Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Гнаться за невозможным - безумие.(Марк Аврелий)
 

Ad

Таисия Ташней: Хальхи вăхăтри тĕлĕнтермĕш фактсем

Таисия Ташней01.02.2015 18:473453 views

1. Тĕнчери чи çамрăк профессор, ăна Ньютона та ирттерет тесе ххаклаççĕ, – Алия Сабур. Тĕлĕнмелел пултаруллĕ хĕрача 4 çулта университета вĕренме кĕнĕ. Шкул программине вăл 2 çултах ăша хывса пĕтернĕ. Кунне вăл темиçешер кĕнеке вулама пултарнă. Халĕ вăл – 25-ре, университетра ертсе пыракан преподаватель шутланать, «профессор» ячĕпе çÿрет.

2. Чи хаклă йытă ÿпли – виçĕ метр çÿллĕш, ăна хрантсус стилĕпе капăрлатнă. Ăна Тамми Кассис текен пуян хăйĕн юратнă чĕрчунĕсем валли пултăр тесе коттедж евĕрех ăсталанă. Хăй вара çав хĕрарăм çынсене пурăнмалли чи илемлĕ те хăтлă çурт-йĕр туса парассипе специалист шутланать иккен. Йытă пÿрчĕ тума хĕрарăм 20 пине яхăн доллар укçана пĕр шелсĕр кăларса хунă.

3. Чи тутлă пирожнăй – советсен. Унпа танлашаканни нимĕн те çук теççĕ. «Çĕрулми», «Пĕчĕк пăрăх», «Карçинкка» йышшисене тата «22 пус» пирожнăя (ăна повидлăран пĕçернĕ) аслăрах ăрурисенчен нумайăшĕ астăвать-тĕр. Паянхи тавар кăларакансем темле тăрăшсан та ун чухнехине çитеймеççĕ теççĕ пылакан çав çимĕçĕн тутине чухлакансем.

4. Тĕнчери чи хаклă чечек – орхидейăн Shenzhen Nongke текен тĕсĕ. Ăна шухăшласа кăларма ăсачахсем 8 çул ытла ирттернĕ. Юрату чечекне 10 çул каялла 202 пин доллар парса туяннă. Çав хакпа илнĕ чечек çав пуянăн кил-çуртне капăрлатать. Ун пекки тек никамăн та çук-мĕн.

5. Шафран – чи тĕлĕнмелле техĕмлĕх кăна мар, чи хакли те. Кунта сăмах Испанире ÿснĕ шафран пирки пырать. Пĕр килограмм техĕмлĕхшĕн 1000-е яхăн доллар кăларса хума тивет. Çимĕçе çулталăкра 7 кун хушши тата алăпа кăна пуçтарма пулать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters