Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).
1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.
2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.
3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…
4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.
Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Эсӗ,Agabazar текенни,следак иккен. Пӗлмен ку таранччен,санран айккарах тӑмалла эппин.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.16 11:23
Акапасар пулмасан пач ҫывӑрса кайма пулать кунта.Вӑл ятарласа ухмаха пени пире чӑваша сыхлас кӗрешӳре яланах сыхӑ пулмаллине пӗлтерет.Акапасар-админӑн гениальнӑй ПРОЕКчӗ.
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 12:49
Анчах та Agabazar "зажигать" тунинче усалли те нумай, Agabazar пуҫне никамах та кӗмест ку сайта.Тӗрӗссипе,системӑ "кунта халӗ 55 ҫын" тесе кӑтартать. Те тӗрӗслекеннисем,те ҫырма хӑюлӑх ҫитерейменнисем кӗреҫҫӗ.
Акапасар ахаль те прахвиссӑр.Чӑваш чӗлхин прахфиссӑрӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 08:05
Ну Эсир,Таймерпа Бор, паратӑр тӑк паратӑр.Прахфиссӑр сӑмах "прах" сӑмахран пуҫланнӑ пек туйӑнат. Профессор тесен кӑмӑллӑ пек. Чӑваш халӑх профессорӗ. Пурне те ӑнланмалла.
Виталий Родионов прахвиссăр. Валери Туркай прахвиссăра тухайман-ха. Юлашкинчен асăннă çынна унашкал ят кирлех те мар. Шел, "Саша Осиповăн" унашкал ят çук.
Ют Ҫын // 1253.54.8168
2015.04.19 22:19
Agabazar текеннине ҫиломпах профессор( витлекен прахвиссăр мар) ятах памалла. Тата пӗр-ик медаль Ордена за заслуги перед Чувашской республикой. Раҫҫейӗнне илмеҫ поль.
Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 09:39
Ара Agabazar кирлӗ мар тет вӗт профессор ячӗ. Кирлӗ пулсан тахҫанах укҫалла та пулин илетчӗ.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.20 11:01
ан хӑра.Акапасар тахҫанах профессор тесе поплянине илтрӗмӗр