Ку сӑвва вӑл Уляндина концертӗнче те намӑса туймасӑрах вуланӑччӗ. Мания величия ӗнтӗ, АСМАЛЛИ вӑхӑт, карт-бланш панӑ теҫҫӗ ӑна. Малтанхи редактора ятла-ятла хӑҫанччен ӗҫлесшӗн-ши? Хыпар сайтне пӑхӑр_ха - Игнатьев посланийӗ ҫинчен, послал та вара унта хӑйне Туркай. те 8, те 9 фото лартнӑ хӑйӗнне. Чи хитри - Варнавӑ аллине ҫулани.
Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев йĕркеллĕ сăвăсемех вулама пултарчĕç. Туркай вара... хĕрарăмсем çинчен... Официаллă каçра çавăн йышши сăвва вулани, паллах, вырăнлă мар! Режиссёр асăрхамасăр хăварнă-ши?...
Мĕн терĕ вара?
"Хĕрарамăн çÿçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске" тесе каларĕ-и?
Мĕн кунта ребус шутлаттаратăр?
Телевиденире калама юрать те, кунта вара, çак сайтра, юрамасть-и? :-)
Çав "халах поэчĕ" тенине асăнмасан аванрах. Акă вăл чăн-чăн намăс...
Кама та пулсан качча илсен, качча илĕнекенни (качча каяканни) арăм пулса тăрать ĕнтĕ. Мĕн вара кунта намăсси? Качча илекенни (каччи) — упăшка пулса тăрать. Ку каллех намăслăх-ши е тем урăххи?
Пирĕн пек айвансене кунашкал "намăс япаласем" темĕн питех витьереймеççĕ çав. Ыттисем çав тери ăслă пулас, эпир вĕсене хăваласа çитеес çук нихçан та.
арăм турăм, ача турăм, ĕç турăм, çурт турăм, кăмăл турăм, сайт турăм, "танцевать" турăм, тав турăм,.... Касрăм, касрăм пĕрене, турăм-лартрăм шурă пÿрт.
Ăçта пахмалла? Мĕншĕн гиперкаçă е ахаль каçă çук?