Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).
1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.
2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.
3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…
4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.
Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ҫӗр ҫинче ӗҫленине хура Ӗҫ мар,пархатарлӑ Ӗҫ тесен вырӑнлӑ пулмалла.Пирӗн Раҫҫейре фермер пулма килнӗ нимӗҫсем,акӑлчансем,французсем,голландецсем ӗҫлеҫҫӗ.60 ҫула ҫитнисем те пур.Никам та "хура ӗҫ" тесе каламаҫ.Тӗлӗнтереҫ ку "чӑн чӑвашсем",юрать асӑннӑ фермерсем чӑвашла вулама пӗлмеҫҫӗ.
Верси:"Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку,паллах,лайӑх та ырӑ япала".Ку версине килӗшмесен те ырламалла.Тата журналистсен хӑйсен тулли шухӑшлӑ,фактсемпе аргументланӑ,документсемпе ҫирӗплетнӗ критиклӗ статьисене пичетлеме редакцине хупӑрламалла.Тӗпелте ҫеҫ калаҫса ларни ҫителӗксӗр,ӗҫлемелле. В.Одюков юрланӑ йӗркесене Ӑсра тытмалла:"Ир те каҫ пилӗк-ҫурӑм авмасӑр
Ыр курса пурӑнма ан шутла" .... .
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.13 10:54
Бор юлташ, Одюков мар, Виталий Адюков ку. ОДЮКОВ Иван Ильич вара - паллă фольклорçă, профессор. Шел, пирĕнтен тахçанах уйрăлса кайнă. Фронтовик. Уксахлатчĕ. Питĕ кăмăллă вĕрентекенччĕ. Шупашкар районĕнчи Атăльялтан. Вирьял. Паян пурăнас тăк "вирьял чĕлхине" "чĕртсе тăратассишĕн" çунакансене питĕ вирлĕн хăлха чикки памалла.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.13 10:55
Качакан сухалĕ вăрăм та ăсĕ кĕске. Хăшĕ-пĕрин ни сухалĕ, ни ăсĕ...
Валери Туркай сухалсăр çÿрет. Виталий Родионовăн мăйăх пекки пур ĕнтĕ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.13 16:06
Ăс пултăрччĕ, тăвансем, ăс пулсан пире çыхман шăпăра салатнă пек салатаймĕччĕç. Провокатор хĕтĕртнипе эпир тавлашнă тапхăрта тата миçе чăваш çухалчĕ-ши çĕр çинчен? "Хыпарта" вара, нĕрсĕр тавлашăва ХАЛĂХ хутшăнманран, Туркай журналистсене яталаса çынсемпе калаçтарать тет. "Организовать отклик" тенине пĕлтерет ку.
Куля куймак пĕçерет... Хăвăр кам вара: пиччĕш е шăллĕ? :-)
http://chuvash.org/blogs/comments/2125.html Вырăспа "тавлашам пекки" туса пăхăр-ха тата çак темăпа, курăпăр мĕн пулса тухнине.... Çиччас вырăна лартаççĕ унта! Кунта вара, хăй пекех чăваш умĕнче, сăмсине каçăртам пекки тума юрать имĕш.