Ювелир капӑрлӑхӗ илемлисӗр пуҫне сывлӑхшӑн та усӑллӑ пулать иккен.
Ӑсчахсем ятарлӑ датчиклӑ ылтӑн хӑлха ҫакки шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав япала хуҫин сывлӑхне сӑнаса тӑрать. Хатӗре смартфонпа ҫыхӑнтармалла, вӑл кирек епле хӑлха ҫакки валли те юрӑхлӑ.
Датчиксем хӑлха ҫаккин хуҫин хастарлӑхӗн шайне виҫеҫҫӗ, вӑл мӗн чухлӗ калори пӗтернине, чӗре епле ӗҫленине.
«Ӑслӑ» хӑлха ҫакки iOS тата Android никӗсӗллӗ сматрфонсемпе ӗҫлет. Вӗсемпе Bluetooth 4.0 урлӑ пӑралуксӑр меслетпе ҫыхӑнать.
Капӑрлӑха шухӑшласа кӑларнӑ Канадӑри BioSensive Technologies компани ҫав хатӗр пирки тӗнчери пӗрремӗш «ӑслӑ» хӑлха ҫакки тесе пӗлтерет. Унтан та ытларах: компани хӑйӗн хӑлха ҫаккийӗпе ҫумра ҫӳрекен ытти хатӗрпе – фитнес-трекерсемпе тата смарт-сехетсемпе – рынокра пӗр тан вырӑн йышӑнма ӗмӗтленет.