҫулта Зиренбахск шыв сиккин ҫӳллӗшне виҫнӗ те вӑл ҫӳллӗреххине палӑртнӑ. Ҫапах та илем енчен Штауббах шарлака ҫитекенни ҫук теҫҫӗ.

Тӗнчипе чап илнӗ Гётте поэт 1779 ҫултах Штауббах шарлака чапа кӑларнӑ. «Песнь духов над водами» хайлав ҫырнӑ хыҫҫӑн ӑна пурте пӗлекен пулнӑ. 1816 ҫулта вара Байрон ҫав шарлака Апокалипсис хирӗнчи вилӗм кӳрекен лаша хӳрипе танлаштарнӑ.

Туристсене шыв сикки вӑйлӑ ҫумӑр е юр ирӗлнӗ вӑхӑтра уйрӑмах илӗртет. Ун чух шыв сикки пушшех вӑйланать те шарлак татах та илемлӗрех курӑнать.

Штауббаххпа киленме туристсене меллӗрех пултӑр тесе ятарлӑ туннель тунӑ. Ӑна курмалли лаптӑк евӗр усӑ кураҫҫӗ. Шарлакран инҫех мар информаци стенчӗсем хатӗрленӗ.

Штауббах – Швейцарин мӑнаҫланӑвӗ. Ӑна почта маркисем, календарьсем, тӗрлӗ буклетра ӳкереҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Agabazar // 2303.32.1894
2014.11.08 13:39
Agabazar
<< Тĕнчипе чап илнĕ Гётте поэт 1779 çултах Штауббах шарлака чапа кăларнă. «Песнь духов над водами» хайлав çырнă хыççăн ăна пурте пĕлекен пулнă.>>

Çапларах çавăрттарса каласан Гёте хăйĕн хайлавне вырăсла çырнă пек пулса тухать.
Agabazar // 2303.32.1894
2014.11.08 13:41
Agabazar
Швейцарири тепĕр палла шывсикки. http://nature.1001chudo.ru/switzerland_1039.html

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters